рыба
рыбный, рыбий
рыбо-
ăшаланă пулă — жареная рыба
пĕçернĕ пулă — вареная рыба
типĕтнĕ пулă — сушеная рыба
чĕрĕ пулă — свежая рыба
пĕвесенче ӳстерекен пулă — разводимая в прудах рыба
пулă вăййи — нерест, икромет
пулă завочĕ — рыбозавод
пулă промысли — рыбный промысел
пулă промышленоçĕ — рыбная промышленность
пулă сыхлав инспекторĕ — инспектор рыбнадзора
пулă çăвĕ — рыбий жир
пулă хуппи — рыбья чешуя
пулă шӳрпи — уха
пулă ĕрчет — разводить рыбу
пулă ĕрчетес ĕç — рыбоводство
пулă тыт — рыбачить
пулă тытмалли хатĕрсем — рыболовные снасти
пулассила çӳре — ходить на рыбалку
пулă вăлча сапать — рыба нерестится, мечет икру
пулă лайăх туртать — рыба клюет хорошо
Кӳлĕре пулă тăвăннă — рыба в озере задохнулась, в озере произошел замор рыбы
Пулă шывра, хури сăртра. (Курка). — загадка Рыба в воде, а хвост на горе. (Ковш). (соотв. Утка в море, а хвост на заборе).
◊
çĕлен пулă — вьюн
кусар пулă — чехонь
хĕç пулă — чехонь
çырма пули — голец
I.
рыба
унта çĕр-аллă виçĕ шултăра пулă кĕрсе тулнă — в нее попало 153 крупных рыбы
пулă тытакан, пулăçă — рыболов
пулă шӳрпи — уха
вăл пире çапла икшер пуллăн пара-пара вуншар пулă парса тухрĕ — таким образом, выдавая по две рыбы, он дал каждому из нас по десяти рыб
пулла кай — идти ловить рыбу
пулă тыта-тыта хур — нарыбачить
II. ...:
пулă-тырă лайăх пултăр — да уродится хороший хлеб
полă (пулы̆, полы̆), рыба. Трхбл. Пулă, пулă, пулă! Пулă пуçĕ çулă! (Пулă сутаканăн сăмахĕ). N. Пулăран килчĕç. Вернулись с рыбалки. N. Пулли пулсан, тытаканни те пулĕ. N. Полла Атăла карĕç. Орау. Купăсти лайăхах мар та: пулă курман — шӳрпи, тиç (послов.), çампек — юрарĕ. Юрк. Чăвашсем ытти çимĕçсене пулăсене (cuiusque generis), тата ытти çимĕçсене те ытти çынсем пекех пĕçерсе çиеççĕ. Сред. Юм. Тинĕс хĕрĕнче ял пик пôлăсĕм выртаççĕ, тет, çав полăсĕм çĕршер пăт какайне касса илсен те туймаççе, тет. Арзад. 1908, 35. Элкӳле сĕрекепе пулла кайнă. Кан. Пулă тытас ĕç мĕнле пырать. Ачач 105. Ачасем вара кунĕ-кунĕпе пулăра ирттернĕ (были на рыбалке). Баран. 168. Вĕсем пăлансем усраççĕ, тискер кайăксем, пулăсем тытаççĕ. N. Альошки алра та тытса тăма пĕлмест, пулă пекех явкаланат. Альш. Пулă вăлчă сапат. Ib. Кӳлĕ пулли юхса выртан шыври пулăран хăйне ăрасна пулă пулат вăл. Ib. Пулла кĕрсе, теççĕ пулăçăсем. Изамб. Т. Эпир ĕнер, кăнтăрла сулăнсан, пулла кайрăмăр (ловить рыбу). N. Пулăран тавăрăнсан. СЧЧ. Пулла çӳре, ходить ловить рыбу. См. шыв. Ау 206. Пулăçă пулла çӳрет, тет. ЧП. Çак эпир пурнакан çĕр пулă çинче тăрать. (Наговор). Собр. Япалан тулĕ тулă, ăшĕ пулă, теççĕ. (Послов.). См. пул.
балык
«рыба»; çĕлен пулă «угорь»; пулăçă «рыбак», «рыболов»; КБ, МК, Зол. бл. балык, туркм., тур., кирг., казах., к. калп., ног., кумык., тат., башк., тув., якут. балыкбалығ, уйг. белик, узб. балик, алт. В палык, хак. палых «рыба»; башк. йылан балык, тат. әлан балык, уйг. жилан белик, казах. жылан балык (букв. «змея рыба») «угорь»; уйг. беликчи, башк. балыксы, кирг., тат., тув. балыкчы, хак. палыхчы, казах., к. калп., ног. балыкшы «рыбак».
ç.п., астрол. Хĕвел çулталăк çавринчи 12-мĕш çăлтăр ушкăнне кĕрсен (20.II—20.III) çуралнă çын. Пулăсем Ăнăçу туррипе юнашар çӳреççĕ. Х-р, 3.10.1992, 3 с. Гороскоп тăрăх эпĕ — Пулă (ÇХ, 1998, 3 /, 7 с.). Пулăсен ĕç питĕ нумай пулать. ХС, 22.01.1999, 4 с. Пулăсене ĕçлĕ, хирĕçӳллĕ эрне кĕтет. Т-ш, 2001, 33 /, 2 с.
рыба — pisces [шывра пурăнакан çурăм шăммиллĕ чĕрчун]; вăкăр пуслă пулă бычок-крушак — neogobius melanostomus [тинĕсре пурăнакан вăкăр пуçлă пулă]; вĕçевçĕ пулă летучая рыба — cheilopogon pirinatibarbatus [тинĕсре вĕçсе ишекен пулă]; йĕп пулă игла-рыба — syngnathus typhle [йĕп евĕрлĕ тинĕс пулли]; йĕплĕ пулă колюшка — culaea inconstans [йĕплĕ тинĕс пулли]; йӳçек пулă горчак — rhodeus sericeus [карп йышши пулă]; йытăлла пулă рыба-собака — sphaeroides rubripes [тинĕсре пурăнакан йытă пуçлă пулă]; кăвак пулă синец — abramis ballerus [карп йăхĕнчи кăвак çурăмлă пулă]; пăчкă пулă пила-рыба — pristis pectinatus [пăчкă сăмсаллă скат]; симĕс пулă елец — leuciscus leuciscus [карп йышши пулă]; çĕлен пулă вьюн — misgurnus fossilis [пĕчĕк усиллĕ, çĕлен евĕрлĕ пулă]; çыпçăнчăк пулă уклейка — alburnus alburnus; уйăхла пулă луна-рыба — mola mola [тинĕсре пурăнакан уйăх евĕрлĕ пулă]; хăйăр пулли щиповка — cobitis taenia [çĕлен евĕрлĕ пĕчĕк пулă]; хĕç пулă меч-рыба — xiphias gladius [хĕç евĕрлĕ çӳхе çăткăн тинĕс пулли]; хулăн çамкаллă пулă толстолобик — hypophthalmichthys molitrix; чулай пулли подкаменщик — cottus gobio
Çавăн пекех пăхăр:
пукришкă пукришка пул пул(ă)штух « пулă » пулă çунатти пулă сĕлĕхĕ пулă сахи пулă сухи пулă тăмани