автан - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

автан

(авдан), gallus gallinaceus, петух, чер. аҕутан. Ст. Чек. Автан авăтат. Петух поет. Тюрл. Автан чăхха таптать. Петух топчет курицу. Ст.-Шай. Икĕ хут çуралат, шуйттана хăратат, — туп. — Вăл та пулĕ автан. Два раза родится и чертей пугает, — что это такое? — Это петух. Пуянăн автанĕ те çăмарта тăват, тет, теççĕ. Говорят, что у богача и петух несет яйца. (Послов.). Ст.-Шай. Пӳрт çинчен пӳрт çине хĕрлĕ автан сиксе çӳрет. (Вăл пулĕ пӳрт çунни). С избы на избу скачет красный петух. (Загадка о пожаре). Актай. Çĕрĕн алăкĕ çук, çĕрĕн чӳречи çук: автан сассине илтес те çук. У земли нет дверей, у земли нет окон: не услышим мы пения петуха. М. Тиуш. || Кашта çинчи сар автан; сар автан саккăр авăтмасăр эпир киле каяс çук. На насесте желтый петух; раньше, чем восемь раз пропоет желтый петух, мы не поедем домой. || Автан (v. арман) — также копёк, одна из принадлежностей мельничного механизма. Качал. || Eodem nomine a iuvenibtis mentuia appellatur. Имен. Автанă авăтат-и? = автанă тăрат-и? Cf. brit. сock. || Ср. серб. кураз.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150