касă - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
то же, что кас. N. Çиен пур-и, вылян пур-и — атьăр кассипе туя! (Такмак). Пазух. Тусăм касси витĕр эп тухнă чух, тусăм, курса, йĕре, ай, пуçларĕ. СТИК. Пирте ялсем темиçе касса уйăрăлаççĕ. Касă тени — вăл пĕр çĕрте çумлăн-çумлăн ларан килĕсем пулат. Кашни касăри çын хăй кассинчисене çывăхрах. Пирĕн, темле, хăш касса хаяр теççĕ, хăшне йăваш теççĕ. Хурăнташсем пĕр касра лараççĕ. Пĕр пĕчĕкçĕрех касăра пĕтĕмпех пĕр-пĕринпе хурăнташлă çынсем лараççĕ. Альш. Унтан тата çавăн пекех вăл вăйя тухан хĕрпе каччă час-часах тăрăхлакаласа, кулкаласа касă-касă хĕрне, ял-ялĕ хĕрĕсене юрлаççĕ. ЧП. Пирĕн касă ачисем.