лачлаттар - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
понуд. ф. от лачлат. Чĕлкаш 76. Лач! Чĕлкаш Каврила куçĕсем çине лачлаттарса сурса хунă. КС. Сурчăкне, манкине урайне (на пол) лачлаттарать. Сред. Юм. Кăвас çăрнă чôхне чôстана алпа лачлаттарса çăраççĕ (месят с особым звуком). Ib. Амма (почему) чипер çиместĕн эсĕ мĕн, лачлаттарса (чавкая), сысна пик çисе ларан? N. Пăру амăшин чĕччине лачлаттарса (чвакая, чвякая) ĕмĕт (лăчлаттарса – менее усиленно). N. Çăккăра мĕн лачлаттарса çиятăн (чавкаешь). N. Тăна (глину) пĕрене çумне лачлаттарас (шлёпнуть). СТИК. Ачисене аллапкипе (= ал лапкипе лачлаттараят (шлёпает и больше никаких, получается особый звук: лач!). Ib. Лачлаттарса пытăмăр. Мы шли пешком, шлёпая по грязи. Шорк. Çăпатасене пĕтĕмпе шу витрĕ те (промокли), халь лачлаттарса çӳретĕп анчах. См. лачăртаттар.