мемелле - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(мэмэл’л’э), то же, что мамале. Тюрл. Халь чӳк тума вăй çитмес, мемелле парса хорас (шорă тотăрпа таса çĕре хорать окçа, çуса — таса посса, таса çĕре (обещаться тăвать). Сред. Юм. Мемелле — тăхланран çапса, çӳхетсе тунă нôхрат пик япала. Ib. Пĕррĕ (= пĕрре) эпир ватă хôрама панчен иртсе кайнă чôхне, эп çав хôрама çôмĕнче пĕр нôхрат манерлĕскер кôртăм та: мĕн кô? тесе, хампа пыракантан ыйтрăм.— Ôна мемелле теççĕ, киреметсене параççĕ, терĕ. Нюш-к. Мемелле укçа ухтарса (= улăхтарса) хурас (на столбах, в клеть, повыше). Авалхи йăлалла (мемелле). Мемелле илсе хуман пуль, теççĕ. Чӳк чӳклесе пĕтерсен, мемелле укçипе кулаç илçе çинĕ.