мĕнтарăн - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(мэ̆ндары̆н), дорогой, бесценный. Янтик. Çын вилсен калаççĕ: эй мĕнтарăн чунĕ, кĕрсе выртрĕ-çке çĕре, теççĕ. Турх. Эй мĕнтарăн атти (аттийĕ); эй мĕнтарăн ашши (так!). Сред. Юм. Мĕнтарăн. Кама та пулсан асапланакан çынна хĕрхенсе калакан сăмах. (Кама та полса хĕрхенсе каланă чохне калаççĕ). Юрк. Эй ку мĕнтарăн укçи!? Кам аллинче хĕсĕнсе выртаççĕ-ши? См. мăнтарăн.