йăвача - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. кушанья. См. йăва. Тюрл. Йăвача или йăва. Сред. Юм. Иăвача или иăва; çăмах пик туçа, типле кăмакана лартса, пĕçерекен çимĕçе калаççĕ. К.-Кушки. Ырсемсене кашнине юсманпа, йăвачапа кĕл - тунă. N. † Туллăн, туллăн тулача, тулăран тунă йăвача сарă çăва юратать. Юрк. Тутлă чустаран унаç тăваççĕ, ăна çĕçĕпе салмаран вакрах касса тураççĕ. Ăна вара çатма çинче çупа, кăмакана лартса, пĕçереççĕ; çав йăвача пулат. Ib. Йăвачана та тутлă чустаран тăваççĕ. Ăна малтан унаç тăваççĕ; унтан çĕçĕпе вĕтчеççĕ салма пек тураççĕ. Вĕсене вара çатма çинче пĕçереççĕ, кайран çулаççĕ. Йăвачасене те чăвашсем чӳк тунă чухне тыткалаççĕ, çиеççĕ. Йăвача та, юсман пек, пит тутлă пулат. N. Тата йăвача, тутлă тулăран, çăмах пек касса, тăваççĕ. Сала 100° . † Сар-сар йăвача сарă çăва юратат. А. Турх. «Йăвача — в роде капăртма, но мелкое; на масле; сладкое». М. П. Петр. «Йăвача - нечто в роде нарезанной салмы, оладьи».