курăм - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. 1. Çын таврари пурнăç çине мĕнле пăхни, ăна епле хаклани. Яков Ухсай сăнласа пама ăста, унăн хăйĕн курăм. Вăл çын курманнине курма пĕлет. Г.Ефимов //Я-в, 1963, 4 /, 32 с. Хальхи поэтсен — Шелепи тапхăрĕпе танлаштарсассăн — урăх курăм, урăх ăнлану. КЯ, 7.02.1982, 4 с. Вĕсен [çамрăксен] хăйсене евĕр курăм, хăйсен сасси. ТА, 1988, 10 /, 1 с. Чăваш шухăшлавĕпе курăмĕ çут çанталăкран çын еннелле ... куçса пыма кăмăллать. В.Родионов //Х-р, 18.11.1998, 3 с. — çĕнĕ курăм (Я-в, 1963, 11 /, 30 с.); философиллĕ курăм (Л.Таллеров, 1978, 10 с.); экзистенциаллă курăм (Х-р, 28.09.2001, 4 с.); — танл., тĕнчекурăм. 2. Куç умне тухакан сăнлăх; куçа курăнни. Чӳрече умĕнчи акацисем çине шевле ӳкнĕ... Ман чунра çак курăм иртнĕ кунсемшĕн хĕрхенӳ çеç çуратрĕ. А.Аттил //ТА, 1988, 10 /, 62 с. Сарри çĕрĕпех ... çурма ыйхăллă та çурма чăнлăхлă курăмсемпе аташса выртрĕ. В.Игнатьев, 1990, 47 с. Епле анлă курăм [тавралăх пирки]! Х-р, 30.04.1997, 7 с. Паян çав курăм — харсăр Çăлтăрлăх. А.Т.-Ыхра, 2001, 80 с.