п.с. 1. Çын таврари пурнăç çине мĕнле пăхни, ăна епле хаклани. Яков Ухсай сăнласа пама ăста, унăн хăйĕн курăм. Вăл çын курманнине курма пĕлет. Г.Ефимов //Я-в, 1963, 4 /, 32 с. Хальхи поэтсен — Шелепи тапхăрĕпе танлаштарсассăн — урăх курăм, урăх ăнлану. КЯ, 7.02.1982, 4 с. Вĕсен [çамрăксен] хăйсене евĕр курăм, хăйсен сасси. ТА, 1988, 10 /, 1 с. Чăваш шухăшлавĕпе курăмĕ çут çанталăкран çын еннелле ... куçса пыма кăмăллать. В.Родионов //Х-р, 18.11.1998, 3 с.
— çĕнĕ курăм (Я-в, 1963, 11 /, 30 с.); философиллĕ курăм (Л.Таллеров, 1978, 10 с.); экзистенциаллă курăм (Х-р, 28.09.2001, 4 с.);
— танл., тĕнчекурăм.
2. Куç умне тухакан сăнлăх; куçа курăнни. Чӳрече умĕнчи акацисем çине шевле ӳкнĕ... Ман чунра çак курăм иртнĕ кунсемшĕн хĕрхенӳ çеç çуратрĕ. А.Аттил //ТА, 1988, 10 /, 62 с. Сарри çĕрĕпех ... çурма ыйхăллă та çурма чăнлăхлă курăмсемпе аташса выртрĕ. В.Игнатьев, 1990, 47 с. Епле анлă курăм [тавралăх пирки]! Х-р, 30.04.1997, 7 с. Паян çав курăм — харсăр Çăлтăрлăх. А.Т.-Ыхра, 2001, 80 с.
Çавăн пекех пăхăр:
курăкçă курăклă курăкла курăклан « курăм » курăмлă курăмлăх курăмсăр курăмсăрлăх курăн