марафон - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
1. П.п., куçăм. Нумая пыракан тупăшу-ăмăрту; вăрах тăсăлакан ĕç. Уапа-Уапа хулинче йĕркеленĕ музыка марафонĕ 50 куна тăсăлнă. К-н, 1982, 16 /, 10 с. Вăт çав кунран пуçланчĕ те ĕнтĕ ман марафон. Кашни кун тенĕ пекех правление чупатăп. К-н, 1984, 5 /, 7 с. Çапла вара [халăх] суйлав марафонне хутшăнакан 5 кандидатран виççĕшне кăмăллани курăнчĕ. ÇХ, 1997, 50 /, 2 с. Сентябрь тата октябрь уйăхĕсенче «Шупашкар — Атăлçи культура тĕп хули» марафон иртĕ. Марафона юрă-кĕвĕ фестивалĕ уçĕ. ХС, 2003, 84 /, 1 с. 2. Ç.п. Телемарафон (туп.). Çĕртме уйăхĕн 1—4-мĕшĕсенче ыркăмăллăх марафонĕ ирттерчĕç... Предприятисемпе организацисем марафон счечĕ çине 320 пин тенкĕ куçарса панă... Марафон йĕркелӳçисем акцие хастар хутшăннисене чĕререн тав тăваççĕ. Х-р, 6.06.2000, 1 с.