1. П.п., куçăм. Нумая пыракан тупăшу-ăмăрту; вăрах тăсăлакан ĕç. Уапа-Уапа хулинче йĕркеленĕ музыка марафонĕ 50 куна тăсăлнă. К-н, 1982, 16 /, 10 с. Вăт çав кунран пуçланчĕ те ĕнтĕ ман марафон. Кашни кун тенĕ пекех правление чупатăп. К-н, 1984, 5 /, 7 с. Çапла вара [халăх] суйлав марафонне хутшăнакан 5 кандидатран виççĕшне кăмăллани курăнчĕ. ÇХ, 1997, 50 /, 2 с. Сентябрь тата октябрь уйăхĕсенче «Шупашкар — Атăлçи культура тĕп хули» марафон иртĕ. Марафона юрă-кĕвĕ фестивалĕ уçĕ. ХС, 2003, 84 /, 1 с.
2. Ç.п. Телемарафон (туп.). Çĕртме уйăхĕн 1—4-мĕшĕсенче ыркăмăллăх марафонĕ ирттерчĕç... Предприятисемпе организацисем марафон счечĕ çине 320 пин тенкĕ куçарса панă... Марафон йĕркелӳçисем акцие хастар хутшăннисене чĕререн тав тăваççĕ. Х-р, 6.06.2000, 1 с.
Çавăн пекех пăхăр:
маратан маратхи марать мараться « марафон » марафонец марафонский Марва марганец марганцовка