пулăшуçă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. 1. П.п. Ирĕккĕн пулăшу кӳрекен е служба тивĕçĕпе пулăшса пыракан çын; шакăрча, помощник. Çӳрен ... чăрмантарса. Тупăннă пулăшуçă! Е.Осипова, 1982, 22 с. Геннадий Константиновича министр тивĕçĕсенчен хăтарнă, ЧР Президенчĕн пулăшуçи пулма çирĕплетнĕ. Х-р, 7.10.1998, 1 с. Анне — аттен никампа улăштарайми пулăшуçиччĕ. ÇХ, 2000, 5 /, 9 с. — аслă пулăшуçă (ЧÇ, 1997, 9 /, 3 с.); çывăх пулăшуçă (Х-р, 6.08.1998, 3 с.); обществăлла пулăшуçă (ÇХ, 1999, 10 /, 8 с.); обкомăн пĕрремĕш секретарĕн пулăшуçи (Х-р, 25.09.1996, 2 с.); район прокурорĕн пулăшуçи (ЧÇ, 1997, 9 /, 3 с.); кандидат пулăшуçи (ÇХ, 1997, 41 /, 2 с.); командир пулăшуçи (Х-р, 27.06.1997, 4 с.); депутат пулăшуçи, вице-спикер пулăшуçи (ÇХ, 1999, 10 /, 8 с.); — ВЧС, 1971, 552 с. 2. Ç.п. Çынна пархатар кӳрекен, усă паракан япала. Çак учебник турккă чĕлхине вĕренме кăмăл тăвакансемшĕн тивĕçлĕ пулăшуçă пуласса шанас килет. Х-р, 24.01.1998, 5 с. Ку енĕпе, паллах, выставка чи шанчăклă пулăшуçă. ХС, 1999, 31 /, 1 с. «Сывлăх» — сывлăх хуралçи. Пулăшуçă хаçатсăр ан юл, тăванăм, çырăнма васка. С-х, 2000, 16 /, 1 с. Салтак çырăвĕсем пулчĕç çав хайлавăн пулăшуçисем. ТА, 2000, 2 /, 1 с.