п.с. 1. П.п. Ирĕккĕн пулăшу кӳрекен е служба тивĕçĕпе пулăшса пыракан çын; шакăрча, помощник. Çӳрен ... чăрмантарса. Тупăннă пулăшуçă! Е.Осипова, 1982, 22 с. Геннадий Константиновича министр тивĕçĕсенчен хăтарнă, ЧР Президенчĕн пулăшуçи пулма çирĕплетнĕ. Х-р, 7.10.1998, 1 с. Анне — аттен никампа улăштарайми пулăшуçиччĕ. ÇХ, 2000, 5 /, 9 с.
— аслă пулăшуçă (ЧÇ, 1997, 9 /, 3 с.); çывăх пулăшуçă (Х-р, 6.08.1998, 3 с.); обществăлла пулăшуçă (ÇХ, 1999, 10 /, 8 с.); обкомăн пĕрремĕш секретарĕн пулăшуçи (Х-р, 25.09.1996, 2 с.); район прокурорĕн пулăшуçи (ЧÇ, 1997, 9 /, 3 с.); кандидат пулăшуçи (ÇХ, 1997, 41 /, 2 с.); командир пулăшуçи (Х-р, 27.06.1997, 4 с.); депутат пулăшуçи, вице-спикер пулăшуçи (ÇХ, 1999, 10 /, 8 с.);
— ВЧС, 1971, 552 с.
2. Ç.п. Çынна пархатар кӳрекен, усă паракан япала. Çак учебник турккă чĕлхине вĕренме кăмăл тăвакансемшĕн тивĕçлĕ пулăшуçă пуласса шанас килет. Х-р, 24.01.1998, 5 с. Ку енĕпе, паллах, выставка чи шанчăклă пулăшуçă. ХС, 1999, 31 /, 1 с. «Сывлăх» — сывлăх хуралçи. Пулăшуçă хаçатсăр ан юл, тăванăм, çырăнма васка. С-х, 2000, 16 /, 1 с. Салтак çырăвĕсем пулчĕç çав хайлавăн пулăшуçисем. ТА, 2000, 2 /, 1 с.
Çавăн пекех пăхăр:
пулăшлă пулăштар пулăштух пулăшу « пулăшуçă » пулăшулăх пулăшусăр пулĕ пулĕ-и пула