вĕре
2.
бить, клокотать (напр. об источнике)
çăлкуç вĕресе тухать — бьет родник
минераллă
1.
минеральный
минераллă удобренисем — минеральные удобрения
минераллă çăлкуç — минеральный источник
минераллă шыв — минеральная вода
пакăлтат
1.
булькать, журчать
çăлкуç çĕр айĕнчен пакăлтатса тухать — родник с журчанием выбивается из-под земли
палка
I.
1.
бить ключом, клокотать, бурлить
булькать
çăлкуç палкаса тухать — родник бьет ключом
кĕленчерен шыв палкаса юхать — вода с бульканьем выливается из бутылки
пăль-пăль
2.
подражание бульканью
çăлкуç пăль-пăль тапса тăрать — родник выбивается с бульканьем
сăрхăн
1.
сочиться, просачиваться, протекать, проникать
пробиваться
хуçнă туратран сĕткен сăрхăнать — из сломанной ветки сочится сок
бинт витĕр юн сăрхăнать — сквозь бинт просачивается кровь
сăрхăнса кĕр — проникать
пӳлĕмĕ темле шăршă сăрхăнса кĕрет — в комнату проникает какой-то запах
сăрхăнса тух — выбиваться, пробиваться
чулсем айĕнчен çăлкуç сăрхăнса тухать — из-под камней пробивается родник
тап-таса
совершенно чисто
тап-таса çăлкуç — чистый-пречистый родник
хваттерте тап-таса — в квартире все блещет чистотой
шарла
1.
шуметь
клокотать, бурлить
шарлакан çăлкуç — бурлящий ключ
шыв хытă шарласа юхать — вода течет с сильным шумом
çăл
1.
то же, что çăлкуç 1.
çăл валакĕ — желоб у родника
кунта çăл тухать — в этом месте пробивается ключ
Пĕр кӳлле тăватă çăл юхса кĕрет. (Доение коровы). — загадка В одно озеро впадает четыре ключа. (Ĕне суни).
çăлкуç
1.
ключ, родник, источник
çăлкуç
ключевой, родниковый
минераллă çăлкуç — минеральный источник
сиплĕ çăлкуç — целебный источник
сивĕ çăлкуç — студеный родник
таса çăлкуç — чистый ключ
çăлкуç шывĕ — родниковая вода
çăлкуç тапса тăрать — бьет родник
Тухас çăлкуç çул тăваткалĕнче те тухать, теççĕ. — посл. Живой родник пробьется и на перекрестке дорог.
çăлкуç
2. перен.
источник, родник
вăй-хăват çăлкуçĕ — источник могущества
савăнăç çăлкуçĕ — источник радости
çутă çăлкуçĕ — источник света
тупăш çăлкуçĕсем — источники доходов
хирĕл
(хирэ̆л), валиться, падать. Трхбл. Собр. Çĕлен чăмса пырать, çарĕ хирĕлсе пырать. (Утă çулни). N. Хĕçĕ касса пырать, çарĕ хирĕлсе юлать. (Утă çулни). Т. II. Загадки. Çăрттан чăмах пырать, çарĕ хирĕлсе юлать. (Утă çулни). Собр. Çарттан сиксе пырать, çарĕ хирĕлсе пырать. (Утă çăлни). N. Уртемейĕ урăлса выртать, ачисем хирĕлсе выртаççĕ. (Мачча). || В переносн. смысле. Ачач 32. Нумай та иртмест, йăнăшса ахлатни, усал сăмахсемпе вăрçа-вăрçа ылханни çын ăшĕнчен асаплăн хирĕлсе тухать. || Усиленно работать (в пол. ном разгаре). Якейк. Хирĕлсе тыр выраççĕ; тыр вырса хирĕлеççĕ анчах (жатва в полном разгаре). N. Ĕлĕк çапла калатчĕç: Спас çитсен тырра хирĕлсех акаççĕ, тетчĕç. || Вымирать. Орау. Выльăхсем хирĕлеççĕ тесе калаçаççĕ Хирпуçĕнче (вилеççĕ). || Скандалить, ругаться, браниться, остервенеть. Ерех 9. Килне таврăнсан, вăрçма, хирĕлме тытăнать. || СТИК. Паян тем хирĕлсе илчĕ-ха вăл пĕр ушкăн. Сегодня он немножко выходил из себя. Сред. Юм. Эп ним те туман ôна та, çапах манпа пĕрмай хирĕлсе çурет-çке-ха ô. СПВВ. ФИ. Хирĕлни, луш вăрçă шыраса çӳрекен çын, пĕр чарăнмасăр вăрçса пурăнакан çын. КС. Паян халăх çинче хытă хирĕлчĕ вăл (ругался). N. Кинĕ, çавна курсан, пит хирĕле пуçланă, ватă çынна тем каласа вăрçса пĕтернĕ. Хурамал. Тем хирĕлчĕç кĕçĕр йытсем! (неизвестно чему). Ib. Йытсем кĕçĕр (иртнĕ çĕр) хирĕлчĕç (ял йытти пурте вĕрчĕ). Ib. Çынсем çапăçнă чухне калаççĕ: хирĕлеççĕ, теççĕ (пĕри пĕр çĕрте йăванса каять, тепри тепĕр çĕрте йăванса каять). || Задерживаться. Ст. Яха-к. Çук ĕнтĕ, сире ни киремет, ни кĕлĕ, ни çăлкуç тытман, анчах сирĕн килĕш-чиккине пĕр чӳке тасатманнинченех хирĕлсе тăрать. (Туй таврашĕ тасаттарни). || Упрямиться. Альш. Тем хирĕлет ĕнтĕ вăл, теççĕ (упрямится).
куç яр
спускать узел (основы). Тюрл. Куç ярас, куç толтарас (при тканье). СПВВ. МС. Этемĕн, çăлкуç, пыл карас куç (ячейка), пир тĕртнĕ чухне куç яраççĕ. Якейк. Куç чр-ха! Ib. Анчах куç ятăм. Ib. Пасăр (= паçăр) янă куçа çаплах тĕртсе пĕтермен. (Кольча куçлă-куçлă полать).
кӳревсĕр
«бесплодный». Калашн. 26. Çăлкуç çавсен хушшинчи кӳревсĕр çĕртен сивĕ тăр шыв кăларнă вылятса сиксе. «Родник между ними из почвы бесплодной журча пробивался волною холодной».
кĕлĕ
(к'э̆л'э̆), моленье; молитва. Туй. Кĕлле маçтăр çын, знаток молитвы. || Хорошее пожелание. Т. VI, 62. Урăх сире нимĕн те кала пĕлместĕп, манăн кĕллĕм çак таранччен анчах. || Церковная служба. НАК. Сурăх-ури кунĕ, кĕлĕрен тухсассăн, вара кашни çын патĕнче ĕссĕр çынсем юрланă сасăсем илтĕнеççĕ. Тимяши. Акă çурçĕр тĕлĕнче кĕлĕ тытăнчĕ. Альш. Пĕр-ик кунтан Пукрав кĕлли кунĕ тенĕ чухне, е чăн Пукрав кунĕ... Ib. Хăятран тавăрăнаççĕ, кĕлли кунĕ (в день престольного праздника, 16 июня). Ib. Праçникĕн кĕлли кунĕ. В день службы во имя праздника. Ходар. Çапла хăтланса, вăлсем мăнкун ирхи кĕллине чан çапачченех çӳреççĕ (вирĕм ачисем). || Назв. божеств. Т. VI, 72... Унтан хăрпан, хĕрлĕ çырла (?), кĕлĕ, мăн кĕлĕ, çуртри Аслă кĕлĕ, вăталăх кĕлĕ, кĕçĕн кĕлĕ, Такталăри кĕçĕн кĕлĕ, аслă Сĕнче çинчи кĕлĕ, Илюха-хун хĕр тăвĕ, кĕмĕл султан кукрĕнчи кĕлĕ (здесь сохраняю правоп. оригинала), хура кӳл çинчи, хура шыв çинчи кĕлĕсем, çилпе пыран кĕлĕ, çилпе çӳрен кĕлĕ, выляса пыран кĕлĕ, выляса пыран кĕлĕ амăшĕ, иртсе пыран кĕлĕ, иртсе пыран ырă амăшĕ, тивни пур-тăр, тименни пур-тăр, çитни пур-тăр, çитменни пур-тăр — кĕлтăватпăр ăшă питпе, тутлă чĕлхепе. Ib. Шыв çинчи кĕламăшĕ, шывçинчи кĕлĕ. Ст. Яха-к. Унтан тата хыçалти тăватă кĕлле пилĕкшер нухрат илсе пăрахас пулат. (Туй таврашĕ тасаттарни). Ib. Çук ĕнтĕ, сире ни киремет, ни кĕлĕ, ни çăлкуç тытман («не схватил»). Изванк. Тĕп-сакане ак çакăнпа çуртăсем лартаççĕ: малтан вилнĕ çынсем, пиханпарсем (так!), хĕрт-сортсем, кĕлĕсем, килсе, тĕп-саканче сыхласа тăраççĕ, теççĕ (во время «çĕр тавраш»). Яргуньк. Лашасем чирлесен е вилсен, юмăçа кайнă. Юмăç каланă: кĕлĕ çинче е килемет (так!) çинче çĕмел çĕмĕрн(ĕ), тесе каланă. ЧС. Çав киремете пирĕн ялсем: чăн аслă, хаяр кĕлĕ, тесе пит хĕсеплесе тăраççĕ. Paas. Кĕлĕ — дух мольбища.
тĕп
дно. N. Катка тĕпĕ, дно кадки. Утăм. Тĕпĕ (реки) курăнса выртать, çав тĕрлĕ тăрă. Образцы 51. † Шурă Атăл çинче шур кăвакал, чăмсассăн та тĕпне çитеймест. Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. ÇМ. Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăлкуç уйсем çине сапать шывне. Торп-к. Пĕве тĕп (шу тĕп) хăпарсан йĕпе пулать, теççĕ. Сред. Юм. Пос тĕпĕнче хор вылять. (Отражение в колодце движения облаков). N. Пус тĕпне кĕмĕл çĕрĕ ятăм. (çăлтăр). ЧС. Тĕпнелле пăхсан, тĕпĕ те курăнмасть (у оврага). А.-п. й. 37. Шăтăк тĕпĕнче тилĕ вĕткеленнине йăвăç тăрринче ларакан ула-такка курчĕ. Изванк. Курка тĕпĕ курăничченех ĕçмесен, лайăх мар теççĕ. Собр. † Ĕçсем, кукка, куркуна: курка тĕпне курам-а? Выпей, дядя, свой ковш, я посмотрю на его дно. Шишкин. Инке стаккань çут стаккан, çивче сахăр çок, çампа тĕп ĕçместĕп. Шемшер. Йыснан черки çут черки, çутă тейиса ытла тĕпех ĕçес мар. || Подонки. ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти. || Остатки. ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. А.-п. й. 54. Кĕлете кай та ырçа тĕпĕнчи çăнăха пуçтарса килсе пĕр пĕчĕк йăва пĕçерсе пар-ха,— тет. Изамб. Т. Мĕтеçле тĕпле вылянă чухне малтан сахисене мĕтеçсем патĕнчен пурте пĕр енне ытаççĕ, камăн сахи мĕтеçсене çывăх, ул тĕп тăват (говорит: манăн тĕп!), ыттисем сахи вырăнĕсенчен мĕтеçсене переççĕ, миçе мĕтеç юлать, пурне те тĕп тăваканни илет. N. Олăм тĕп, остатки початого стога. Изван. Кайин-кайин кайи-ке, улах апач çитермер, çитересси çитерч те, çатма тĕпне çитерч. || Огарок. М. Сунчел. Çав çуртасем çуна çуна пĕтсен, вĕсен тĕпĕсене икерчĕпе чĕркесе, таткаласа хывнă çĕре пăрахаççĕ. || Окурок. Капк. Кулачăран (из белого хлеба) пирус тĕпĕ тухнă. || Центральный, основной. N. Тĕп Комитет, Центральный Комитет. Кан. Хĕрарăмсене çутта кăларасси пирĕн тĕп ĕç пулса тăрать. Эпир çур. çĕршыв 17. Пирĕн ялти халăхăн тĕп ĕçĕ тырă акса тăвас ĕç. Сборн. по мед. Пырне касса шăтарнă хыççăн вилсен, вăл каснипе вилмест, хăйĕн тĕп чирĕ пит йăвăррипе вилет. || Основание. Изамб. Т. Тĕпĕнчен выраканнисен ытларах та ларать. N. Усал суранпа пĕçĕм тĕпĕсем ыратса вут пек çунса тăраççĕ. || Причина, основание. N. Апла выçлăх тĕп мĕнтен пулнине шухăшласа илеймеççĕ. || Корни. Кĕвĕсем. Лартрăм тĕрлĕ йăвăçсем, тĕпĕсене сапрăм таса шыв. Баран. 55. Йывăç тĕпне (у корня) вут чĕрте пуçланă. К.-Кушки. Ялан улăх тăрăх çӳрес мар, ухлĕм ути тĕпне çĕртес мар. N. Кашни тĕпĕнче 2—3 хунав анчах пулать. || Коренной. СПВВ. Сред. Юм. Халь она Маççи теççĕ, тĕп ячĕ он Ваççа ятлă. Чăв.-к. Хапхаран тухрăм тайăлтăм, тĕп тантăшсенчен уйăрлтăм. || Коренник. Т. IV. Вара ăна тĕпне кӳлеççĕ. (Запрягают в корень). || Отцовский дом. Юрк. Тĕпе аслă ывăлĕпе чи кĕçĕн ачи Çумаркки анчах юлать. Собр. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, эп килетĕп çак киле атте-анне тĕпне шыраса. Рак. Тĕпе карĕ. Пошел в дом, откуда выделился. Альш. Тĕпе Çтаппан ятли юлнă. Вил йăли. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ. Бугур. Пирĕн аппана илекен тĕпрен мулĕ тапранĕ. || Место прежнего жительства. N. Тĕпрен килнĕ. || Родина. N. Пирĕн тĕрĕк çыннисенĕн чăн тĕпĕ, çуралнă çĕрĕ-шывĕсем чи малтан авалхи саманасенче Çипирте Алтай тăвĕ таврашĕнче пулнă. || Род. Ст. Чек. Чăвашсемпе тутарсем пĕр тĕпрен тухнă. || Внутри. N. Тĕпре ларса пыр, ехать, сидя внутри экипажа (не на козлах). Якейк. Пынă чохне вăл ямшăкра ларчĕ, эпĕ тĕпĕнче лартăм (внутри экипажа). N. Хăй ларчĕ тĕпне, а начар салтакне ларчăк çине. С. Айб. Тирпеленсе çитсессĕн, патша ывăлĕпе арăмĕ тĕпе кĕрсе ларчĕç, тет, таркăнĕ кучăр вырăнне ларчĕ, тет. || Полтава. 117. Шухăш тĕпне Мазепа путса ларнă пĕтĕмпе. || Куст. Альш. Акă хайхисем пĕр пысăк шĕшкĕ тĕпĕ патне çитрĕç тет те, шĕшкĕ тĕпне çĕклесе çавăн айне кĕрех кайрĕç, тет. Собр. Карта-карта килет хуркайăк, каять хăмăш тĕпне шыраса. N. Хура та çĕлен ача пуçлă, çӳрет-çке хăмăш тĕпĕнче. Сала 123. Кĕтĕм вăрман ăшшĕне, лартăм курăк тĕп çинче. || N. Вунă тĕп юман N. Йывăç: пĕр çĕр тĕп хăмла çырли, крыжовник тавăраш аллă тĕп. Толст. Икĕçĕр тĕпрен тăххăр анчах юлчĕ (яблони). N. Вăтăр тĕп кавăн. Альш. Хурлăхансем вĕсем пĕчĕкçĕ тĕпре ӳсеççĕ. Чув. календ. Çамрăк тĕпсене йăрансем туса лартаççĕ. || Ствол, комель дерева. Пазух. 22. † Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? Лашм. Улма йывăç тĕпĕ ай сап-сарă. Юрк. Чăршăсем хĕрри хурлăханлăх, тăрринчен хурлăхан татар-и, тĕпĕнчен чăпăк тăвар-и? Пазух. 22. † Ту питĕнче чиелĕх, çинчен чие суйлар-и те, тĕпне çатан авар-и? Собр. Чӳрече кутне хурăн лартрăм, тĕпшĕн мар, çулçишĕн. Микушк. Хăпартăм та çӳлĕ ту çине, лартăм кукăр хурăн тĕпĕ çине. Юрк. Çӳлĕ ту çинче виçĕ хурăн, тăррисене кассан тĕпĕ ӳсет. || Стебель. N. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелле пултăр, тĕпĕ хăмăш пек пултăр, тăрри чакан пек пултăр. К.-Кушки. Тĕпне хăмăш пек, тăррине чакан пек ту. Н. Байгул. Хумăш тĕпĕ шывлансан пирĕн макрасси çавăнтан паллă. Пазух. 22. † Парлак çинче çырлалăх, çинчен çырла суйлар-и те, тĕпне утă тăвар-и? || Пень. Кĕвĕсем. Лартăм хурăн тĕп çине хурăн çырли пиçиччен. Альш. Хура-хура кăткăсем хурама тĕпне сырса илнĕ. || Подошва. К.-Кушки. Ха, ачу çăпатине тĕпĕнчен сырасшăн (хочет надеть лапти вверх подошвами). Тим. Шурă рамановски кăçатă тăхăнас çук, тăхăнсан та тĕпне тивертес çук. || Панклеи. Шу орлă каçнă чох пуç çине ĕçлĕк тĕпне хорса каç (платок с навороженным). Сятра. Усал укçа илсе тухрĕ, тет те, ĕçлĕк ăшне ярчĕ, тет те, тĕпĕ те çĕтмерĕ, тет (тĕпне сарăлмарĕ). || Якейк. Пире коккăль памасан, кăмаки тĕп çыпăçтăр. || С. Алг. Юпа тĕпне (на кладбище) укçа яратчĕç тăванĕсем, пĕр пус параканĕ çĕр тенкĕ паратăп, тетчĕ. N. Юпи тĕпне пĕр пус укçа алтса хăвараççĕ. || Кильд. Хапхăр тĕпне шăлмастăр, курăк шăтса тухас пек (готова вырасти). К.-Кушки. Ан пыр, каччă, хапха тĕпне, хăма ӳкĕ пуç çине.
Тĕрлемес
назв. д. Тюрлема (Козловск. р.). N. Тĕрлемесри орамсем: Пысăк орам, Çĕн орам, Анат картиш, Чирĕк хыçĕнчи орам, Йăлăм (çырма орлă), Çенял, Çăлкуç, Анаткас. N. Килмен курман Тĕрлемесне хĕрпе килсе куртăмăр. || Название ст. Тюрлема Каз. ж. д. ТХКА З. Вăрман çумĕнче Тĕрлемес стантси.
шу
вода. N. Шу = шыв. Шорк. Шу или шăвă („ă“ лабиал.), шуна, шунта; шуйĕ или шăвĕ; шуйĕн, шăвĕн; шуне, шуйĕнче, шăвĕнче, шунче; шуйĕпе, шĕвĕпе, шупе. Панклеи. Шу пор-и, кинеми, ман шу ĕçес килет. В. Олг. Шу патне кайса кил-ха, Михали, шу çок. Н. Роман. Канав тăрăх шу йохать. По канавке вода бежит. ГФФ. Вăльтăр та вăльтăр ус çулчи ылтăн шу çине, ай, ӳкес çок. Трепешущий листок осины не упадет на золотую воду. Регули. 1316. Шувăн торат çок. Ib. 100. Вăл хăрат вăлсам онта шушне (= шу ăшне) ӳкесрен. Ib. 800. Шу çĕклени лайăх мар конта. Ib. 607. Шува кĕмелли вырăна топимарăм. Ib. 608. Вырăн шува кĕмелли топимарăм. Ib. 656. Салтаксам порте шува кĕчĕç. Ib. 427. Шу толса çитрĕ, орăх толмасть. 1105. Эп шупа (типĕпе) килтĕм. Ib. 1487. Шупа та, типĕпе те килĕç. Ib. 1123. Шу айăн (айпе) тохрĕ. N. Он хыçĕнчен кайсан шăва та каяс полĕ. Якейк. Вăл варти çаран кăçал шăва кайнă (= йĕпе парши утă çитĕниман). Сятра: Тăр кăнтарла шоа кĕрнĕ чоня пĕр çăмартапа ик самла татăкки пăрахаччă, шу осалĕ çына шоа тортса кĕртесрен. Когда купаются в полдень, то бросают в воду яйцо и два кусочка салмы, чтобы злой дух воды не утащил в воду. Ib. Çĕнĕ çыня (говорит мышь): „аппин сан шăтăка шу кĕрме хошап“, тет. Вопр. Смолен. Çăмăр шăва хирĕç килсен, час чаранмасть. СЧУШ. Тĕлĕкре шу курсан, йĕпе пулать. Якейк. Кирек ăсти шу патне те хăраса чиркĕве кайнă пак каяççĕ. Çăлкуç панче хытă калаçмаççĕ, колмаççĕ: шу тытать. N. Шу пак калаçать. N. Пура çине шу каймасть-и (не протекает-ли)? || Сок ягоды. Торп-к. Çырла шупе пит çăваççĕ. || Река. Янорс. Унтан кайсан-кайсан, эпĕр пĕр вăрман витĕр тохрăмăр, унтан тата ик шу орлă каçрăмăр. ЙФН. Çитĕнессине çитĕнтĕмĕр, мăн шу çинчи хомăш пак. Регули. 838. Шу тăрăх тăвалла виçĕ кон каяççĕ. Ib. 1121. Шу айĕ чоллă. || Брань. Пшкрт: Шуран токса кисе тен, только мыраку çок!
лăч
(лы̆ч, лы̆ч’), подр. мятью руками мокрого мочала. В. Олг. || Подр. подмигиванью. КАЯ. Хам аккана: ан кала! тесе, куçпа, лăч-лăч! хупса, паллă кăтартрăм (мигнул сестре. Срв. Н. Карм. Куçне мăч-мăч! хупать. Моргает). Кан. Чикрĕç-и? терĕ ватă, çăлкуç пек шывланса тăракан куçне лăч-лăч хупса. || Подр. хлюпанью. Тюрл. Йĕпе çĕре пуссан, çĕр лăч-лач! туса тăрать (под ногами хлюпает). || Подр. шлёпанью. СТИК. Лаша чупса пынă чух унăн кутлăхĕ лăч-лăч! туса пырат. || Подр. рубке мяса тупым топором. Шорк. Мука портăпа лăч, лăч! аш касать. ||Сплошь. Якейк.: лы̃џ̌ах. N. Пахчине лăчах паранкă лартса тултарнă.
вода
сущ. жен, множ. воды
1. шыв; родниковая вода çăлкуç шывĕ; морская вода тинĕс шывĕ; ведро воды пĕр витре шыв; идти за водой шыв ăсма кай
2. (син. напиток) шыв, ĕçме; газированная вода газланă шыв; минеральная вода минераллă шыв
3. шыв, шыв-шур; внутренние воды страны çĕршывăн шалти шывĕсем (юхан шывсем, тинĕссем, кӳлĕсем); территориальные воды чикĕри шывсем (çĕршыв чиккине кĕрекен тинĕс тăрăхĕсем)
4. пуш сăмах, сӳпĕлтетӳ; в докладе много воды докладра пуш сăмах нумай ♦ как воды в рот набрал çăварне шыв сыпнă пек (шарламасть); их водой не разольёшь вĕсене шыв сапса та уйăраймăн; как в воду глядел пĕлсе тăнă пекех; выйти сухим из воды шывран типĕ тух; вывести на чистую воду тăрă шыв çине кăлар
источник
сущ.муж.
1. (син. родник) çăл, çăлкуç; горячий источник вĕри çăлкуç; минеральный источник минераллă çăлкуç
2. тымар, пуçламăш; никĕс, сăлтав; источник ошибок йăнăшсен сăлтавĕ ♦ исторические источники истори çăлкуçĕсем (авалхи кĕнекесем, хутсем)
ключ
2. сущ.муж. (син. родник)
çăлкуç; под горои бьют ключи сăрт айĕнче çăлкуçсем юхса тăраççĕ
напиться
глаг. сов.
1. ĕçсе тăран, тăраниччен ĕç, ăша кантар (ĕçсе); напиться ключевой воды çăлкуç шывĕ ĕçсе тăран
2. ĕçсе ӳсĕрĕл, ӳсĕрĕличчен ĕç
родник
сущ.муж.
çăлкуç, çăл; из земли бьёт родник çĕр айĕнчен çăлкуç тапса тăрать
целебный
имлĕ, сиплĕ, сиплĕхлĕ; целебный источник сиплĕ çăлкуç; целебные травы сиплĕ курăксем.
железистый
прил. тимĕрлĕ; железистая руда тимĕрлĕ руда; железистый источник тимĕрлĕ çăлкуç.
исток
м. 1. пуç, пуçламăш, çырма вĕçĕ (е пуçĕ); от истока до устья шыв пуçĕнчен вăрри таран; 2. обычн. мн. истоки перен. пуçламăш, çăлкуç; истоки реализма реализм çăлкуçĕсем.
источник
м. 1. çăл, çăлкуç; источник минеральных вод минераллă шыв çăлкуçĕ; целебный источник сиплĕ çăл; 2. перен. çăлкуç, источник; источник света çутă çăлкуçĕ (е источникĕ); неиссякаемый источник иксĕлми çăлкуç; 3. (письменный документ) источник; по достоверным источникам шанчăклă источниксем тăрăх.
ключ
м. (источник) çăл, çăлкуç; ◇ бить ключом палкаса тăр, вĕресе тăр, çăлкуç пек тапса тăр.
ключевой
прил. çăл ⸗ĕ [⸗и], çăлкуç ⸗ĕ [⸗и]; ключевая вода çăл шывĕ.
неиссякаемый
прил. прям. и перен. иксĕлми, чакми, пĕтми; неиссякаемый источник иксĕлми çăлкуç.
рассадник
м. 1. с.-х. панча; рассадник цветов чечек панчи; 2. перен. (источник, средоточие) йăва; çăлкуç; рассадник культуры культура çăлкуçĕ.
родник
м. çăл, çăлкуç.
родниковый
прил. çăлкуç ⸗ĕ [⸗и], çăл ⸗ĕ [⸗и]; родниковая вода çăлкуç шывĕ.
источник
çăлкуç; источник доходов тупăш çулкуçĕ; источники сырья чĕр тавар çăлкуçĕсем; источники финансирования строительства строительствăна укçа хывмалли çăлкуçсем
çăлкуç
чишмә
кетчуп
ç.с. Техĕмлетнĕ томат соусĕ. Сыпă хытă ан ыраттăр тесен ирсерен пĕр чей кашăкĕ горчица е кетчуп çийĕр. С-х, 1999, 1 /, 1 с. Санкт-Петербургри «Çăлкуç» предприяти хатĕрлекен «Старпом» кетчупа ... сутма чарнă. Х-р, 16.08.2000, 3 с. Кетчуп хатĕрлеме ... помидор, симĕс пан улми, сухан илмелле. Т-ш, 2001, 34 /, 12 с.
конкурсант
, ç.с. Конкурсçă. Унтан конкурс пуçланчĕ. Конкурсантсен ĕçне ... Г.Краснов, Ю.Силэм, П.Çăлкуç писательсем хакларĕç. Х-р, 29.04.1999, 4 с. Лариса, тепĕр конкурсантка, кĕвĕçӳ туйăмне парăнса ... дизайнера курайми пулса çитнĕ. ÇХ, 1998, 47 /, 9 с.
конкурсантка
, ç.с. Конкурсçă. Унтан конкурс пуçланчĕ. Конкурсантсен ĕçне ... Г.Краснов, Ю.Силэм, П.Çăлкуç писательсем хакларĕç. Х-р, 29.04.1999, 4 с. Лариса, тепĕр конкурсантка, кĕвĕçӳ туйăмне парăнса ... дизайнера курайми пулса çитнĕ. ÇХ, 1998, 47 /, 9 с.
Чашма
Çĕньял (Шупашкар районĕ, Лапсар ял тăрăхĕ) çывăхĕнчи Çăва вăрманĕпе юханшыв хушшинчи çăлкуç ячĕ.
Кĕрлĕк çăлĕ
Тенеяльти (Тăвай районĕ) çăлкуç ячĕ.
Йĕплĕ çăлĕ
Тенеяльти (Тăвай районĕ) çăлкуç ячĕ.
Сапатăр çăлĕ
Тенеяльти (Тăвай районĕ) çăлкуç ячĕ.
Часовни
Тăрмăш (Тăвай районĕ) ялĕнчи Николаев пралукĕ вĕçĕнчи çырмара вырнаçнă çăлкуç.
Арман çăлĕ
Турикас Тушкил (Тăвай районĕ) ялĕнчи çăлкуç ячĕ.
Малкартиш çăлĕ
Турикас Тушкил (Тăвай районĕ) ялĕнчи çăлкуç ячĕ.
Америка çăлĕ
Анаткас Тушкил (Тăвай районĕ) ялти çăлкуç ячĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
çăлкăш çăлкăш пирĕ çăлкала çăлкалан « çăлкуç » çăлла йоман çăлла курăк çăлтăр çăлтăр ушкăнĕ çăлтăр-хушка