Шырав: каçма

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

вăль

2. подр. —
о резком прогибании

каçма вăль аванса анчĕ — перекладина сильно прогнулась (под ногами)

вăль-вăль — усил. от вăль
хула çутисем вăль-вăль тăваççĕ — мерцают огни города

вырăн

9.
пристанище, прибежище
çĕр каçма вырăн туп — найти пристанище для ночлега

йăнк-янк

1. подр. —
о неравномерном колебании, раскачивании

каçма хăми йăнк-янк авăна-авăна илет — перекладина ходуном ходит под ногами

кар

8.
перекидывать
çырма урлă каçма кар — перекинуть бревно через речку

каçкăч

то же, что каçма

каçма

переход
перекладина, мостки

каçма хыв — устроить, сделать переход
шыв урлă каçма хур — положить мостки через речку

тытăнкăсăр

неустойчиво, непрочно
тытăнкăсăр каçма — неустойчивые мостки

хатĕрле

2.
заготавливать, запасать, запасаться
припасать
разг.
хĕл каçма вутă хатĕрле — заготавливать дрова на зиму
выльăх апачĕ хатĕрлени — заготовка кормов
хатĕрлесе тултар — наготовить
хатĕрлесе хур — 1) приготовить 2) припасти, наготовить впрок

шурлăх

болотный
каçма çук шурлăх — непроходимое болото
торфлă шурлăх — торфяное болото, торфяник
шурлăх типĕт — осушать болота

юл

1.
оставаться, быть, находиться где-л.
киле юл — оставаться дома
тĕпне юл — остаться (в доме) наследником
хĕл каçма яла юл — остаться на зиму в деревне
хыçа юл — остаться сзади
вăл иккĕмĕш çула юлнă — он остался на второй год (в том же классе)
эсир кайăр, эпĕ юлатăп — вы идите, а я останусь
сывă юлăр! — будьте здоровы! (говорится при прощании)

çакăнтан

2.
здесь, тут, в этом месте
шыв урлă çакăнтан каçма лайăх — переправляться через речку удобно здесь

çăкăр-тăвар

собир.

1.
пища, еда, съестные припасы
çăкăр-тăвар пуçтар — убрать со стола (после-еды)
çăкăр-тăвар хĕл каçма çитет-и? — хватит ли припасов на зиму?

хĕл

зимний
иртнĕ хĕл — прошлая зима
сивĕ хĕл — холодная зима
хĕл кунĕ — 1) зимний день 2) зимняя пора
хĕл сивви — зимний холод, зимние холода, морозы
хĕл ыйхи — зимняя спячка
хĕл енне кай — клониться к зиме
хĕл ир килчĕ — зима пришла рано
хĕл каç — перезимовать
хĕл каçа — за всю зиму, в течение всей зимы
хĕл хута — за всю зиму, в течение всей зимы
хĕл каçма юл — зазимовать
хĕл каçнă пару — годовалая телка
хĕл ларчĕ — зима наступила
хĕле кĕр — дожить до зимы, встретить зиму

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

каç

II.
переправляться, перейти
каçă — перевоз
каçă укçи — деньги за перевоз
каçма — мостик, сделанный из круглых деревьев
каçар — избавить, отвести (от чего); переправиться; прощать
каçару — прощение, извинение

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сан

сало (лед). В. Олг. См. сам. ТММ. Сан, лед береговой, первый лед при замерзании реки, лед по берегу реки. Слеп. Прохот çинче сан полать, пăр тохать; сантан пăр полать. N. Хĕлле Атăлăн хăш енче сан пулать, çав енче тырă пулать, теççĕ. (Сан тесе Атăл ларас умĕн юхакан пăрсене калаççĕ). Питушк. Сан (пăр) килет, Сăрă урлă каçма юрамасть. Тюрл. Атăл çине сан кĕнĕ (лед уже идет осенью). Пухтел. Сан юхать (сĕлтĕленсе юхать, çăра шыв пек). || Заносы снега волнами. Собр. † Вăрман хĕррине сан хывнă, епле иртерем-ши лашама. Хурамал. Юр кăçал сан-сан выртать (тикĕс мар, ярăм-ярăм сăрăнтă пек пулса выртать). СПВВ. † Аслă çул хĕрне (вар. хĕррине) сан хывнă, епле ирттерем-ши çунана. СПВВ НИ. Сан — çул çине вĕçтерсе картлă-картлă лартнă юр. ЧП. Аслă çулсем урлă сан хывнă.

Сăрă

(сы̆ры̆, сŏрŏ), назв. реки, Сура. БАБ. Атăл урлă, Сăрă урлă çак ачана вĕрме, сурма ылттăн шăллă, кĕмĕл çӳçлĕ юмăç-карчăк килнĕ, вĕрет, сурат: тух куç! (Заклинание). Регули 1317. Сăрăн шу аслă мар. Питушк. Сăрă хĕрри татăлнă, варри анчах тытса тăрать, каçма юрамасть. См. сăр.

çĕрлелĕх

на ночь. Кутема. Çĕрлелĕхе хатĕрлесе хумалла çавна (в Тувсях, Цив. р.— çĕр каçма).

тивĕç

(-вэ̆с’), доставаться, хватать. Икково. Порне те тивĕçет. Всем достанет (хватит). N. Тата унăн нӳхрепне сăрисем çине юри туса янă куркисем çавăнта юхса çӳреççĕ. Ытах курка тивĕçмесен, выртса ĕçĕр. (Такмак). N. Урлă каçма кĕпер тивĕçмест, çавăнпа кунта тăратпăр. N. Килти-уйри ĕçсене алă-ура та тивĕçес çук (не хватит силы). Кан. Вара сортировкă тивеçменни те пулать. N. Хăшĕ хăшĕ, салтаксем тивĕçменнине пĕлсен, хресченсемпе епле те пулса килĕшме тăрăшаççĕ. Шор-к. Кăт та полин вĕренес тесе, Ишек школне килтĕм те, онта та полин тĕлĕн вĕрентекен тивĕçмерĕ. || Gebühren, следовать. N. Командăвăть тума тивĕçнĕ офицерăн ăйхи те килмен. N. Недоимкă çине процент ӳсни хресченсене пĕртте тивĕçекен япала мар. N. Хыснапа чиркӳ аллине тивĕçекен çĕрсем халăх аллинче пулмалла. N. Эпир маттур тивĕçмесĕр кайимарăмăр. || Приходиться (по расчету). N. Вĕсене 2 тенкĕ те 77 пусран 7 тенкĕ те 28 пуса яхăна çитиччен тивĕçнĕ.

типтерле

(-л’э), приводить в порядок, прибирать. Сред. Юм. Эс япаласене чипер типтерлесе пуçтарса хôр. Кан. Кайса пăхан пуль, типтерлемеллине типтерлемелле. Шурăм-п. Аннене пулăшĕччĕ, пӳрт ăш типтерлĕччĕ (она). N. Хăй пурăнăçне хăй типтерлемелле пулать. Аттик. Пурне те типтерлесе çитерсессĕн, виçĕ хуранпа пĕçерме çакса яраççĕ. (Ӳчӳк). НТЧ. Çав çимĕçсем пиçсе тухсан, вĕсене çупа сĕрсе. Чипер еречĕпе типтерлесе хураççĕ. Вĕлле хурчĕ 25. Кĕркунне, хуртсен тулта ĕç пĕтсессĕн, юлашки ăшă кунсем çите пуçласассăн, хуртсене хĕл каçма типтерлес пулать. || Хоронить. Арçури. Авалхи çынсен йăллипе типтерлесе пытарĕç. || Съедать. Сред. Юм. Кокăля эпир типтерлесе хôтăмăр ôна. (съеди). || Пересушивать. См. типĕт.

тирек

(тирэк), осокорь (назв, дерева). Баран. 91. Тирексем, юманçем, çăкасем... ӳссе лараççĕ. ЩС. Тирек, осокорь. || Тополь. Череп., Н. Седяк. N. Урмак-Маки купа ăшĕнчен епле те пулса тухат та, аякка кайса: мĕн пулĕ, тесе, пĕр çӳлĕ тирек çине улăхса ларат. СПВВ. ПВ. Тирек или тар-йывăççи, тополь. Тим. † Çул хĕрринчи тирексем туратланса лараççĕ. Хурамал. † Çӳлĕ тусем çинче тирек çук. Альш. † Шурă Атăл хĕрринче шурă тирек: суйла-суйла касмашкăи хушаççĕ. Макс. Чăв. К. I, 71. Алăк умĕнче тирек пур, утсем кăкарма турат пур. Тайба-Т. † Атăл урлă каçма перевус çук (у курм. чув.— каçă çок); каçсан (когда переедешь), ниçта ларма тирек çук.

тупăк

, топăк, (тубы̆к, тобы̆к), гроб. Актай. Вара вăлсем ылттăн тупăк туса хĕре кӳртсе вырттарчĕç, тет те, вăрман хĕрĕнчи юман тăрне кайса лартрĕç, тет. Ст. Чек. Тупăк: раньше мертвецов хоронили в деревянных гробах необыкновенной толщины, хырă хăми ĕмĕр çĕрмес-çке, ӳт ан çĕртĕр вара, тесе. ЧС. Тупăк туса пĕтерсен, пӳрте кӳртрĕç те, тĕпне милкĕ сарса ак çапла каларĕç: акă мунчара çапăнма милкĕ паратпăр, терĕç. Унта тата хĕрарăмсем япалисене пурне те хучĕç. Тупăк ăшне вара: пушăт, шĕшлĕ, тата хăй çӳрекен туйине хучĕç. Пушăчĕпе шĕшлине, çăпата çĕтĕлсен, çăпата тума, терĕç; туйипе леш тĕнчере шыв урлă каçмалла, тет, ăна çавăн урлă каçма, терĕç. Ib. Тата пĕр çĕçĕ, шĕшлĕ, вăтăр пилĕк пус укçа, тура хучĕçĕ; вĕсене хунă чух: Митри, çĕççӳпе çăкăр кас, шĕшлӳпе çăпата хуç, укçупа, авланас тесен, авлан, турупа пуçна тура, тесе хучĕçĕ. БАБ. Хура кушака пусса пĕçерчĕç те (колдуньи), тупăк йăвăççи витĕр хĕрĕх те пĕр турам туса çитерчĕç (меня, чтобы преподать тайны колдовства). Сред. Юм. Çĕн çол çĕрĕ кăшши тĕттĕм мунчана пĕчченех кайса, орисĕне салтса, хĕреç хывса, пиçикие салтса, икĕ куçлăх витĕр — пĕрне хыçала, пĕрне омма тытса пăхсан, хăй качча илес хĕре, хĕр полсан, хăй каяс качча корать, тет, тепĕр çĕн çолччин вилес полсан, топăк (scr. топăт) корать, тет. (Старин. поверье). Ачач. Вара каллех, тупăк лавĕнчен юлас мар тесе, хăвăрт-хăвăрт уттара панă. N. Ко вăрçăпа чĕрлех топăка кĕрсе выртас полать.

тух

, тох, выходить, выезжать. N. Краснов алкумĕнчен тухнă, тет; мĕнпе çывăрнă, çавăнпа анчах тухнă, тет, пĕр япала та кăларман, тет. N. Уçланка тухрамăр. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илтĕм те тухрăм. Я взял одну лепешку и вышел (но: илсе тухрăм — вынес). Кан. Аçтăрхантан юлашки прахут октябĕрĕн 14—15-мĕш числинче тухмалла. N. Ачасем, ăрамра шыв тухсанах, тула тухаççĕ те, каçчен те пӳрте кĕресшĕн мар. СТИК. Ыран ута тухмалла çынсем çависене туптаççĕ. Люди, которые должны завтра выйти косить сено, заправляют косы. ПТТ. Ваттисем ахаль каламан пулĕ çав: çын тухиччен туха пĕлмест, тухсан кĕре пĕлмес, тесе. Токшик. Тула тухасран тухас килет. Истор. Ольгă çыннисем тухакана пĕр вĕлерсе тăнă. N. Çула тухсан тин мана калаçма ирĕк пулчĕ. Шел. 101. Тухман чун, сӳнмен вут, тенĕ пек, халĕ эп. N. Тух тула, сыс пӳрте. (Шутка). Яжутк. Тухĕç халĕ утсампа, çуха тарне кăларапăр. В. С. Разум. † Пусма умĕнчи вĕрене тухмассерен вĕрентет; ăна пĕлнĕ пулсассăн, тата саккăр лартăттăмччĕ. N. Вăл унта тухнă та, сасси тухнă таран: мĕн тăватăр эсир кунта? тесе питĕ хытă кăшкăрчĕ. Изамб. Т. Акă çул ялтан тухать, çавăнпа тӳрех каймалла. Çутт. 62. Хăйăр тухакан вырăн. N. Эсир ман ăшран та тохмастăр. Чув. пр. о пог. 275. Çĕлен-калта хĕвеле ăшăнма пит нумай тухнă пулсан, çăмăр час пулать. Если очень много змей и ящериц выходит греться на солнце, скоро будет дождь. Янтик. Çуркунне тула тухнăçеммĕн тухас килет (кунсем пит ăшăран). Ib. Тухман çын, человек ни разу не выезжавший в период какого-нибудь времени; говорят, если он выедет, то обязательно будет буран или дождь. N. Тухман çын утсем патне тухсан, çумăр пулать. Сред. Алг. Эпир ялтан тухас çук, ăс кĕмесĕр ан илĕр. || Т. VI. Вилнĕ çын куçне уçса выртсан, çуртран тата тухасса, теççĕ. || N. Пасара тырă тухми пулчĕ (тухма чарăнчĕ, привоз прекратился). || Выходить по счету, оказываться в должном количестве. N. Кĕлте тухмарĕ. Толст. Апат çиес умĕн амăшĕ çливисене суса пăхнă та, пĕр çырли тухман. N. Ну вăкăрри те (и бык-то...) питĕ мăнтăр пулнă, тет. Ашĕ хĕрĕх пăт тухрĕ, тет, çăвĕ вăтăр пăт тухрĕ, тет. N. Вара мĕн пур пухнине пурне те çапнă та, унăн çĕр пăта яхăн урпа тухнă (оказалось, вышло). N. Пĕр пилĕк-олтă пăт тохатьчĕ полĕ. || Причитаться. N. Халĕ кăштă укçа пур-ха, Праскура ĕкесем хуса кайнипе 1 т. 50 п. тухать. Вишн. 59. Эсир: ĕçленĕ чух пиртен нумай япаласем тухаççĕ те, çавăнта эпир туртăнатпăр, тенине илтнĕччĕ. || Расходоваться. N. Вара санан уччитлĕри шалу тухмас пулĕ. || Вылетать. ПВЧ 120. Атте килĕ, ай, сала пак, сала-кайăк, ай, тухас çук. || Выплывать. Орау. Çурхи шыв тулăх пулмарĕ кăçал, çавăнпа шывсем ăшăххипе сулăсем Атăла тухиман. || Вытекать. ПВЧ 95. Юман касрăм, ай, пыл тухрĕ, çăка касрăм, ай, çу тухрĕ. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, шăнкăртăм хирĕнче çăл тухат. || Истекать (о сроке). N. Çав ката (вăрман татăк) патĕнчи çĕрĕн пĕлтĕр, 1916 ç. срукĕ тухрĕ. || Впадать (о реке). N. Онкă çавала тохать. Онга впадает в р. Цивиль. Альш. Вăл кĕтесре Сĕвене Кăнла шывĕ юхса кĕрет. Кăнла шывĕ пысăк шывах мар. Шывĕ тухнă çĕртех, лапра, ялĕ ларат: Кăнла теççĕ. N. Вăл шыв Сăрра тухат. || Обнаруживаться, распространяться. Панклеи. Нумай та порнмарăмăр, пĕр икĕ эрнерен хай кам вăрлани тоххĕр (обнаружилось). || Образоваться. Ст. Шаймурз. † Хурамаран пĕкĕ аврăм, хĕвелпеле хушăк тухминччĕ. || Восходить (о солнце). Янтик. Эй, хĕвел, хĕвел! Юлашки кун сана пăхса юлатăп. Ĕнтĕ, эпĕ кайсан, эсĕ мансар пуçнех туха-туха (или: тухса) анса тăр. || Уродиться. N. Вăрлăхĕ те тухас çук. Чув. пр. о пог. 468. Çулла тĕтре пулах тăрсан, кăрăç нумай тухать. Если летом часто бывал туман, грибов уродится много. || Всходить (о хлебах). N. Калчасем тĕ ешĕл тухрĕçĕ. N. Тырăсам мĕле туххăрç? || О колосе. N. Ырашсем тата поç тохса тикĕсленчи вара? || Выйти замуж (украдкой). Юрк. Куç умĕнче сарă каччă, тухăп кайăп, мĕн тăвăн? Альш. Тимĕрсел чăвашне качча тухса (т. е. вăрттăн) килет, тет. || Выигрываться. N. Патша хĕрпе окçалла выляса окçа тохмарĕ — çилентĕм, тет Йăван. || Проходить. О земл. Çапла акнă хыççăн вăрлăх витĕнтĕр тесе, çийĕнчен сӳрепе анчах тухаççĕ. || Проходить (в дверь). || Приниматься. N. Çамрăкла ĕçрен юлакан ватăлла (ĕçе) тухать, тет. (Послов.). || Случаться (о пожаре). Шинар-п. Çавăн пек эпĕ астăвасса пирĕя ялта тăватă хут тухрĕ (пожар). N. Çа вăхăтра лапах манăн пиçмо тоххăрĕ. || Выгорать (о деле). Кан. Ну мĕнле? теççĕ пашелсем.— Мĕн мĕнли, ĕç тухмарĕ. N. Ăна тилмĕрсе мĕн тухасси пур. N. Эпĕ шухăшланипе ĕç тухмас ĕнтĕ. || Орау. Вăрман кăçан тухать сирĕн? Когда получите разрешение возить. Альш. Сирĕн кăçал вăрман тухат-и? Удастся вам нынче выхлопотать лес? || Скинуться. Панклеи. Попляканă çĕртех çак арçурин хĕреç тохнă-ӳкнĕ. || Выгружаться. Тайба. Т. † Атăлтан арпус тухат-ĕçке, тулса тухнă уйăх пек. || Выйти из употребления. N. † Порçăн тотăр полăтăм, эп хĕр поçĕнчен тохмăтăм. N. Пирĕн... юрамисĕре тухрĕç, улăштараççĕ çак хушăра. N. Арман тухрĕ, ун вырăнне пĕр çӳпĕ-çапă кăна тăрса юлчĕ. || Появляться. N. Вăл (корь) ачана анчах тухать. N. Çула ача чирĕ тухрĕ, тухтăра шыраса Ишеке çитрĕмĕр, Покровскине те çитрĕмĕр, хулана та çитрĕмĕр. || Проходить (о болезни). Нюш-к. Чир çыпăçнă чухне купи-капанĕпе килет, тухнă чухне йĕп çăрти витĕр тухать, теççĕ. Шурăм-п. Чир тухса кайрĕ. || Окончить. Иваново. Эпĕр хамăр ялтан тухсан, манăн двухклассный школа каяс килетчĕ. || Кончиться, заканчиваться, оканчиваться. Изамб. Т. Час-часах хĕлле, раштав типпи тухсан, ĕçкĕ ĕçеççĕ. Альш. Çĕнĕ-кассăн вĕçĕнче çӳлти эрет тухнă çĕрте. Ст. Письмерь, Ставр. Кăнтăрлахи кĕлĕ мункун кунĕ хĕвел тухас умĕн тухать. Альш. Хăят кунĕ (16 июня) каçпа тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв тухат вара. Ib. Михайла эрни тухсан, тепĕр эрне хушшинче. Ст. Яха-к. Çăварни тухса кайнă чухне çынсем пурте çăварния ăсатса яраççĕ. Бюрг. Мункун эрни тухсан ытларикун. Календ. 1904. Вара çăварни тухиччен эрнипех сĕт, çу, çăмарта, пулă анчах çиеççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм мункуя эрни тухнă кун. || Настаиваться (о чае). Альш. Чейĕ тухаймарĕ-ха. Чай еще не настоялся. || Проходить, проезжать по более узкому месту, напр., по лесной дороге, по улице, по засеянному полю и пр. Трень-к. Пирĕн Чăкăртан киле таврăннă чух пĕр вĕтĕ вăрман витĕр тухмалла. Разум. Пĕр çĕрте çĕнĕ çул (дорога) икĕ халăх çĕрĕнчен пĕрин витĕр тухса каймалла полнă (должна была). Богдашк. † Урамăрсем вăрăм, тухма çук. N. Эпĕ пĕр чăрăш тĕлĕнчеччĕ те, чăрăш витĕр тохса тивĕрĕ мана. || Прибыть, приехать. Сред. Юм. Кăш прахутпа тохрăн? На котором пароходе приехал? || Быть изобретенным. Шурăм-п. Пăрахутсем тухсан (были изобретены) та, çавăн пекех пулчĕ. || Подниматься. N. Мăрьесенчен паян кунĕпе тĕтĕм тухать? || Достаться. Бгтр. † Ой тутри, хĕр тутри, тутри хĕрĕн пулсассăн та, укçи хамра тухнăскер. N. Халăх çине тухрĕç (анасем). Ала 6. Шăпа ячĕç, тет: çав çĕлен урлă каçма кама тухать, тесе. Изамб. Т. Эпир, аван çаран тухнисем, пăсма памарăмăр (не позволили переделять). N. Сана та ним те тухас çук. || Явиться. Синъял. † Турă çырни тухаччен атте патĕнче пурăнтăмăр. || Появляться (об облаках, зверях и пр.). Кн. для чт. I, 15. Каçхине çумăр пĕлĕчĕсем тухнă та, çумăр çăва пуçланă. Синерь. Мĕн пирĕн палумия тухрĕ (что это такое появилось, что ест наши яблоки), тесе калать, тет, ывăлĕсене. || Скипеть. Орау. Вуник минут анчах юлчĕ, сăмаварне лартмастăп та ĕнтĕ, унччен тухаймасть вăл. || Вернуться. Орау. Хам укçа та тухмарĕ. Ib. Пушмака кĕркунне тенкĕ те вунă пус панăччĕ. Хакĕ тухрĕ-ши унтанпа? || Набираться для продажи. N. Сĕлĕ тохмас сотмалăх. Орау. Ку шăмата пĕр пилĕкçĕр хăяр тухĕ-ши? — Мĕн пилĕкçĕрĕ, пĕр икĕçĕр тухĕ. Наберется ли к субботе 500 огурцов? — Где пятьсот, ладно если наберется двести. || Спориться (о деле). Юрк. Ĕçĕ (у него) кĕсем урлă та тухмаст (не выходит, т. е. они ему ни в чем не помогли). Ib. Вĕсенчен кăна ыйтнипе нимĕн те тухманниие курсан, ку татах урах май шыра пуçлат. || В. С. Разум. КЧП. Пьесси те вĕсен кулăшлăрахскер, çавăнпа лайăх тухрĕ. || Чхĕйп. Тата тупăк тунă чух тухнă турпаса пурне те пуçтарса илнĕ те... (собирали). || Стать, сделаться (кем либо). Шорк. Олпута тохнă, попа тохнă. N. Асла тух, мухтава тух. Сред. Юм. Учитĕле тухнă. Доучился до учителя и служит учителем. Рукоп. календ. Прокоп. Начара тух, вĕте тух, вака тух. N. Эмелçĕ хăй пĕлĕвĕ тăрăх асла тухать. N. Санăн варлă çынну, санăн тусу тăшмана тухсассăн, сана вилес пек хуйха ӳкермест-и? N. Вĕсем типсе пĕтсе кайнă хăравçа тухнă, ялан айăплă çын пек тăраççĕ. N. Эсĕ мĕнле чина тухан? || Превращаться, обращаться. N. Аскăнланса çӳрекен çын çемйине тĕрлĕ усалтан сыхлас вырăнне хăй тăшмана тухать. N. Навуса тухнă, обратилось в навоз (о железе). || СРОВ. 11. Ухмаха тухнă-и-мĕн ку çын? Она сошла с ума? || Увольняться, оставить службу. N. Вăл вырăнтан тухатех, теççĕ. N. Халĕ эпĕ вырăнтан тухрăм, ĕçлеме юрамаçть. || N. Пĕр министр ĕçĕпе айăпа тухнă пулсан, вăл айăп ытти министрсем çине те ӳкет. || Потерять образ. N. Ну тулĕк эс этемлĕхрен тухрăн, саншăн кулянап. Микушк. † Çын хурланă пуçăма эс хурласан (обракует, обидит), тухать çамрăк пуç çынлăхран („теряет всякое достоинство и выходит из числа людей“). || Дожить. || Быть в обращении (о деньгах). К.-Кушки. Ку укçа тухнăранпа çичĕ патша улăшăннă. С тех пор, как эти деньги были в обращении, сменилось семь царей. || Ослушаться, перечить. N. Эпĕ хушнинчен ан тухăр. СЧЧ. Çемьесем кирек хăççан та аслин сăмахĕнчен тухни çук. N. Эпĕ каланă сăмахран ан тух. N. Вĕсем сăмахĕнчен тухас мар. || Происходить, образоваться. N. Çак вĕрӳçĕ сăмах тухнă вĕр тенĕ сăмахран. || Вылезать, выпадать. Орау. Пакшан пырши тухнă, тет, хăй çапах тепĕр турат çине сиксе ларасшăн, тет. Чураль-к. Çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ (парни). N. Ăйхинчен вăраничченех ăна пĕтĕм ăшĕ-чикки тухса ӳкнĕ пек туйăннă. Орау. Темскер мăккăли шалтан мăкăрлса тухать (выходит изнутри тела наружу). || Встречать. Сунт. Лисука илме тухакан пулман. || N. Эпĕ кăçал тыр вырма тухаймарăм, икĕ эрне питĕ йывăр выртрăм (лежала, хворала). || Собраться. Альш. N. Вăл хайĕн начар çара-çунине, начар кĕсрине кӳлнĕ те, кайма тухнă. N. Эсĕ каймаллах тухнă-и? Ты совсем собрался? || Приводить. ТХКА 51. Çак çул хамăр яла тухать пулас. Çак çулпа киле каяр. || Начинаться. Ачач 4. Нимĕç вăрçи тухиччен пĕр çирĕм çул малтан. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Альш. Чăнах та ачи уйăрăлса тухат, е тухса качча каят. N. Ишсе тух, переплыви. Юрк. Тăрахтире кĕрсе лайăх яшкасем çисе тухат. О сохр. здор. Çапла вара пĕр чирпе хăш чухне ялĕпех чирлесе тухаççĕ. Артюшк. Вăл ту патне пынă та, лумпа çĕмĕрсе тухнă (пробил насквозь). Баран. 237. Çанталăк лайăх тăнă чух, çак çула ик-виç кун хушшинче ишсе тухаççĕ (проплывают). N. Кунта мĕн çырнине каласа тух. Произнеси (по порядку все те числа, которые здесь обозначены цифрами). N. Пухăва тухсан-тусан, хайхине пуянсем хутлăхне сĕтел хушшине кĕрсе ларма вырăн та пара пуçларĕç, тет. Орау. Пасар майĕпе кĕрсе тухсан-тусан тем пулĕ-ши: те парĕ, те памĕ ĕнтĕ ку вир-ял (деньги). N. Унта çапăçса кам мухтава тухин, ĕç халăхĕ мухтава тухать. Якейк. Кăк кăларнă чох, чакалтасан-чакалтасан, калаççĕ: халь кăк тоха пырать та-ха (корень при корчевании начал выходить). СТИК. Эп унпа кăшт калаçасшăнччĕ, темле тĕпелелле пăрăнтăм та, кайран пăхап — вăл туха кайнă. Микушк. Эпир пуснă вырăна тивлет пусса тухтăр-и? (Из свад. такмак’а). Изамб. Т. Эпĕ кĕмен! Вĕсем хăйсем вăрласа тухрĕçĕ. Кив-Ял. Емелкке кукăр туя илсе йыхăрса тухрĕ пухăва. Альш. Тепĕр тĕслĕ халăх: тутар, мăкшă, вырăс, хăйне ушкăн лара-лара тухнит (расселились). В. С. Разум. КЧП. Иртсе кайнă чух пирĕн пата кĕрсе тух. N. Пĕçерсе тухаççĕ. ТХКА 5. Аттерен уйăрлса тухнăччĕ. Янтик. Тăваткăл минтер, хăмаç пит, сарса тухăр сак тулли; çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. ЧС. Вара чӳклекен ăстарик пӳртри çынсене пурне те пĕрер курка сăра ĕçтерсе тухрĕ. (Ача ячĕ хуни). Ильмово. Вырăна çитсен, ăрам пек тăрса тухаççĕ те, такмаксем, сăвăсем калаççĕ. Юрк. Малтан çуна пуçланă çурт çунса пĕтиччен аллă-утмăл килле пĕтерсе те пăрахат (тухат). Истор. Пилĕк сахат хушшинче вĕсен мĕн пур карапне пĕтерсе тухнă. || Так гонят собаку. N. Тох, мар-тох (на собаку кричат). Тюрл. Тох! Пошла вон, цыма, тубо! (отгоняют собаку).

тăтăрхалă

крепкий, твердый. N. Унăн урлă (через речку) ниепле те каçмала мар, питĕ тăтăрхалă çĕр мар; каçма тытăнсан, ура путса анса каять.

хура шыв

грязная вода. С. Дув. † Арман шывĕ хура шыв, хура явлăкна çуса юл. N. Çурхи хура шыв тем лек хытă явăнса юхнине кура-тăра çав шыв урлă каçма тытăнчĕ. Сала 327°. Хура шывсем юхат вирелле. Богдашк. Хура шыва пĕверĕм, хура явлăкна çуса юл. N. Чӳречĕрсем çинче, ай, хура шыв, эпир уçса хупнă чух хумханать. ЧП. Чӳрече çинче хура шыв уçса хупмассерен хумханать. Пис. Хура шыв тăрăх çӳрерĕм, ула та тьыха тĕл пултăм. || Пот. Чураль-к. Атте лаши хура лаши, хура шыва вăл ӳкрĕ, кăлар, йысни, четвĕртне. || Особо приготовленная вода для окраски в черный цвет домашнего сукна. || Водка. Тюрл. Хора шывпалан асăнатăп. (Из моленья, пичке пуçласассăн). || Назв. селения. Иревли. Хура Шывра чул пур. Ăна варринчен пуç кĕмелĕх шăтарнă, тăваткăл туса. Çырăвĕ çук. Унсăрăн пуçне çĕр айĕнче тепĕр чул пур имĕш. Вăл çыруллă, тет.

хăра

бояться, пугаться, страшиться. Якейк. А! хăрарăн-и? Ага! испугался? ГФФ. † Çак çырма орлă каçмăттăм та, çĕлентенех хăратăп. Эп çĕлентен хăрамастăп та, Петĕртенех хăратăп. Не перешел бы я через этот овраг, да боюсь змеи. Собственно, змеи-то я не боюсь, а боюсь Петра. ГФФ. † Хора калпакран хăраса ăсторовă тумасăр ан иртĕр. Не пугайтесь черной шапки, не проходите мимо, не поздоровавшись. А.-п. й. 7. Кушакран хăраса упи йăваç тăрне улăхса ларнă. Ib. 19. Никам килесрен те хăрамасть пăшаллă этем. Ib. 24. Кăмака çине тахăшĕ улăхса выртнă та, пӳрте кĕме хăратăп, тесе калать, тет, кайăкĕ. Ib. 41. Юрĕ, тилĕ тус, хăрасах килет пулсан, атя хам хыççăн,— тет ула-такка. Ib. 42. Эсир мĕнле килтĕр: хăраса-и хăрамасăр-и? — тет. N. Вăт ухмахсем, кăшт шăхăрсанах хăраса ӳкеççĕ (сильно пугаются). А.-п. й. 59. Санран хам та хăратăп та, ачам пушшех хăраса кайĕ,— тет пукани. Ib. 90. Юрĕ. Ĕçрен хăрамăп. N. Мулкачи курсан хăраса кайса тарса кĕчĕ вăрмана. N. Çуннине çисен упаран хăрамасть, тет. Хора-к. Хăрама вĕреннĕ йытă виç кон малтан вĕрнĕ, тет. Регули 834. Вăл çавăнпа хăрарĕ, тĕттĕм полнăран. Ib. З. Эп хăратăп калама. Ib. 684. Хăрамалли вăрман çок конта. Ib. 685. Хăрамалли çын çок конта пирĕн. Ib. 705. Вăл çынтан хăрамăлла. Ib. 1404. Вăл питĕ хытă хăраса чĕтĕресе тăчĕ. N. Манăн халăхран хăрамалăх çук мĕн, тесе шухăшла пуçланă. N. Çапла вăл хăрамасăр-тумасăр пурăннă. Юрк. Килте хăраса-туса ан тăрăр. Ала 94°. Хайхи арăм тата ыйтнă вĕсенчен: „Апла хăрассăр пур, мĕншĕн тата ачăр çинчен кĕпине-йĕмне те хывса илтĕр“,— тенĕ. Сбор. по мед. Унтан хăрасах та хăрамалла çав. Шурăм-п. Мĕскĕн Иванĕ çĕрĕк шалт хăраса пĕтнĕ. СПВВ. Хăрас-тăвас пулсан. Кан. Малтан лашапа каçма та хăрамаллаччĕ. Прежде и ездить (по мосту) было опасно. Ib. Халĕ каçса çӳреме хăрамалли çук. Ib. Хам тытса усрама хăрарах патăм-çке. Ib. Пĕр çынсем çеç вĕсен пӳрчĕ ларнă вырăнтан хăра-хăра иртеççĕ. N. Чун пит хăратчĕ, тет, ТХКА 113. Йысна, эс ишме пĕлен, сан хăрас çук. Ib. 114. Атăл, Çавал, Кĕтне, Сĕве шывĕ пулсан, шыва кĕме хăрас çук. N. Хăраса тăманçи пулĕ ву. Курм. Хăра-хăрах эпĕ хут вĕренме карăм. Ачач 22. Пысăклансан мĕн пулĕ... Аçунтанах хăрамăпăр ун чух. Ib. 109. Ун майăн вара Санккапала тепĕр хĕрача та вилес пек хăраса янă. Шорк. Вал мана тем те пĕр каласа пĕтерчĕ те тухса карĕ, эпĕ хăра юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Насказал он всякой всячины и ушел, я же пришел в ужас и ничего не могу предпринять, ничего не успел спросить (недоумение, растерянность по поводу неожиданности). Оп. ис. ч. II. Вăл, çынсем килеççĕ тенине илтсессĕн, хăра юлнă. Когда он услыхал о том, что идут люди, на него нашел страх. N. † Çак поçнелле ухаплă, эпир ухапран хăрас çук. Собр. † Туратлă йăвăç касас, терĕм, иртессинчен хăрарăм. Капк. Мĕнле ача пулать вăл, хăрама пĕлмест.

кăнтăрлапалан

в полдень. Юрк. † Каçма хыврăм тăмпалан, юхрĕ. кăнтăрлапалан.

чалăш куçлă

косоглазый. Ал. цв. 5. Чалăш куçлă мулкаçă сиксе каçма та ниçта пĕр вырăн çук. Юрк. Чалăш куçлă улпут вăрман тăрăх çулпа ларса пынă чухне таçтан аякран курам пек пулса тытăннă мухтанма.

шанчăклă

надежный; надежно, твердо, крепко. Ст. Чек. Сĕт-к. Шанчăклă çын, надежный человек. Ib. Шанчăклă тус, надежный друг. Ала 14. Эсĕ, çамрăк хуçа, арăмна шантăн та, саншăн пулсассăн шанчăклă пулмарĕ, маншăн анчах санăн ырă арăму шанчăклă пулчĕ, тенĕ. А.-п. й. 64. Хыр ăна сивĕ çилсенчен хăйĕн шанчăклă турачĕсемпе сыхласа усрама тытăнать. ГФФ. Тимĕр тойи, кокăр тойи тохса çӳреме шанчăклă. Железная кривая тросточка надежна в дороге. Якейк. Вĕрене туя коккăр туя шу орлă каçма шанчаклă; пичи патне килнĕ чох ĕçме-çима шанчăклă. Сĕт-к. Тимĕр туя кокрашки туялама шанчăклă; тантăш çони хора çони ларса чопма шанчăклă. О сохр. здор. Капла качча кайни аван: вĕсем хăйсем ӳссе çитеççĕ те, ача-пăча ӳстерме шанчăклă пулаççĕ вара. В. С. Разум. КЧП. Ялта савни, ай, пулсассăн, улаха тухма шанчăклă.

шыв

(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).

шыв юххи

поток, течение воды. Изамб. Т. Ирхине пĕртак шăнтнипе шыв чакнă та, пире шыв юххисем урлă каçма пит аван пулчĕ. Синьял. Марье шыв кӳме кайнă чух майра утти утатчĕ, шывне кӳрсе килнĕ чух шыв юххи пек юхатчĕ. Сред. Юм. Çинçерех тĕлте шыв пит хăвăрт йôхать, çав вырна шыв йôххи теççĕ.

шыври

находящийся в воде. То же, что шыв шуйтанĕ, водяной. Альш. Шыври шыва туртса илет, çын шыва кайсан. Шыврисем çакăнаççĕ ăна шыва кĕнĕ чухне, çавăнпа йывăррăн туйăнса, йывăрланса шыва каят çын, теççĕ. М. Сунчел. Чăвашсем чирлесен-тусан: шыв шуйтанĕ тытрĕ, тесе, час-часах шыврине чӳклеççĕ. Шыврине пăтăпа чӳклемеççĕ, вăл çемçе çимене юратат, тет, çавăнпа ăна мимĕрпе чӳклеççĕ. Мимĕр пĕçерсен кĕлетки туса хураççĕ те, хуранĕпех вак кутне илсе кайса, ак çапла чӳклеççĕ: „Е пĕсмĕлле, çырлах, асăнатпăр, витĕнетпĕр. Çак картлă-картлă пашалува паратпăр. Эсĕ курайман кукăр-макăр хурăн вуттипе пĕçернĕ мимĕре паратпăр. Усалли шыв тĕпĕнче вырттăр, ырлăхĕ çак пирĕн чирлĕ çынна çиттĕр“, теççĕ те, мимĕре, пашалăва, чустаран тунă шуйтана шыва ярат та, тӳрех киле чупса таврăнат. Киле таврансан хĕрт-сурта та мимĕр параççĕ. Собр. Шыва кĕнĕ чух талашса кĕрсессĕн, шыври туртса кĕртсе вĕлерет, теççĕ. Ib. Шыва кайса вилнĕ çынсенчен шыври пулать, теççĕ. N. Шыври вăл пит усал теççĕ, вăл çынсене пит хăратать, теççĕ, вăл особенно çынсене каçма çинче курăнать, теççĕ. М. Яуши. Атăлтан шыврисем виççĕн туххăрçĕ, тет те, çак луткă тăрне хăпарса ларчĕçĕ, тет те, шыври асли калать, тет, кĕçĕннисене. N. Хай шыври çитрĕ, тет. Собр. Пӳртре — хĕрт-сурт, шывра-шыври, вăрманта — арçури пур, теççĕ. Сюгал-Яуш. Кайран шывран шыври тухрĕ, тет те, çынна калать, тет: ан хуйхăр, сана хаклă йышши чула илсе тухса ларăп, терĕ, тет. || Бранное слово. Альш. Шыврипе хутăш! теççĕ çынна. Усалтараххине: тип çĕрти пек, теççĕ. Ст. Чек. Ваççинкка арăмĕ унта шыври пек.

шиклен

страшиться, бояться; опасаться, сомневаться. N. Шиклен = хăра. Ст. Чек. Мĕн шикленетĕн, ним шикĕ те çук унта! (Нечего бояться). Юрк. Тутар арăмĕ, хăй каçма хăраса, малтан чăваш арăмне каçма хушат: вăл ăнсăртран: эпĕ ун хыççăн каçмăп, тесе шухăшласа. Чăваш арăмĕ те, паллă, малтан хăй каçма шикленет. Сред. Юм. Эпĕ çĕрле мунча çумĕнчен иртсе кайма пит шикленеттĕм. Арçури. Чĕре шикленет, ăш вăркать, Ib. Çулĕ чипер пулинччĕ, чун шикленми пулинччĕ. Бес. чув. 10. Лăпкă, тĕттĕм пулнă, кăнтăрла пулнă пулсан та, чун шикленнĕ. Истор. Олег, шикленсе, вăл лашине пăхса усрама тарçисене панă, тет. Ст. Чек. Вăл хăй пӳртĕнче упăшки вилнĕренпе çывăрма шикленет (бонтся). Капк. Каçару ыйтатăп,— терĕ вăл, суйине кăларасран Хĕлип еннелле шикленерех пăхса. N. Шикленме шухăш çук. || Заподозрить. N. Манран шиклентĕр пуль.

шăмă

кость. Оп. ис. ч. II. Йытă çулла калать, тет: ай, хĕлле пăртан пӳрт туса хăварас-мĕн! — тесе калать, тет; хĕлле калать, тет: ма шăмăран çулла пӳрт туса хăвараймарăм! — тесе ӳкĕнет, тет. Собака раскаивается летом в том, что не построила зимою дома изо льда, а зимою — в том, что не выстроила летом дома из костей. N. Хуп-хуп карта, хуп карта; хуп картара шăмă карта; шăмă картара çӳрен ут. (Чĕлхе). Бюрг. Чĕрĕ шăмă шăнăçат. (Послов.). Букв. 1900. Пырăра шăмă ан лартăр. Ib. Пĕр йытă шăмă хыпнă, тет те, каçма тăрăх каçать, тет (несла собака кость через мост). А.-п. й. 44. Хăй çавăнтах ăна кышласа пĕтернĕ шăмă татăкне ывăтса парать. N. Халь ман ӳт-тир çук, пĕр шăмă анчах. Шурăм-п. Пуклак карчăк вăл вăхăтра çип çине шăмă çыхса юмăç пăхма тытăннă. СТИК. Ахтар, паян сивĕ-çке, чис шăмма витерет (пробирает насквозь). Ск. пред. чув. 19. Вĕсен шăмăсăр чĕлхисем темĕн-те-пĕр пуплеççĕ. Альш. Тинкерсе-ăмсанса пăхакана курсан: куçна хăрăк шăмă, тесе тăрать вăл хăй ăшĕнче. Собр. Йăвăç турттарать, шăмă ватса ярать, йĕпе Мартин тирпейлесе ярать. (Яшка çини). N. Йыттăн çăварне шăмă кĕрсен, калла тухмасть, теççĕ. Кама 44. Сăптарса ярăп акă питĕ лайăх кăна, тĕнчене кам пăснине курăн вара çавăн чухне. Тух кунтан шăммуна ислетиччен! ГФФ. Ĕнсе шăмми ленчешки кăмака омĕнче тăрийман, хонямĕшне йорийман. Та, у которой слаба затылочная кость, не могла стоять у печки, не могла угодить свекрови. Кан. Янах шăмми те тыттарать. Букв. 1900. Ӳт чĕлхенĕн шăмми çук, чăн сăмахăн суйи çук. Н. Лебеж. Эпир пĕчĕккĕ чух айванччĕ, шыври шурă пуллăн шăммиччĕ. Регули 1273. Шăмми япалипе çиса янă. N. Шăмми çинче ӳчĕ пулман. На костях уже не было мяса. || Сред. Юм. Инен ыран-паян пăрулас чохне хыçалти шăмми уйăрлать, çавна: шăмми талнă, ине пăрулать теççĕ. || Ст. Шаймурз. Шурă хур шăмми хута хуратат. || Трхбл. Кăмака çинче асанне шăмми выртат. (Вут сыппи). || В знач. родства. СПВВ. Пĕр шăмăран пулнă. || Твердые стебли сена. Кив-Ял.

начар

(наζар, наџ̌ар, Пшкрт: начар), плохой; плохо. С. Айб. † Пире вăйă вылляма начар хĕрсем кирлĕ мар. Янтик. † Мĕншĕн шăппăн тăратăр, туя начар тăватăр? Туя начар тумашкăн пирĕн аппа начар мар. N. Ача чухне вăл пит начар сывлăхлă пулнă. Юрк. Начар вылятăн, капла вылянипе кăна эсĕ чăваш арăмне ташлаттараймастăн, авантарах выля. Сред. Юм. Начар пай шăпа — начартарах çĕрти анасĕне шăпа ярса тôхнă ана. Ку ана пирĕн начар пай шăпа. N. Вакун начар каякан пулчĕ. ХЛБ. Начар сухаласан, лайăх çĕр çинче те тырă начар пулать. Н. Якушк. † Эпир начара илместпĕр, ялан лайăха илетпĕр. (Свад. п.). N. Кашни çул утă начартан начар пулса пыра пуçларĕ. Бес. чув. 15. Кĕпер начартан тĕттĕм чух каçма кансĕртерех пулнă. N. Шăшисем ĕç начаррине курса калаççĕ: атьăр, шăшисем, урăх мачча çинчен анмăпăр, теççĕ. || Слабый, хилый. Лашм. † Матур пулаймарăм, начар пултăм, çичĕ ют кăмăльне килеймерĕм (не понравилась). СЧУШ. Начар çын пуринчен малтан тырă вырма пуçласан, çав çул пилĕк хытă ыратать (и наоборот: лайăх çын и пр.). N. † Эпир начара каяс çук, начар çумне выртас çук. || Бедный. Пшкрт. Регули. 946. Пĕр начар çынна патăм. Ib. 860. Вăлсам поянтарах халăх, эпĕр начартарах. Трхбл. Начар улпут та апат хыçĕнчен виçĕ сехет канат, тет. N. Начар, бедняк. || Больной. N. Анӳ пит начар (о старухе).

пилешелле

(-жэ-), назв. игры. Николаев. пилешелле. Вылякансем ик ушкăна уйăрăлаççĕ, пĕр ушкăнĕ çулăн пĕр енне каять, тепри — тепĕр енне. Çулăн пĕр енне калакан вырăн таваççĕ. Çав вырăнта тăракан ушкăнтан кама тытмаллине канашласа хурать. Унтан тытмала ача ятне калаççĕ те, хăвалама тытăнаççĕ. Леш ача çул урлă чупса каçма тăрăшать. Çул урлă каçиччен тытсан, тытакан ушкăнĕпе пулать, тытаймасан, ĕлĕкхи ушкăнĕпех. Каланă ушкăнĕ тепĕр енне каçать. Калакан вырăна тепĕр ушкăнĕ килсе пĕр ачана каласа хăвалать. Пĕрре каланă чухне иккĕ çынна тытма юрамасть: иккĕ çынна хăваласан та, иккĕшĕ те ĕлĕкхи ушкăнĕ патне каять. Халь тытнă ачана «çĕнĕ каяк» теççĕ. Ăна та пĕр вăйă иртмесĕр тытмаççĕ. Вăйă хăвалама пĕр çын юличченех çак йĕркепе пырать. Пĕр çын юлсан, ăна виççĕ хутчен каласа хăвалаттараççĕ. Никама та тытаймасан, ачисем хăлхинчен кăшкăраççĕ.

пăнкăлт

(пы̆ҥгы̆лт), подр. сложному звуку при вытекании жидкости из бутылки. Орау. Эреки кĕленчинчен пăнкăлт, пăнкăлт! туса юхса тухать. || Подр. виду живота, выпятившегося «арбузиком». Орау. Тутар арăмин хырăмĕ пăнкăлт! сиксе тухнă та (живот выскочил «арбузиком»), хырăмне кăнтарса çӳрет (она ходит с выпяченным животом). || Подр. падению небольшого предмета в воду. Орау. Пекке пăнкăлт шыва ятăм-ха: астуман та кăсья çĕтĕкне: каçма урлă каçнă чухне пĕр хăва турачĕ касса илтĕм те, пеккине кăсьяна ятăм. Вăл тӳрех шыва пăнкăлт! турĕ. Ib. Пĕве хĕрнче ал çума пĕшкĕрнтĕм те, пекĕ хиврен тухса шыва пăнкăлт! турĕ.

пăталах

(-да-), потолок. Кан. Хуртсене хĕл каçма, çĕре чакаласа пура ярса, пăталах, урай сарнă, тăррине витнĕ ăмшаннĕке лартас пулать.

пĕве пуç

плотина пруда. Якейк. Пĕве пуçĕнче кĕпер полат. Хирле-Сир. Ик еккинчи ик холха, тата кĕпер, пĕве пуç тăваççĕ. IЬ. Йăкрах армань пĕви пуç орлă каçма хăрамалла, кĕперĕ чĕтĕресех тăрат.

касмăк яшки

назв. свад. обряда. Хурамал. Хĕрпе качча кăмака умнĕ тăратса, кĕççе витеççĕ. Ун чухне пăртак кăна яшка пĕçереççĕ, вăл яшкана «касмăк яшки» теççĕ. Вăл яшкана виçĕ пысăк салма тăваççĕ, çав салмана, пĕр виçĕ юплĕ сенĕк туса, çавăн çине тăрăнтараççĕ (натыкают) те, каччин инкĕшĕ пулсан, çавăнпа пĕрер çамрăк качча ятлама хушаççĕ. Вĕсем ятланă чух сĕтел хушшинчен çав касмăк яшкипе качча сапаççĕ. Хуп-хуп кĕпер, хуп кĕпер, хуп кĕпер урлă каçма пар; ывăл та пар, хĕр те пар, тесе сапаççĕ хĕрпе каччăн питĕнчен. Ташлакан ача, çав салмаллă сенĕке тытса, çапла калать инке, салма çиятни? Пичче, шупăт (шупăт = кĕрпе пăтти) çиятни? Эсĕ çийăн та, эпĕ памăп! тесе, хĕрпе каччăн тутисене тĕрткелесе çӳрет. Çапла туса çӳренĕ чух, хĕрĕн пĕркенчĕкне туртса илсе каять те, кĕлете кайса пытарать. Ăна вара хĕрĕ хăй шыраса тупать. Хăй тупаймасан, пытаракан ачине çĕрĕ парать те, ачи тупса парать. Унтан вара хĕрпе качча хĕве хупаççĕ (кĕлете кайса хупаççĕ).]

каçкăç

то же, что каçă. Образцы 40. Атăл леш айккинче те шурă пулă, каçайса илесчĕ те, каçкăç çук. Изамб. Т. Çырма урлă каçма хăмаран каçкăç тăваççĕ.

каçма

то же, что каçă. ЧП. Каçмăна хывсан, çӳçерен хыв, каçмассерен вăр-вăр авăнтăр. Собр. † Эпĕ ку енче, тăванăм, эсĕ леш енче, тăванăм, каçмасем каçмассерен силенеççĕ. Пазух. Каçма хутăм шыв урлă та, каçса кайăп, тиейсе. N. Каçми начартан шыв урлă каçма пит хăрушă пулнă. Тим. † Атăлсем тарăн, ай, каçми çук, хамăр сарса, хамăр каçрăмăр. Ау 257. † Леш енчен те, ку енчен те каçма хыврăм — çитмерĕ. Янтик. † Тăвăр (узкое) çĕре каçма хутăм çăра хумăш пур çĕре. Альш. † Шурă Атал урлă шурă улма; каçсаях татăттăм, каçма çук.

ĕнтĕ

(э̆ндэ̆, э̆н'д'э̆), теперь. Сред. Юм. Ĕнтĕ, теперь. || Уж, уже К.-Кушки. Унăн асапĕ иртрĕ ĕнтĕ санăн. Заботы об этом для тебя уже миновали. Сред. Юм. Ĕнтĕ ȏна та турăн (сделал и это) пȏлать, ĕлĕкхипе çитмен-чĕ! Еще этого не доставало! Изамб. Т. Анне кайнă та, час таврăнат-и ĕнтĕ. Мать пошла, да не знаю, скоро ли уж вернется. Регули 528. Парсам ĕнтĕ она. Дай уж ему. Ст. Чек. Халĕ ĕнтĕ вĕсем лайăх тăраççĕ. Теперь они уж хорошо живут. N. Эпĕ малалла çакăнти чăвашсен йăлисем çинчен калăп ĕнтĕ. Теперь уж в дальнейшем я расскажу о нравах и обычаях здешних чуваш. СТИК. Шав пӳртре ларса йăлăхтарат та пуль ĕнтĕ. — Ан та кала, чист йăлăхтарчĕ! Уж надоело, небось, сидеть дома? — Не говори уж, совсем надоело! Орау. Тулсам пула пуçларĕç ĕнтĕ. Изамб. Т. Ĕнтĕ эсĕ качча кайма ан шухăшла. Теперь ты уж не думай выходить замуж (говорит умирающий парень). IЬ. Каятăп ĕнтĕ, çитĕ, кун чул ларсан. Я уж пойду, будет — посидел (насиделся). Орау. Сана вăратмасп ĕнтĕ кĕрсе. Я уж не зайду (к тебе) и не буду тебя будить. СТИК. Ӳссе çитĕнчĕ-çке ĕнтĕ, ĕçе тума пултарат. («Говорят с радостью, что у них вырос сын или дочь и уже может работать»). Изамб. Т. Ваççа тете, ыраш парса яр-ха. — Нумай салатнă-ччĕ те ĕнтĕ. Кама кам пулмаст. Парас пуль çав. Дядя Василий, отпусти (в займы) ржи? ― Много уж я роздал... М. Тиуш. Юрри аванах та мар пулĕ те ĕнтĕ, çыратăп. Песня-то и не так хороша, (но) уж (ладно), напишу. IЬ. Атте мана хăвса кăларчĕ, нимĕн те памар(ĕ); çурт çавăраймарăм... Ах, турă!... Çапла ĕнтĕ те... мĕн тăвас тен! Отец меня выгнал, ничего не дал; я не смог выстроить себе дома... Господи!... Так-то уж оно так, но что поделаешь!.. || Я. Турх. Чăваш çапла ĕнтĕ вăл. Таково уж свойство чувашина. Хыпар № 9, 1905. Мĕне кирлĕ ку ĕнтĕ? Тĕлĕнеп эп çынсенчен! К чему уж это? Удивляюсь я людям! || Выражает побуждение, как русск. же. Унтан арăмне çиленнипе: лар ĕнтĕ, шуйтан! терĕ, тет. Потом, рассердившись на жену, он крикнул: «Садись же чорт!» Юрк. Ку çапла каçма хăранăран, тутар арăмĕ: мĕшĕн каçмастăн? каç ĕнтĕ, тет. Ку та ăна, хăй хăраса: каçмастăп, малтан ху каç! тет. Артюшк. Пырат та, лайăхрах чĕнет: часрах ĕнтĕ, тет. || Выражает недоумение, удивление. Сред. Юм. Ĕмĕр тăрăшнех çапла хĕн кȏрса ирттермелле-ши ĕнтĕ ман? Неужели мне придется провести всю жизнь в таких страданиях? Руфь I, 19. Ноеммин пулать-и ĕнтĕ ку? Это Ноемминь? КАЯ. Эпĕ: ха, куçа çӳпĕ кĕч-и ĕнтĕ? тесе, куçа калах хупкала пуçларăм (что, неужели в самом деле в глаз соринка попала?). Тораево. Ку çăвара тĕкĕнмесĕрех анса кайри (= кайрĕ-и) ĕнтĕ? тесе калать, тет. Неужели он проскочил в горло, не задев рта? || Иногда выражает решительное утверждение или отрицание, также и в вопросе. Янтик. N. Каяп-каяпах ĕнтĕ çапах. Все таки я уже поеду, во что бы то ни стало. Хыпар № 45, 1906. Хирте хĕрсе ĕçленĕ вăхăтра тĕрмере ларасси çăмăл мар ĕнтĕ вăл. В то время, когда жаркая работа в поле, сидеть в тюрьме не так уж легко. Ч.С. Эпĕ ăна малтанах: апла пулмĕ ĕнтĕ (не правда, чай), теттĕм, ĕненместĕм. Я сначала не верил этому, полагая, что это не так (здесь ф. буд. вр. придает оттенок сомнения). Алекс. Вара кăвак çӳçлĕскер калар(ĕ), тет: вăт çавă ĕнтĕ, тенĕ. Тогда седоволосый сказал: «Вот он-то самый и есть.» Собр. Ăстарик çавна илтсессĕн, ӳксе макăрса каланă: ку хам пĕлменскерсем çаксем пулнă пулĕ ĕнтĕ! тенĕ. Услыхав это старик с рыданием воскликнул: «Должно быть это (и) были неведомые мне (дети!)». . Ку кам ачисем? тесе ыйтнă. Карчăкки каланă: ку ачасем пирĕн ĕнтĕ, пире кăсене турă эсĕ килеччен пачĕ, тенĕ. (Он) спросил: «Чьи это дети?» — Старуха ответила: «Эти дети наши, нам их принес, пока тебя не было дома, бог». Цив. Ашшĕ ыйтрĕ, тет: мĕскерле пулчĕ ĕнтĕ? тесе каларĕ, тет. Отец (его) спросил: «Ну, как же было дело?» Торп-к. Пике тухрĕ, тет те: эс, Хăрхăн, манăн кĕпене ма тăхăнтăн? Эп сана хам кĕпене ма парăп ĕнтĕ? — эсĕ кулатни-мĕн манран? тесе каларĕ, тет. С-Устье. Арăмĕ: ускăн тиха пур çинче (раз есть) акар йăттипа мĕн тăвăп ĕнтĕ? тесе калать, тет. || Же. С. Столпник. Ку мĕскер пулать ĕнтĕ? Что же это значит? КАЯ. Эпĕ: мен пулчĕ ĕнтĕ кăсене? тесе, анаталла мĕн пур вăйпа чупма пуçларăм. || Вот (в рассказе). БАБ. Пырса кĕретпĕр ĕнтĕ. Пӳртре туллиех çын ларат. Вот мы входим. В избе полно народу. Цив. Ну, аслă ывăлĕ кайрĕ, тет те, ларат, тет. ĕнтĕ. || В песнях служит для заполнения недостающих слогов. Янтик. † Ĕнтĕ хĕлĕх çинçе, хĕлĕх çинçе, хĕлĕхрен те çинçе çиппĕм пур. N. † Вуниккех те вĕлле, ай, хуртăм пур, анчах пĕри уйăрмантан ĕнтĕ, ай, ӳпкем пур. У меня есть двенадцать ульев пчел, только досадно, что одна семья не роится. Альш. † Ĕнтĕ улма çирĕм, улма çирĕм, хупписене ăçта та хурам-ши? Н. Изамб. † Ĕнтĕ сарă утçăм, сар çилхеçĕм, сарă ука шел мар çитлеме. Альш. † Ĕнтĕ тăванăмсем-çунатăмсем, тата тепре куриччен йĕр те тӳс.

йолт

подраж. моментальному прыжку. См. ялт. Шорк. Такам полчĕ, пĕр çын чӳрече омĕнченех йолт-йолт! чопса иртсе карĕ. IЬ. Йолт! вырăнтан сиксе тăчĕ. IЬ. Йолт сикрĕ те, карта орлă каçрĕ-кайрĕ. IЬ. Пăрçа (çыртакан пăрçа) нимпете тытма памасть, йолт! сикет те, куçран çохалать. Завражн. Полă алăран йолт сиксе тохрĕ. Панклеи. Карта патне çитсен, карчăк: карта орлă каçма пар, çичĕ хĕр пуçне çима пар, терĕ те, йолт! сиксе каççĕр карта орлă. Шор-к. Утне такам кӳлкеленĕ, чоптарса кайнă çĕртех пĕкĕ тăрнт! турĕ те, çӳлелле йолт! сикрĕ те, ман ут тăварнчĕ-карĕ. Тюрл. Йолт! сиксе тăнă (тŏнŏ). Вдруг вскочил. (У КС. здесь ялт). Совсем. Хорачка. Алăка йолтах уççа прах. Шибач. Ачине йолт оççа пăрахрĕ сăкманне, çап-çутă çутăлчĕ: ачин пĕр енĕ хĕвел, пĕр енĕ ойăх — питĕ çутă. (У КС. здесь ялт).

лупашка

(лубашка, Пшкрт: лоβашка), углубление, яма. Чирич-к. Лупашка урлă каçнă чух, ура шурĕ те, пылчăк çине лап! турăм. Ib. Лупашкă урлă каçма тăтăм та, ура шуса, шыв çине шап! турăм. Кĕвĕсем. Лупашка та тĕмеске, Мертлĕ çулĕ мар-ши çав? К.-Кушки. Лупашка-тĕмеске (буераки, буераги) анчах, путлĕ тырă пулмас. Орау. Чул ун çине катăлса анчĕ те, анчах, телейне кура, чулин ун çине пусса выртас енче лупашка пулнă; вара, лăп таканана хунă пек, çынна хупласа хучĕ те, леш сывах юлчĕ. Скала упала на него; но, к его счастью, на той стороне, которою она навалилась на него, в ней было большое углубление, и он остался цел. Календ. 1911. Анчах вырăнĕ-вырăнĕпе чăвашсем тирĕслĕке ана çине тăкас вырăнне лупашкана е ял çеремше кая-кая йăвантаратьчĕç. N. Кайнă чух унăн пĕр лупашка урлă каçмалла пулнă. Альш. † Лупашкари вĕт турпас сикет-сикет, тухаймас. ЧП. Çакă лупашкана мĕшĕн анас? Сулхăнпа пиçнĕ пĕрлĕхеншĕн. Орбаш. Алтăр айĕнче автан авăтат. (Ут ури лопашки! чăриклатни). || Овраг (небольшой). В. Олг. Лопашка = çырма. МПП. Лупашка, овраг. С. Тим. † Лупапжкана ан тухат (не бросай околдованные вещи): лупашкана тухатсан, кантăр пекех тыллăпăр. || Борозда. КС. || Лужа. || Назв. дер. в Алик. р.

вăль

(вы̆л’), то же, что вĕл. В. Олг. Йӳç шульчи, вăль-вăль туса тăрат. Ядр. † Окçине пирри йĕтĕн пир, Чотай çинче вăл-вăл-вăл! Ниçта кĕрсе ӳкеймерĕ, Çимок патне кĕрсе ӳкрĕ. Хурамал. † Ырă çын умне каçма пулас-мĕн, каçмассерен вăль-вăль! авăнас-мĕн. Торп-к. † Майри полтăр ачаллă; ачи полтăр картуслă; картус çинче вăль-вăль-вăль! пирĕн алра та хĕрсем вăль-вăль-вăль! Якейк. † Вăль-вăль чечек, вăль чечек, вĕлле çинчи сар чечек. Актай. Вăль-вăль (scr. выль-выль) чакак, вăль (scr. выль) чакак, вылля тăрăнчи вăль чакак. (Керӳ тутри). См. МКП. 58.

вăр-вар

подр. более или менее резким неодинаковым движениям струй воздуха. || Подр. проворному движению. Чăв. юм. 1919, 22. Хай карчăк вăр-вар алăкне, кантăксене уçса пăрахрĕ. СПВВ. X. Вăр-вар пуçтарăпăр (быстро соберем). Б. Олг. Тыткаласам вăр-вар (скорее), манă пак (т. е. ăман пек, как червяк) сӳрекелетĕн! Пшкрт. Вы̆р-вардарак каjза-ҕил (скорее)! Сред. Юм. Ĕçе пит хăвăрт тусан: вăр-вар туса пăрахать, теççĕ; тата елем çакăнса тăрсан çил вĕçтерсен, вăр-вар тăвать, теççĕ. Истор. Ар, шыв хĕррине çитсен, вăр-вар тумтирне хывса пăрахнă та (быстро разделся), ишсе каçма тытăннă. Ой-к. Вăр-вар пĕр ук(ç)а. (Йăтă). || Проворный. Истор. Вăл пит хастарлă, вăр-вар ача пулнă.

ирт

(ирт', ирт, єрт), проходить; опережать, обгонять; превосходить. Завражн. Пĕр-пĕрин çомĕнчен тĕкĕшимасăрах чопса иртсе кайнă. (Ковлы) пробежали один мимо другого, а лбами не соткнулись. Янтик. Икĕ çын каçма çинче тĕл пулнă та, ниепле иртсе каяймаççĕ (не могут разойтись). Образцы. † Çак катари çурта эп тус турăм, иртнĕ-çӳренĕ чухне кĕмешкĕн. Орау. Эпĕ хам питĕ авăк çиллĕ те, час иртет ман (вспыльчив, да отходчив) Т. М. Матв. Иртнĕ кунăн çутти çук. (Старая Хлеб-соль забывается). БАБ. Çĕнĕ çул иртни миçе эрне-ши ĕнтĕ? теççĕ; М. Сунчел. Çапла тусан та, мур иртсе каймарĕ. Орау. Иртсен, эрне иртĕ. Самое большее пройдĕт одна неделя. N. Нумай калаçакан çыннăн чăлхи-çăварĕ хăйне кирлинчен иртсе калаçать. Кратк. расск. 24. Выçлăх иртесси тата пилĕк çул-халĕ. N. Ялсем çумĕнчен ирте-ирте пынă чухне, при проезде мимо деревень. N. Ахаль те иртсе каятьчĕ полĕ-и. N. Çирĕм çултан иртнисем, те, кто старше двадцати лет. Рукоп. Календ. 1908. Ĕлкĕрсе иртмен улма (в Якейкиной скажут: полса иртмен паломми), яблоки в самую пору. † Çуна лайăх, тиейса, çынтан иртсе чупас мар, çуна тупанне пĕтерес мар. Чув. песни, З. Питрен шерпет типминччĕ, пиртен вăя иртминччĕ. Питрен шерпет типет-çке, пиртен вăйă иртет-çке (= мы уже выходим из того возраста, когда людям прилично участвовать в играх). Альш. Утил иртсен = когда отошли от Удела; когда перестали быть удельными крестьянами. Альш. † Питрен шерпет типминччĕ, пиртен вăя иртминччĕ. Б. Сунчел. Вунă çухрăм каясси кунта иртнĕ пирĕн. Мы здесь провели столько времени, во сколько могли бы проехать десять верст. Богдаш. Урамăрпа иртсе сар хĕр пырать, çитсе, сăмах хушса пулмарĕ. Ст. Шайм. Иртеех те пырать çамрăк ĕмĕр, ылттăн-кĕмĕл парса чарăнмасть. Хып. 1906, 16. Çапла вĕсем, Шупашкартан тухсан, пĕр çич-сакăр çухрăм иртсе килнĕ (проехали по направлению сюда). М. В. Шевле. Иртсе кайсан, ним тума та çук. Что с возу упало, то пропало. Прошлого не воротишь. СТИК. Çулталăка пĕр вăя иртеймессĕн сунатрам? Вам кажется, что (нашим) играм, которые бывают только раз в год, не будет конца? Сред. Юм. Кăш те-пôлса ыттисенчен питрех вырса кайсан: иртсе вырать, теççĕ. Н. Шинк. Т. Сантан иртекенни нимĕн те çук, (Молитва к «Турă»). N. Турă çырнинчен иртсе пулмарĕ. Не пришлось уйти от судьбы. Ой-к. Лаша хӳхĕм, тесе, çынтан иртсе чопас мар. Юрк. Вĕсем турă хушнинчен пĕрте иртмен (всегда исполняли). Собран. Турăран иртсе ним те тума çук, теççĕ. (Послов.). Пшкрт. єртсä к̚ аjны̆ с’ын, избалованный, испорченный человек. Хып. 1906, З1-ЗЗ. Мĕшĕн капла пĕчĕклех çын патне паратăн (отдаешь в услужение)? тетĕп. — Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншĕн пыр иртни те тем пырать-çке. Трехбалт. Пирĕн çамрăк ĕмĕр иртсе килет (идет к концу), ылттăн-кĕмĕл парса чарнас çук. N. Халĕ ĕнтĕ çук, иртсе карĕ. Теперь уже этого не воротишь. Качал. Лайăх лаша, тийиса, çынтан иртсе чупас мар, çын кăмăлне хуçас мар. Юрк. Ăçта çитнĕ, унта, турă ятне мухтаса, вăл çырнă ĕçсенчен çынсене иртме хушман (не велели). Якей. Пĕр-пĕр çын ĕçсе ним пĕлми полсан, он çинчен: кон иртсе кайнă, теççĕ (т.-е. перешло через меру; хватил лишнего). N. Ун сăмахĕнчен ан иртĕр. Шурăм-п. Пирĕн Шупашкар уясре (чит.: уясĕнче) виçĕ ятпа пĕр анаран кĕлт-çеç иртет (чуточку больше десятины). Серг. Рад. Пайтахчен çак монастырте (чит.: мăнастирте) вуник çынран ытла иртмен (было не более двенадцати человек). Собран. Турăран иртсе ним те тума çук, теççĕ. Орау. Çын хăйĕнчен иртеймеçт иккен! Оказывается, человек не может превзойти самого себя. Ч. С. При калать, тет: манăн лаша иртет, тепри: ман лаша санĕнчен иртет, тесе калать, тет. Янгильд. Козм. Манăн йолташ Петĕр иртес — иртиман, анчах орийĕ çона топан айне полнă та, таптаса кайнă орине утне (?) сăтăрса йолнă. Шарбаш. Тăват тенкĕрен (те) иртрĕ. Обошлось дороже четырех рублей. || Обходиться (улаживаться). Якей. Пăрлă шура шăва кĕни ахалех те иртмерĕ. Купанье в ледяной воде (в воде со льдом) даром не прошло. Бес. чув. 10. Тен виç тенкĕпе те иртсе кайĕ. Бес. на м. г. Тата çынсем хушшинче нумайĕшĕ мĕне те пулин, турă ирĕкĕнчен иртсе, хапсăнакан та, пур. || «Избаловаться». Шорк. Иртсе кайнă. Избаловался. Пшкрт. Ку çын ытларак (ытларак) иртсе (єртсä) кайнă (слишком «избаловался», т.-е. опустился нравственно). Якей. Эс уш (здесь «ш» не озвончается) итла иртсе карăн, тепри сантан теминçе хут япăх (хуже) порнать полсан та, ним те шарламаçть. И. Патт. 25. Унăн айĕпе (под нею) уй-хирсем, çарансем, шыв-шурсем, тавайккисем ирте-ирте юлнă (мелькали одно за другим).

иш

(иш), ломать, ворочать. Байгул. Хĕрне илсе кайăпăр пӳртне ишсе хăварăпăр; ашшĕ тытĕ пӳрт хуйхи, амăш(ĕ) тытĕ хĕр хуйхи. Сказки и пред. 8. Арманăма усалсем лăштар-лаштăр ишнĕ те, тара панă таçталла. Макк. I, 1. Çурт-йĕрĕсене, хула хӳмисене пурне те ишсе хăварнă. Мукры, Цив. Çерçи яви ишсе çӳреççĕ. Разрушают воробьиные гнёзда. Юрк. Пӳрт маччине ишсе каякан тупă етри çухрăм çурă пĕр еннелле кайса ӳкнĕ, никама та сиен туман. Неверк. Амăш хĕрне памасан, кĕлет тӳпине ишше ил (разломай кришу клети, где спит девица, и укради её). Ч. С. Хăшĕ витресемпе шыв тултаççĕ, тата хăшĕ-хăшĕ пӳрт пурисене пакăрсемпе турта-турта ишсе антараççĕ. Ч. П. Çине (т.-е. арăмĕ çине) хĕрлĕ çыран эп ишейрĕм (обрушил). Чăвашсем 28. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк (могила) умне вут чĕртеççĕ. || Ходить и топтать (или мять). Ходить по грязи. КС. Паян ун лашисем калча çинче (или: калчана) хытă ишрĕç (истоптали всходы). Шурăм-п. 14. Хунар çук пулсан, лапрашĕнче ишмеле анчах. Если бы не фонари, так по грязи хоть плавай (т.-е. очень грязно). Орау. Халь те каçма шухăшламарăмăр! Пăх-халь, мĕн хăтланаççĕ!.. Иш те тух ĕнт çавăнтан. Хорошо, что мы не вздумали там переходить!.. Смотри-ка, что делают!.. Попробуй-ка вылезти из этой топи... (Из разговора о переходе через топкое место). СТИК. Юр çинче ишсе çӳрет. Ходит по глубокому снегу (= ашса çӳрет). || Мять (медовые соты). || Городище Б. Ст. Чек. Ута ан иш. Не мни сено. || Плавать (обыкновенно об одушевленных, но иногда и о неодушевленных предметах). См. юх. Чинер. Ишме пĕлетни. Умеешь-ли плавать? Орау. Вăкăрăн варĕ ыратсан, ишекен кăвакала курсан, варĕ ыратни чарнать, тит. (Переведено из Колумеллы). Кожар. Эпĕ ишше каçса карăм, ыйттисем те каçрĕç ман хыççăн. N. Хăваласа çитрĕ, тет те, ишекен кĕреçепе вилле пĕрехçех çапрĕ, тет (как хватит покойника веслом). | Метаф. Шурăм-п., 18. Пур ял эрех ăшĕнче ишет... Юрк. Çав пĕлĕтсем... ишше çӳрерĕç (ходили). || Много есть, есть до отвала. Череп. Ишрĕмĕр. Много ели, до отвала. В том же знач. употр. и в др. гов. || Усиленно работать «ворочать». Тайба. || Колошматить, дубасить. Ст. Чек. Ăна ишсе янă (отдули, отдубасили).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

беречься

глаг. несов., кого-чего (син. остерегаться, предохраняться)
асăрхан, сыхлан, асăрхануллă пул; беречься простуды шанса пăсăласран сыхлан
сущ.жен.
упа йĕнни, упа йăви, упа шăтăкĕ; медведь залёг на зиму в берлогу упа хĕл каçма хăй йăвине кĕрсе выртнă

заготовить

глаг. сов. (син. запасти)
хатĕрле, янтăла, хатĕрлесе хур; заготовить овощей на зиму хĕл каçма пахча çимĕç хатĕрлесе хур

запасти

глаг. сов. (син. заготовить)
запас ту, янтăла, хатĕрле; запасти дров на зиму хĕл каçма вутă янтăла

переправа

сущ.жен.
каçă, каçма; понтонная переправа понтон каçă

птица

сущ.жен.
кайăк, вĕçен кайăк; певчая птица юрлакан кайăк; перелётные птицы куçан кайăксем (хĕл каçма кăнтăра вĕçсе каяканнисем)

хватить

глаг. безл. сов.
1. çит, çитсе пыр, çителĕклĕ пул; дров на зиму хватит вутă хĕл каçма çитет
2. частица (син. довольно, будет) çитĕ ĕнтĕ

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

зазимовать

-мую сов. хӗл каҫ, хӗл каçма юл.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

гать

ж. каçă, каçма (путлăх вырăн урлă çапăран е перенерен хуракан каçă).

зазимовать

сов. хĕл каçма юл.

зимовщик

м. хĕл каçакан, хĕл хĕллекен, хĕл каçма юлнă (çын).

маловато

нареч. и в знач. сказ. сахалрах, сахалтарах; дров у нас для зимы маловато пирĕн вутă хĕл каçма сахалтарах.

мостки

мн. 1. каçă, каçма; перебросить мостки через ручей шыв урлă каçă хур; 2. (у берега) пусма (шыв хĕрринче кĕпе çума е кимĕ кăкарма тунă площадка).

непроходимость

ж. 1. çӳреме (е утса каçма, витĕр тухма) çукки; 2. мед. тулни, хытни, пăвăнни; витĕр кăларайманни; непроходимость кишечника пыршă хытни (çимĕсе витĕр кăларайманни).

непроходимый

прил. çӳреме (е утса каçма, витĕр тухма) çук; непроходимое болото кĕме çук шурлăх; ◇ непроходимый дурак тар- (е сĕм-) ухмах.

перевозный

прил. каçма (е перевоз) ⸗ĕ [⸗и]; каçарас, каçаракан; перевозный пункт каçма вырăн (ĕ).

перекладина

ж. 1. (поперечный брус) кашта, урлав; 2. (доска, бревно для перехода) каçă, каçма; 3. спорт. перекладина, турник.

переправа

ж. 1. по гл. переправить и переправиться; 2. (место) каçă, каçма; устроить переправу каçма хыв; лодочная переправа кимĕ каçма.

переход

м. 1. по гл. перейти; переход от социализма к коммунизму социализмран коммунизма куçни; 2. (место) каçă, каçма, пĕчĕк кĕпер; 3. (расстояние, проходимое ва какой-л. срок) çул, хушă; дневной переход пĕр кун каймалăх çул; 4. (коридор, галерея и т. п.) коридор, хушă.

постой

м. пурăнма (е çĕр каçма) чарăнни; взять за постой хваттершĕн укса ил.

пристанище

с. вырăн, хӳтлĕх; найти пристанище для ночлега çĕр каçма вырăн туп.

проходимый

прил. иртсе çӳреме (е каçма) май пур; проходимое болото каçма май пур шурлăх.

случиться

сов. 1. пул, пулса (е килсе) тух; случилась беда инкек килсе тухрĕ; 2. безл. кому-чему с неопр. тӳрĕ кил, май кил, тĕл кил; случилось мне как-то ночевать в лесу пĕрре мана вăрманта çĕр каçма тӳр килчĕ.

хватить

сов. 1. кого-что, разг. см. хватать; 2. что и без доп., прост. (выпить) яр, сып; хватить лишнего ĕçсе ларт; 3. перен. разг. (испытать) тӳс, кур; хватить горя хуйхă-суйхă кур; 4. кого-что или чем, прост. (ударить) çап, чыш, янлаттарса яр; хватить кулаком чышкăпа çап; 5. кого-что, разг. (неожиданно поразить) çап; его хватил паралич ăна шалкăм çапнă; 6. кого-что и без доп., разг. (причинить ущербо явлениях природы) лек, тив, çап; посевы хватило морозом калчана сивĕ тивнĕ; 7. безл. (быть достаточным) çит; сил не хватит вăй çитмĕ; дров хватит на зиму вутă хĕл каçма çитет; 8. безл. кого на что, разг. (оказаться в силах) пултар, çит, çитер; его хватит на это дело вăл ку ĕçе тума пултарать; 9. безл., 3 л. ед. хватит разг. çитет, çитĕ; хватит отдыхать канса çитĕ; хватить через край виçерен ирт.

этап

м. этап (1. воен. çар чаçĕсем апат-çимĕç, тĕрлĕ пулăшу илмелли тата çĕр каçмалли пункт; 2. уст. арестантсене çул çинче çĕр каçма вырнаçтаракан пункт; арестантсен вырăна çитичченхи çулĕ; 3. мĕнĕн те пулин пайĕ, сыпăкĕ; 4. спорт. ăмăрту дистанцийĕн пĕр пайĕ; 5. перен. тапхăр, вăхăт); ◇ по этапу (или этапом) уст. этап тăрăх, конвойпа.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

граница

чикĕ; государственные границы патшалăх чиккисем; открыть границу чикке уç (каçма ирĕк пар); закрыть границу чикке хуп (каçма чар); демаркация границы чикке палăртса тухни

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

каçа

, каçма «мостки»; орх.-енис, КБ кӓчиг, уйг., узб. кечик, азерб. кечмә, кечаш, кечид, тур. гечит, гечме, гечиш, хак. кичиғ, тув. кежиг, тат. качӳ, башк. кисеу, туркм. гечелге, алт. В кечӳ «переправа», «брод». От каç.

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Сывлăша сирпĕн

Сывлăша сирпĕн взлетать / взлететь на воздух, взрываться / взорваться.
[Иван:] Кĕпер шăпах шуррисем каçма пуçласан сывлăша сирпĕнчĕ. А. Кăлкан.

Хӳтте ил

Хӳтте ил брать / взять под защиту кого, брать / взять под своё крылышко кого.
Çак икĕ «хăрушă бунтовщика» Иван Яковлевич хăйĕн хӳттине илнĕ. А. Артемьев. Кĕтӳç тем пирки пур тăлăх-турата та, юрлă та чирлĕ çынсене хăйĕн хӳттине илнĕ. Хв. Уяр. Хĕл каçма юлнине — Кăсая туссене, Илет хăй ытамне, Илет [кĕркунне] хăй хӳттине. В. Давыдов-Анатри.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

декларациле

ç.с. Декларацие кĕрт; пурлăх-тупăш пирки — налук службине, чикĕ урлă каçаракан тупра пирки таможньăна евитле. Шалти ĕçсен министерствинче ĕçлекен кашни сотрудникăн тупăша, çурт-йĕре, ... хаклă хутсене декларациле-мелли йĕрке туса хутăмăр. Ч-х, 1999, 14 /, 3 с. Пĕр çын деклара-цилемен валютăна чикĕ леш енне илсе каçма тăнă. ÇХ, 1999, 42 /, 8 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

чике

чăнкă. Çара каçма пит хĕн пулнă. Çулсем çук, тусем питĕ чике (чăнкă); стена пекех [О войне 1915:30].

чуп

аçа пĕл. Амисем аçана пĕлсенех (чупсанах) хĕл каçма тепĕр çул валли пĕр çулхи туратсен хуппи çине çăмарта туса хăвараççĕ [Яблонная 1915:6].

çинçелĕх

тинĕс çинçе вырăн. Вĕсенчен пĕри, Латам, 1909 çулта, утă уйăхĕнче хрантсус çĕрĕпе акăлчан çĕрĕ хушшинчи çинçелĕх (тинĕс çинçе вырăн) урлă каçма тытăннă [Çулталăк 1910:20].

Çавăн пекех пăхăр:

каçлан каçликка Каçликка варĕ каçмăк « каçма » каçмак каçмалăх каçмукла каçони каçонккă

каçма
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150