Шырав: путлĕ

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

путлĕ

1.
(достаточно) хороший, исправный
путный
разг.
пĕр путлĕ машина та çук — нет ни одной исправной машины
кунтан путлĕрех ручка çук-и вара санăн? — неужели у тебя нет ручки получше этой?

путлĕ

2.
хорошенько, как следует
толком

эпĕ путлĕ курса та ĕлкĕреймерĕм — я и не разглядел как следует

путлĕ

3.
толковый, вразумительный, обстоятельный

путлĕ

толково, вразумительно, обстоятельно
путлĕ ăнлантарса пар — объяснить толково
унран путлĕ ответ илтеймерĕм — я не дождался от него вразумительного ответа

путлĕ

4.
приличный, порядочный

путлĕ

прилично, порядочно
путлĕ тумтир — приличная одежда
путлĕ çын ун пек хăтланмĕ — порядочный человек так не поступит

путлĕ

5.
ценный, стоящий
кунта пĕр путлĕ япала та çук — здесь нет ни одной стоящей вещи

пӳтлĕ

диал.
то же, что путлĕ

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

путлĕ

справный
путёвый

путлĕ ĕç — путёвое дело

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

тавраш

(-аш), окружье, окруженье. N. Пĕтĕм тута-сăмса тавраш (область рта и носа) питĕ ирĕлсе карĕ-ха — тӳрленмест. Собр. Уйăх таврашĕ карталансан (если месяц в кругу), йĕпе пулать, теççĕ. Б. Яныши. Çак кĕпер таврашне, çĕртме çинче утсене çитарма ялан курăк çитĕнтереттĕмĕрччĕ. О сохр. здор. Кровате (чит. кравата) тата алăк патне, чӳрече таврашне (около окон) лартма юрамасть. || Окружность. Ск. и пред. чув. 34. Карталанса йĕри-тавра тăнă ташă вырăнĕ, вунă чалăш таврашĕ. || (Приблизительное) время. Альш Миххайла праçникĕ таврашĕнче (около Михайлова дня) юр ӳкет, ӳкнĕ çул (в иной год). || Отношение. N. Наянлăхăмпа çыру яраймасăр тăратăп, тетĕн, вăл тавраша (в этом отношенни) эпĕ хам та çавах, анчах савнă çыннăмран çыру вăл-ку илсен, кирек хăçан та хирĕç часрах çырсă яма тăрăшатăп. || Относящееся до.. Изванк. Пирĕн ялта мур таврашне пĕлекен пĕр Микул карчăк анчах. || То, что относится к известному роду предметов. Юрк. Эрех таврашне пăхса тăма хăйсене уйрăм пысăк тӳресем тытса тăрат. Кама 7. Васса (пуçне пăркаласа). Е-е-е-х! ăс тавраш санăн. Хăнаран укçа ыйтаççĕ-и? Кам вĕрентрĕ сана. Тьфу, йытă пичĕ! N. Кунта япала таврашĕ питĕ хаклă. Баран. 44. Ялта лăпах пулнă, хăйă çути тавраш нимĕн те пулман. N. Выльăхăн ăс тавраш çук, вăл ăçта каяс килнĕ, çавăнта каять. Кан. Пуш урапанах: таврашсене çĕмĕрĕ (лошадь), тесе, калла турттарса килтĕм. ППТ. Çĕрен хуллин таврашин çӳп-çапне (сор от прутьев, обломки) прахтармаççĕ (не позволяют бросать). N. Пахăр-кĕмĕл тавраш(ĕ), çурт-хуралтă тавраш(ĕ). Менча Ч. Вĕсем акана тухаччен малтан ака таврашсене, суха таврашсене, сӳре таврашсене хатĕрлеççĕ. N. Çав вăра таврашĕ мар-и (это не вор-ли какой-нибудь) мĕн пĕшкĕнсе (нагнувшись) пырать вал пирĕн хыçран? Юрк. Начальник таврашĕ вăл тĕлтен сана аса та илме пĕлмест. О сохр. здор. Улпут таврашĕнче нихçан та сăпка кураймăр эсир. Юрк. Сирĕн вара ку çулта ĕне тавраш çук-и мĕн? Разве нынче у вас коров нет? Ib. Пирĕн чăвашăй йĕрĕх таврашĕнче пукане пек япала таврашĕ çук (никаких идолов не бывает). ППТ. Масар çинче кĕлĕ таврашĕ-мĕнĕ тумаççĕ (никаких молений не совершают). Сборн. по мед. Лаша-выльăх таврашĕнчен: ут-выльăха çамрăк чухне чипер пăхас пулать, тетпĕр. Халапсем. Эпĕ халап таврашне пĕртте пĕлместĕп. Я, вообще, совсем не знаю сказок. Баран. 29. Тăван хĕрĕ пек курса, ун валли тавраш хатĕрленĕ. Ib. 162. Пуринчен ытла лаша таврашне çӳререх параççĕ (калмыки). || Принадлежности, приспособления. О сохр. здор. Çавăнпа ача кипкисене, унăн çăтарне, тата ытти таврашĕсене те тасарах тытма тăрăшăр. СПВВ. Тавраш нуммай кирлĕ. Нужно много разных вещей, приспособлений, одежды и пр. (Так понимают в Сред. Юм.). ЧП. Атте салат пачĕ те, анне тавраш пачĕ те. Ходар. Сăрине (для „тайăн сăра“) тунă чухне таврашсене пит тирпейлĕ тыткалаççĕ (наблюдают за чистотой посуды и принадлежностей, которыми пользуются при варке пива). || Одежда (в некоторых выражениях). О сохр. здор. Хамăр тавраша ялан таса тытас пулать. Болезни. Тепĕр çĕрте хĕретнĕ-кăвакартнă таврашпа çӳреççĕ. Букв. Таврашна тасарах тытса усра. Будь опрятен. Янш.-Норв. Епле унăн (девушки) таврашĕсем чечен. Ib. Пасар таврашĕ те унăн питĕ нумай (у девушки, которую думают взять замуж). Орау. Хĕрарăм таврашĕ. Сред. Юм. Хĕрарăмăн кĕпе-йĕм (белье) нăмай пôлсан: тавраш нăмай, теççĕ. Алик. † Çын таврашпе килмен, хам таврашпа хам килтĕм, атийăк та апайăн. (Из песни туй арĕм). || Наряды. Собр. Хĕрĕ (невеста), пасар çитсен, пасара кайса, таврашсем илет. Бур. † Ай-хай, хамăр тантăшсем, кĕмĕллĕ иккен таврашсем. || Приданое (добро). N. Пĕр таврашĕшĕн илни анчах пулчĕ, хăй нимĕн тĕшне те тăмаçть (про жену). Чураль-к. † Ах кинçĕм, Пăраски, час тапранса часах тух; час тапранса тухмасан, хăвăн (= хăйĕн) таврашпе тухмаçть, тет, хăвăн таврашпе тухсассăн, час тапранса тухать, тет. (Свад. п.). || Добро, имущество. Иванова. Çак пушарта нумай тавраш, пĕр хĕр-ача çуннă. Истор. Ытти хаклă йышши таврашсем те нумай парса янă. Изамб. Т. Пуяннисем таврашне (япалине) кура хаклăрах тӳлеççĕ. || Сбруя. N. Урапасем ӳпне çавăрăнса каяççĕ, таварсем пылчăк çинче таптанаççĕ, лашисем ĕрĕхсе, таврашсене таткаласа çӳреççĕ. Ёрдово. Лаша таврашсем вăлсен питĕ япăх, таврашсене пĕртте юсамаççĕ. Лашине хытă кӳлсен: тавраш ванать, теççĕ. Чураль-к. † Ачи шухă, ан тийĕр, ати тавраш шуç тавраш; çав шуç тавраш пĕтмесĕр, пирĕн шухă пĕтес çук. Актай. † Шупашкар хуçи аттим пӳр, шуç таврашсăр тухас çук. Н. Байгул. † Йăлтăр-йăлтăр йĕс тавраш, çутатмасан килĕшмест. || Органы. N. Вал кăшт çех вырăнтан сикме пултарать, хăйĕн пур таврашĕсене те пĕтернĕ, вăл сывламасть те, унăн юн тымарĕсем те çук, çăварĕ те, хырăмĕ те, пыршисем те, хыçалти шăтăкĕсем те çук. || Материал. N. Машиная шухăшласа кăлараканни çавна тума хăй таврашĕпе те çĕр тенкĕ анчах илнĕ. Ал. цв. 20. Çулçăсем, туратсем, чечексем карнă, ылттăи-кĕмĕл ука таврашпа витнĕ хăй юратнă сакă çине ларать. || Род, фамилия. Орау. Çав Кăрнин усрав ывăлĕнчен Ситемен тавраше пуçланса кайнă. Альш. Мăрса йăхĕсем каяççĕ куçса Пӳркелне. Пӳркелĕнче халĕ те пур, Мăрса тавраш, теççĕ. КАЯ. Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ). N. Кам таврашĕ эсĕ? Ты из какого рода (или: фамилии)? N. Тăраль (трал’) тавраш (-аш). Орау. Урлав таврашĕ питĕ ĕрчĕхлĕ ăру вăл. Орау. Вăсен таврашĕнче путлĕ этем пур-им? || Нечто подобное, такое. Дик. леб. 40. Вăл ун пек тавраша унччен нихăçан та курман. N. Нумайĕшĕ çĕнĕрен законсем кăларасшăн пулчĕç. Нумайĕшĕ вăл тавраша кĕтмен, вĕсемшĕн вăл ĕç сисмен çĕртен пулчĕ. СТИК. Пирĕн вăл тавраш мĕн çук? У нас ничего подобного нет. (Возражает, почти что обидевшись, на вопрос: сирĕн им-çам пур темерĕç-и, парăрччĕ, пулсан). || Культ. ЧС. Ку киремет таврашне ан тăвăр. Не совершайте этих идольских обрядов. || Альш. Хирти Кушкă таврашĕ, çĕнĕ Мертлĕ таврашĕ акат вăл анасене: çавсен çĕрĕ, тет вăл. || Обстоятельство (грамм. термин, неолог.). || В смысле послелога. N. Атăл таврашĕнче ун пек хула нуммай. В Поволжье таких городов много. Ib. Хула (ял) таврашĕнче (около города, деревни); çăварни таврашĕнче (около масляницы). N. Пукрав таврашне те таврăнайăп-ха эпĕ. Неизвестно, вернусь ли еще я к Покрову. N. Мункун таврашнелле те тавăрнайăпăр, тем. Неизвестно, воротимся ли мы к пасхе.

такам

(тагам), неизвестно кто. N. Кам ку? Такам-çке. Кто это? Не знаю кто. Кто его знает. N. Такампа кайнă вăл, эп курман. Не знаю, с кем он ушел, я не видел. N. Такамăн пур вăл, пирĕн çук. Не знаю, у кого он есть, у нас нет. Такам ачисем вĕсем. Не знаю, чьи они дети. N. Парасса патăм (отдал) та, такама патăм (действие отдачи помнит хорошо); парасса панă та, такама панă (действие отдачи представляет себе неясно). Чеб. Такамсем çĕрле килнĕ те, хамăра улмапа пере-перех татса карĕç, терĕм. || Всякий, каждый. Н. Карм. Мана ĕнтĕ эсир мар, такам та ятламалла, мĕншĕн тесен, эпĕ темиçе çултан та сире тав туса пĕр çыру та çыраймарăм. N. Ăна такам та паллать. Про него чай знает всякий. N. Такам та пĕлет. Кан. Куçарасси Мами аван куçарнă. Такам та ăнланмалла. || Прямо никто. N. Эпир курнине такам та кураймĕ. Никому не придется испытать того, что мы испытали! || В чувашизмах. Могонин. Такамран ыйтсан та (кого ни спроси), çак ниш çинчен калама пултарать (может рассказать). Ст. Шаймурз. † Улма патăм-илмерĕн, кĕмĕл патăм-суйларăн. Пит нуммай вăхăт çӳрерĕн, ху та такама каяйрăн (за кого-то ты сама выйдешь). Изамб. Т. Мана тата хамăр пекки пулмасăр, такам пулмĕ. Какого еще мне жениха ждать? Ведь нас не вельможа какой возьмет. Орау. Кам вăрланă-ши укçине?.. Такамах мар пуль-ха (не больно кто, чай..) хăйсен ачипчисем путлим (= путлĕ-им). N. Эсĕ, ачам, такамшăн такам пултăн, маншăн турах пултăн. Кил, эп сана чуп-тăвам. Не знаю, как другим, а мне ты, дитя мое, сделал превеликую услугу. Иди, я тебя поцелую. Выçăхакансем 26. Эпир ĕне сутатпăр иккенне такам çăви сарса янă (какой-то чорт разблаговестил, т. е. распустил об этом слух). || Нет. Сятра. Тĕнке-тона, хы çут (= хыйă çут), теччĕ (говорят).— Такам (= айӳк?), тет тĕнке-тони: коарпа пиçсе тĕтĕмпе пĕрле те вĕçсе каяс польă, тет.

тарăх

(тары̆х), досадовать, сердиться, возмущаться. N. Темĕн пек (весьма): вĕреннĕ çак усала, тесе тарăхать, анчах туртма (табак) пăрахаймасть. Çĕнтерчĕ 48. Хăш чух эпĕ: мĕншĕн эпир пуян пулнă-ши? тесе, темĕн чул та тарăхатăп. || Чăв. й. пур. 28. Якку вара кайран пит тарăхса йĕнĕ. Яккăва çапла тарăхтараççĕ. Çылăха та, намăса та пĕлмеççĕ. Ib. Ашшĕ вара нимĕн тума та аптранă. Вара пит тарăха-тарăха йĕретчĕ. || О надоедливом человеке. Изамб. Т. Эпĕ кинтен тарăхап. Мне сноха надоедает. || Сердиться, возмущаться. СЧЧ. Пичче (брат) кулнипе Лукка пичче (дядя Лука) пĕтĕмпе тарăхса çитрĕ (осерчал), тет. N. Темшĕн ямаççĕ (письма), питĕ тарăхатăп. N. Хресченсем тавар илеймесĕр шалт тарăхса пĕтеççĕ. Орау. Ах, тархас килет-çке ман (сержусь, меня зло берет). || С послелогом „çи“: сердиться на кого. Панклеи. Йăван патша хĕрĕ çине тарăххĕр (разсердился). Ст. Чек. † Уччаскана кайса, эп çул турăм, аслă çулсем çине, ай, тарăхса; ял-ял урлă кайса, эп тус турăм, ялти хĕрсем çине, ай, тарăхса. || Жаловаться, негодовать, N. Хĕрсем çинчен тарăхса çыру янă (написали, жалуясь). || С тв. пад. БАБ. Тытăнат вара (тут) ачисемпе тарăхма (жаловаться, негодовать). || Выходить из себя. В. Олг. † Перĕн кинеми сак шăлат. Чонтан посса шăлсассăн, сак хăми те авăнат. Чон тарăхса çитсессĕн, сана та (новобрачную) полин ави-ха (поколотит тебя). || Терпеть горести. N. Тепĕри хăй ĕмĕрĕнче пĕр ырă курмасăр тарăхса вилет. N. Мана аттепе анне тарăхма анчах çуратса янă. || Раскаиваться. Орау. Ӳлĕмрен нумай тарăхăн та-ха, халĕ тулĕк ман сăмаха итлеместĕн. || Мучиться. Чăв. й. пур. 15. Леш çынсем каланă: калăпăр, калăпăр; эпир унпа тарăхнă ĕнтĕ, тенĕ. N. Тĕлĕкпе тарăхан. ЧС. Çавăнтан (от того, что умирают лошади) тарăхса ĕнтĕ пĕр лашана пĕлекен çынтан (у знакомогр человека), куккасенченех, илчĕç. Орау. Паян лашана Салапайра (местность) тарăхса шыраса çӳретĕп, а вăл килсе выртнă та, выртать. Ib. Паян ку суха-пуçпе пĕтĕмпе тарăхса пĕтрĕм (замучился), пĕртте путлĕ пымаçть, урăх ларттарас пулĕ, тем, кумпа ака пĕтереймăп. N. Пирĕн ял, çăва тухсан, çавăн пирки (из-за опойцы) çумăрсăр тарăхат. („Питĕркке шăтăкĕ“). N. Чирпе тарăхса порнаççĕ. Ст. Чек. Тарăхаттăм-çке унпа пурăннă чухне! „Живя с ним, я не видала светлого дня“. N. Вăл ыттисем пек вырăн тупаймасăр тарăхса çӳремест. ЧС. Вăл хĕр тарăхнипе тарасана сикмен-ши? Хурамал. Вара кушакки выçă тарăхнă та, хăй хӳринчен пĕр алтăр çакнă та, пĕр çулпа тухса кайнă. || С исх. пад. Истор. Вырăссем тутарсенчен пит тарăхса пурăннă. || Испытывать крайнюю нужду. Ст. Чек. Çукран тарăхап. Испытываю крайнюю нужду во всем. || Заботиться. N. Тимĕрĕç те çавăн пек сунтал кутĕнче тимĕртен пĕр-пĕр япала тăвасси çинче тарăхса ларать. N. Паразитла пурăнакан чунлă япаласем тарăхса ĕçлесе пурăнмаççĕ. || Усердствовать, стараться изо всех сил. N. Аптăранăран, тарăхса (= тăрăшса), сана парне паратпăр (аптăранăран сана парне паратпăр). Орау. Лаши тарăхса туртать, çапах та вырăнтан та тапратимаçть, аллă пăт пулĕ унта, таçта кайма тиянă. Ухмах, вăрманта пĕр йăвăç та хăварасшăн мар курăнать, вăрманти йăвăçа пĕтереймăн унта. Чăв. й. пур. 31. Акă! кам-шăн тарăхса ĕçленĕ ĕнтĕ вăл? Вăл мула, хăй чунне хĕрхенмесĕр, камшăн пухнă ĕнтĕ вăл? Ib. 17. Вăл вара татах юлташĕсене шырама тухса кайнă, татах темĕн пек тарăхса шыраса çӳресе те тупайман. || Всячески добиваться, биться, стараться, лезть из кожи. Орау. Тем тăвать ку унта, тарăхса калаçса ларать (принимая близко к сердцу, желая добиться, выходя из себя). Альш. Малтан вăл териех тарăхса вĕрмес, тет. Виççĕмĕшĕнче-тăваттăмĕшĕнче питĕ хытă тытăнса вĕрчĕ, тет (отчитывала от „ие“). Конст. чăв. Эпĕ ку таранччен тарăха-тарăха шыраман та пулăттăм та, манăн кунта тăван кукка пурăнать. Орау. Тарăхса çын хутне кĕрсе калаçса тăрать ку Кĕркури; тем кирлĕ, хăй хутне такăш кĕрес (а кто за него самого вступится)? || Выходить из себя, уверяя... Чăв. й. пур. 27. Вăл: ĕçместĕп (водки), тесе, пит тарăхнă, çапах хăратса: ĕçмесен, пăрахмастпăр (не отстанем), тесе, ирĕксĕрех ĕçтернĕ. Ib. 6. Вăсем малтан Ваçка сăмахĕпе тунма (отпереться, negare) хăтланнă, тырра илекен вара пит тарăхса каланă: вăсем те пурччĕ, тесе. Унтан вара вăсене хĕсе пуçланă. Хĕсе-хĕсе вара вăсем те каланă (признались): пурччĕ çав (мы были там), тенĕ. Ib. Пăртак йĕркене пĕлекен çын темĕн пек тарăхса каласан та, ăна пĕртте ĕненмеççĕ.

хаймук

первоначально, повидимому, имя человека, впоследствии нариц. имя человека (дурак). Батеево. Ĕлĕк пĕр хаймук тияккăна ексамĕн панă та, авланма шут тытнă; укçаллăраххине илес тесе хĕр шырама Хусана çитнĕ, хăй путлĕ калаçаймасть те, тет.

хурт

хорт, насекомое вообще. N. Улт ураллă хурт. Букв. 1886 г. Вăрманта пин хурт пуртăр. || Червь, червяк. Орау. Калчасене хурт çия пуçланă. Ib. Хурт çияшшĕ чĕлхĕне-çăварна, çăварăнтан пĕр путлĕ сăмах тухмасть. Микушк. Ыраш хурчĕ нумай пусан, тепĕр çул ыраш лайăх пулать, теççĕ. ГТТ. Çулçă çине хурт ӳкнĕ, хурт пуснă. || Подобне червей, выдавливаемое из лица (кожное сало). Ирч-к. || Пчела. N. Хурт сăхрĕ. Пчела укусила. В. Тим. Çак хуçанăн ĕçки-çики пурте ватă хуртăн пылĕсем. Орау. Хурт çĕмĕрни нихçан та каçмасть (не прощается). Юрк. Хура çĕмĕрт лайăх çурăлсан хурт нумай уйăрат. N. Калах хуртсе кăлартăр пулĕ. Мĕнле, пурте чĕри? Вăй пур-и? Торх. Хуртсен вĕллере апат çук (меду нет), антарман. Ib. Хуртсем ĕçе кайма тапратрĕç (главный взяток). N. Хурт утарне хурчĕшĕн анчах илнĕ вăл (из-за пчел). Торх. Кăçал хуртсен апат пур (медосбор хорош). Ib. Хуртсем ӳкрĕç вĕрене çине (çăка çине, кăчкă çине). Так говорят о полете пчел. Ib. Хурт ĕнмест. Пчелы не ведутся. Ib. Хурт вылятать. Ib. Хурт уçăлчĕ. Пчелы облетелись. Ib. Хуртсене уçăлма кăларса лартрăм. Я выставил пчел для облетения. Ib. Хурт чĕкĕрет. У пчел понос. Ib. Хурт çăвăр ячĕ. Пчелы нароились. || Пчелиный рой. Орау. Хурт тупнă. Нашли рой. Торх. Хурт каялла тухрĕ (о слете посаженного роя). Ib. Таракан хурта лартма тимĕрпе янтратаççĕ. Ib. Хурт амăш çине ӳкрĕ. Отроившийся рой возвратился назад к матке, в свой улей. N. † Вăрман витĕр хурт каять çăка йывăç шыраса, эпĕр кунта килтĕмĕр юлташсене шыраса. ЧП. Хура вăрмана хурт ятăм, хура çĕлен пуррине пĕлмерĕм. Шарбаш. Ялтан яла хурт тусчĕ, хурт тус марччĕ, хĕр тусчĕ, тăрса юлчĕ мĕн тăвас. N. Пĕчик алăкри хорт ӳкрĕ. || Улей. Тюрл. Пĕр пуç хорт (улей).

хăраканскер

боязливый. Оп. ис. ч. II. Ку хăраканскер путлĕ çынах пулас çук ĕнтĕ! Уж этому, боязливому, путевым человеком не быть! (т. е. не может того быть, чтобы это был порядочный человек).

хăраххăм

подобный мне, мой муж, моя жена. СТИК. Çав ман хăраххăм мĕскерле путлĕ япала тутăр! Разве такой подобный мне болван, как он, сделает что-нибудь путное (говорят про третье лицо).

тĕтрелĕ

тĕтреллĕ, туманный, пасмурный. N. Çанталăк йăсăрланса тăрать, тĕтрелĕ çанталăк пек. СПВВ. ИА. Кĕркуннехи ирсем тĕтреллĕ пулаççĕ. Орау. Тĕтреллĕ-масарлă паян, пĕртте путлĕ мар çанталăкки. Трахома. Шурă илни этем куçне тĕтреллĕ кăтартать. N. Тĕтрелĕ пĕлĕт.

шаймăк

ленивый. Нюш-к. Шаймĕк çын праçникре ĕçлеме пуçлать. (Послов.). Капк. 1929, № З. Вăхăт мар, кахал та... шаймăк. N. Шаймăк = юлхав. Орау. Шаймăк (о мальчике и взрослом). Ib. Шаймăк (так обзывали девочек?). Ib. Ашшĕ: çытарма аку кайтăр, тесен те, çапах, унта ытти ачасампа шаймăка вĕренесшĕн хăех каять. || Насмешник. Орау. Пулать те кам шаймăк ача, пĕр путлĕ сăмахĕ çук, сăмаха ялан лерелле ярса калаçать. Ib. Шаймăк ача тесе çынтан мăшкăласа кулакан, епле те пулсан çынна пĕчĕк сăтăр тăвакан, çынтан вылятса кулакан (любящего насмехаться, трунить, проезжаться) арçын ачана калаççĕ. КС. Шаймăк, шалун. Ib. Мăшкăласа çырать, шаймăк („шельмец“).

шуйттан

шойттан, чорт. Сред. Юм. Шуйттан качака полса çӳрет, тет. (Народное поверье). N. Чипер вилĕмпе вилмен çыннăн чонĕ шуйттана каять, тет. N. Шуйтан çури ачана кĕмĕл çĕрĕ парса янă, тет. Орау. Шуйттана ăна пĕлеймĕн! Ib. Унта упа мар, шуйттанĕ те пуль. Там не только медведь, а наверное, и всякое зверье есть. ГТТ. Шуйттан та пĕр калаçаççĕ. Чорт знает, чего не говорят! Ст. Чек. Таçта шуйттана кайса кĕчĕ. Куда-то запропал. N. Вара матроссем шиклене пуçланă, хăра пуçланă. Таçта шуйттана илсе килчĕ, нимĕнпе те киле тавăрнса кураймăпăр ĕнтĕ, тесе шухăшла пуçланă. N. Шуйттан тума килет вăл. За чортом она пришла, т. е. так, зря. Шорк. Такам шойттанĕ (какой чорт) хошрĕ мана он çомне çыпăçма. || Употребляегся в бранных выражениях. Сред. Юм. Вăрăм çынна çиленнĕ чохне шуйттан кĕвенти тесе вăрçаççĕ. Йӳç такăнт. 24. Кай кунтан, шуйттан кĕвенти! Орау. Шуйттан кĕвенти вăл, пĕре çапсан лапчăтсах хурĕ. N. Ăх, шуйттан калти, çавă та путлĕ çын пулсан! (Говорят про третье лицо). N. Е, шуйтан чĕри! Те çакна çырнăран, те урăх япаларан — халĕ эпĕ лăплансах карăм пек. Якейк. Йăван шуйттанĕ хăйма çинă поль-хе! Çĕнтерчĕ 57. Шуйттан этемми, Якур! Орау. Тем шуйттан шăтăк алтса хунă кунта. Трхбл. Шуйттан чухне туса пĕтеретнем ăна! || Прозвище мужч. СТИК. Шуйттан Микити.

первайхи

первый. Орау. Вăсам первайхи çулах путлĕ пурăнман, тит. Ib. Ĕнен первайхи (или: малтанхи) пăрушĕ аванччĕ.

путекле

будучи ягненком. Орау. Путеклех ĕнтĕркесе ӳсрĕ те, çтан путлĕ сурăх пултăр унтан. || За... ягненка(-ят) N. Çĕр (с'ӧр) путекле илнĕ çĕр (с'э̆р). Земля, купленная за сто ягнят.

путлĕ

путно, прилично, как следует (русск.). Г. А. Отрыв. Мĕнпе кăвакартнине (синили) путлех пĕлмеççĕ. Орау. Атта путлĕ (чипер) тăхăнимарăм. Аттине чипер (путлĕ) тăхăнимарĕ. Надел сапог(и) не совсем ладно. Чăв. й. пур. 5. Хăй çине ĕмĕрне путлĕ тумтир кĕмен-тĕр. Кĕвĕсем. Мертлĕ тăрăх çӳрррĕм — пĕр путлĕ хĕр курмарăм. Путли тĕни пĕри çук, путсĕр тени вĕçĕ çук. Ст. Чек. Вăл çулхине кантăр путлĕ пулмарĕ. Ib. Путлĕ пул; путлĕ калаçмас. || Путный, хороший, приличный. Юрк. Çав ĕнерен путлĕ выльăх пулас-и, эй сĕт-çу-и? N. Патнерех çитерехпе, Çемен: ку путлĕскерсем мар пулĕ, тесе, лашине тăварса йăвăçран кăкарнă. Чăв. й. пур. Прухха вара хăй те путлĕ вилĕмпе вилмен, ĕçсе вилнĕ. СТИК. Пĕр арăмласкер илсе ятăм та, те путлĕ пулĕ. Женился, но, незнай, путной ли окажется женой.

путлĕн

прилично, как надо быть, как приличествует. Ст. Чек. Ку тавар путлĕн курăнмас (= путлĕ тавар пек курăнмас).

путьлă

путный, приличный, порядочный. Якейк. Эс те путьлă çын полсан, ман сăмса йăт котне (вар. ман сăмсана йăт çитăр). Ib. Паян пасар путьлах полмаþ. Ib. Эп онпа путьлă (путьлах) калаçимарăм. См. путлĕ.

пăхлан

испачкаться в испражнении, запачкаться. Орау. Эсĕ пĕтĕмпех пăхланса пĕтнĕ вĕт, ачам! Ведь ты весь (или вся) испачкался в дерме, мое дитя! || В перен. см. Изамб. Т. Унăн ĕçĕ пăхланнă (испрртилось). N. Авланас пулсан путлĕ хĕр паман пулĕччĕç пире (scr. пирĕ), мĕшĕн тесен пирĕн ăру пĕрре пăхланнă та ĕнтĕ, тасалмаçт.

ампар

(амбар), horreum, амбар. М. Тиуш. † Ах, акка (ят)! ампартан тула тухмарĕ! Ах, сестрица (такая-то)! все время провела в амбаре! Ib. † Яш, яш, яш ачи улаха кĕресшĕн кускалать те, ампаралла кĕрсессĕн калла-малла пăхмĕ-ши? Молодой парень все бегает, норовя попасть на посиденки (улах). Только, когда он заберется (к девке) в амбар, то не придется ли ему повертеться туда и сюда (осматриваясь и ища выхода из критического положения)? Locus tectus in chorte ex una parte apertus, ubi vehicula aliaque instrumenta rustica reponuntur, vel potius ipsum illlus tectum, quod columnis ligneis sustinetur. В нек. говорах имеет значение повети или навеса. Изванк. Вара вăсем пурте ампар айĕнчен тулалла пăхса кĕл-тума пуçлаççĕ. Потом они, стоя под сараем, обращаются лицом к выходу (из-под сарая) и начинают молиться. Курм. † Чĕкес (i. q. чĕкеç) килет мăшăрĕпе, ларать — йорлать ампар çине, ампар пĕрне вăл кӳрет; эпĕр çанашкал кӳрес çок. Прилетают парами ласточки, садятся на поветь и щебечут, украшая ее собою; нам не придется так украшать ее. Ib. † Ампар çинчи хоп татти йохса-анассăн туйăнать, çакă ялăн хĕрĕсен йĕм анассăн туйăнать. Дубок, лежащий на сарае, кажется сползет (на землю): у девок из этой деревни, кажется, спадут штаны (т. е. штаны завязаны небрежно), не крепко, и их легко можно спустить. Ib. † Шта каятăн, кăвакал? — Ампар хыçне каятăп. Куда ты летишь, утка? — Я лечу за поветь. Чертаг. Ампар пуçне сыснапа хõпартнă. Чело сарая забрано бревнами (одно одного короче). Якей. Хĕр-арăмсам ампар анче (i. q. айĕнче) сӳс тĕвеççĕ. Бабы толкут под сараем кудель. Л. Кошки. Ампар çанех улăхса кайнă!... Ӳксе аманăн! Эх, пуççăр! Путлĕ пулас çук! На самую крышу (сарая) залез! упадешь, разобьешься! Ах, сорви-голова! Ну, уж от такого хорошего не жди („путным не будет“)!

ампăс-тĕмпĕс

(амбы̆с-т’ӧ̆мбӧ̆с), i. q. путăк-шăтăк, confragosus, salebrosus, cavernosus, inaequalis, неровный, бугристый (о местности). Нюш-к. Ампăс-тĕмпĕс. Пирĕн ампăс-тĕмпĕс çаран çинче утă сахал тухрĕ. На наших неровных лугах сена собрано мало. || Substanivi modo. Также употребл. и в смысле существительного. Нюш-к. Çĕрĕ те путлĕ мар та, ампăс-тĕмпĕс анчах та, кĕлте тухмарĕ. И земля то плохая, — ни туда, ни сюда, одни буераг(к)и; поэтому и снопов собрала мало. Ib. Ана çинче ампăс-тĕмпĕс. На загоне буераг(к)и.

апат çитар

апат çитер, adhibere cenae, кормить кого-либо, кормить завтраком, обедом или ужином и т. п. КС. Паян ун панче ĕçлерĕмĕр, ĕçлерĕмĕр, апат та çитарса ямарĕ. Сегодня мы у него работали. работали, а он нас и не покормил. Ib. Апатне те путлĕн çитармарĕ. [ Ст. Чек. Çимине те путлĕ çитермерĕ]. Даже и не кормил (или: не накормил) как следует.

ӳссĕри-каккăри

пьяное состоянне. Орау. Пирĕн ун ӳссĕри-каккăри çынсем пек путлĕ мар та, ĕçки-çикине тапратма та хăрамалла. В пьяном состоянии он у нас не таков, как другие люди (скандальный), поэтому опасно устраивать пирушку.

ят

(jат), имя; название. Менча. Когда у чуваш родится ребенок, то, еще раньше, чем крестить его (шыва кӳртиччен), ему, заодно с бабушками-повитухами (эпи-карчăк), нарекают имя. Если не наречь имени, то это считается нехорошим, так как иначе имя ему наречет чорт (шуйттан). Как только наступит время родить, бабы приводят повитух, и тотчас по рождении дают ребенку имя. Если родится ребенок мужеского пола, то иного нарекают Упа, иного Юманкка, иного Тăхти, а иного Сатай. Все эти имена даются с суеверным соображением. Упа называют затем, чтобы ребенок был здоров как медведь и не болел; Юманкка — чтобы он был крепким и коренастым как дуб и не хворал; Тăхти ― чтобы он был живуч и чтобы племя его множилось и не вымирало; Сатай ― чтобы род его плодился и не исчезал. Что касается девочек, то некоторых из них называют Хĕрпик, других Силпик, иных Эрнук и Тунюк (scr. Тунӳк). Хĕрпик — название не суеверное; родилась девочка, ну и говорят: давай назовем ее Хĕрпик; имя Силпик ― дается с суеверным соображением (ăрăмласа хуни): дескать, Силпик будет жить в почете (сил) и уважении (чис). Эрнук называют тех, которые родятся в пятницу (эрне-кун), а Тунюк (scr. Тунӳк) — родившихся в понедельник (тунти-кун). Ача ят хуни. Тĕне кĕмен чăвашсем, çамрăк ача çуралсассăн, ача ят хума ни пуп патне, ни мулла патне каймаççĕ. Вĕсем (некрещ. чуваши) ача ятне ватă стариксем, ватă карчăксем, эпи-карчăксем, хурăнташсене, ратнисене пухса, хăйсем пĕлнĕ пек, ача мĕн кун çуралнă, çав кун ячĕпе е çав кун ячĕ евĕрлĕ ятпа, пĕр-пĕр святой ятне асăнса тунă праздник тĕлĕнче çуралнă пулсан, ачине те çавăн ячĕпе ят параççĕ. Ывăл ача пулсан, ак çапла хураççĕ: ачи шăмат-кун çуралнă пулсассăн, Шăмак ятлă хураççĕ; вырăсерни кун çуралнă пулсассăн, Вырăстай ятлă, Ванюк (чит. Ванюк) ятлă хураççĕ; тунтикун çуралнă пулсассăн, Тутирек ятлă, Тутиер ятлă, Тăхтаман ятлă хураççĕ. Хĕр ача çуралсассăн, унăн ятне те арçын ачинни пекех хураççĕ. Улăштарсан та, сайра улăштараççĕ. IЬ. Некрещеные чуваши, когда родится ребенок, не ходят, чтобы наречь ему имя, ни к попу, ни к мулле. Чтобы наречь имя ребенку, они созывают старых стариков и старых старух, повитух, родственников и сродников, и нарекают имя ребенку, как умеют сами — или по имени того дня, когда ребенок родился, или именем, подобным имени этого дня; а если он родится около праздника в честь какого-либо святого, то — по имени этого святого. Если родится мальчик, то нарекают так: если ребенок родился в субботу, то Шăмак; если родился в воскресенье (вырăс-эрни кун) — Вырăстай или Ванюк; если родился в понедельник, то Тутирек, Тутиер или Тăхтаман. Если родится девочка, то ее имя нарекают подобно имени мальчика. Если и меняют, то редко. Кроме того имени, они некоторых нарекают по имени родителей, родственников или рода (тата вĕсем хăшин-хăшин ятне ашшĕ-амăш ячĕ, хурăнташ-ăру ячĕ майлă эл йăх ячĕпе хураççĕ). Имена детям своим они нарекают (хураççĕ) тогда, когда вздумают. М. Рус. Ĕлĕкхи чăвашсем ачисĕм пурăнмантан хĕр-ачасене вĕçен-кайăк ячĕпе, ывăл ачасене ураллă кайăк ячĕпе ят хунă. Макка 212. Вăл ача ятне кун ячĕпе шыраса тупаççĕ; кун мĕн ятли пулать, ăна та çавăн майлăрах хураççĕ. Çапла пĕр кун ятне илер-ха: эрне-кун хĕр пулсан, Эрнепи ятлă хураççĕ; ытлари-кун пусан, Утлаш ятлă хураççĕ. Альш. «Имена часто даются в виде соображения относительно зажиточности: если человек с не очень нравящимся чувашам именем живет славно — тихо, зажиточно, смышленно, то это имя дается многим на селе». Т. М. Матв. Ятне хуман ача макăра пулать. (Япалана килĕшмесĕр илсе кайсан, тавар хуçи хаклă ыйтма пултарать, е ĕçе малтан килĕшмесĕр ĕçлесен, ĕçлекенни хаклăрах илесшĕн, ĕçлеттерекенни йӳнрех парасшăн — çак сăмаха çавăн чухне калаççĕ). Якейк. Пĕчĕк ачасам кошаксене, сорăхсене, пăрусене ят параççĕ. Пĕр ятпах хăш чохне сорăха та, пăрăва та кошака та чĕнеççĕ. Кĕтерин, Маркка, Веркка ятлă хораççĕ. Лашапа йăтăсен те хăш чохне пĕр ят полать, напр., Мальччăк ятлă йăтă та пор, лаша та пор. Суждение. Турă, рая пырсассăн, вĕсене ятран каласа чĕннĕ (звал по именам). Псалт. 146,4. Вăл вĕçĕмсĕр нумай çăлтăрсенĕн хисепне те пĕлсе тăрать, вĕсене пурне те ятран пĕлет. Мар. Егип. Зосима çав хăйне нихăçан та курман, нихăçан та пĕлмен арăм ятран чĕннине илтсессĕн, пит тĕлĕннĕ. Е. Ятран чĕне-чĕне кăлар. Альш. Чăвашсем ятран каламаççĕ. Ашшĕ-мĕн ячĕпе чĕнсессĕн, чăваш çиленет. Ашшĕ-амăшĕ ятлă çынна ячĕнчен чĕнмеççĕ: атте ятли, анне ятли теççĕ. Хăй ятлине аташ теççĕ. Пуринчен ытла кăна хĕр-арăмсем çапла тăваççĕ. Псалт. 108,21. Эй турăçăм, турăçăм, эсĕ маншăн хăвăн ятна тивĕçлине ту. Якейк. Аланмасăр порнатпăр, ватă ятне илтетпĕр (нас обзывают стариками). Посл. 179,11. Вăл сире хăвăра чĕнсе илнĕ ята тивĕçлĕ çынсем тутăр. Шурăм-п. № 21. Хăй ĕçсе пурăнать пулсан та, чăваш ятне унăн пек пăсмалла мар. Сала 50°. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, — унăн ятне кам пĕлмест? Что сокращ. жизнь. Рай пурăнăçĕ-çех пурăнăç ятне илтме тивĕçлĕ. Макка 110. † Чунăмăр тӳрă аллинче, ятăмăр патша умĕнче, пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шухăшăмăр атте-анне умĕнче. Сир. 41. Ухмах темесĕр мĕн ят парас ăна? Альш. Хальхи чăвашсем пайтахăшне мĕне кĕлтунине те пĕлмеççĕ, тет, ятне-кăна, пĕр пĕлмесĕр, калаççĕ тет. Собр. 339. † Пĕвĕр илемлĕ, сăнăр хитре, кам хунă-ши сирĕн ятă-ра? || Очередь по отбыванию воинской повинности. Б. Олг. Каþан, пичин салтак ячĕ тохсан (был объявлен рекрутом), пичин ик хĕр-ача пор-ччĕ. См. ят пар. || Назначение. Юрк. Укçа пулсан, пуштăпа яр. Анчах укçăна хам ятпа ан яр. Будут деньги, пошли почтой. Только не посылай на мое имя. N. Пĕр письмо (= çыру) янă-ччĕ сан ятпа. Одно письмо на твое имя было послано. || В выражении ячĕпе «от имени»... Хыпар № 9, 1906. Вĕсем кĕпĕрне ячĕпе суйласа яма 50 çын хушшинчен 8-9 çын-кăна суйласа ямалла. IЬ. № 8. Пирĕн те пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе пуху тума пулмĕ-ши? тетĕп эпĕ. || Цель. Хыпар № 46, 1906. Закона уççа парас ячĕпе Сенат çĕнĕ закон кăларчĕ. || Доброе имя, честь. Ч.П. Леш кассенĕн хĕрĕсем ашшĕ ятне ямалăх. Альш. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чис парĕç. Собр. 173°. † Атте-анне ячĕпе патшасем чĕнеççĕ хăнана. Янш.-Норв. † Аттем-аннем ячĕпе ырă çынсем чĕнеççĕ хăнана. С. Алг. † Ман туй килет шавласа, атте-анне ячĕпе. || Хорошая или плохая слава, молва. Ст. Чек. Ячĕ пысăк ĕнтĕ. Он уже прославился (в хорошем смысле). Альш. † Маттур-маттур хĕрсене ячĕпелен шыраççĕ. Якейк. † Çварни çони шуç котлă; шуçĕ йолать йор çине, ят сарăлать ял çине (слава идет по деревне). N. Ырă ят илт, выслушать (себе) похвалу, добрую славу. К.-Кушки. Пуян ячĕ çĕклесе, виçĕ пуспа ан виртле. Славясь богачем, не дразни тремя копейками. Ч.П. Ятăра пăсĕ. Ала 103°. † Ĕçес-çияс хуçаран, ыр ят тăвас хăнаран. Альш. Пурăнать вара салтак арăмĕ хуняшшĕ-хунямăшĕ аллинче; вĕсем ырă пулсан, ырă ят илтсе, вĕсем усал пулсан, усал ят илтсе. N. Халăха тытса тăракан каланă сăмахĕсем тăрăх ăслă çын ячĕ илет. N. Хаяр ята кӳрт. Сделать предметом осуждения. Бижб. † Чаплă хĕрĕн чап каят, начар хĕрĕн ят каят, тет. Юрк. † Çичĕ çул ямшăк çӳрерĕм, ямшăк ятне кăлараймарăм, çичĕ пушă аври хуçмарăм. Макка 36. Çак хамăр кас ачисем ят кăларма хăтланчĕç (хотели распустить дурную славу). IЬ. 173°. † Çинçе пӳме ӳстертĕм ятма ял çине ямарăм. IЬ. † 107°. Ялсем çинче ан мухтанăр, ятăр юлĕ ял çине. Лашман. † Çăпатана пăрахса, атă тăхăнтăм, пуснă йĕрсенчен вут тухтăр. Вучĕсем пĕр тухчăр, чулĕсем путчăр, матур йĕкĕт çинчен ят тухтăр. Сир. Ху çинчен элекçĕ ячĕ ан кăлар. Не приобретай славы клеветника. . Ик чĕлхелĕ çын çинчен яланах усал ят каять. || Брань, выговор. N. Хаяр ята кĕр. Подвергаться дерзкой брани. N. † Çамрăк пуççе чармасан, ваттисене ят тивет. Пус. Сĕм вăрманта вăрăм йывăç, çил тимесĕр пĕр кун лармĕ. (Салтака ят тивни). Сала 196°. Сулахай хулха янрасан, ят илтет. N. Лашисене хупмаççĕ, вăррисене хаяр ят; хĕрĕсене чармаççĕ — каччисене хаяр ят. Сятра. † Ах, пире ват ятлать! Ват çын ятне пăхсассăн, эпĕ пасара та тохас çок. Юрк. † Пĕр хĕр ясар пулсассăн, пур хĕр çине ят килет. Ала 89. Ача-пăча ятран-патакран пит хăрать. Дети очень боятся брани и побоев. Якейк. Мана порнма пит йăвăр: кашнă конах ят илтеп (слышу брань). Орау. Капла туса ят илтиччен, эпĕ луччă тепĕр çĕрте сăмахсăр пĕр пуссăр хырăма тăранмалла ĕçлем. Ч.П. Çавна тытса чуп-тусан, çамрăксене ят тивет (побранят). || Молва. БАБ. Ял çине ят карĕ, халăх çине хахать карĕ (из «такмак»; слух, молва). || Звание. Панклеи. Кăна илес мар, мĕн пуçлăх ятне илтес! Если этого не взять, то зачем и начальником называться! (Слова солдата. Сказка № 16.). Сир. 68. Тепĕр тус пур, тус ятне-кăна илсе тăрать. || Сословие. Хыпар № 13, 1906. Смоленск уясĕнче 32 çынтан — 18 дворян, 5 çын урăх ятран, 9 çын хура халăхран. || Для проформы. Ст. Чек. Çумăр ятне-кăна çăват. Только слава, что дождик (т. е. еле-еле накрапывает и т. п.). Хыпар № 42, 1906. Улпутсем вăл ĕçе панă укçана кĕсьене чикеççĕ. Ĕçĕн ятне анчах тăваççĕ. Календ. 1904. Хыт сухана пит кăйран тухаççĕ, иккĕмĕш хутне çавăнтах тăваççĕ, тата иккĕмĕш хутне ятне-кăна (анчах) тăваççĕ. Орау. Мур çĕвĕçи (этот чорт портной, этот негодный портной) сăхмана пăсса хăварчĕ. Майтансем (майданские) вăсем путлĕ çĕлеççĕ-и? ятне анчах туса çӳреççĕ вĕт! СТИК. Ятран-кăна тукаласа тунă. Сделано кое-как. . Ятран-кăна (ахальрен-кăна) шаккакаласа хунă. Кое-как сколочено. Иваново. Ачасĕм, эсир кунта вĕренсе тухрăр... Ячĕ-çеç ан пултăр; мĕн вĕреннине ан манăр, киле ан юлăр, епле-те-пуса ытти çĕре кайма тăрăшăр. Сред. Юм. Аптратнă мана текех: туса пар, тесе; ячĕ пȏлтăр, тесе, туса патăм. || Нарочитая цель, назначение. Иногда имеет оттенок послелога. Панклеи. Йăван хĕпĕртесе: килях, пичи, килях! тет. Ăсса тох-ха, арăм, пичи ячĕпе, тет.Макка 212. Леш укçине ачин ячĕпе каласа хураççĕ. Те деньги кладут в честь новорожденного. Аку 121°. Турăпа патша ячĕшĕн (ради или во славу). Шурăм-п. № 14. Мана та праçник ячĕпе (для праздника) ĕçтересшĕн. || Надельная душа. Ст. Ганьк. † Ял ялĕнче хĕр нумай, хĕр нумай та, ят сахал. Хамăр ялта хĕр сахал, пĕрне те мана памаççĕ. . † Хĕр сахал та, ят нумай, хăçан ӳссе çитĕç-ши? Изамб. Т. Ятран куланай пухаççĕ (по душам). О сохр. здор. 57. Пĕр ик-виç вĕлле пулсан, вĕсем (пчелы) пĕр ятăн çулталăк куланайне татмалăх ĕçлесе параççĕ. Макка 235°. Ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тиха или лаша илеççĕ. Альш. Тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он). Бес. о земл. Кашни пусса анана уйăрса, ятăн (по душам) валеçе пуçланă. N. Ятран (с души) куланай тӳлесси. Нюш-к. Ятпа уйăр, ятпа уйăрнă. Истор. Куланая ун чух çын тăрăх (ятран) тӳлемен, çĕр хисепĕпе тӳленĕ. Н. Шинкус. Вăл ӳчӳкне пирĕн ялсем пĕр вăкăр, пĕр тына, виçĕ сурăх параççĕ. Ӳчӳк çывăхара пуçласан, çав выльăх-чĕрлĕхсене илмешкĕн, тата кĕрпеçăнăх илмешкĕн, ят тăрăх мĕн чулшар-та-пусан укçа пухаççĕ. (Аслă ӳчӳк). Истор. Вăл, вырăс çĕрне хăйĕн çыннисене ярса, тепĕр хут ят хисеплеттернĕ. || Надел (земли) на душу или на едока. Цив. Манăн ят çĕрне те аттесем ĕçлесе порăнаççĕ. Мой надел земли обрабатывают мои домашние. Орау. Эсĕ мĕлле (или: мĕн) тăвашшăн: ятна парас-и, ай анан памалла-и? — çавна шут тума киле кил. Как ты хочешь сделать: сдать ли твой душевой надел с условием, чтобы исполнялись все повинности (арендатором), или сдавать в аренду позагонно (на год)? Приезжай решить этот вопрос. N. Çак вырсарни-кун ятне парассине нимĕн те калаçмарĕç. В минувшее воскресенье относительно сдачи земли в аренду ничего не говорили. N. Эсĕ пĕр ятпала та пит пуян. Ты и с одним душевым наделом живешь богато. Юрк. Ана-çарансене ят çинчисене-кăна мар, тара та иле пуçлат. Не довольствуется надельными полевыми угодьями и лугами, а начинает и арендовать. . Миките Микулайĕ, ачисем ята кĕриччен (пока дети не получили надела), çапла пит тертленсе пурăнат. . Миките Микулайне йышлă çемьепе, пĕр ят çинчи ани-çаранĕсемпе-кăна (с одним душевым наделом) тăранса пурăнма пит йывăр пулнă. Шурăм-п. № 18. Виçĕм-çул, халăх çĕр уйăрнă чухне, ята кĕресшĕн хыпаланчĕç (спешили получить надел земли). Изамб. Т. Старик ячĕ тухсан, тепле пурăнăпăр вара. Если надел моего умершего мужа отберут в общество, то как мы будем жить? Альш. Пур унта хăшĕ-хăшĕ, унтан-кунтан ят пуçтарнисем: çирĕмшер-вăтăршар ятлă. . Утă Чăнлă улăхĕнче ят пайне пĕр виç купа тивет, теççĕ, Элшелсен, утă пулнă çулсенче. «Ят пайĕ утă» тиекенни, унти утă, чăн лайăх утă вăл. Ч.С. Ятлă çынсем кашни килĕрен ят тăрăх çăмартапа çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. (Во время «хĕр-аки»). Чув. календ. 1910. Пирĕн хура халăх йышлăланнă-çемĕн йышлăланса пырать, çавăнпа ят çĕрĕ сахалланнă-çемĕн сахалланса пырать. || Подушное. Изванк. Темиçе ят пама пар. Увеличь число мужчин в семье. (Из моленья).

лакăрт

(лагы̆рт), подр. прерывистому хрипению в горле. Орау. Ӳссĕр тияккăн персе супнă та, паян путлĕ кĕл-тăваймаçть, темскер пырне ларнă пек, юрланă чухне сасси урмăшса кайса, лакăрт! тăвать. || Подр. моментальному испражнению. СТИК. Лакăрт тутарса хучĕ. || Подр. бульканью при выливании. Сред. Юм. Четвĕрт кĕленчинчен (из четвертной бутыли) ериперех (потише) шыв йŏхтарнă чохне кĕленче çăварĕнчен лакăрт! лакăрт! туса йŏхать. || Подр. хлюпанью воды в промоченной обуви. КС. Çăпатана пылчăк кĕрсен, лакăрт! лакăртI тăвать (при ходьбе).

лап-тĕрĕслĕ

порядочный (см. путлĕ). Ятман. Ан охмахланса çӳре; кăт лап-тĕрĕслĕ пол!

лупашка

(лубашка, Пшкрт: лоβашка), углубление, яма. Чирич-к. Лупашка урлă каçнă чух, ура шурĕ те, пылчăк çине лап! турăм. Ib. Лупашкă урлă каçма тăтăм та, ура шуса, шыв çине шап! турăм. Кĕвĕсем. Лупашка та тĕмеске, Мертлĕ çулĕ мар-ши çав? К.-Кушки. Лупашка-тĕмеске (буераки, буераги) анчах, путлĕ тырă пулмас. Орау. Чул ун çине катăлса анчĕ те, анчах, телейне кура, чулин ун çине пусса выртас енче лупашка пулнă; вара, лăп таканана хунă пек, çынна хупласа хучĕ те, леш сывах юлчĕ. Скала упала на него; но, к его счастью, на той стороне, которою она навалилась на него, в ней было большое углубление, и он остался цел. Календ. 1911. Анчах вырăнĕ-вырăнĕпе чăвашсем тирĕслĕке ана çине тăкас вырăнне лупашкана е ял çеремше кая-кая йăвантаратьчĕç. N. Кайнă чух унăн пĕр лупашка урлă каçмалла пулнă. Альш. † Лупашкари вĕт турпас сикет-сикет, тухаймас. ЧП. Çакă лупашкана мĕшĕн анас? Сулхăнпа пиçнĕ пĕрлĕхеншĕн. Орбаш. Алтăр айĕнче автан авăтат. (Ут ури лопашки! чăриклатни). || Овраг (небольшой). В. Олг. Лопашка = çырма. МПП. Лупашка, овраг. С. Тим. † Лупапжкана ан тухат (не бросай околдованные вещи): лупашкана тухатсан, кантăр пекех тыллăпăр. || Борозда. КС. || Лужа. || Назв. дер. в Алик. р.

йăлтăра

(jы̆лды̆ра), блестеть. N. Юпи йăлтăраса унки шăнкăртатса тăрать. (Такмак). Юрк. † Икĕ çĕрĕ, кĕмĕл çĕрĕ, нумай йăлтăрарĕ аллăмра. Бюрг. † Сарă хĕрĕн уринче Чĕмпĕр пушмакĕ йăлтăрат. || Улыбаться. КС. Т. VI, 27. Эсĕ ху та пĕлетĕн, эпир пĕр сăмахсăр пурăнаймаспăр; кил хушшинче вăрçас та шăмарас та пулат, кулас та йăлтăрас та пулат. (Моленье хĕрт-сурт'у). Янтик. Ку хĕр путлĕ мар пуль, ытла пит йăлтăраса тăрать (улыбается, вертится, кокетничает). || Блестящий. Хорачка. Jы̆лды̆ра шы̆рча (мы̆jа с'агаччы̆, хаклы̆ мар). Çеçпел М. 15. Çил-тăвăл иртсессĕн, йăлтăра çанталăк кăмăллăн та лăпкăн ачашланса канĕ.

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

путный

путлӗ, йĕркеллӗ, тулӑклӑ (ҫын); из этого ничего путного не выйдет кунтан путлĕ япала пулас çук.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

путёвый

прил. разг. путлĕ, латлă.

путный

прил. разг. 1. путлĕ, йĕркеллĕ, ĕретлĕ, латлă, усăллă; путный совет усăллă канаш; 2. в знач. сущ. путное с. тулăк; из него ничего путного не выйдет унран ним тулкки те тухмасть.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

масаллă

ç.с. Йӳнлĕ, путлĕ, ĕренкеллĕ. Вăрман хĕрри масарлăран вĕттийĕсем масаллăрах. А.Т.-Ыхра, 1998, 26 с.

Çавăн пекех пăхăр:

путкас путках путлăх путлăхлă « путлĕ » путлĕн путлан путланкă путлантар путмăрлан

путлĕ
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150