путсĕр
1.
негодник, негодяй
путсĕр
непутевый, беспутный, негодный, гнусный
путсĕр
непутево, беспутно, гнусно
путсĕр ултавçă — бессовестный обманщик
путсĕр элек — гнусная клевета
вăл путсĕр хăтланать — он отвратительно ведет себя
путсĕр
2.
бестолковый, беспорядочный
путсĕр
бестолково, беспорядочно
путсĕр ĕç — 1) гнусный поступок 2) бестолковое дело
пӳтсĕр
диал.
то же, что путсĕр
путсĕр
непутевый
путсĕр ĕç — непутёвое дело
çине тăр
быть настойчивым, добиваться. N. Çапах та хăвăр çине тăрсан, ăна хăвăр тĕллĕн те пулин илтмелле тума пулать. Сборн. по. мед. Трахомăран имленĕ чух куç мая кайни питех палăрмасан та, ăна тата çине тăрарах имлеттерес пулать. Çĕнтерчĕ 57. Çав путсĕр Якур мана çурта каялла парас маршăн пит çине тăрать. Истор. Кирек мĕнле ĕçе те юратса, çине тăрса тунă. Етрух. Ачасем, ан ӳркенĕр-ха, çине тăрăр, ĕлĕк, çерçи чӳк тусан, çумăр пулаканччĕ, тырă-пулă та аван пулатьчĕ. (Из старинного рассказа). КС. Эсĕ çине тăрарах кала-ха (настойчивее).
шампаккай
обжора. Йӳç. такăнт. 9. Кăркка, эсĕ паян çисе тăранман-и-ха? Ах, путсĕр, шампаккай.
Шăмар
сердиться, намереваться укусить, откидывая уши назад (о лошади). СПВВ. ФВ. Лаша хăмсарнине шăмарат теççĕ. Ятник. Ц. Лаша шăмарать. Лошадь готовится укусить. Городище Б. Лаша шăмарать. Лошадь пытается укусить (кого-либо). Ау 11. Вăл ăна тытма пырĕ, ку тыттармасăр шăмара-шăмара аякка илсе кайĕ. Хорачка. Ут шăмарат, хăлхине калла пăрахат (сердится). Орау. Çав путсĕр лаша пек шăмарса çӳрекен хĕрарăма ман курас килмест, терĕ. Кан. Кулаксем хăйсен лашипе пулăшас вырăнне шăмарса юрăхсăр сăмах калаçса та пулин ĕçе чарасшăн. || N. Кушак шăмарать, кошка фыркнула. Яндоби. Пирĕн саканче хулхасене шăмарса çӳрекен пур. (Кушак-кайăк). || То же, что шăмал. Городище Б. Çанталăк шăмарать. Погода клонится к ненастью.
путлĕ
путно, прилично, как следует (русск.). Г. А. Отрыв. Мĕнпе кăвакартнине (синили) путлех пĕлмеççĕ. Орау. Атта путлĕ (чипер) тăхăнимарăм. Аттине чипер (путлĕ) тăхăнимарĕ. Надел сапог(и) не совсем ладно. Чăв. й. пур. 5. Хăй çине ĕмĕрне путлĕ тумтир кĕмен-тĕр. Кĕвĕсем. Мертлĕ тăрăх çӳрррĕм — пĕр путлĕ хĕр курмарăм. Путли тĕни пĕри çук, путсĕр тени вĕçĕ çук. Ст. Чек. Вăл çулхине кантăр путлĕ пулмарĕ. Ib. Путлĕ пул; путлĕ калаçмас. || Путный, хороший, приличный. Юрк. Çав ĕнерен путлĕ выльăх пулас-и, эй сĕт-çу-и? N. Патнерех çитерехпе, Çемен: ку путлĕскерсем мар пулĕ, тесе, лашине тăварса йăвăçран кăкарнă. Чăв. й. пур. Прухха вара хăй те путлĕ вилĕмпе вилмен, ĕçсе вилнĕ. СТИК. Пĕр арăмласкер илсе ятăм та, те путлĕ пулĕ. Женился, но, незнай, путной ли окажется женой.
путсĕр
непутевый, негодный; беспорядочный. Икково. Орау. Çанта кайса киличчен те урана шăйăрса ячĕ путсĕр (или: усал) атă. Ib. Пĕр путсĕр тутар (татаришка) урапипе халтăртаттарса иртсе карĕ. ЧС Путсĕр сăмах ан калаçăр.
путти çук
то же, что путсĕр.
кас
(кас), резать, рубить, пилить. Янтик. Кассан, юн тухмĕ унтан (так говорят про скупого человека). Сред. Юм. Кассан та, йон тохас çок (очень скупой). Чураль-к. Касман пир чăрки айĕнче çĕр утмăл мулкачă. (Купăста пуçĕ). N. Кĕсем, пошăт касассу-япалу!... тарнă, тет. N. Тыр вырнă чухне, касса-касса пынă майĕпе кашлинче кас-пăрах! (срезая хлеб вдруг...). Ала 56. Чăнах та ман мăй патне (до моей шеи) касса çите пуçларĕç (начали допиливать). ТММ. Вунă хут виç пĕрре кас. (Послов.). Изамб. Т. Сарнă чухне пур кĕлтесене те касаççĕ (во время аштарни). Богдашк. † Хĕреслĕ, хĕреслĕ касатпăр аслă урама илемшĕн. Упа 764. Икĕ çын вăрмана йывăç касма кайнă. Два человека пошли в лес рубить деревья. Т. Григорьева. Пуçа кассан, çĕлĕк тăхăн, алла кассан, алса тăхăн, теççĕ. (Послов.) N. † Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. N. Вăрманне касса илмелле сутнă (на сруб). N. † Шурă хăва каснă çукчĕ, ывăнтарчĕ хулсене. Рак. Хăйсен алăкне те таçтан каснă — ĕмĕрте те кайса кĕрес çук, тесе вăрçаççĕ арăмсем. Ала 87. Çав чула хĕçпе кас. КС. Вăрçăра темĕн чухлĕ салтак касса пăрахаççĕ. Вĕлле-хурчĕ. Кĕрĕкунне, пыл пуçтарас вăхăт çитсен, чиерех çынсем хăйсенне çеç мар, çынсенне, ют паллă пулсан та, вăрттăн пылсене каса каса илсе, хуçисене ахаль тăратса хăвара пуçланă. Орау. Кăçал тырă лайăх пулчĕ, касса та уçăлмасть (густой, и крупные колосья; хороший налив). Шел. 21. Урпасемпе пăрисем касса уçăлми пулатьчĕç. N. Малтан йĕри-тавăра çеремне касса тухатăн. N. Хĕрарăмсем ку вăхăтра хăшĕ йĕтем касаççĕ. Скотолеч. 28. Чĕрнесене касса якатас пулать (ногги). || О костюме. ЧП. Пурçăн пиçиххи пилĕке касать (режет, жмет поясницу). КС. Енчĕк кант(д)ри мăя касать. || О рези. Б. Олг. Ой, вар касса кайрĕ, чăрр! вар касса кайрĕ! Утăм № 1, 26. Нумай йĕтĕн чĕрӳне касса, тĕл пулмарăн сунан ĕмĕте, илтеймерĕн ирĕклĕ сасса, килĕшмерĕ сана ват тĕнче. || Клевать. Якейк. Корак касман пĕрчĕк çок (все ягоды у рябины исклеваны). || Грызть. N. Хутаççа шăши каснă (продырявили). N. † Пире укçа памасан, шăши кастăр енчĕкне. Сала 97. † Çав укçана памасан, шăрши кастăр енчĕкне. || Кроить. Шишкин. † Шор сăхман ăма осал? — Сак çине хорса каснăран. Чершаг. Ман ачанне сăхман касрăн-и? (скроил-ли?) || Стричь. Яргуньк. † Инке маншăн ма макăран? — Сурăх, тесе, касас çук, сăхман туса, тăхăнас çук. КС. Паян сурăхсене касса ятăм (остриг). N. Хăлха таврашне ытла кĕске касрăн-çке эсĕ? Ты уж слишком коротко остриг волосы около ушей! N. Ачасем çӳç(ĕ)сене эп яланах хам касап, çынна кастармастăп. || Рубнуть. Кан. Вăл тӳрех çывăракан старик патне пырса, ăна пуçĕнчен каснă (рубнул). || Оперировать. Юрк. Унта каснă хыççăн (после операции) вилет (умер). Кан. Пульнитсара пуринчен ытла касса тӳрлетмелле чирсемпе выртаççĕ. || Анатомировать, вскрывать. Чхĕйп. Вилнĕ çынна лекĕрсем каснă (вскрывали). || Легчить, castrare. В. Олг. Мăкăр кас. Вотлан. Нӳхрепре касман така çӳрĕ? (Шăрши). || Ударить передними ногами. Орау. Чуттах хăйне касатьчĕ. Лошадь чуть не ударила его передними ногами (встав на дыбы). || Проедать, промывать (о воде). Орау. Шыв çул хыттине касса кайнă та, çул хĕрринче шĕл-кĕшленсе (т. е. юрпа хутăш) тăракан шывсем юхса кайнă. || Ударить, бить. Орау. Çĕннисем (те, кто стоял за передел) ватса вĕлернĕ, теччĕр, тесе, Терентюкĕ лешĕ (т. е. Шăрши) вилсен, пĕкĕпе пырса каснă, тет. Ib. Ачана касрăмăр. Мы отдубасили, отколотили парня. N. Унтан касат, касат чăпăрккăпа, арăмĕ тăраймас. Тогач. Пĕр каска урлă икĕ алтан пахаççĕ, икĕш те пĕр-пĕрне касаймаççĕ. (Куç). Ала 6°. Сикнĕ чух, эсĕ манăн купарчаран кас. ТММ. Пĕр ута (лашана) касни пин ута çитет. || Убить. Юрк. Пăшал пенине леш енчисем илтсен, эпир ăçта тăнине пĕлсе, çĕрле çывăрсан, хамăра касса пĕтерсе кайĕç тесе, хăраса... || Губить. Сборн. по мед. Пирĕн хура-халăха, сывлăхлă пурăнас тесен те, çав пĕлменниех (невежество) касать. Чхĕйп. Сымар çынĕ чĕрĕлмесен, вилсен: çук, пирĕн çына хăш киремечĕ те пулсан касса карĕ, тенĕ (говорили). Юрк. Укçа çукки касат (безденежье донимает). Кан. Анчах лапка прикашчăкĕ путсĕр çын пулни касрĕ. || Сред. Юм. Касать, очень нужно. || Бойко говорить. КС. Вăсам вырăсла касаççĕ анчах! Они хорошо говорят по-русски. N. Чĕлхи çĕлен сăнни пек касать шуйттанăн. || Изьездить, исходить. Орау. Виттĕр каснăç эппин эс Хусана! Ты, значит, всю Казань изъездил (напр., переезжая с квартиры на квартиру). Ib. Хусан кĕпĕрнине виттĕр каснă ĕнтĕ вăл. Рак. Лутра вырăс ял касать. (Укçа). Бюрг. Тĕнчене касса çитнĕ (обошел, видел весь свет; нехороший отзыв). Утăм. Çавăнпа эп халь тĕнче касап. Альш. Хула касса çӳрерĕмĕр. Мы ходили по городу. Шел. 88. Тĕнче касса çӳресех пĕтеретĕн пурлăха. || Очень хотеть. Якейк. Ман йорра вĕренесшĕн касатьчĕç анчах хĕрсем (очень хотели). Кильд. Кам апла аскăншăн кассах çӳрекен пур. Кан. Пĕтĕ ĕне вăкăршăн касмаст. || О пронзительном ветре. Орау. Çил виттĕр каса пуçларĕ. Ветер, крепчает. N. Çурçĕр енчен, витĕр касса, сивĕ çил вĕрнĕ. Н. Лебеж. † Ман çийĕмре йĕтĕн пир кĕпи, мĕн касмин те, çил касать. || Полтава. Ак сасартăк çын сасси, вăйлă саспа кăшкăрни хаяр касса илтĕнчĕ («вдруг восклицанье раздалось»). || Тюрл. Сăкман лайăх çипçассăн: касса тăрать, теççĕ.
аморальный
прил. (син. безнравственный), аморально нареч.
чыссăр, йĕркесĕр, путсĕр; аморальный поступок чыссăр хăтланăш
амплуа
сущ.нескл.сред.
амплуа (артист вылякан пер йышши рольсем); амплуа злодея путсĕр çын ролĕсем
безобразный
прил.
1. (син. уродливый; ант. красивый) илемсĕр, нĕрсĕр, сăнсăр; безобразное лицо нĕрсĕр сăн-пит
2. (син. непристойный, неприличный), безобразно нареч. киревсĕр, путсĕр, иртĕнчĕк; он ведёт себя безобразно вал хăйне киревсĕр тыткалать
гадкий
прил. (син. мерзкий, отвратительный), гадко нареч.
путсĕр, ирсĕр, йĕксĕк; гадкий поступок ирсĕр хăтланăш
гнусный
прил. (син. отвратительный, мерзкий), гнусно нареч.
ирсĕр, йĕрĕнчĕк, путсĕр, киревсĕр; он поступает гнусно вăл киревсĕр хăтланать
дрянной
прил. (син. плохой, негодный; ант. хороший)
япăх, начар, усал, путсĕр, ниме юрăхсăр; дрянной человек путсĕр сын; дрянная лопата япăх кĕреçе
дрянь
сущ.жен.
1. (син. хлам) ăпăр-тапăр, ăптăр-каптăр, çӳп-çап; выбросить всю дрянь из дома пĕтĕм апăр-тапăра килтен кăларса пăрах
2. япăх, начар, путсĕр; дрянь человек путсĕр сын; дело дрянь ĕç-пуç начар
дурной
прил., дурно нареч.
1. (син. плохой; ант. хороший) япăх, начар, усал, майсăр; дурной почерк япăх çырни (сас паллисене); дурные вести усал сас-хура; девушка дурна собой хĕр сăн-пичĕ хитре мар
2. (син. безнравственный) киревсĕр, путсĕр, чыссăр; он дурно ведёт себя вăл киревсĕр хăтланать
негодяй
сущ.муж., негодяйка жен. (син. подлец);
путсĕр, йĕксĕк, киревсĕр сын
низкий
прил. (ант. высокий), низко нареч.
1. лутра, аяллă; низкий домик лутра пурт
2. пĕчĕк, пысăк мар; низкая температура пĕчĕк температура (çын ӳчĕн); сивĕ (çанталăк); низкие цены йӳнĕ хаксем
3. хулăн, мăнă; низкий голос хулăн сасă
4. (син. плохой) япăх, начар, паха мар; продукция низкого качества япăх продукци
5. (син. подлый) путсĕр, киревсĕр, чыссăр; низкий поступок киревсĕр хăтланăш
низменный
прил. (ант. возвышенный)
1. айлăм, лӳпем; низменный участок лӳпем лаптăк
2. (син. подлый) путсĕр, чыссăр; низменные побуждения чыссăр шухăш-ĕмĕт
подлежащее
сущ.сред.
подлежащи (предложенин тĕп членĕсенчен пĕри); согласовать сказуемое с подлежащим сказуемăя подлежащипе килĕштер
сущ.муж.
путсĕр, йĕксĕк
подлый
прил. (син. бесчестный; ант. благородный), подло нареч.
путсĕр, киревсĕр; он поступил подло вăл киревсĕр ĕç турĕ
способный
прил.
1. пултаруллă, хевтеллĕ; способный спортсмен пултаруллă спортсмен
2. на что и с неопр. ф. пултаракан; он не способен на подлость вăл путсĕр ĕç тума пултараймасть
тип
сущ.муж.
1. тĕс; типы автомобилей автомобильсен тĕсĕсем
2. сăнар; комические типы в пьесе пьесăри кулăшла сăнарсем
3. путсĕр, йĕрĕнчĕк, киревсĕр (çын)
хам
сущ.муж., хамка жен.
сĕмсĕр, путсĕр, этепсĕр, сĕмсĕркке, путсĕркке; Не будь хамом! Путсĕр ан пул ĕнтĕ!
хамить
глаг. несов. (син. грубить)
сĕмсĕрлен, путсĕр пул, этепсĕр пул
дурно
1. лайӑх мар, путсĕр, усал; он дурно ведет себя вӑл хӑйне япӑх тыткалать; 2. ей стало дурно ӑна лайӑх мар, вӑл ӑнран кайрӗ.
хам
путсĕр, усал çын, çынна хисеплемен çын.
холуй
1. тарçă, лакей; 2. презр. тарçă, путсĕр çын, лакей пек çынна юрама тăрăшакан çын.
баламут
путсĕр, йĕркесĕр çын, çынсене вăрçтаракан, харкаштаракан çын.
бестия
чее, путсĕр çын, ултавçă, çынна лартакан.
антихрист
м. 1. рел. антихрист; 2. брак. уса л, путсĕр.
баламут
м.прост. путсĕр, пăтрашуçă, пăлхатуçă.
безбожник
м. 1. турра ĕненмн çын; 2. уст. бран. путсĕр, киревсĕр (çын).
бездельник
м. разг. 1. юлхав, наян, кахал; 2. бран. путсĕр çын, ăçтиçук.
безнравственный
прил. аскăн, намăссăр путсĕр, пăсăк; безнравственный человек аскăн çын; безнравственный поступок путсĕр ĕç.
безобразник
м. разг. ашкăнчăк, тăрлавсăр, путсĕр.
безобразный
прил. 1. (уродливый) илемсĕр, нĕрсĕр, тискер сăнлă; 2. разг. (возмутительный) киревсĕр, путсĕр; безобразный поступок киревсĕр ĕç.
беспутный
прил. 1. (безрассудный) тăрлавсăр, йĕркесĕр; 2. (разгульный) путсĕр, аскăн.
выродок
м. разг. 1. (в семье) ирсĕр, путсĕр çын; 2. асă, асси.
гадость
ж. разг. 1. (гадкий поступок) йĕрĕнчĕк (е усал, ирсĕр) ĕç; 2. (гадкий предмет) йĕрĕнчĕк (е усал, ирсĕр) япала; (циничные слова) ирсĕр (е путсĕр) сăмах.
дрянной
прил. разг. начар, усал, япăх, путсĕр, йĕксĕк; дрянной человек путсĕр çын; дрянная лошадёнка япăх лаша.
дрянь
ж. разг. 1. собир. ăпăр-тапăр; çӳп-çап; выбросить всю дрянь в мусорный ящик мĕнпур ăпăр-тапăра çӳп-çап ещĕкне кăларса пăрах; 2. перен. (вздор, чепуха) пустуй (е кирлĕ-кирлĕ мар, пуш) сăмах; 3. в знач. сказ. начар, усал, япăх, путсĕр; дело дрянь ĕç начар.
дурно
1. нареч. лайăх мар, усал, путсĕр; дурно обращаться с кем-л. йĕркесĕр тыткала (кампа та пулин); 2. в знач. сказ. япăх, начар, лайăх мар; ей дурно ăна лайăх мар, вăл хăйне япăх туять.
махровый
прил. 1. йышлă çеçкеллĕ; махровая астра йышлă çеçкеллĕ астра; 2. перен. чи сĕмсĕр, путсĕр, хаяр; махровый реакционер чи хаяр реакционер; 3. çăмламас, тĕклĕ (пир-авăр); махровое полотенце тĕклĕ алшăлли.
мерзавец
м. бран. путсĕр, йĕксĕк.
мерзкий
прил. 1. (гадкий) киревсĕр, ирсĕр, йĕрĕнчĕк; мерзкий человек ирсĕр çын; мерзкий поступок киревсĕр ĕç; 2. разг. (очень плохой) усал, путсĕр, япăх, начар; мерзкая погода путсĕр çанталăк.
молодчик
м. разг. путсĕр, пуçтах çын.
негодник
м. разг. йĕксĕк, путсĕр, юрахсăр çын.
негодный
прил. 1. (непригодный) юрăхсăр, юравсăр; негодный к употреблению усă курма юрăхсăр; 2. разг. (дурной, скверный) ăнăçсăр, ăнман, пархатарсăр, путсĕр, киревсĕр; негодный человек путсĕр çын.
негодяй
м. ирсĕр, путсĕр, латсăр, киревсĕр, юрăхсăр (çын).
непутёвый
прил. разг. çăмăлттай, тăрлавсăр, путсĕр.
подлец
м. йĕксĕк, путсĕр.
подличать
несов. разг. йĕксĕклен, путсĕр хăтлан.
подлый
прил. ирсĕр, киревсĕр, путсĕр; подлая клевета ирсĕр элĕк.
постыдный
прил. мăшкăллă, намăç, путсĕр.
презренный
прил. ирсĕр, йĕрĕнмелле, йĕрĕнчĕк, путсĕр.
прохвост
м. бран. путсĕр, йĕксĕк.
разгильдяй
м. разг. путсĕр этем, тăсланкă, тăрлавсăр çын.
разгильдяйство
с. разг. путсĕрлĕх, тăрлавсăрлăх, йĕркесĕрлĕх, путсĕр хăтланни.
свинский
прил. 1. разг. (грязный) сысналла, сысна пек, таса мар; 2. (подлый) киревсĕр, путсĕр, ирсĕр.
у
межд. 1. (для выражения укоризны, угрозы, негодования) ых, ух; у, проказник! ых, путсĕр!; 2. (для выражения испуга, страха) ой, ух; у, как страшно! ой, питĕ хăрушă!
ублюдок
м. прост. путсĕр çын, ниме тăман çын.
хам
м. бран. намăссăр, сĕмсĕр, путсĕр.
шваль
ж. прост. (негодный человек) ăçтиçук, йăх-ях, путсĕр çын.
камарилья
эшкер (патша таврашĕнчи путсĕр, чыссăр çынсен ушкăнĕ)
клика
эшкер (путсĕр тĕллевпе пĕрлешнĕ ушкăн)
Алă хур
Алă (ал) хур 1. приложить руку (руки) к чему; 2. бить / побить кого; ударять / ударить кого.
1. Путсĕр нимĕç пӳрт çине Хучĕ ирсĕр аллине. Вара тепĕр ирчченех Ялăм çунчĕ тĕпренех. Я. Малкай. 2. Асапшăн, юншăн тавăрса Нимĕç çине хуратпăр алă. Уйăп М.
Çамкаран шаккаса
Çамкаран шаккаса (кала) стуча по лбу (говорить).
Иван çилленсех кайрĕ. Çамкаран шаккаса каларĕ: — Путсĕр çын эс, ача. Ухмах! В. Паймен.
Çĕр мĕнле чăтать
Çĕр мĕнле чăтать как земля носит [терпит] кого.
— Мĕнле çĕр чăтать сана, путсĕр-е!.. — терĕ Сăпани, майĕпен тăрса. В. Алакĕр.
Ӳт илет
Ӳт илет 1. заживает, затягивается (о ране); 2. принимает плотъ от кого, оплодотворяется.
1. Юн юхмашкăн чарăнать, Сăнран кайнă Петĕре Хĕрлĕ-хĕрлĕ сăн кĕрет, Суранне те ӳт илет. Г. Ефимов. Миçе хут килчĕ çу... Çĕр пичĕ юсанчĕ çĕнĕрен, тĕпрен. Çынсен чĕр суранне ӳт илчĕ, Çĕкленчĕ пурăнăç хитрен. Г. Орлов. Çапах та суранне нимĕн чухлĕ те ӳт илмен. В. Алентей. 2. Иртнĕ хĕл те, иртнĕ çу, çыртăм сăвă, çыртăм сăвă. Пулĕ терĕç сăвăç-Юрăç санран ӳт илнĕ ачу. Н. Янкас. Атом бомби-йĕтри вăл пулнă, — Чĕтреççĕ унăн аллисем: Тытасшăн хăй çак путсĕр, ӳт илнĕскер Бонн хĕвĕнче. Г. Орлов.
Хур ту
Хур ту [кăтарт] 1. обижать / обидеть кого; 2. причинять / причинить горе, бедствие кому-чему.
1. Унпа пĕрле ĕмĕр ирттересси, тен, йывăртарах та пулĕ, анчах вăл каччă нихçан та çын айне пулас çук, хăйĕн çемйине те хур тутарас çук. П. Осипов. Шерккей йысну халиччен хур кăтартманччĕ-ха. Н. Илпек. 2. Тăшман йăпăлтатса хур тăвать, тусу тавлашса ыр тăвать, Ваттисен сăмахĕсем. В. Стефгов кураймасть сана, путсĕр çын вăл, пултарнă пулсан, вăл сана тахçанах хур кăтартнă пулĕччĕ те, пултараймасть çав. И. Вазов.
Хурах пус
Хурах пус [ту] грабить / ограбить кого-что.
[Пĕри — куштана:] Сана пурĕпĕр, путсĕр çынна. Эс кăнтăрла ял касан, Çĕрле хурах пусан. И. Петрова. Хурах пуссан, хӳме юлать, пушар тухсан, ним те юлмасть. Ваттисен сăмахĕсем. Кашнин хăйĕн ĕçĕ, Шахрун, пĕри хура халăха хур шăмммпе хур тăвать, тепри хурах туса хăратать. Хв. Уяр.
Чуна çунтар
Чуна [чĕрене] çунтар [ыраттар] терзать душу [сердце] кого, чью, заставить болеть душой кого, бередить душу кого, чью.
Путсĕр кĕвĕçӳ мĕн чухлĕ çынна тарăхтарать, чунне çунтарать. В. Алентей. Анук аппа та, уншăн кулянса, пайтах чĕрине çунтарчĕ. А. Ĕçхĕл. Йывăр асаилӳсемпе чуна ыраттар. Радио та, хаçатсем те куллен-кунах чĕрене ыраттаракан хыпарсем кӳрсе тăраççĕ. В. Сатай. Кинĕ те ытла хуйха ӳкни Çтаппан чĕрине ыраттарчĕ. Н. Мранькка.
Çавăн пекех пăхăр:
путруççи путрус путрӳк Путрӳк çаранĕ « путсĕр » путсĕрлĕх путсĕрлен путса путсанккă Путтай