Шырав: шăк

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

диабет

мед.
диабет (шăк питĕ нумай тухнипе аптăратакан чир)
сахăр диабечĕ — сахарный диабет

уреми

мед.
уремия (юнлă шăк чирĕ)

урологи

мед.
урология (медицинăн шăкпа арлăх органĕсен чирĕсене сиплекен пайĕ)
[грек. uron — шăк, тата logos — вĕрентӳ]

хăмпă

1. анат.
пузырь
ват хăмпи — желчный пузырь
пулă хăмпи — плавательный пузырь (у рыб)
шăк хăмпи — мочевой пузырь

шăк

I.
моча

шăк

мочевой
шăк каналĕ — анат. мочеиспускательный канал
шăк çулĕ — мочеточник
шăк хăмпи — анат. мочевой пузырь
шăк хăвалакан эмел — мочегонное средство

шăк

II.
то же, что шак VI. 1.

шăк-шак

1.
подражание неравномерному стуку
вĕсем куркасене шăк-шак лартрĕç — они со стуком поставили кружки [на стол]
хуралçă шакăртмапа шăк-шак тутарать — сторож постукивает колотушкой

шăк-шак

2. подр. —
о драке

вĕсем шăк-шак туса илчĕç — они слегка подрались

шăра

1.
то же, что шăк

çул

6. анат.
путь, канал, проток
ват çулĕ — желчный проток
шăк çулĕ — мочевой канал

шăк-пăх

собир.
испражнения, экскременты
шăк-пăх савăчĕ — 1) ночной горшок 2) параша прост.

чараксăрлăх


шăк чараксăрлăхĕмед. недержание мочи

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сĕрен

назв. обряда изгнания из жилищ душ умирающих. Н. Седяк. Кĕçнерникун каçпа ачасем „сĕрен тăваççĕ“. Ăна ак çапла тăваççĕ. Пухăнаççĕ çамрăкрах ачасем, пĕр-пĕрин хушшинчен начальниксем хурса пĕтереççĕ: пĕрне старшина тăваççĕ, голова тăваççĕ, староста тăваççĕ, казначей тăваççĕ, возовой тăваççĕ, музыканщик тăваççĕ, йăвăçран шатăрмак тăваççĕ, шатăртаттарса çӳреме. Унтан вара вĕсем хулăсем илсе килĕрен çӳреççĕ, çăкăр, çăмарта, укçа пуçтарса. Килсе кĕрсенех: сĕрен! тесе ушкăнĕпе кăшкăраççĕ, тата хулллисемпе: чир-чĕр кайтăр, тесе çапаççĕ. Купăс калаççĕ; шатăрмакпа шатăртаттараççĕ, ташлаççĕ. Хуллисем вĕсен пилеш йăвăççи пулать. Çак ачасем çĕрле çӳреççĕ. Пĕр-пĕр килле килсе кĕрсен, вĕсем хăйсем сăра ăсаççĕ, хăйă хăйсем çутаççĕ, сăрине те хăйсемех ĕçтереççĕ. Хуçасем голова’сем умĕнче, старшина умĕнче тĕк çех тăраççĕ ура çинче. Сăра ĕçкелесен, ташласан, вĕсене хуçасем параççĕ: укçа казначей’е, çăкăрне возовой’а, çăмартисене çăмарта пухакана параççĕ; вара хуçасене пуççапса тухса тепĕр киле каяççĕ. Пурин патне те çӳресен, вĕсем ялăн анат вĕçне тухса, çăмартисене пĕçерсе чӳклеççĕ те çиеççĕ. Укçисене валеçсе илеççĕ. Хăйсем вут урлă каçаççĕ, шатăрмакĕсене те çунтараççĕ. Ялта çăмарта, çăкăр, укçа пухса çӳренĕ чух тутара курсан, хуллисемпе голова'па старшина хушнă тăрăх хĕнеççĕ. Тутарсенчен укçа ыйтаççĕ; укçи пулмасан, тӳпеттейне илеççĕ. Сĕрене çапла тăваççĕ. ЧС. Пирĕн таврара пур чăваш ялĕнче те авалхи йăлапа сĕрен тăваççĕ. Ăна чир-чăр тасалтăр тесе тăваççĕ. Сĕрен эрне тенĕ чухах, сăрасем туса, пурне те хатĕрлесе, сĕрен кунĕ ĕçĕпĕр-çийĕпĕр тесе, хавасланса кĕтсе тăраççĕ. Ib. Тата ачасем сĕренте, кăшт катса çӳреме тесе, майăрсем, хĕвел-çавăрнăшсем, хура-мăйракасем, канфетсем илеççĕ. Сред. Юм. Сĕрен тесе мункун чухне килĕрен килле патаксĕмпе çапса çимĕçсĕм пуçтарса çӳренине калаççĕ. Етрух. Чăваш хушшинче епле сĕрен пуху пулни. Сĕрен пуху пулнă мункун эрнинче, е кĕçкерникун, е шăматкунсенче; тунă уна акă çапла: çамрăк авланман ачасем питĕ нумай пухăнаççĕ. У ушкăн çинче пĕри пĕр çĕклем хулă çĕклесе çӳрет, ытти ачасенче те пĕрер хулă чăвăклаттарса çӳреççĕ юрăпа. Чи малтан пуçланă чухне пур ачасем те уя тухса вут питĕ выйлă хураççĕ: вутти урлă пур ачасем те сике-сике каçаççĕ, урлă та пирлĕ, вара сĕрене шатăртаттараççĕ, юрласа; унта вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. Юрри усен (вĕсен) акă çапла: „Пире сăра памасан, пички пăкки хуçăлтăр, пире чăкăт памасан, ĕне сĕтне типĕттĕр, пире çăмарта памасан, чăххи, кучĕ питĕрĕнтĕр!“ теççĕ. Хуллипе чăвăклаттараççĕ, сĕренĕпе, шатăртаттараççе: çапла хапхаран килсейрен кĕрсен юрлаççĕ; кăшин хулли хуçăлсан, у (вăл) тата çĕнĕрен хулă çĕклесе çӳрекенрен илет, вара кил хуçи кил карти варне сĕтелне усем пырас уммĕн хатĕрлесе лартать, унта пĕр витре сăра лартать, виçĕ çăмарта хурать, чăкăтне те, кулачĕне те хурать, пырса кĕрсен сăрине унтах ĕçсе яраççĕ, çăмартине, чăкăтне, кулачне сĕрен пуçĕ такмакне чикет, вара каллех чăвăклаттарса сĕрене шатăртаттарса килĕрен киле çӳреççĕ. Çӳресе пĕтерсен, каллех вут хĕрне тухаççĕ, çĕрле унта вара такмакран сĕрен пуç çăмартасене, чăкăтсене, кулачсен — пурне те пĕр пек валеçсе парать ачисене, унта çисе пĕтерейменнине ывăтса пĕтереççĕ: киремете çитер куна, тесе, киле илсе таврăнмаççĕ. Унтан вара хуллисене вут хĕрне пăрахса хăвараççĕ. Сĕрене ӳлĕм валли пуçтарса хураççĕ. Ялта ачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ савăннипе вара кайран. Çапла чăвашсем киремете хисеплесе савăнаççĕ. Нюш-к. Сĕрен — назв. обряда, который заключается в следующем: на пасхе вечером парни ходят по деревне и под окнами поют: просят яиц и пр. Если не дадут ватрушек и пирогов, то говорят: пусть печь обвалится; если не дадут яиц, то говорят: пусть куры не несутся. Максимкино. Сĕрен бывает в субботу на пасхальной неделе. „Сĕрен каласа çӳреççĕ“. Сĕрен будто бы трещотка, которая трещит: „чăр-чар“. СПВВ. Сĕрен или вирĕм, особое игрище. N. Кашни ял чӳк тума тапратиччен чăн малтан сĕрен тунă (как бы начало всех жертвоприношений). Ст. Яха-к. Унтан вара пĕтĕм сĕренте çӳренĕ халăх уя, ял тулашне, сĕрен пăрахма каяççĕ. ЧС. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ, сĕрен хăваланă чух ташлама тесе. Ib. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтрă килмес: хăш ялта мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ, хăш ялта çимĕкре тăваççĕ, тата хăш ялта аслă уй-чӳкре тăваççĕ. Н. Ильм. Мункун иртсен тепĕр кунне тунтикун прик-виç ача пĕр çĕре пухăнаççĕ те сĕрен тăваççĕ. Унта ытти ачасем пухăнаççĕ. Вĕсем вара касă тăрăх çăмарта пухма каяççĕ. Çӳресен-çӳресен, пĕр-пĕр пӳрте кĕрсе пĕр-пĕрне чир-чĕр кайтăр тесе çапаççĕ... Унтан вара масар çине кайса сĕренне çĕмĕреççĕ те, вилнисене хываççĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем тата уй-чукĕ тунă каçах (в день уй-чук’а) сĕрен тăваççĕ. Вĕсем çав сĕрен тунипе: ялти усал-тĕселсене хуса кăларатпăр, теççĕ. Альш. Ача-пăчасем, çамрăксем, пĕрин патĕнче пăтă пĕçереççĕ, Чӳклеççĕ. Каçпа сĕрен хăвалаççĕ. Пурте патаксем, шăпăрсем, çавасем илеççĕ, тет. Шăк-шăк, шăн-шăн! пурин çуртне урам тăрăх шаккаса тухаççĕ, пĕр чăхха хире хăвараççĕ. ППТ. Пирĕн таврара чăваш ялĕсем кашни çул сĕрен тăваççĕ. Çав сĕрене вăсем кашни ял тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ: хăшĕ Питравра уй-чӳкĕнче тăваççĕ, хăшĕ çимĕкре, анчах мĕшĕн апла тунине пĕлместĕп. Пирĕн ялăн хамăрăн мункунта тăваççĕ. Ib. Мункун ернинче ытларикун ачасем тăрсассăн ирех апат тăваççĕ те сĕрен хăвалама хатĕрлеççĕ. М.-Яуши. Чăвашсем тата сĕрен тăваççĕ. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тенĕ чух тапранать. Вара шăматкун ир пĕр çын патне пухăнать. Унта вара ват çынсем пуçтарнаççĕ. Вара унта ваттисем тĕрлĕрен ĕçлĕ çын уйăраççĕ: касак, улпут, касначчей. Тата унта ачасем те пуçтарнаççĕ, темĕн чул нуммай. Вара касакĕ ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. Ĕçлĕ çынсем ачасенчен ыйтаççĕ: хăнкăла пур-и йĕннисенче? теççĕ. Ачасем хăнкăласем чикеççĕ, йĕннисем çине кăтартаççĕ. Çав вăхăтра ваттисем сĕтел хушшинче лараççĕ сăра ĕçсе. Унтан виç çавра юр юрлаççĕ. Тата ваттисем ачасене вăт çапла кăшкăрма хушаççĕ: сĕрен. Тата тепре: хăнкăла! тесе кăшкăраççĕ. Хăнкăлана хăнкăла çиять, таракана таракан çиять, теççĕ ачисем. Унта шăпăр калаççĕ, ташлаççĕ. Касакăн аллинче улăмран тунă нухайка пур, çав нухайкапа кил хуçисене виçшер çапать, уна вăл, чир-чĕр кайтăр тесе, çапать. Унтан ачисем пурте ӳксе пуççапаççĕ кил хуçине: каçар, тесе. Ачисем вара кашни пӳртрен çу, сĕт, çăмарта, кĕрпе пуçтарса çӳреççĕ, ваттисем хушнă тăрăх яльпех çапла çӳресе пĕтереççĕ. Ваттисем кашни пӳртре сĕтел хушшинче лараççĕ. Ун чух вара вĕсен сăнĕсем вилнĕ çын сăнĕ пек пулать, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ пулса каяççĕ. Вара çав каçах ял тулашĕнчи çырмана кайса пуçтарнă кĕрпепе пăтă пĕçерсе çияççĕ пурте. N. Малтан сĕрене лашасем ячĕç. Асан. Сĕрен, изгнание покойников. Ст. Яха-к. Пирĕн ялсем тата мункун тепĕр кунне, тунтикун каç, вилнĕ çынсене хывса сĕрен тăваççĕ. || Название инструмента, похожего на шăппăр, пузырь. Слеп.

çимĕçле

кормить (скот). Н. Карм. Череп. Çимĕçле, апатла. Альш. Хăнасен лашисене çимĕçленĕ (пăхнă, накормили). ЧС. Тепĕр пичче выльăхсене çимĕçлетчĕ, пăх-шăк (навоз) тăкатьчĕ.

çăрăн

меситься. О сохр. здор. Тăпра ăшĕнче темĕн-те-пĕр çĕрме пултарать: пур ӳсекен курăк-улăм, пĕтĕм пахча çимĕç, пур пăх-шăк, вилĕ çĕре çăрăнса кĕреççĕ те, унта исленсе выртса çĕреççĕ. Альш. Карташĕнче, кĕркунне-çуркунне питĕ çăрăнать.

шăк

моча. Чума. Хăш чухне юнлă шăк тухать.

шăк чаракĕ

то, что задерживает мочу. Кан. Шăк чаракĕ пулни. Сборн. по мед. 131. Унăн пит йывăр чир, шăк чаракĕ çукки пуçланма пултарать. М. Тув. Шăк чараксăр пулать, тет.

шăк

так называется сторона „ашăк“ которую в Ст. Чек. зовут „чĕк“. СТИК.

шăк

подр. мягкому стуку. Сред. Юм. Шăк! — стук при соприкосновении твердых маленьких предметов. ТХКА 53. Хăй çутнă кантăк умне пытăмăр та, атте кармашса майпе пӳрнипе шăк-шăк шаккарĕ. || Кан. Вăл, шур карттус, çул айккипе, сукмакпа: шăк! шăк! шăклаттарса пырать.

шăк-шак

подр. разнообразному стуку. СТИК. Çĕр хута шăк-шак, шăк-шак тутарса çӳреççĕ. (Звук караульной колотушки). Ядр. Патаккисемпе шăк-шак тутарса илчĕç (напр. при фехтовании). Савельев. Шăк-шак çапкаласан, онăн ĕçĕ полать (у мастера). Шурăм-п. Вара алăри пысăкрах патакăн пуçне çав шăтăка чиксе шăтăк урлă хунă патака çĕклесе шăк-шак тутарса çапса ямалла. Сред. Юм. Ачисĕне йĕре пуçласан туххăмах пуçĕсенчен шăк-шак тутарса илет. || СТИК. Шăк-шак турĕç, подрались. || Свистун (человек). Ядр. || Чиж (в игре). Н. Седяк.

шăк-шакла

игра в чижи. Хорачка. Шăк-шакла выляс, игра в чижи.

шăк-шок

то же, что шăк-шак. Б. Олг. Каçпа ял хоралçи çӳрет шаккаса, шăк-шок, шăк-шок туса çӳрет.

шăк-шокла

игра в чижи. Зап. ВНО. Шăк-шокла, игра в чижи.

шăкки-шакки

подр. щелканию по голове. СТИК. Шакла пуçлă ачана пуçĕнчен шăкки-шакки тутарса илчĕç. (Пĕри çапрĕ, тепĕри те çавăнтах çапрĕ). См. шăк-шак.

пур

в соединении с именами означает: каждый или весь. Кан. Пур çуртĕнче те (во всех домах) çитменлĕхсем куçа курăнаççĕ. N. Пирĕн енче пур тырă та акаççĕ. Баран. 93. Пурин кĕмĕлне те миххи çăварне хур. Шурăм-п. Пирĕн яла çитсессĕн: хĕрлĕ Кĕркури ăçта пурăнать, тесе, ыйтăр анчах сире пур ача та кăтартĕ. N. Ман ятăм ĕмĕр пĕтичченех унта пултăр, манăн куçăмсем, чĕрем пур кун та унта пултăр. Качал. Хĕр Йăван ăттине хыврĕ, тит те, виçĕ хут пур вăйран (изо всех сил) çапрĕ те, Йăван тăчĕ. Якейк. Килти пор çын та тола тохрĕ (но: не «çынсем»). Килти çынсем пор те тола тохрĕç (но: не «çын»). Тяптяево. Вот епле вĕсем пăкăр вăрмана çитрĕç, пăкăр вăрманта пăкăр çулчăсем, эпĕ пĕр çулчине татса илтĕм те, пур вăрманĕпе çулчăсем тăкăнма пуçларĕç. Завражн. С Е. хăй хорăнташĕсенчен пор çĕртен те иртерет. Регули 1005. Пор çынсам та конта. О сохр. здор. Тăпра ăшĕнче темĕн-те-пĕр çĕрме пултарать: пур ӳсекен курăк-улăм, пĕтĕм пахча-çимĕç, пур пăх-шăк вилĕ çĕре çăрăнса кĕреççĕ те, унта исленсе выртса çĕреççĕ. Синерь. Тепĕр пӳлĕмне кĕчĕ, тет те, унта уçса пăххăþ — ылтăн, тет, пур пури (= пурри) выртат, тет. N. Çак ĕçсене пурнех те туса пĕтерсен. N. Пуриннинчен те хаклă. Чув. пр. о пог. 13. Хĕвел тухăçĕ пур тĕслĕ пулсан, çăмăр çав кунех кĕтес пулать. Если при восходе солнца небо окрашивается во все цвета, нужно ждать в этот день дождя. Регули 1007. Пор тĕслĕ те туса пăхрам. || Всё. N. Мана пурне тума та ирĕк панă.

кашкаш

неизв. сл. Ст. Шаймурз. Виçĕ кашкаш кĕлетке, хăлхи вĕçĕ пăх та шăк.

йĕм тĕп

йĕм тĕпĕ, ширинка. Хурамал. Тата-таканăн пӳрисене старикĕн йĕмĕ тĕпне хунă. Якейк. † Пуçне (свиньи) вĕтме тăрсассăн йĕм тĕп шăтса тохнă (продырилась), тет. Шăрчĕ (щетина) кĕрсе кайнă, тет, шăк чараксăр (недержание мочи) полнă. тет. Актай. † Сĕм, сĕм, сĕм вăрман; сĕм вăрманта уçланкă, уçланкăра çырлалăх. Çырла пиçнĕ вăхăтра хĕр(сен) йĕм-тĕп хĕп-хĕрлĕ. Капк. 1928, № 18. Атте, мĕшĕн ку çынăн йĕм тĕпне сăрантан тунă? Янтик. † Ирхине тăтăм, пит çурăм, йĕм тĕппелен шăлтарчĕç.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

пузырь

сущ.муж.
хăмпă; рыбий пузырь пулă хăмпи; мочевой пузырь шăк хăмпи

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

диабет

м. диабет (шăк питĕ нумай тухнипе аптăратакан чир); сахарный диабет сахар диабечĕ, сахар чирĕ.

задержание

с. 1. по гл. задержать; задержание снега юр тытни; 2. (временное нарушение функий); задержание мочи шăк тухманни.

испражнение

с. 1. по гл. испражняться; 2. мн. испражнения каяш, пăх-шăк.

канал

м. 1. канал (чавса тунă шыв çулĕ); оросительный канал шăвармалли канал; 2. тех. пăрăх хăвăлĕ, кĕпçе хăвăлĕ; канал ствола артиллерийского орудия тупă кĕпçин хăвăлĕ; 3. перен. май, мел, меслет; по дипломатическим каналам дипломати мелĕсемпе; 4. анат. канал, çул; мочеиспускательный канал шăк çулĕ.

моча

ж. шăк.

мочевой

прил. шăк ⸗ĕ [⸗и]; мочевой пузырь шăк хăмпи.

мочегонный

прил. шăк антаракан; мочегонное средство шăк антаракан эмел.

мочеиспускательный

прил.: мочеиспускательный канал анат. шăк çулĕ.

мочеточник

м. анат. шăк каналĕ, пӳре кĕпçи.

недержание

с: недержание мочи мед. шăк чараксăрлăхĕ.

пузырь

м. 1. хăмпă, куç кăпăк, кăпăк куçĕ; пузыри на воде ут куçĕ; пускать пузырь; 1) хăмпă кăлар; 2) пут, путса ан; 2. (волдырь) хăмпăлчă, шыçса (е хăмпăланса) тухни; 3. анат. хăмпă, витĕ; жёлчный пузыр сехре витти; мочевой пузыр шăк хăмпи; плавательный пузыр (у рыб) пулă хăмпи; 4. мед. (резиновый мешок) резина хутаç (шыв ярса ыратнă теле хумалли).

судно

с. (сосуд) савăт, пăх-шăк савăчĕ (чирлесе выртакансем валли).

уремия

ж. мед. уреми (юнлă шăк чирĕ).

цистит

м. мед. цистит (шăк хăмпи чирĕ).

экскременты

мн. каяш, пăх-шăк.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

шăк

«моча»; АФТ сидӳк, уйг., узб., кирг., ойр. сайдик, туркм. сиидик, алт. В, хак., тув., тур., казах., ног. сидик, желт. уйг. сыдык, тат. сидек, башк. hейзек «моча»; чув. шăк < *шăрăкшăр.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

простатит

п.с. Арçынсен чирĕ, шăк хăмпи патĕнчи ар парĕ шыçни. Ларса ĕçлекенсен ... сутана таврашĕнче юн çывăрса ларать те простатит пуçланать. В-х, 7.10.1991, 8 с.; ÇХ, 1997, 49 /, 4 с. Простатитран хурăн тикĕчĕпе сипленмелле. С-х, 2000, 38 /, 1 с. Час-часах шăрас килни — простатит чирĕн пĕрремĕш палăрăмĕ. Ар, 2001, 10 /, 3 с.

Çавăн пекех пăхăр:

шăйрăклă шăйрăкла шăйрăл шăйт « шăк » шăк хăмпи шăк чаракĕ шăк-пăх шăк-шак шăк-шакла

шăк
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150