Шырав: çул

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

I.

1.
дорога, путь
трасса
дорожный, путевой
аслă çул — 1) большак 2) магистраль
мăн çул — 1) большак 2) магистраль
асфальт çул — асфальтированная дорбга
вак çул — проселочная дорога, проселок
лша çулĕ — проселочная дорога, проселок
канатлă çул — канатная дорога
Чулхула çулĕ — Нижегородский тракт
пурнăç çулĕ — жизненный путь
çакнă çул — подвесная дорога
çуна çулĕ — санный путь, зимник
тавра çул — кружный путь
утма çул — тропинка
чупмалли çул — спорт. беговая дорожка
шоссе çулĕ — шоссейная дорога
çул кукăрĕ — поворот дороги
çул паллисем — дорожные знаки
çул пуçĕ — проводник, провожатый
çул тăваткалĕ — перекресток дорог
çул хĕрри — обочина, бровка
çул икĕ енĕпе — по обе стороны дороги
çул тăрăх — по дороге
çулсăр-мĕнсĕр — не разбирая дороги, по бездорожью
çул пар — уступить дорогу
çул тат — перейти, перебежать дорогу (перед идущим)
çул уç — проложить путь
çул хыв — прокладывать дорогу
çул хур — прокладывать дорогу
çулпа пыр — идти по дороге
çултан пăрăн — посторониться, свернуть с дороги
Юлташпа çул кĕскелет. — посл. Со спутником и дорога короче.
Каякана пĕр çул, шыракана çĕр çул. — посл. Для идущего одна дорога, для ищущего — сто дорог.
2.
путь, дорога, путешествие
çул мыскари — 1) дорожные приключения 2) путевые невзгоды
çул укçи —
1) путевые расходы, плата за проезд
2) проездные (при командировке), командировочные
çул çӳре — путешествовать
çула тух — отправиться в путь
çурма çулта — на полпути
çул çинче —
1) на дороге
çул çинче темскер выртать — на дороге что-то валяется
2) в пути
çул çинче асăрхануллă пул! — будь осмотрительным в пути!
телейлĕ çул пултăр! — счастливого пути!
вăл çул тăршшĕпе юрласа пычĕ — он всю дорогу пел
3.
средство сообщения
пути сообщения

сывлăш çулĕсем — воздушные трассы
çыхăну çулĕсем — пути сообщения
шыв çулĕсем — водные пути
4. перен.
путь
линия, направление

паттăр çулĕпе — по героическому пути
парти çул кăтартнипе — под водительством партии
5.
орбита
траектория

космос карапĕн çулĕ — траектория полета космического корабля
Çĕр хăйĕн çулĕпе кусать — Земля движется по своей орбите
6. анат.
путь, канал, проток
ват çулĕ — желчный проток
шăк çулĕ — мочевой канал
7.
русло
юханшыв çулĕ — русло реки
Çавал çулне улăштарнă — Цивиль сменил русло
8.
проход
тĕтĕм çулĕ — дымоход, дымовой проход

Кайăк хур Çулĕ — Млечный Путь
çӳç çулĕ — пробор (в волосах)
чукун çул — железная дорога
çул кайăкĕдиал. щегол
çул курăкĕбот. птичья гречиха
çул курки — посошок на дорожку, прощальная чарка
çул майĕн — по пути, попутно
çула май — по пути, попутно
çул тыт — направляться, следовать куда-л.
эсĕ ăçталла çул тытрăн? — куда ты направляешься?
II.

1.
год (12 месяцев)
алла çул — пятьдесят лет
аллă çулхи çын — пятидесятилетний человек
виçĕ çултан — через три года
выçлăх çул — голодный год
икĕ çул хушшинче — в течение двух лет
иртнĕ çул — прошлый год
иртнĕ çулта — в прошлом году
кашни çулах — каждый год
килес çул — 1) будущий год 2) в будущем году
çитес çул — 1) будущий год 2) в будущем году
пĕр çулхине — в один из годов, когда-то
пĕр çул каялла — год тому назад
пилĕк çуллăхăн юлашки çулĕ — последний год пятилетки
çĕнĕ çул — новый год
çур çул — полгода
темиçе çултан — через несколько лет
çул хыççăн çул — за годом год
çултан çул — из года в год, год от году
çул типĕ килчĕ — год выдался сухой
нумай çул ӳсекен курăксем — многолетние травы
çуралнăранпа çитмĕл çул çитрĕ — исполнилось семьдесят лет со дня рождения
2.
год
вĕренӳ çулĕ — учебный год
финанс çулĕ — финансовый год
ялхуçалăх çулĕ — сельскохозяйственный год
3. мн.
çулсемгоды, пора
ачалăх çулĕсем — пора детства
вăрçă çулĕсем — годы войны
4.
возраст
ар çулне çит — достигнуть совершеннолетия
вăтă çулсенчи çын — человек средних лет
пеней çулĕ — пенсионный возраст
шкул çулне çитмен ачасем — дети дошкольного возраста
çул çитмен — несовершеннолетний
çула çит — достигнуть совершеннолетия, стать взрослым
эпир пĕр çулхисем — мы одногодкъ, одного возраста
çултан пăхсан вăл вата мар — годами он не стар
муччи çулне кура мар патвар — старик бодр не по годам
III. глаг.

косить
курăк çул — косить траву
утă çулма тух — выйти на сенокос, приступить к косьбе
утă çулакан — косарь, косец
утă çулса кĕрт — скосить и собрать сено
утă çулса пуçтар — скосить и собрать сено
çулса пăрах — скосить
çулса тăк — скосить
çулса хатĕрле—  накосить (про запас)
çулнă курăк — скошенная трава
çавапа çулнă пек ӳкрĕ он упал как подкошенный
Утта çулассинчен ытла пухасси. — посл. Не так трудно косить сено, как его убирать.
IV. диал.
то же, что çăл IV.

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

год; килес çул – будущий год; çуллен – ежегодно; çулталăк – целый год; çуллă хĕр – старая дева.

197 стр.
дорога, путь
çул çи — дорого
çул пуçĕ — вожак, провожатый
çула — в дорогу
çул çине — на дорогу
çул çинче — на дороге
çул çинчен — с дороги
çул çынни, çул çӳрекен — дорожный человек, путешественник
çул курки ĕçтер — потчивать на дорогу
çул çӳре — путешествовать
çул пыр — итти по дороге
çул кил — притти по дороге
косить; утă çул – косить траву; утă (утта) çулаççĕ, вутта татаççĕ – сено косят, а дрова рубят.

197 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çол (с’ул, с’ол), косить. См. çăл. Трень-к. Атте утă çулса килсен! N. † Пăтăр-пăтăр путени, çолман утă йоратать. Ст. Чек. Вăрмана темĕскер çулса ӳкерчĕ, тийĕн: пĕр ларса тăракан йывăç çук. Баран. 47. Çулакансем те (и косцы) аякка çулса кайнăччĕ. Пахча çим. 13. Ăна утăллăх çулаççĕ. N. Хăяха кирек епле шыв-шур таврашĕнче те ытти курăкран малтан çулса тăкаççĕ.
çол хватать. См. çăл. КС. Çуçĕнчен çулса илтĕм те, лайăх тăпăлтартăм. Пшкрт: хол’џ̌ы̆ чэ̆ппӓ солзилчэ̆ т̚ӓ сэ̆клӓзӓ ҕары̆. Ib. с’олзиыл! Хватай! Ерк. 141. Анчах халĕ мĕн куран: йăвама тустарса, чĕппĕме-хĕрĕме çулса илнĕ хурчăка. Яндоби. Уна вара тарçисем çолса тытнă, патша патне илсе кайнă. Ib. Иван ăна çолса тытрĕ, кайăкăн тĕкки тухса юлчĕ, тет. Пус. Пĕр тăмана пычĕ, тет те, çиях пуçларĕ, тет, тырă. Старик çулчĕ-тытрĕ, тет, тăманана. Якейк. Микколай окçи хот окçи, Ямаш çинче вăй выллят, никам çавăрса тытимар! Мари çолса тыттăрĕ. Собр. Сасартăк ун сухалĕнчен пĕр шыври ăстарик çулса тытнă (ухватил). Панклеи. Çолтăм-илтĕм кашкăр хӳрине. Кашкăр тортăнма тапраттĕр. Капк. Труках хыçалтан çулса илчĕ, тет. Якейк. Çолса илсе, тылласа анчах тăкăп. (Угроза избить). Кан. Кăкăртан çулса тытнă та, икĕ хуччен чышнă. М. Тув. † Туми шупăр — шур шупăр, Тумкă çинче вăл вĕçет; никам çулса тытаччен, Терентти çулса тытăрĕ. || Переносно — задевать. N. Тата ăçта-мĕн пĕрле пухăнса ларнă çĕрте пĕр çынна çулса илсен (если за него примутся), ăна вара персе чиксе путарсах антараççĕ. Çав çынна айăплани, çисе калаçни — вăл вĕлерни пулать ĕнтĕ. Собр. Яла килнĕ мур пĕр ĕнешĕн уйăрса каяймĕ, пурне те çулса илĕ, теççĕ. (Послов.) СТИК. Мана çулса илмерĕç-и? (Çулса илес, схватиться за кого-нибудь в разговоре, задеть чью-либо личность, приняться жарко спорить, ругаться.
выдирать. См. çăл. Альш. Карттахвие малтан аврине алăпа çулаççĕ, вăл кĕрхи сивĕсемпе шăнса шанать те, çулма аван.
çол (с’ул, с’ол), год. Альш. Çакă улт-çичĕ çул хушшинче, за последние за эти 6—7 лет. Ст. Чек. Укçипе пĕр çул вăкăр, пĕр çул тына илеççĕ. N. Пин те пилĕкçĕр аллăмĕш çулсенче, приблизительно в 1550 году. Н. Карм. Ефим пичче вилни икĕ çул ытла ĕнтĕ (уже больше двух лет, как...). ТХКА 69. Выçлăх çулне, ытти ачасемпе пĕрле, ман шăллăма та Мускăва илсе кайнăччĕ. Чт. по пчел. № 17. Пĕр сакăр çул пулĕ, лет восемь тому назад. N. Çтена çине кашни çын ячĕпе (во имя), вун çул иртсен вилнĕ çынсен ячĕсемпе пĕрер çурта лартаççĕ. Чăв. й. пур. 5. Пĕр виçĕ çул хушшинче (приблизительно за три года) пирĕн ял пит улшăнчĕ, ĕнтĕ. Изамб. Т. Авланни тăватă çул иртсен, через 4 года после женитьбы. N. Вĕсем икĕшĕ çул сиктермесĕр çуралнă. Они погодки. Ала 25. Иван, эпĕ сана ырăлăх турăм, эсĕ те мана виçĕ çулсăр ан ман. Сред. Юм. Куккук алтнă чохне: эп вилесси миçе çол, çавăн чол алт, теççĕ. (Поверье). Кан. Хусанта, клиникре, 10—12 çулсем куçсăр пурнакансене те тӳрлетсе яраççĕ. Ib. Вăл амана (пчелиную матку) унтан илсе, ик çул çине кайнă ама (матку) ямалла. N. 1850-мĕш çулсем персе çитнĕ: тĕне кĕмен чăвашсем авалхи чăваш тĕнĕпех пурăннă, тĕне кĕнисем пĕтĕмпех тутар енелле сулăна пуçланă. Виçе пус. 6. Пĕр вырăна çул сиктермесĕр тырă хыççăн тырă акса тăрсан, çĕр тăнчах хăрса, начарланса юлать. N. Сыв пул, тăванăм, нумай çула! Шибач. Виç çола кĕрчĕ ĕнтĕ — кайман. Уже третий год, как не ездил. || О возрасте. Орау. Ик çул çурхи ача. Ребенок двух с половнной лет. Ib. Пилĕк çула çитесси тата ик уях-ха. Остается два месяца до пяти лет. Юрк. Çулă авланма çитнĕ. Ты уже жених (тебе пора жениться). N. Ман çак ача виç çолшĕнче (по третьему году) тин отма поçларĕ. N. Вăл çирĕм çул тултарнă. Ему уже двадцать лет. N. Вăл çирĕм çула çитнĕ. Ему двадцать лет. N. Санăн аслаçу сакăрвунă çултан та иртнĕ пулĕ (т. е. ему за восемьдесят). Баран. 158. Час-часах уяр çулсем те килкелеççĕ. N. Ытлашши кунлă (высокосный) çул (ытла кунлă çул). N. Çул — год (возраста), пропускается в выражаниях: çирĕме, çирĕм икке çитсен; эсĕ миçере? — Утмăла çитнĕ, утмăла пуснă (60-ый год , утмăлтан иртнĕ, утмăлсенче пур-тăр (60-ти лет, а м. б. и больше), утмăлсене çитнĕ (лет шестьдесят, но не больше?), утмăлсем патнелле çитсе пырать пуль ĕнтĕ. Янорс. Мана тăхăр çул çитсен, эпĕ вара вăтана пуçларăм. Ивановка. Эпир Хусан кĕпĕрнинчен куçни пĕр пилĕк-улт çул иртсессĕн, пирĕн яла шкул лартса пачĕç. Ib. Çула эпĕ Чĕмпĕре прошени ярса пăхрăм та, мана калла, çул иртнĕ (прошли годы, слишком стар), тесе, çырса ячĕç. Трень-к. Мана аттепе анне, эпĕ çичĕ çул тултарса саккăр çула кĕрсенех (как только мне пошел восьмой год), хут вĕренме пачĕç. Симб. Эпĕ хама хам астума улт-çич çултанпа тапратрăм. Я помню себя лет с шести-семи. Ib. Вĕсем вĕренсе тухсан, эпĕ те тăхăр çултанпа (с девяти лет) шкула çӳре пуçларăм. М. Карач. Эпĕ астăватăп хам пĕчик чухнехине пилĕк çултан. Я помню себя с пяти лет. Альш. Эсĕ ачăна илме тепĕр çулне кил, ун чухне лайăх вĕрентсе кăларăп, тесе, каласа ячĕ, тет. N. Шкулта первейхи çулне вăл шатрапа (чечепе) чирленĕ. ГТТ. Эпĕ астума тытăнатăп пилĕк çулта чухне. СТИК. Манпа пĕр çулта. Мы ровесники. Ib. Хăйпе пĕр çултараххипе, с человеком, который приблизительно того же возраста. Урмай. Вунă çулта чух, вунçич çулти ача пек (он был). Изамб. Т. Пирĕн ялта пĕр сакăрвун пилĕк çулти (лет восьмидесяти пяти) старик пур. Ib. Шăллăмсем: пĕри сакăр çулта, тепĕри пилĕк çулта. Одному из моих братьев (которые моложе меня) восемь, а другому пять лет. Шинар-п. Ун чухне эпĕ пĕр çичĕ çулта анчахчĕ. Тогда мне было лет семь, не больше. Иваново. Ку ачасем нумай çулта пулман: чĕлхесĕрри пулĕ пĕр ултă çулта (лет шести), тепĕри унтан кĕçĕнни (моложе его) пулнă. N. Эпĕ ун çулне çитес çук. N. Çулĕ çав пулчĕ. Нынче такой год. N. † Çарăмсанăн леш енче хĕвелтен те çутă чечек пур. Шанмасса çулĕ килĕнччĕ. Ах, тăванçăм, уйрăлмасса çулĕ килĕнччĕ! Б. Олг. Каран, пер порнсан-порнсан, салтака чĕнчĕç пичия пин те сакăрçĕр вонвиç çолта. ТХКА 71. Шалта Иванĕ, пирĕн Петтяпа пĕр çултаскер: эпĕр шурă пăтă çиетпĕр, тесе мухтанать, тет, вара... Орау. Кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, в текущем году. Ib. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре (раз в три года) вунвиçĕ уйăх пулать, тет. Регули 930. Ку çолта çаплах вăл чĕнсе. ТММ. Аллă çултан — паллă. Ялав. Пĕр çулне (как-то в один год) пирĕн атте саппашкă капанĕсене хураллама кĕрĕшнĕччĕ. БАБ. Миттюс, вăл пирĕн ялсем, старик: пĕр утмăл çула çитнĕ. N. Чарăнма йĕрки çук, тепĕр çулсăр чарăнмаç, теççĕ (война). N. Вăл ман çола çитсе вилчĕ. Он умер в моих летах. Ст. Чек. Çул урлă, через год (аlternis annis). || Возраст, достаточный возраст. МПП. † Савнă тусăм, хура куçăм, илеймерĕм çулăм иртиччен. СТИК. Ун çулне çитес çынсем-и вара эпĕр! Нам-ли уж дожить до его лет. Т. Григорьева. † Ĕнтĕ пĕвĕм те пур, çулăм çук. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. Подл.-Шигали. Çавă Шăхальсен, ай, хĕрсем, ларччăр халĕ çулăм, ай, киличчен (до моего совершеннолетия).
çол (с’ул, с’ол), дорога. Б. Олг. Çола тохсан, ут йăлăнчĕ (= ывăнчĕ). Бес. чув. 1. Ку пасар çул пăсăлас уммĕнхине пурте пĕлеççĕ. Все знают, что этот базар бывает перед распутицей. Орау. Вăрманпа çул пур-и? Ib. Вăрман виттĕр çул пур-и? Ib. Кӳл тăрăх çул çук. Ib. Уйра та çулсем хурала пуçларĕç, çуркунне пулать. Дик. леб. 47. Йывăç лартса тухнă çул тăрăх. N. † Урам йĕрĕ (след моих ног) çул пултăр; çак ял ачи тус пултăр. Регули 20. Килнĕ çолпа кайлах карĕ. Вернулся тем же путем назад. Ib. 637. Çол олăхпа лайăх-и? Хороша-ли дорога лугами? Ib. 1104. Çол вăрманпа каять. Дорога идет лесом. Ib. 1441. Эп каймастăп, çол осал (утсем килте çук.) Ib. 1444. Кăтарт она çол, вăл ак çохалтăр. Ib. 1446. Мана çол кăтартса яр, манăн çохалас марччĕ (чтобы мне не заблудиться). Якейк. Вăрманта çол пит тăвăр (узка): ик орапа тĕл полсан, иртме кансĕр (трудно разъехаться). Ib. Ман тор лаша çол лайăх ертсе пырать. Ib. Çол ик аяккипа та канав пырать. Ib. † Мăн çол çинче опос вырĕс: валти лаши пасарнă, хӳри-çилхи кăвакарнă, сол тытасси йăвăр поль. Изамб. Т. Ул йĕрпе пĕр пилĕк çухрăм кайсан, пĕр çула тухнă. Шурăм-п. Кушак çул татсан (перейдет, пересечет), телей пулмаçть. Ст. Чек. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан (если перейдет), çул ăнмас, тет. ТММ. Каякана (для идущего) пĕр çул, шыракана çĕр çул. (Послов.). N. Эсĕ каяс çул çинче. N. Çак вăрман хушшипе кукăр-макăр çул каять (идет извилистая дорога). С.-Устье. Эсĕ çул пĕлетĕн-и çак вăрмантан тухма? тет. Салтак калат патша ывăлне: йăвăç тăрне хупарса пăх: хĕш енче çутă пур. Çав енеле турат хуçса пăрах, тет. Патша ывăлĕ, хупарса, турат пăрахрĕ, тет. Кайран, патша ывăлĕ ансан, çутă енеле кайнă, тет. Кайсан-кайсан, пĕр пысăк çурт патне пырса çитрĕç, тет. Коракыш. Вĕсем, çул çухатса (заблудившись), нумай макăрса çӳренĕ. Изамб. Т. Кĕркунне, çул ӳксен (когда установится санная дорога), сутта каяççĕ. Ала 81. Килесси килетĕп те, çул яр мана, терĕ, тет, старик. Поехать-то поеду, но только пропусти. Кан. Пĕр маях çăмăр, тата çул начар тăрĕ. Ала 66. Сĕт çулпа тухса карăмар, çу çулпа килсе кĕтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл уçăлчĕ. Дорога теперь открыта. Ib. Çôл сăхă. Дорога тяжела для езды (зимой). Баран. 201. Пĕтĕм çул çийĕ вилнĕ çын пулнă. По всей Дороге валялись трупы. В. С. Разум. КЧП. Çынсем пĕр маях уттараççĕ çулпала. Юрк. Улпутпа лаккей çулпа ларса пыраççĕ (едут в экипаже). Букв. 1904. Çул хура, лавна ху йывăртарах тиенĕ, çапах тата лашуна хĕнетĕн. Альш. Унта та çулсăр çĕртен çӳреме çук. И там нельзя ехать по тому месту, где не проложена дорога. Ib. † Кăçал ыраш пуссисем пит аякра: ялан кукăр çулпалан каймалла. N. Землянкă йĕри-тавра чăрăш турачĕ лартса çаврăннă икĕ ерет, пĕтĕм çул туса пĕтернĕ. Орау. Çул çемçеличчен (юр йăшиччен), до распутицы. N. Çул картланаччен (осенью). N. Çулсем çинче шăнса вилнĕ сала-кайăкĕсем выртаççĕ. || Путь, путина. Кн. для чт. 136. Çул килнĕ майĕпе шăнкăрчăсем кăшт канчĕç те, унтан часрах хирсене, çаранлăхсене çырмасене вĕçе пуçларĕç. N. Мана ама-çури пайтах ылханчĕ: кайма çул, килме вут, тетчĕ. N. Çул çинче тутар мĕн пулассине шухăшласах пырать, тет, теççĕ. (Послов.). М. Тюмерли. Вара, пурте пухăнса çитсен, çула тапранса каяççĕ. Вĕсем кайнă чухне пит шавласа каяççĕ. N. Çол çинче лайăх килтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл çӳреме каякан çынна: çôл ăнтăр, тесе, каласа кăларса яраççĕ. N. Москваран Перĕм çĕрне çитесси пайтах çул. ЧП. Кĕркунне пулсан, çуна çӳлĕ ӳксен. КС. Çулне ял тулашĕнчен ячĕç. Заставили ездить проезжих мимо деревни. N. Унтан çул ямаççĕ! Там запрещают ездить! КС. Унтан çул каймасть. Там ехать не надо, не эта дорога. Регули 636. Çол шупа вăрăм. Ib. 31. Вăлсам çол çӳремелли турĕç. N. Çула тухнă чухне, при выезде в дорогу; çула тухса кайнă чухне, в самый момент выезда (выхода) в дорогу. Ст. Чек. Сирĕн патăра кĕме çул килмерĕ (не случилось пути). Ib. Ваня пуян патне кайма çул килмес. Ib. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан, çул ăнмас, тет (пути не будет. т. е. не достигается цель путешествия). Лашм. † Çӳрен утма ятăм çул çуреме, тытма чĕлпĕр вăрăм пулмарĕ. N. Ырă çынпа çула тухсан, çул иртнине сисместĕн, теççĕ. (Послов.). Альш. Инçе çула хĕр парсан, килни-кайни курăнмас. N. Эсĕ хăвăн чуру Иосифпа пĕрле çула пынă. Янтик. Çул кĕске пултăр тесе, уйăрăлнă чухне пĕри те пуса инçе каять пулсан, тепри ăна: çул кĕске пултăр ĕнтĕ сана, чипер кай, тет. Ир. Сывл. ЗЗ. Çул парах! Кан. Враг. † Хĕрсем çулĕ ăстăльте? Аслă урамăн варринче, хапха умĕнче сак çинче, симĕс сатăн айĕнче, пурçын тĕрри аллинче. Сред. Юм. Çôл питĕрнчĕ. Нигде ходу нет. N. Ыратнине чăтаймасăр, эпĕ çула тăршипех (всю дорогу) кăçкăрса макăрса пытăм. Сунт. Çул çине тухакана укçи те, япали те кирлĕ вĕт. N. Аяк çол, дальняя дорога. N. Пире кирлĕ япаласем çул çинче килме тухнă (уже в пути). N. Кил çулĕ çинче, на дороге домой. КС. Манăн çулĕ уçăлнă. У меня нет препятствий. Собр. † Инçе çултан хурăнташ турăм ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнасшăн. || Проход. Янтик. Халăх ик айккинелле уйăрлса (сирĕлсе), ăна иртсе кайма сарлака çул турĕç (пачĕç). N. Ывалĕ килте мар-тăк — икĕ айкки пĕр çул сана. || Дымовой проход. Пир. Ял. 1928, № 51. Анчах, кăмакан тĕтĕм çулĕ нумайрах пулас пулать. || В перен. смысле. Собр. Куçсăр çын хăй умăнчи чашки çинче те çулне тупаймаçть, теççĕ. (Послов.). Толст. Ку манăн çулпа килмерĕ, ӳссĕр тавăрăнчĕ, курăнать, терĕ, тет. || Назв. духов. N. Унтан кайран турă çулне пăтă, турă амăшĕ çулне юсман паратпăр, теççĕ. || Встреч. в выражении: N. † Вăрманта упа, аннеçĕм, хирте кашкăр, аттеçĕм! Ăçта хурам-ши пуççăма? Çӳлелле пăхрăм — çул çӳлĕ, çĕрелле пăхрăм — çĕр хытă. || Грива? (Срв. тюрк. jaл, грива). Пазух. Хура лаша çулĕсем, пĕкĕрен çӳлĕ пуçĕсем. || Влагалище. Сборн. по мед. Пит хытă ыратнă чух, ача пуçĕ хăвăрт килсе çулĕ çурăласран, ача пуçне кăшт тытас пулать. || Право. N. Манăн çол пор.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

чабарга (косить)
юл (дорога)
, çулталăк ел, яшь (год)

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

[ŝjul]
vojo
аслă çул — ĉefvojo
утма çул — pado, vojeto
чупма çул — kurejo, kurvojo
çул палли — vojsigno
çул хĕрри — vojrando
çулпа — laŭ vojo
çул тăрăх — laŭ vojo
çул укçи — vojelspezoj
[ŝjul(dalok)]
jaro
аллă çул — kvindek jaroj
аллă çулхи çын — kvindekajara homo
иртнĕ çул — lasta jaro
килес çул — sekva jaro, sekvajare
пĕр çул кайалла — antaŭ unu jaro
çĕнĕ çул — nova jaro
çĕнĕ çул ячĕпе! — feliĉan novan jaron!
çур çул — duonjaro
вĕренӳ çулĕ — lernojaro
вăрçă çулĕсем — militjaroj
çулталăк вăхăчĕсем — sezonoj
çулталăкра пĕрре — unufoje jare
çулталăкри ача — unujara infano
çулталăкри тупăш — jarprofito
çулталăк кĕнеки — kalendaro
çулташ — kunvojulo, samvojulo, kunvojaĝanto

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«год»; якут. сыл, др. тюрк., туркм., тур., кумык.,, ног., башк. йыл, узб. йил, азерб. ил, тат. ел, уйг. жил, кирг., казах., к. калп. жыл, карач. джыл, ойр. дьыл, тув., хак. чыл, «год»; в тюркских языках имеется второй вариант, употребляемый при определении возраста: др. тюрк., тур. йаш, уйг., туркм., тат., башк. яш, кирг. жаш, казах., к. калп. жас, алт. В дьаш, хак. час, якут. сас, монг. насан «год», «возраст»;. ç ~ й, ж, чл ~ ш, с; ср. монг., калм. жил, бур.-монг. жел «год».
«дорога», «путь»; çулпуç «вождь»; др. тюрк., КБ, Замахш., азерб., тур., гаг., ног. йол, узб. йӳл, башк., тат. юл, туркм., кумык, ёл, кирг., казах., к. калп. жол, ойр. дъол, карач. джол, якут. суол, тув., хак., шор. чол «дорога», «пуь»; узб. йулбошчи «вождь»; кумык. ёлбашчы «вождь»; «руководитель»; «вожак»; ср. монг. зол «дорога»; «счастье», «удача».

Çавăн пекех пăхăр:

çукпа çукпа пĕрех çукпала çукрах « çул » çул ăсти çул çавăрнăçĕ çул çаврăнĕçпе çул çемми çул çи

çул
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150