1.
мириться, примиряться с кем-чем-л.
вĕсем ниепле те çураçаймаççĕ — они никак не помирятся
2.
ладить
çураçса пурăн — жить в ладу
3.
сговариваться, приходить к соглашению
ĕçе çураç — договориться о поступлении на работу
аран çураçрăмăр унпа — мы едва договорились с ним
3.
сватать
хĕр çураç — сватать девушку
çураçнă хĕр — просватанная девушка, нареченная невеста
çураçнă каччă — нареченный жених
4.
довольствоваться
вунă тенкĕпе çураçма тиврĕ — пришлось довольствоваться десятью рублями
условиться; сторговать; сватать; сговорить; çураçаççĕ, мăкăрăч ĕçеççĕ – сторгуют, могарычи пьют; хĕр çураç – сватать девушку; çураçнă çын – сговоренная невеста; çураçнă хĕр – невеста.
199 стр.
çораç (с’урас’; с’орас’), мириться. П. Сорм. Вăрçма килтĕн-и, çураçма килтĕн-и? Болезни. Кама-та-пулин хур тунă пулсан, е хуйхăртнă пулсан, çавсемпе çураçас, килĕшес пулать. || Соглашаться. Шурăм-п. Микки çураçрĕ, хăйпе пĕрле вăрра илсе кайма пулчĕ. N. Иван Сусанин ăсатма çураçсан, поляксем пит хĕпĕртенĕ. || Сватать. N. Мана учитĕле çураçаççĕ (сватают за учителя). N. Анна качча карĕ Туçана, халĕ чирлĕ, хăйне çураçман-ха. N. Ну, патша çураçат, тет, хĕрĕпе Ивана, аптăратнăран. Ск. и пред. чув. 70. Çак ырă çын Михетер хăйĕн херне юратса, аслă çăварни хыççăнах хучĕ ăна çураçса (просватал). N. Пирĕн Укçинене çураçса карĕç. N. Ман валли хĕр çораçма кайнă. N. Аньока хăш ялсене çораçса янă? — Иккассинене (Иккасси ачине). Юрк. Хĕр çураçаççĕ, авлантараççĕ, туй туса илеççĕ. ТХКА 26. Çав çулне Шураçри мăн Тимухха ывăлне авлантарма Штанашран хĕр çураçнăччĕ. Янш.-Норв. Пирти чăвашсем ывăлĕсене авлантарас пулсан, хăшĕ хĕрсене вăрласа илеççĕ, хашĕ хĕр ашшĕпеле чипер килĕшсе, хĕрпе каччине юраттарса илеççĕ, ăна вĕсем çураçса илни теççĕ. Ib. Евчи çапла сăмах çӳретсе темиçе те хутлать, кайран вара чысти килĕшеççĕ те, хĕр ашшĕ патне çураçма каяççĕ. Вĕсем унта пĕр витре сăра ăсаççĕ, тата çурштава яхăн эрех илсе ĕçсе çиеççĕ. Чысти ӳсĕрĕлсе çитсен, хĕр ашшĕсем хĕрне кĕлетрен шур пир илсе кӳрттереççĕ те, парне касса авланас текен ашшĕне пама хушаççĕ. Хĕрĕ ун чухне вара йĕрет, ниепле те касасшăн мар, амăшĕсем ирĕксĕрех кастараççĕ. Хĕрĕ пире ирĕксĕрех касать те, упăшки пулассин ашшĕне парать. Аланас текенин ашшĕ унăн вырăнне хулăм укçи парать. Çапла вара вĕcем çураçаççĕ, унтан турра сăхсăхкалаççĕ те, авланас ашшĕне качалка урапапа киле леçсе хăвараççĕ. Авланаканăн ашшĕ парнине пиçиххи çумне хĕстерет те, урапа çинче кăшкăрса анчах пырать. НАК. Çапла калаçсан-калаçсан, мĕн чухлĕ те пулин çураçаççĕ вара. Е çĕр тенкĕ, е çитмĕл тенке, е аллă тенке, мĕн чухле çураçма май килет, çавăн чухле çураçаççĕ (устраивают сватовство, порешают дело). N. Каччи çураçма çӳремест, каччăсăр çураçаççĕ. Т.-И.-Шем. Пушă пăрахсан, çураçма хатĕрленме тытăнаççĕ, малтан хăçан çураçмаллине канаш туса кун хураççĕ. Кунне пит тиркеççĕ, çуна пăрахнă кун ан пултăр, ытларикун ан пултăр, хăш кун хăш çыннăн килĕшнĕ кунĕ пулат. Юмăç калат: сан çав кун телейлĕ, çав кун телейсĕр. (Больше всего „çураçма“ назначают на эти счастливые дни).
1. «мириться», «примиряться»; 2. «сговариваться», «условливаться»; 3. «сватать (девушку)»; КБ, МК, АФТ йараш «подходить», «быть согласованным»; тефс. XII—XIII вв. йараш «мириться»; азерб., туркм., тур. йараш «подходить», «идти к кому-л.», «быть к лицу» (в туркм. и «мириться»); уйг., узб., башк. яраш, хак. чарас, ног. ярас, кирг. жараш, к. калп. жарас, алт. В дьараш «мириться»; узб. киз сурат, тат. яраш «сватать»; тофал. чараш «мирный». Вамбери производил от йара «нравиться», «быть пригодным», «приличным»; «угодить». (EWTS § 132); см. юра.
Çавăн пекех пăхăр:
çурçер нандăвĕ çура çура çырла çура торти « çураç » çураçма çураçмалли çураçнă хĕр çураçтар çураçу