числ. колич. при абстр. счете
1. в качестве подл., доп.
три
ача виççĕре — ребенку три года
икĕ хут виççĕ — улттă — дважды три — шесть
виççĕри автобуспа кайăпăр — поедем на трехчасовом автобусе
виççĕччен шутлатăп — считаю до трех
2. в качестве обстоятельства
три раза, троекратно, трижды
клуба виççĕ те кайса килтĕмĕр — мы три раза сходили в клуб
виççĕ ыйтрăм — я трижды спросил
автан виççĕ авăтсан — после третьих петухов
3.
три, тройка (оценка)
вăл диктантшăн виççĕ илчĕ — он получил тройку за диктант
три (3)
три. См. виç, виçĕ. К.-Кушки. Виççĕ автан авăтиччен лартăмăр. Мы сидели до третьих петухов. Янтик. Унпа çыхланманни виççĕ лайăх. Очень хорошо сделал, что с ним не связался. Панклеи. Старик! старик! кайса яр-ха каллях! (петуха к скотине); виççĕре (в третий раз) таптĕç, таптĕçех! Регули 1032. Виççĕре (tertio) аран килте тĕл полтăм. || Трехлетний возраст, trimatus. Шурăм-п. № 9. Чăваш хĕр-арăм(ĕ)сем ачасене (у др. ачисене), виççе çитсен, чĕчĕ пăрахтараççĕ. Сенг. Манăн йăмăк пĕр виççелле çитнĕччĕ пулĕ (была лет трех). Ст. Чек. Виççе тухакан, тăватта тухакан тиха, жеребенок по 3-му, по 4-му году. || Поминки в третий день. См. виççĕмĕш.
өч; виçĕ, виççĕ
[viŝj(ŝe)]
tri, trifoje
икĕ хут виççĕ — улттă — duoble tri estas ses
улттă виççĕ çине пайланать — ses dividiĝas je tri
виççĕ тăваттăмĕш — tri kvaronoj
виççĕ ыйтрăм — mi demandis trifoje
виççĕмĕш — tria
виçшер – po tri
виçĕм кун — antaŭhieraŭ
виçмине — postmorgaŭ
эппин, виçмине тĕл пулăпăр — do, ni renkontiĝu postmorgaŭ
виçĕм кунхи — antaŭhieraŭa
виçĕм çул — antaŭ du jaroj
виççĕллĕ вĕрен — triobla ŝnuro
виçкĕтеслĕх — triangulo
тӳрĕ кĕтеслĕ виçкĕтеслĕх — rektangula triangulo
тан енлĕ виçкĕтеслĕх — egalflanka triangulo
, виçĕ, виç «три» (полная форма числительных с удвоением согласного в чув. языке употребляется только при отвлеченном счете: пĕрре, иккĕ, виççĕ...; виççĕ тe тăваттă — çиччĕ «три и четыре — семь»; когда же они стоят перед существительными, т. е. являются именованными, то обозначаются краткой формой: виçĕ çын, виç çын «три человека»); др. тюрк., азерб., туркм., тур., кирг., уйг., алт., ойр. ӳч, узб. уч, тув., шор., казах., к. калп., ног. ӳш, хак., якут. ӳс, тат. ӧч, башк. ӧс «три»; производные: древняя форма виçĕм кун «третьего дня (позавчера)», виçмине «послезавтра». По объяснению Рамстедта, виçмине < ӳчӳм кӳнгăвиç, тюрк. ӳч Мункачи сближал с шумерским uč (KSz. V, 343—351).
Çавăн пекех пăхăр:
Виç-Тĕпе Виç-Тӳпе виç-ура виç-чĕшĕлĕ мăйăр « виççĕ » виççĕ хĕрлĕ виççĕлĕ виççĕлĕх виççĕлен виççĕллĕ