ç.с., калаç. 1. Çар тивĕçне кирлĕ чухлĕ пурнăçланă хыççăн киле таврăнмалли ирĕк; демобилизаци. Вăт, çапларах экипировка çакăнса тăратчĕ ... дембеле каймалли япаласем хушшинче. В.Эктел, 1996, 54 с. Анчах çак вăрçа пула манăн дембель «такăнчĕ». ÇХ, 1999, 42 /, 2 с. Дембельччен мĕн чухлĕ юлнине талăкпа шутлать. Х-р, 2.08.2000, 3 с.
2. Хĕсметне (службине) вĕçленĕ салтак. Тыткăнра пулнă вăхăта çар тивĕçне пурнăçланă тапхăра кĕртнĕ дембель-моджахед ... тăван ялне тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Х-р, 15.06.1995, 4 с. Кăкăрсене каçăртса хурса, ... тава тивĕçлĕ Раççей дембелĕн юлхав уттипе вĕсен пӳрчĕ умĕнчен ... иртес. ÇХ, 25.01.1997, 4 с. Кузовра çирĕм дембель ларать вĕт. ÇХ, 2000, 34 /, 12 с.
— дембель тупри (В.Эктел, 1996, 58 с.);
— хĕç-пăшаллă вăйсен «дембелĕсем» (Ар, 2001, 8 /, 1 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
демагогия демагогла демаркаци демарш « дембель » демилитаризаци демилитаризациле демилитаризация демисезонный демобилизаци