п.с. Инçет, ката; уçлăх, анлăх (туп.). Йывăç тĕмĕсем ... шупкалса пыракан инçетлĕхре пач палăрми пулса, куçран çухалаççĕ. П.Афанасьев, 1985, 46 с. Пĕтĕм инçетлĕхе юр чаршавĕ картланă. Н.Мартынов, 1985, 30 с. Мĕскĕнлĕхпе вак шухăшсен купи çĕтет те, карăнать инçетлĕх. Г.Ирхи, 1991, 51 с. Тĕтресĕр уçă ирпе, инçетлĕхре-горизонтра пулин те, вăрман курăнать. Х-р, 12.09.1996, 3 с.
— уй инçетлĕхĕ (А.Медведев, 1941, 15 с.); шыв инçетлĕхĕ (Хв.Агивер, 1984, 91 с.); тинĕс инçетлĕхĕ (Х-р, 27.06.2003, 3 с.); кăн-кăвак инçетлĕх (Н.Теветкел, 1964, 78 с.); асăмри инçетлĕх (Г.Юмарт, 1983, 14 с.); тӳрем инçетлĕх (Св.Асамат //П-н, 1990, 2 /, 15 с.);
— инçетлĕхе йыхăр (В.Эктел, 1996, 58 с.); инçетлĕхе çывăхлат (Ю.Сементер //Я-в, 1999, 11—12 /, 9 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
Инçет Хĕвелтухăç аисчĕ Инçет Хĕвелтухăç тимĕр шапи Инçет Хĕвелтухăç шапи инçете « инçетлĕх » инçетре инçетрен инçетри инаугураци инаугурация