ç.с. Саккуна хирĕçле, преступленипе çыхăннă; преступлениллĕ, пуçиле (уголовлă). Чăваш енре криминаллă лару-тăру çивĕчленни. Х-р, 4.08.1993, 2 с. Çакнашкал криминаллă ĕç ... Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Рындино салинче те пулса иртнĕ. Т-ш, 1999, 8 /, 3 с. [Çамрăксем] ушкăнпа эрех-сăра ĕçеççĕ, ... пуçсем минресен, криминаллă ĕçсем тăваççĕ. Т-ш, 1999, 12 /, 3 с.
— криминаллă ушкăнсем (Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.; Х-р, 11.06.1999, 2 с.); криминаллă тытăм (Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.; ÇХ, 2002, 17 /, 5 с.); криминаллă истори (Х-р, 14.02.1997, 4 с.); криминаллă йĕрке (Х-р, 6.08.1998, 3 с.); криминаллă тĕслĕх, криминаллă герой (Т-ш, 1999, 12 /, 3 с.); криминаллă бизнес (ÇХ, 2001, 14 /, 9 с.); криминаллă капитал (Х-р, 2.07.2002, 8 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
крикун криминал криминалист криминалистика « криминаллă » криминальный криминогенлă кримса кринка Кринккă