1.
молодой дуб, дубок
тин çеç тĕрекленнĕ туйра — едва окрепший дубок
2.
дубовая поросль, молодой дубняк
3. диал.
лесок, рощица
(туjра), молодой дуб. Тюрл. СПВВ. ФВ. Çамрăк юмана туйра теççĕ, туйралăх вăрманĕ теççĕ. Сред. Юм. Туйра тесе хунаса тухса ӳснĕ юмана калаççĕ. Собр. † Эпир каяс çул çинче туйра юман пит нумаЙ. Ib. † Эпир пыра çул çинче пăрăнайса юлчĕ пĕр туйра. ЧП. Туйра, туйра юмансем. НТЧ. Тепĕр кунĕнче хай вĕрӳç вăрмана кайнă та, çамрăк туйрана авса, тĕпĕнчен çыхса хăварнă (чтобы испортить человека), çавăн пек тукатса çыхнă чух та кĕлли пур теççĕ те, анчах ăна ватă çынсем те пурте пĕлмеççĕ, вĕрӳç-суруç çын анчах пĕлет. || Лесок. N. Тарса пыра-пыра, слон кĕтĕвĕ çынсем юри акса ӳстернĕ йĕплĕ хулă туйри (вăрманĕ) патне пырса чарăннă.
вăрман. Тарса пыра-пыра слон кĕтĕвĕ çынсем юри акса ӳстернĕ йĕплĕ хулă туйри (вăрманĕ) патне пырса чарăннă [Хыпар 1907, № 13:97].
Çавăн пекех пăхăр:
туйпа кай Туйпаттăр Туйпах Туйпике « туйра » Туйрал туйралăх туйри туйрихи туйсăр