I. мест. личн.-возвр.
1.
он сам, она сама
хăех —
1) он сам, самостоятельно, без чужой помощи
ача хăех çăвăнать — ребенок умывается сам
2) самопроизвольно
торф хăех тивсе кайни — самовозгорание торфа
хăй каларăшле — как он сам говорит, выражаясь его же словами
хăйне евĕрлĕ — специфичный, своеобразный, оригинальный
хăйне майлă —
1) самобытный, своеобразный, оригинальный
вал хăйне майлă çын — он своеобразный человек
2) своеобразно, оригинально, по-своему
хăй тĕллĕн —
1) самостоятельно
хăй тĕллĕн вĕреннĕ çын — самоучка
хăй тĕллĕн вĕренни — самообразование
2) сам с собою; про себя
хăй тĕллĕн калаçать — он разговаривает сам с собою
хăй халлĕн — сам по себе, независимо от других
хăйне хăй — сам себя; сам себе; самое
хăйне хăй мухтани — самовосхваление
хăйне хăй сыхлани — самосохранение
вăл хăйне хăй хуçа — он сам себе хозяин
калăр ăна, вăл хăй килтĕр — скажите, чтобы он пришел сам лично
2.
его, ее собственный
свой (его, ее)
хăй кĕнеки — своя, его книга
вăл хăй тӳпине илнĕ — он получил свою долю
хăй ирĕкĕ — как он хочет, воля его
хăйĕн ирĕкĕ — как он хочет, воля его
хăй ăссĕн — по своему разумению, своим умом
хăй ирĕккĕн —
1) по своей воле, добровольно
2) самочинно
хăй ирĕккĕн хăтланни — самоуправство
теплица хăй хакне часах кăларчĕ — теплица быстро окупила себя
II. глаг.
осмеливаться, сметь
ан хăйнă пултăр! — не сметь!
епле хăятăн! — как ты смеешь!
тĕкĕнме хăй — осмелиться, посметь дотронуться
ача чĕнме те хăймасть — мальчик не смеет и пикнуть
хăйса çит — осмелеть, набраться смелости
III.
то же, что хăйăк II.
(хы̆j, хŏj), он сам, себя. N. Вăл хăй, он сам. Самар. Шăлĕ тăкăниччен ларсассăн, калютя, хăй те урçа валли вăл, калютя. Собр. Ухмахăн сучĕ хăйпе пĕрле, теççĕ. (Послов.). Ib. Хăй çулĕпе хăй çӳретĕр. N. Ывăлне хăй юратнă хĕре илсе панă. А.-п. й. 14. Ир пулать те, каç пулать, ула йытă хăйне юлташ тупнăшăн савăннипе вĕрсе кăна пурăнать. Ib. 6. Кушак тус лартнă! Хăй паян сунара карĕ. Ib. Пĕччен пурнăç ăна питĕ йăлăхтарса çитернĕ те, вăл хăйне валли тус шырама шут тытнă. А.-п. й. 77. Ваçлей хăй те хĕрчĕ. Василий и сам опьянел. Сред. Юм. Хăй çиç — иккĕн (говорят про беременную женщину). Ib. Эпир иксĕмĕр кôлса ларатпăр та, ô иртсе каять мĕн ôнта. Эсир манран кôлатăр, тесе иртсе кайрĕ. Эпир онтан та колман, ô ахалех хăй çине илчĕ. N. Хăйне ырă туннне манман çын, благодарный. Рак. † Пирĕн ял хĕрне çитесси тавра ялта хăй те çук. Альш. Хăйне ан кайшăн. Чтобы ему самому не итти. Якейк. Ялтан-йăшран уйăрласси икçĕр тенкĕ хăй тăрать. Чураль-к. † Вĕрене ӳсет, хăй ӳсет, тăррине татсан тата ӳсет, ан мухтанăр, маттур хĕрсем, сирĕнтен маттур тата пур. || Его, свой. N. Вăл хăй укçине çухатнă. N. Хăйĕнчен вĕренес тиекенсем (желающие учиться за свой счет) экзамен тăрăх илĕнеççĕ. А.-п. й. 8. Кушак çав пылпа сурăх тушкине хăй пӳртне илсе каять те, халь те пулин пурăнать, тет. Ib. 14. Акă пĕррехинче вăл хăй шăтăкĕнчен тухрĕ те, кама та пулин хирĕç пулмăп-и-ха тесе, вăрманпала утса çӳрет. N. Уна матку хăй ячĕпе янă. Сред. Юм. Хăй сăмахĕнчен тохмас, сдерживает свое слово. N. † Утрускана кайăк çурă тунă-çке, хăй çурисем хăйне пулас пек. Янтик. Хăй май çавăрасшăн тăрăшат вит-ха вăл! Ib. Хăй майĕн тăвасшăн у ăна (склонить на свою сторону). Ст. Чек. Хăй пуçĕнчен ирттĕр. Пусть терпит свою долю (жалея и опасаясь быть таким). Синерь. Тарья çав пурнене хăй хӳмне чикрĕ, тет. N. Хăй алли çине çитес пулать. Альш. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç: вăл пирĕн çавă пулать, ку пулать, лешĕ пире унтан-кунтан хăта тивет; пĕр хăй кассинелле килнĕ чух кĕрсе тухар, терĕм тет. || Иногда не переводится. Изамб. Т. Камран вут пуçланнă? Кĕпитун Иванĕнчен. Тепле пуçланнă, пĕлместĕп. Хăшĕ павартан (лаç) теççĕ хăй. N. Юратаççĕ пулĕ, выляççĕ хăй (о супругах). Ст. Чек. Темĕн тума именетĕп хăй. Не знаю, почему-то стесняюсь. (Почему-то стесняюсь = темĕскер эп именетĕп). Сред. Юм. Паçăр такам чанкатчĕ хăй çавăнта. Ib. Сан сас илтĕнетчĕ хăй çавăнта. Ib. Эсир иккĕн каяттăр хăй çавăнталла. Ib. Эсир иксĕр кайнă пик кôртăм хăй çавăнта. Ib. Çын иртсе кайнă пикех туйĕнчĕ хăй мана. Баран. 91. Тата çӳлерех кайсан, йываç тавраш нимĕн те çук, курăксем, чечексем те пит сахал, сивĕ йĕнчи çĕр хăех,— пĕр мăк анчах ӳсет. Ib. 90. Эсир улăхакан ту ăшă енче пулсан, аялта апельсин, лимон йывăçĕсем сарăлса лараççĕ. Кăшт çӳлерех кайсан, вăхăтлă сивĕ пулакан çĕрти хăех: тирексем, юмансем, çăкасем, вĕренесем, букпа каштан йывăççисем кĕрлесе ӳссе лараççĕ. О сохр. здор. 78. Ӳтрен хăпăнса тăракан кирĕк пирĕн ӳт çинче чи таса мар япала хăех ĕнтĕ.
(хы̆j), лучина. Пшкрт. Орау. Хăй = хăйă, лучина. || Огонь. N. Хăй сӳнтерсе питĕрнсе, ывăнмасăр çĕр хута пăхса выртнă кантăкран. Орау. Аух, хăййине те сӳнтернĕ! Уж и огонь погасили! Ой-к. Кукаçисем патне хăй çутиччен çитрĕм. Изамб. Т. Хăйсем çутсан чылайран эпир пуçана патĕнче аран-аран тухрăмăр.
подражание звуку при хрипоте.
разъяриться. Юрк. † Ĕлĕк пичче каяатчĕ: хура хĕре курсассăн, лаша хăят тиетчĕ. (Свад. п.).
(хы̆j), сметь, осмеливаться. Пшкрт. Хăйса çитсе. Привык (к чужим). Сред. Юм. Епле хăйса кăларса ярас ман ô çынна. Как я посмею выгнать этого человека. Альш. † Хăйи-хăйми тăмашкăн хăюсăр çын ачи мар. Оп. ис. ч. II. Уттари-чуптари çӳремешкĕн пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар; хăйиех те хăйми çӳремешкĕн пирĕн атте-аннесем начар мар. Запряженные нами кони не (так) плохи, чтобы (нам) ездить ни шагом, ни рысью; у нас не (такие) плохие родители. чтобы (нам) держать себя недостаточно смело. ГФФ. † Анне те мана кахал терĕ. Лепле те калама хăйрĕ-ши? А мать меня лентяйкой обозвала. Как это она посмела так сказать. N. Хĕлип хăйса çитнĕ те каланă: Каçтушка вĕрентрĕ! Юрк. Тăраççĕ, тăраççĕ, калле тухса кайма хăяймаççĕ.
үзе
vd хам;
«сметь», «осмеливаться»; хăюллă «смелый», «решительный», «отважный»; тат., башк., казах., кирг. кый «сметь», «осмеливаться», «отваживаться», «дерзать», «рисковать», «не пожалеть».
Çавăн пекех пăхăр:
хăврăл хăвра хăвсамăр хăек « хăй » хăй ăссĕн хăй çут хăй çути хăй вĕççĕн хăй евĕрлĕ