цыпленок, птенчик, детеныш птиц. Хĕр йĕрри 4. Хура курак килнĕ-çке, чĕпĕ йăтма килнĕ пулĕ. Образцы 49. † Шурă чăхă çăмарта тăвать-çке, чĕппин уссисене курас пек. N. Кăвик-кăвик кăвакал вуник чĕпĕ кăларать. Пазух. 29. † Чĕкеç чĕпписене вĕçтернĕ чух, вĕшĕлтетсе вĕçеççĕ чĕпписем. Образцы 47. † Хура чĕкеç чĕппи пулăттăм, пурт тăррине ларса юрлăттăм. Ib. 5З. † Шăнкăрчă чĕпписем шыв ĕçнĕ чух, унта чĕкеç чĕпписен мĕн ĕç пур? КВИ. Шăппăн-шăппăн лармашкăн шăпчăк чĕппи мар эпир. Образцы 73. † Тăррăн-тăррăн тăмашкăн тăри чĕппи мар эпир. Ib. 75. † Картăм, картăм таната, карăш чĕппи çакланчĕ. Ib. 37. † Çӳлĕ тусем çине улăхнă чух, тытаймарăм хурчăкан чĕппине.
Çавăн пекех пăхăр:
чĕн чĕн мерчен чĕн пиçиххи чĕн пысăклăх « чĕнĕ » чĕнкĕл-чĕнкĕл чĕнкĕлтет Чĕнкасси чĕнкеле чĕнлен