I.
густой, частый
шăхăр ыраш — густая рожь
шăхăр ала — частое решето
II. глаг.
1.
свистеть, свистать, издавать свист
шăхличпе шăхăр — свистеть в свисток
шăхăрса систер — предупредить свистом
шăхăрса юрла — насвистывать какой-л. мотив
шăхăркала — посвистывать, присвистывать
мăръере çил шăхăрать — в трубе свистит ветер
пульăсем шăхăраççĕ кăна — пули так и свистят
Ака шăхăрмасăр утмасть. — посл. Пахота без посвиста не спорится.
2. перен.
соображать
догадываться
чуять, смекать прост.
вĕсем мĕн тунине вăл шăхăрман та — он даже не догадывался, чем они занимались
◊
шăхăрса юл — прозевать, проворонить
шăхăракан хупă сасăсем — лингв. свистящие согласные
свистеть. N. Такшин шăхăрать. Кто-то свистит. ГФФ. Торти те толли тор лаши, шăхăрмасăр шыв ĕçмест, алламасăр сĕл çимест. Гнедая сытая лошадь не пьет воду, пока не посвистишь, и не ест овса, пока не просеешь. N. Сумасшедшая всю ночь ходила „шăхăрса“, грозя сжечь. Юрк. Пăхăсăн, çав шăхăрса пыракан кулли хăнчен çухрăм ытла аякран иртсе кайнă. А.-п. й. 70. Пӳрнеске хăвăрт кăна кашкăр хăлхи ăшне кĕрсе ларать те шик! шăхăрать. Ib. Пӳрнески хытăран хытă шăхăрать. Ib. 71. Пӳрнеске кашкăр хăлхи ăшĕнчен ши-ши! шăхăрса ярать. Ib. Кам шăхăрать унта? — тесе каялла çаврăнса пăхать хуçа. Анчах Пӳрнески шăхăрма чарăнать. Кăшт кайсан, Пӳрнеске каллех шăхăрса ярать. Цив. Тула çĕрĕ илсе тух та, çавăн витĕр мĕн калас сăмахна каласа шăхăрайăр, вара эпĕ хамах килĕп. КС. Çил шăхăрса вĕрет. N. Сан çинче вара хурлăхлă çил анчах вĕретчĕ, усăсăр иртнĕ кунçулшăн шăхăрса йĕретчĕ. Дик. леб. 48. Вĕсен витĕр çил шăхăрса уласа анчах тăнă. КС. Кĕркуннехи вăйлă çилсем шăхăрса вĕреççĕ (в отверстиях и пр.). Ib. Пĕр пулькки шăтăк пулмалла: шăхăрса карĕ. N. Пулĕсем шăхăрса тăраççĕ. N. Шăхăрса ларать (о здании). Чуратч. Ц. Унччен те пулмарĕ, пуç минресе шăхăрса ячĕ, куç тĕтреленсе карĕ, трупаран мĕлле тĕтĕм тухать, çавăн пекех куçран кăвак тĕтĕм тухнă пек туйăнчĕ: Карачăм пенĕ те, мана туйи пуçранах тивнĕ. Ст. Чек. Вут шăхăрсан, хăна килет, тет. Никит. Хуран шăхăрсан — хуйăх пулать. (Примета). Слакбаш. Çуна шăхăрса пырать. Полозья саней как бы издают свист. || Емельк. Шăхăрать, смекает, понимает. Тайба. Шăхăрса çитеймен, не понял. Орау. Сăмаха час шăхăрса илеймест. Ст. Чек. Шăхăраймас, не догадывается, не понимает иносказательных выражений, намеков. Орау. Вăлтса каланă сăмаха час шăхăрса илмелле мар. Икково. Холха шăхăрмасть (плохо слышит). || КС. Шăхăрса юлчĕ, прозевал, остался с носом. N. Шăхăрса юлас марччĕ. Как бы не прозевать, как бы не проворонить. Яргуньк. Шăхăрса килет, идет ви с чем (не получив того, чего хотел). || КС. Шăхăр Йăван, глупый человек.
густой, чистый. СПВВ. ЕС. Шăхăр = çăра. Ib. Пир тĕртекен хĕç шăлĕ шăхăр пулат, е шалатка (сайра) пулат. СПВВ. ЕХ. Пир тĕртекен хĕçĕн шăлĕсем çăра пулсан, шăхăр теççĕ. СПВВ. НН. Пир тĕртмелли хĕçе тата алана: ку ытла шăхăр, пукра тухас çук, теççĕ. N. Хăмăш касрăм, хĕç турăм, хĕççи шăхăр пулминччĕ. N. Шăхăр хĕç = йăвă хĕç. N. Шăхар хĕç = çăра шăллă хĕç. || Красиво. N. Шăхăр = чипер. Хора-к. Тавай пăхас хĕр пăхас, ора шăхăр сырнине, çамка хĕрри кăтрине. || Лес? Н. Якушк. Ах аттеçĕм — аннеçĕм, кăнтăрла çиме лартăмăр, пур ачу та тĕрĕсчĕ, хĕве шăхăра ларнă чух санăн пĕр ачу çук пулĕ.
то же, что шăкăр. N. Ĕçлеме хĕнне-шăхăрне ан пар.
сызгырырга
«свистеть»; АФТ, ойр. сыгыр, ног., к. калп. сызғыр «свистеть»; см. шăрчăк; кирг. ышкыр, казах. ыскыр.
Çавăн пекех пăхăр:
шăтти-паттипе шăтчила шăх шăхăлчи « шăхăр » Шăхăран шăхăраш шăхăрашкала шăхăрни шăхăрт