1.
народ
народный
чăваш халăхĕ — чувашский народ
халăх влаçĕ — народная власть, власть народа
халăх дружини — народная дружина
халăх заседателĕ — народный заседатель
халăх тĕрĕслевĕ — народный контроль
халăх пултарулăхĕ — народное творчество
халăх сучĕ — народный суд
халăх уявĕ — народный праздник
халăх хуçалăхĕ — народное хозяйство
халăх ырлăхне ӳстерни — подъем народного благосостояния
халăхсен туслăхĕ çирĕпленсе пырать — дружба народов крепнет
2.
народность
3.
люди, общество, публика
мир
люд уст.
общественный, публичный, людской
мирской уст.
халăх библиотеки — публичная библиотека
халăх ĕçĕ — общественная работа
халăх кĕлечĕ — уст. общественный амбар
халăх сăмахĕ — народная молва
Пĕччен суран — типсех пырать, халăх сурать — кӳлĕ тăвать. — посл. Один плюнет — тут же высохнет, а народ плюнет — озеро образуется.
4.
население, жители
вăйпитти халăх — трудоспособное население
хула халăхĕ — городское население
халăх йышĕ ӳсни — рост народонаселения
халăх çăралăхĕ — плотность населения
5.
народ, публика, зрители, слушатели, присутствующие
туй халăхĕ — участники свадьбы
халăх тимлесе итлет — аудитория слушает внимательно
халăх шăп пулчĕ — народ затих
халăх кăткă пек хĕвĕшет — народ кишит как в муравейнике
6.
в почетных званиях
народный
халăх артисчĕ — народный артист
халăх поэчĕ — народный поэт
◊
халăх комиссарĕ — ист. народный комиссар
халăх комиссариачĕ — ист. народный комиссариат
Çавăн пекех пăхăр:
хал хал çиç хал ил халăк « халăх » халăх çĕрĕ халăх ĕçĕ халăх ани халăх арчи халăх вăлашки