çонат, крыло(-ья). Ст. Шаймурз. Кайăк-хур çунатне кассассăн, çитмĕл çиччĕ илме юрать, тет. Икково. Çонатту, твое крыло. Пазух. Икĕех те çунат тăвăттăм, вĕçсеех те пырса курăттăм. Альш. † Чĕкеçсем вĕçеççĕ çӳлелле, çуначĕ тĕпĕсене хытарса. N. † Аннен хĕрĕ полаччен, шăнкăрчă чĕппи полас мĕн, çонат çапса йорлас мĕн. (Хĕр йĕри). || Плавники (у рыбы). Юрк. † Шурă Атăлпа пулă ишет-çке, çуначĕсене шыва хумасăр. N. † Атăлта шур пулă ишет-ĕçке, икĕ çуначи юлат каялла (вар. çуначине шыва хумасăр). Чертаг. Çôнатти (с’онаττиы), боковые плавники рыбы. || Листья (капусты). Мусир. † Йăран-йăран купăста, хура çунатне усса ларать. N. † Пахча кăна пахчала, шур купăста çунатсене хуçмасан, пуç пулмаç. Пахча çич. 4. Купăста виçĕ çуната ларсан, ăна куçарса лартма юрать. || Крестообразная часть вороб. Юрк. Арăм йывăççи çуначĕ. || Карниз строений. Б. Яныши. Çорт çонаттисенчен томла йохать. Слеп. † Кăвик-кăвик кăвакарçăн, ыр çын сарай çонатти айĕнче. || Помощь, подмога, опора. Альш. † Ĕнтĕ тăванăмсем, çунатăмсем, тата тепре куриччен йĕр те тӳс. Рак. † Тăванăмсем, çунатăмсем, çул кăтартса кăларса ярăр-и, кил тĕлне лайăх тупмашкăн. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ, тăванăмçăм, çунатăмçăм, тепре курса калаçиччен йĕр те тӳс. || Отвод (саней). Н. Карм. Собр. † Ямшăк çуни çунатлă, ларса тухам терĕм те, çунаттипе çапса хăварчĕ, мĕн тăвас! Шел. 166. Темĕн чухлĕ сип-симĕс çунатсемпе витĕнеп. (Гов. „хĕвелçавнăш чечекĕ“, т. е. цветок подсолнечника). || Крылья мельницы. Шибач. См. арман. Якейк. Çонат вала çаврат. М. Тӳпт. Çонат чос, доски крыла мельницы. || Нарост на ногах лошади. Курм. Лаша орисенче, пĕрер кашнĕнче, пĕчик муклашка пак хăпарса тăраççĕ, вăсана çонат теççĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
çунак çунакан тăпра çунан вут çунаска « çунат » çунат йывăçĕ çунат хăмисем çунатлă çунатлă çын çунатлă кайăк