крылатый, с крыльями, имеющий крылья. Пазух. Кунсемех те уяр, çилсем сулхăн, çунат лăях кайăксем вĕçеймест. Орл. II, 235. Çунатлă — вĕçеймаçть, ури çук — хуса çитмелли çук. (Пулă). Сунч. † Çичĕ çунатлă кайăк çитнĕ çĕре çитет пулĕ салтакăн нушшисем. ТХКА 46. Кам пĕлет вĕсене (уток), çунатлă япала, вĕçсе те кайнă-и тен,— тетчĕ вара атте. ЧП. Çил çунатлă лашам пур, тытса пыма май кирлĕ. Юрк. Çунатлă çунам, йĕс тупан. Çатра-Марка. † Пирĕн çони çонатлă, шта солăннă, онта чопать; пирĕн лаши таканлă, шта сăра, онта чопать. С. Дув. Çил çунатлă çуни хыçĕнче. За нею (за лошадью) вострокрылые сани (она впряжена в вострокрылые сани). Хурамал. Çунатлă хур, крылатый гусь (здесь çунатлă — эпитет). || В перен. смысле. Ск. и пред. чув. Хĕрарăмсем хушшинче мĕнле сăмах çунатлă. || Птица. Микушк. Çунатлă ытать-и, пăтă-юсман ытать-и (дух поразивший болезнью)? тет.
Çавăн пекех пăхăр:
çунаска çунат çунат йывăçĕ çунат хăмисем « çунатлă » çунатлă çын çунатлă кайăк çунатлă тăрантас çунатлăн çунатла