(с’ура), детёныш. См. çурă, çăвăр, çӳрĕ, çӳр. Альш. † Тикки хире тилĕ çура тунă, хăй çурисем хăйсене пулас пек. Изамб. Т. Китăн ами (самка кита) е пĕр çура, е икĕ çура тăват. Яргейк. † Атти çури пуличчен, çырла çеçки пулас-мĕн. Альш. † Аннен ачаш чунĕ (нежное дитятко) эп, çӳпçи тĕпĕнчи пирĕ эп, аслă пӳртĕш çури эп (ам. б. çурри, т. е. половина?). N. Кӳр-ха çурине (малюточку; здесь афф. З-го л. обозначит только ласку) ман патма. || Рой. Кĕвĕсем. Вуникĕ те вĕлле хуртăма çуллен çура хушманшăн ӳпкем пур. N. Вĕллине уçса пăрахас пулмасть, уçсан, çурасене (çăврасене) шăнтма пулать. || Прибавок к основе, чтобы сделать холст пошире. Янших. Б. Çура хушнă тесе кумми çумне хушнине калаççĕ (если находят, что холст узок.)
Çавăн пекех пăхăр:
çурçĕрти Çурçан çурçанлă йывăç çурçер нандăвĕ « çура » çура çырла çура торти çураç çураçма çураçмалли