çот (с'ут, с'от), подр. удару. Панклеи. См. чош. Б. Олг. Хыйматлăх лартрĕ хĕрне, ларчĕç, тохса карĕç. Каччи тохрĕ, ой-хапхи патне тăрчĕ. Йоллине турĕ, виççĕ çот, çот! çапрă пушăпа ой-хапхинчен тохнă чох. Ib. Уç-лаппипе (= ывăç лаппипе) çапрăм стӳел çине çот! Ib. Атан сапор çине хăпарса ларат, çонаттипе çот, çот, çот! çапат, атсарат (= авăтса ярать): киккирик! тесе. Сятра. Утня (= утне) çот! çапат, тет. Ib. Çын утланса ларчă, тет те, çут, çут! парат, тет; вăртра (?) кӳл йăври-тавра виç хут çавăрăнса çитрĕ, тет. Тип-Сирма. Çак начар çын калех тепĕр ăстаккан тултарса ĕçнĕ те, аллисемпе кăкăрне çут! çапса: иккĕ кунта срок ыранччен анчах, тесе каланă.
, çот, холм, возвышенность, пригорок. Собр. † Çӳл çут тăрĕнче юр тăмаçть, пирĕн пуçра çӳç тăмаçть. Абыз. † Çучĕ çучĕ çырлалăх, тем, хамăрах çияс пек, ачасене чартăмăр. Орау. Кĕркунне, кĕтӳ пăхма пăрахсан, çучĕ-çучĕпе (каждый пригорок между оврагами) ĕни-лаши-сурăхĕ-сысни-мĕнĕпех кĕтӳ кăларса черетĕн-черетĕн пăхаççĕ, ăна (это стадо) касу теççĕ. Вотлан. Çут пуçĕнче пукане тайкаланса тарĕ. (Çырла). Коракыш. Пĕр çут аяккисенче икĕ куршак. (Куç). Сорм-Вар. † Атте килĕ çут çинче, çучĕ тулли çурчĕ пур, пире валли нимĕн те çук. Якейк. Хăта çорчĕ çот толли. Ib. Ати килĕ çот толли. Ib. Çав çот çине ачасам похăннă та, вылляма тапратнă. N. † Акăш вĕçет малалла, çутсем юлать каялла.
çот, светлый. См. çутă. Ярмушка-к.-Е. † Çот пăта та тотăхрĕ, пирнтен атти сивĕнчĕ. Пус. Тата, укçа парапăр, тесе, çут хĕç-тимĕртен тунăскерне параççĕ, тет (во время жертвоприношения). Синъял. Çут калушне çутатса, пурçăн тутăр вĕçтерсе. || В перен. смысле. Полтава 72. Ăна тӳлек, çут уйăх хуллен савса ачашлать.
çот, зажечь засветить. Орау. Çутса парас пуль сире (т. е. лампу). Янтик. Кăçал хĕлĕпех çак ламппа çутса пурăнтăмăр. КС. Эпир кăçал ку ламппа çутса пурăнтăмăр. N. Электричĕствă çутса яр-ха. Выçăхакансем 5. Лампă та пулсан çутчăрччĕç пĕр хутчен. К.-Кушки. Çут. Зажги. Ib. Çутас-и? Зажечь? Чхĕйп. Хайхи алăк патне хывма лартнă чĕрессемпе йăнашар хунă çăкăр çине çав хайхи (относится к çурта, а не к çип) çипрен тунă çуртана çутса янă. Сунч. † Çутсан, çут хăйна çутăрах. Поднять, так подними огонь побольше. Альш. Ку раксен хайчипе çурта хĕстере-хĕстере çута-çута ярат, тет. Ib. Асту, епле çутса пăхать. (Çĕрле аслатьи авăтмасăр çиçĕм çиçнĕ чухне калаççĕ, как будто кто-то нас ищет огнем.) Ала 2З. Чиркӳ ларать, ним калама та çук: ăшне çуртасем çутнă, çăп-çутă çутăлса ларнă, тет. || В неизв. значении. М. б. описка? Шихаз. Эпир татах (опять) сурăхран çутса юлтăмăр.
Çавăн пекех пăхăр:
çуса кай çуса ларт çуса пар çуса тух « çут » Çут çăлтăр çут çамка çут çамкалă çут çыран Çут амăшĕ