Шырав: анăрат - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(аны̆рат), sive анрат, facere, ut paene animo deficiatur etc., понудит. форма анăра. Ст. Чек. Çынна пуçĕнчен çапса анратрĕ. Оглушил (или ошеломил) человека ударом по голове. || Меtaph. Ст. Чек. Арăмне хĕне-хĕне анратнă. Побоями довел свою жену до отупения. Ib. Ялан вĕрет, пуçа анратрĕ. Все ругается, упрекает, все пристает с этим делом ко мне, так что просто вскружил голову. НТЧ. Тилмĕрсен-тилмĕрсен вара: „Пăхса ярас-и-мĕн сана, ĕнтĕ пуçа анратрăн“, тесе юмăçне тытса ларать. После упрашиваний (посетителя) йомзя говорит: „Погадать уж что-ли тебе, а то ты мне просто голову вскружил (= надоел)!“ — берет свой прибор для гадания и садится гадать. Сенг. Мана йăмăк кĕпе тăхăнма та памасть, ялан: „Атя киле!“ тесе анратать. Сестра не дает мне и рубахи надеть, все надоедает просьбами итти домой. Ст. Чек. Тете çапах: „Пальниччана леçĕр“, тесе анăрататчĕ. Старший брат все-таки настаивал на том, чтобы мы его отвезли в больницу. N. „Старик, юмăçа кай! Старик, юмăçа кай!“ тесе анрата пуçларĕ, тет. Она стала надоедать ему просьбами сходить к йомзе.

Çавăн пекех пăхăр:

анăра курăкĕ анăра пуç анăра-сухра анăрав « анăрат » анăраткала анăрач анăраш анăраштар анăрашу

анăрат
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150