(сары̆) или сар, желтый. Якейк. † Ыраш вырсан, уй сарă. В. С. Разум. КЧП. Сарă чĕресе тултарма çырла нумай кирлĕ. Ib. † Сарă-сарă чечекĕ, ма сарлакарах пулман-ши? Ядр. † Сăра курки — сарă курка. Тим. † Сарă çăмарта эпĕ хире кустартăм варрисене сарă витнĕрен. Пазух. Карăш килет каршлатса, сар ыраша юратать. Ib. Сĕтел çинчи сарă сăри, тинĕс енчи эрех лапах (точь-в-точь). N. † Шăшки вăрăм, мăйри сарă, татас килет мăйрине. Н. Лебеж. Тепĕр енне сарă саккускă тултартăм. Турх. Сарă-сарă çуртасем ялкăшаç. (Сарă-сарă — впечатление от множества желтых, бросающихся в глаза предметов). Альш. † Сарă çурта пек пĕвĕме эп ӳстертĕм, атте-анне умĕнче пурнас пек. ЧП. Сарă сĕлĕ сапсан та чарăнас çук. Ск. и пред. 26. Сарă пысăк кĕлетрен пĕркенчĕкпе хĕр тухрĕ. Янтик. † Икĕ ача, сарă ура, саркаланса ут çулать. Ib. † Сарă хумăш касса хӳш (= хушă) турăм савнă сар ачапа выляма. Ск. и пред. 67. Сарă хапха килсерен чĕнтĕрленĕ тăрăлă. Чув. пр. о пог. 63. Уйăх сарă, купчеме пулсан, уйăх пĕтечченех хутран-ситрен йĕпе пулкалах тăрат. Если месяц желтый, светлый, то весь месяц будет стоять сырая погода. || Эпитет солнца. Б. Яныши. Кăнтăрла çӳлтен сарă хитре хĕвел хĕртсе пăха поçлать. || Эпитет весны. Б. Яныши. Хаяр сивĕ хĕлле хыççăн хитре, ăшă, сарă çор килет. || Русый; красивый. Микушк. Сап-сар ача — русый, красивый парень, красавец. N. † Сарă-сарă ачисем, сар çӳçĕпе илемлĕ. Сĕт-к. † Атьăр киле, ачасам, сарă вăрăм хĕрсене (варлине) сар ачасам ерчĕç поль. Шел. 31. Сар-кайăк пек сап-сарă пĕр хĕр сиксе тухать те... Никит. Телейлĕ пурăнас тетĕн пулсан, ху сарă çын пулсан, хура хĕре ил, ху хура çын пулсан, сарă хĕре ил. Вотлан. Пасара сар хĕр нумай тухать, сарă кăтри сайрарах. В. Разум. КЧП. † Анне тунă — хĕр тунă (genuit me puellam), ма сарăрах туман-ши? С афф. З-го л. — блондинка. N. † Айта, тантăш, киле кас (= каяс), сана сарри кĕтет поль, мана хори кĕтет поль. Сарри сăмавар лартнă поль, хори хоран çакнă поль, çăмарта пĕçерсе хонă поль. || Масть лошади (саврасый, буланый, соловый). || Назв. растения, папоротник (= шĕшлĕ корăк). В. Олг. || Желтуха (болезнь). Бывают: сарă сарă, желтая желтуха и хура сарă, черная желтуха. ГТТ. N. Ача сарра кайрĕ (= ачана сарă ӳкрĕ). || Яз. имя мужч. МПП.
(сары̆), назв. женского наряда. См. сар. В Русском Государственном музее имеется целый ряд сарă, собранных в различных местах чувашского населения. Продолговатый лоскут материи, обшитый по краям ленточкой; на экземпляре, виденном мною в М. Карачкине, на лоскуте по красному полю, было четыре прямоугольных вышитых узора: одна пара над другой; по всему нижнему краю сарă висели кисточки (шерепе). Пшкрт. Сарă. Их привязывали кругом всей талии несколько. Мĕлĕш. Ку (не этот) тăватă сарра пĕрле çакса çӳренĕ. Разг. С. Мих. 24. Сарă, назв. убора („в роде длинного корсета“). Ст. Чек. Женщины и девушки привешивают „сарă“ сзади к поясу. Имеет оно форму трехугольника, по нижнему краю нитяные кисточки (ярапа). Ib. Сарă — особый поясочек, назади хвост из полотна с узорами. Юрк. Сарă, старинный женский наряд, трехугольник, привешиваемый к поясу сзади, на нем были шелковые узоры. К.-Кушки. Сарă çыхнине ваттисем анчах пĕлеççĕ, çамрăксем ăна пĕлмеççĕ. N. Сарă (наряд) — сар çиппинчен тăваççĕ. СПВВ. Сарă — подвязка у девушек. Микушк. Сарă; çӳçи — шаль пурçăн, ăна тĕрлĕрен шаль çиппипе тĕрленĕ. N. Ĕлĕк хĕрарăмсам той чохне çома сарă çакнă, тет. Она сентел (красный цвет) çине те туса, куак çине те туса, тĕрлесе. Зап. ВНО. † Павăл мана илмерĕ, çитмĕл кĕпем пурччĕ ман, сакăрвун мăшăр саррăм пурччĕ. Ib. Сарăн шерепи полать. См. шерепе. Такмак. Йĕм тăхăн та сарă çых, кĕпи хăтаран. N. Сар сыппи çукки (у кого нет) тăларан тăвăр. (Такмак). Богдашк. Сар сыппи çукки мучаларан тăвăр. См. çинçе. Альш. † Саррăн хӳри сар чечек, сарăп-çыхăп, мĕн тăвăн? Названия частей сарă: 1) сар сыппи или кут сыппи (широкий поясок сзади, к которому пришивается лоскут холста, составляющего основу сарă); 2) пиçикки (узкие пояски, пришиваемые к сар сыппи); З) сар туни (лоскут холста, основа сарă); 4) сар хӳри или сар çӳçи, сар шерепи („хвост сарă“, все нити, висящие от сар туни); 5) сар ярапи или сар пачаки (боковые кисти); 6) сар хĕрри или сар çивĕтĕш (отделанные края сар туни); 7) сар шăтăкли (кружево у нижнего края сар туни); 8) касман шăтăкла (мережки у верхнего края сар туни); 9) ярапа куçĕ (узел кисти); 10) хут хуппи (цветная бумага, подкладываемая под сар шăтăкли). [Термины представлены в 1936 г. студ. Чувашск. Пединститута М. Мухиной из с. Карачева, Козловск. р.].
Çавăн пекех пăхăр:
сар-симĕс Сар-хун сар-чечек сар-чечче « сарă » сарă çу сарă кăшман сарă кайăк сарă карас сарă катăркаç