I.
синьзе — старинный чувашский обряд охранения земли, когда на двенадцать дней запрещались работы на ней
II.
1.
тонкий
çинçе кантра — тонкая веревка, бечевка
çинçе пилĕк — тонкая талия
çинçе пӳллĕ хĕр — девушка с тонким станом
çинçе хĕлĕх — тонкая струна
Çип çинçе пултăр, калаçу карă пултăр. — погов. Пряжа пусть будет тонкая, беседа пусть будет крепкая (букв. туго свитая).
2.
узкий
çинçе вар — узкий овраг, овражек
çинçе сукмак — узкая тропка
çинçе пĕçĕллĕ шăлавар — узкие брюки
3.
высокий, тонкий (о голосе)
звонкий
çинçе сасăпа калаç — говорить тонким голосом
çинçе саслă купăс — звонкоголосая гармонь
◊
çинçе пыршă — анат. тонкая кишка
çинçе урам — диал. переулок
син.: çинçешке
тонкий; çинçет – утончать.
195 стр.
(с’ин’з’э), тонкий (в обхвате, напр., веревка, нитка, волос, деревцо, палка и пр.). См. çинче, çӳхе. Собр. † Çинçе мăйлă чĕкеçне хĕр пуçĕ сырма ятăмăр. Çутт. 82. Хăй пĕтĕмпех пăртан, юписем питĕ çинçе çут шăрçа пек йăлтăртатаççĕ. N. † Хамăра курайман тăшмансен çип пек çинçе çĕртен татăлать. ЧС. Хăй тăватă уралă, урисем вăрăм та çип-çинçе, тьыха ури пек. Микушк. † Çамрăк пуçăма йывăр килсен, çинçе пӳçăм авăнать. || Узкий. Чураль-к. † Çинçе варта çинçе (тоненькая) хĕр вăшкăлтатса вут çулать. Чув. пр. о пог. 63. Уйăх çинçе, çутă пулсан, уйăхĕпех уяр тăрать. Если месяц тонкий и светлый, во весь месяц будет ясно. N. † Çинçе çырма тĕтрине пĕлĕт илет парнене; çак сăнăма савса патăм, ан ман пĕрле тăнине. || Высокий (о голосе). N. Çинçе сасă (çӳле илекен саса), высокий звук. || Узость. Сред. Юм. Салтакран та кăкăр виçене çитмесĕр, çинçепе юлнă вит ôлă.
(с’ин’з’э), назв. старинного чувашского праздника. См. Магн. М. З5. Рекеев. çинçе. (Вăл) вунçиччĕ çапсан пуçланать (когда долгота дня 17 часов), вуник куна пырать; в это время всякие земляные работы, не только пашня, но и распахивание огородов, рытье ям, воспрещалнсь (çĕре тапратмалла мар пулнă); хĕрлĕ, кăвак улача тăхăнмалла мар, шурă тăхăнмалла, хĕвел анас патне çитиччен вут чĕртмелле мар. Юрк. Пирĕн ял çула, çимĕк иртсен, пĕр эрне хушши „çинçе“ тăват. Çав çинçере çынсене нимĕн те ĕçлеттермеççĕ, ахаль анчах тăма хушаççĕ. Ялта кам-та-пулинскер пĕр-пĕр ĕç ĕçлесен, тырра пăр çапат, е урăх тĕрлĕ пĕр-пĕр сиен пулат, теççĕ. Авă çавăнпа çав çинçене тĕттĕм халăхсем питĕ хытă сых тытса тăраççĕ. Çав çинçере хĕрлĕ е кăвак кĕпе тăхăнтармаççĕ. Пурте шур кĕпе тăхăнса, хăйсем пеккисемпе пĕр çĕре пуçтарăнса, кам-та-пулш пĕр-пĕр ĕçлемес-ши, е тата хĕрлĕ е кăвак кĕпе тăхăнса. Çӳремес-ши тесе, ял тăрăх пăхса çӳреме каяççĕ. Иначе снимают с него, а одетых в красное и синее обливают водою. N. Çинçе бывает после троицы. Çинçене кĕнĕ, çинçе каласа çӳренĕ (обьявляли, чего нельзя делать во время çинçе). ДФФ. Çуракине пĕтерсен, ик-виç эрнерен çинçе праçникне тăваççĕ. Вăл праçнике пĕтĕленнĕ çĕре хисеплесе тăватьчĕç. Çинçере çĕре сухалама, тăпра чавма, çĕре шалча е юпа лартма юрамасть, тетчĕç, кăвак кĕпе, хĕрлĕ кĕпе тăхăнмастьчĕç. хуралтăсем тăрне улăхма чаратьчĕç, хĕрарăмсем хура кĕпе-йĕме çума каймастьчĕç. Ib. Вăл праçнике (т. е. çинçене) пĕтĕленнĕ çĕре (беременную землю) хисеплесе тăватьчĕç. Шурăм-п. Çинçе чухне вылясан, кулсан, шăхăрсан, купăс-мĕн каласан, тырă пулмасть, теççĕ. Ск. и пред. чув. 70. Икĕ пĕр пек пĕрлешсен, шеп те пулĕ туй! теççĕ: çинçе хăçан çитĕ-ши? епле вăхăт ирттерес. Сред. Юм. Çулла, пĕр-ик эрнене çинçе чараççĕ. Он чохне çĕр чавма, тăла пôсма, кĕпе çума, тирĕс тăкма, тăта ытти ĕçе те тума йорамас. Ib. Майпа июнь уйăхĕнче çинçе чараççĕ. Ун чôхне çĕр чавтармаççĕ, тăла пôстармаççĕ, тирĕс тăктармаççĕ. N. Унтан тата, çимĕк иртсен, икĕ эрне çинçе праçникĕ тунă (делали); ун чух вăл праçникре нимĕн те ĕçлемен, çывлăх (= çылăх), тесе. Н. Седяк. Çураки пĕтсен, пĕр эрне çĕр чавма хушмаççĕ, çак çĕр чавма юраман вăхăта „çинçе“ теççĕ. Çинçе вăхăтĕнче килте пурăнаççĕ, утă чӳкне те çак вăхăтра тăваççĕ. Собр. Çинçеччен çум çумласассăн, пăр çапат, тет. Çум çумлакан çыннине аçа çапат, тет. Тюрл. Ыраш пуç кăларнă вăхăтра стариксем пĕр çĕре пухăнса ана çине кайса пăхаççĕ. Кайса килсен, старастана: ĕнтĕ ыраш пуç кăларать, çинçе тăвас, теççĕ. Çав çинçене вăсем хисеплесе икĕ эрне ним тумасăрах ирттерсе яраççĕ. Çум çумлама та, тирĕс тăкма та, çĕр чакалама та хушмаççĕ. Çав ĕçсене тунине курсан: эсĕ халăх хушнă пек тумастăн, акă вăйлă çăмăр, е пăр çуса кайсан, сана халăхсем парĕç, теççĕ те, ĕçлеттермеççĕ. Кăвак кĕпесене те çума хушмаççĕ, кăвак кĕпесене çунине курсан, пичĕсенчен кĕпесемпе çапкаласа пĕтерсе, кĕписене çырмана пăрахаççĕ; сарă хӳрисене хĕретме те хушмаççĕ, хĕретнине курсан, сарă хӳрисене илеççĕ те, çырмана юпа çине çакса хурса, памаççĕ. Çула вăйлă çăмăр е пăр çуса кайсан: ку хĕрарăмсем çинçене хисеплемен пирки пулчĕ, тесе, вăрçаççĕ. Çапла вара вăсем йăвăр ĕçсене ĕçлемесĕр ик эрнене ахалех ирттерсе яраççĕ, Т. IV. Çинçере хуралт тăррине хăпарсан, тырра ăшă тивет, теççĕ. (К этому КС приписал: пуçаххисем выçă пулаççĕ). Симб. Çимĕкчен виçĕ кун малтан çинçе праçникĕ пулать. СПВВ. ИА. Чăвашсем тырă шăркаланнă вăхăтра çинçе ятлă праçник тăваççĕ. См. çинче.
[ŝinĵe]
mallarĝa
çинçе кантра — mallarĝa ŝnuro
çинçе пилĕк — malgranda talio
çинçе сукмак — mallarĝa vojeto
çинçе сасă — delikata voĉo
çинçел — maldikiĝi
çинçелĕх — mallarĝeco
çинçен — mallarĝe
çинçет — mallarĝigi
çинçешке — maldika, svelta, magra
«тонкий» (о нитке); др. тюрк., МК инчике, Замахш., АФТ инчке (ч — ç), кумык, инче, уйг. инчикә, инчик, узб. ингичка, ног. йинишке, кирг. ичке, казах., к., калп. женишке, тув. чиңге «тонкий»; азерб. инчә, туркм. инче, тур. индже, «тонкий», «нежный», «изящный», «элегантный», «изысканный», «искусный».
Çавăн пекех пăхăр:
çин çин ути Çин-ял çинçĕш « çинçе » çинçе çĕр Çинçе çыран çинçе ôрам çинçе курăкĕ çинçе пӳ