возвр.
1.
подниматься, подыматься
двигаться вверх
тĕлĕннипе унăн куç харшисем çĕкленчĕç — от удивления брови у него поднялись
самолет тӳпене çĕкленет — самолет взлетает ввысь
тусан юпа пек çĕкленет — пыль поднимается столбом
шыв шайĕ çур метр çĕкленнĕ — уровень воды поднялся на полметра
хĕвел çӳле çĕкленчĕ — солнце поднялось высоко
2.
подняться, встать (из лежачего или сидячего положения)
вырăнтан çĕклен — подняться с места
кăшт çĕклен — приподняться
çĕртен çĕклен — подняться с земли
3.
подниматься, расти
çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ — поднимаются новые дома
хула çĕкленет — город растет
4.
возвышаться, выситься, вздыматься
савăт мăрьи çӳле çĕкленет — высоко вздымается заводская труба
çĕкленсе тăр — возвышаться
5.
подняться, двинуться
атакăна çĕклен — подняться в атаку
кĕрешĕве çĕклен — подняться на борьбу
революци çĕкленнĕ тапхăр — период подъема революции
6.
подняться, начаться
тăвăл çĕкленчĕ — разразилась буря
шăв-шав çĕкленчĕ — поднялся шум
7.
подниматься выше, возрастать
унăн авторитечĕ çĕкленчĕ — его авторитет возрос
8.
подниматься, быть на подъеме, получоуь развитие
халăх пуçарулăхĕ çĕкленни — подъем народной инициативы
экономика çĕкленет — экономика находится на подъеме
9.
воодушевляться
испытывать подъем
кăмăл çĕкленчĕ — настроение поднялось
çĕкленсе калаç — говорить с подъемом
10.
расти, получать повышение
службăра çĕклен — получать повышение по службе
11.
кичиться, чваниться, зазнаваться
çĕкленсе кай —
1) обрадоваться
2) получить повышение, сильно вырасти
3) зазнаться
Чапа тухсан ан çĕклен. — погов. Прославишься — Не зазнавайся.
◊
ӳссе çĕклен — вырасти, возмужать, повзрослеть
алă çĕкленмест — рука не поднимается (сделать что-л.)
подниматься. Сунт. Трукка сылтăм алли çинче çĕкленсе выртать. || Подняться в благосостоянии. Альш. Раккассисем халь çĕкленсе кайрĕç вĕсем, теççĕ елшелсем. Юрк. Карачăмĕ çапла çуллен çул темиçе тапхăр пулăшнă пирки, Миките Микулайĕ чиперех (порядочно) çĕкленсе каят (поправился делами, стал жить справно). || Возвышаться положением, значением. N. Халăхсен хушшинче çĕкленĕп. N. Мухтава туха пуçласанах, çĕкленсе çите пуçласанах, çӳле кайнă тĕтĕм пек çухалĕç. || Повышаться по службе. Юрк. Ун куç умĕнче пурăнакансем (служащие) часах çĕкленсе каяççĕ. || Радоваться, чувствовать подъем. Пазух. Савни тытса чуп-тусан та, чун çĕкленсе каять-çке. Ск. и пред. чув. 69. Куçĕсемпе пăхнă чух каччăн чĕри çĕкленет. N. Çылăхран та хăрамаççĕ; ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха, тесе çĕкленсе каласа ячĕç, тет, кӳршĕ арăмĕсем. || То же, что ĕрĕх. Ст. Чек. Çĕкленсе карĕ, ĕрĕхсе карĕ. || Кичиться. N. Чапа тухсан, ан çĕклен. N. Намăса пĕлмĕç, çĕкленсе калаçĕç. N. Тĕрĕс мар çинчен çĕкленсе калаçаççĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
çĕкле çĕклевĕç çĕклекеле çĕклем « çĕклен » çĕкленкеле çĕклентер çĕкленӳ çĕкленӳллĕ çĕкленӳллĕн