1.
змея
змеиный
наркăмăшлă çĕлен — ядовитая змея
хура çĕлен — гадюка
хурăн пуçлă — çĕлен уж
çĕлен ăйăрĕ — змея-самец
çĕлен йăви — змеиное гнездо
çĕлен наркăмăшĕ (сĕлеки) — змеиный яд
çĕлен сăнни — змеиное жало
çĕлен тирĕ (кепи) — змеиная шкура
çĕлен чĕлхи — 1) змеиный язычок 2) уст. наговор против змеиного укуса
ăна çĕлен сăхнă — его змея ужалила
çул çĕлен пек авкаланать — дорога вьется змейкой
Çĕлене çĕлен çимест. — посл. Змея змею не ест. (соотв. Ворон ворону глаз не выклюет).
Çĕленпе калтан чĕлхи пĕр. — посл. У змей и ящериц один нрав (букв. язык).
2. миф.
дракон, змей
вĕре çĕлен — огнедышащий дракон
вут çĕлен — огнедышащий дракон
çĕлен патши — главный змей, царь змей
3. перен.
змея
подлец
подлый, коварный
Тăшман — çĕлен, ăна ан ĕнен. — посл. Враг коварен, не верь ему.
◊
çип çĕлен — зоол. 1) волосатик 2) диал. пиявка
хут çĕлен — бумажный змей
çĕлен калчи — бот. гусиный лук
çĕлен курăкĕ — бот. гусиный лук
çĕлен лаши — 1) стрекоза 2) водяной скорпион
çĕлен пулă — зоол. 1) вьюн 2) шиповка (рыба)
çĕлен пуши — бот. ягоды ландыша
çĕлен çип — суровые нитки (скрученные вдвое)
çĕлен çип сĕвемĕ — кусок суровой нитки
çӳлтенех те вĕçен тăрнасен çĕлен çипрен çинçе мăйĕсем — фольк. у пролетающих в вышине журавлей шеи тоньше суровых ниток
II. возвр. и страд.
1.
шиться
хулăн брезент лайăх çĕленмест — толстый брезент шьется плохо
2.
затягиваться, зарубцовываться, срастаться
суран çĕленсе ларнă — рана затянулась
змей
хура çĕлен — гадюка
хурăн пуçлă çĕлен — уж
туй çĕлен — медяница
чăпар çĕлен — серый змей
шиться. || Слипаться. Трахома. Малтанах куç хĕрелет, куç-çулĕ юхакан пулать, унтан çутта пăхма ями пулать, кăшт выртма çук çĕленсе ларать. || Сростись. Абыз. Сан çĕлĕкĕ пуçă çумне çĕленсе ларнă, илме çук. Твоя шапка (как-будто) срослась с головой, не снимешь. || Заживать, зарубцеваться (о ране). СТИК. Алла касни тӳрленет ĕнтĕ, çĕлене пуçларĕ (рана стала заживать).
(с’ӧ̆л’эн’, с’ӧ̆л’эн, с’э̆л’эн’, Пшкрт: с’э̆лӓн, в некот. гов. с’л’эн’, т. е. в один слог, но с губным с’), змея. К.-Кушки. Çĕлене çĕлĕн çимес. (Послов.). N. Вара çĕлен хурчкана, çиленсе, хӳрипе çапса çунтарса янă, тит. Хурчăка вара тĕк-çӳçсĕрех таврăннă та, таврăнсан вара сĕт çине кĕрсе ларса, унăн тĕкĕ-çӳçĕ çитĕннĕ. Ск. и пред. чув. 21. Çиленсессĕн, çĕлен пек, куçĕпе çиçĕм çиçтерет. Туй. Унăн виçĕ витре кĕрекен сăмаварĕ пур, вуник пуçлă çĕлен пек чашкăрса ларать. Нюш-к. Çĕлене каснă çавапа ӳте кассан, çĕлен чĕлхеçне вĕртмесен, суран тӳрлене пĕлмест. N. Çĕлен йывăççа (йывăç тавра) явăннă (обвилась). N. Çĕленпе калтан чĕлхи пĕр, теççĕ. (Послов.). Бур. Ăшша çĕлен те иленет. (Послов.). Кан. Уйра çӳренĕ чух, е вăрмана хăваласа кĕрсен, выльăхсене çĕлен сăхать. Орау. Паян ĕнене кĕтӳре çĕлен ĕмнĕ. N. Çавăншăн вĕсем çине çĕлен янă (напустил змей). Кан. Çĕлен пек çĕмĕрт тĕслĕ, çула кисретекен ăйăрсем. Ст. Чек. Тĕлĕкре сивĕ шыв ĕçнĕ пек этем ăшне çĕлен кĕрет. Ib. Çамрăк хура лашана (кастарнă выльăх) чуптарса тарлатса килсен, унăн шăкне çавăн чухне шăнине ĕçсен, çĕлене чыстă вакласа кăларат, тет. КС. Çĕлен пек = вăрăм, яка (лаша). Сред. Юм. Çĕлен пик тесе пит самăр, яка лашана калаççĕ. СТИК. Мăнтăр тьыхасене: çĕлен пек, теççĕ. (Так же называют злого человека: вăт пулат та иккен çĕлен). Ib. Пирĕн пĕр питĕ хаяр çын пур. Çавă, ваттисем каланипе, çĕлен чĕлхине çăтнă, тет. N. Качакан(а) çĕлен ĕмнĕ (мало молока). Юрк. † Çĕрте çĕлен шăват-çке, кăлкан тĕпĕ çунат-çке. Ib. † Эпир савнисене ют савсан, çĕлен пулса вырттăр çумĕсенче. Ib. † Ан кулян, тăван, хĕлĕхшĕн (что оборвалась струна), санăн купăс хĕлĕхĕ ылттăн мар. Ай-хаях, ылттăн мар, кĕмĕл мар, вăта таран татнă çĕлен мар. N. † Хирте çĕлен шăхăрать, пĕтĕм хире ян ярать. || Змея, охраняющая скот (старое поверье). Шорк. Выльăх картинче пĕр çĕлен пулать, тет; çав çĕлен картари выльăхсене сыхласа пурăнать, тет. || Пиявка. Торп-к. Çĕлен, пиявка. М. б. описка, вм. сĕлек, сĕлĕк?
палка заостренная, с одного конца тупая. Ее обмораживают и пускают для забавы по снегу. Иначе йăпăр. Симб.
отсюда: çĕлен-çип.
елан
«змея»; др. тюрк., МК, АФТ, туркм., тур., тат., кумык., ног., башк. йылан, азерб. илан, узб. илон, тат. елан, . кирг., казах., к. калп., карач.-балк. жылан, уйг. жилан, тув., хак. чылан, алт. В дьилан «змея»; уйг. жилан белик, кумык. йылан балык, казах. жылан балык, тат. елан балык «угорь»; чув. çип çĕлен, тат. епь елан, башк. кыл йылан, узб. килилон «волосатик» (зоол.), букв.: в чув. и тат. «нитка-змея», в башк. и узб. «конский волос-змея». Образованы от глаголов йыл (др. тюрк.), кирг. жыл, алт. В дьыл, хак. чыл, якут. сыыл «ползать на брюхе», «извиваться» и представляют собой форму настоящего причастия со значением «ползающий», «ползучий», «пресмыкающийся».
змея — serpens [шуса çӳрекенсен йăхĕнчи урасăр чĕрчун]; вилĕм çĕленĕ смертельная змея — acanthophis antarcticus [кăнтăрта пурăнакан наркăмăшлă çĕлен]; пăвакан çĕлен удав — boinae; пăхăр (суккăр) çĕлен медянка — coronella antar [хĕрлĕ хăмăр тĕслĕ çĕлен]; çемренле çĕлен стрела-змея — psammophis lineolatus [Азире пурăнакан çĕмрен евĕрлĕ çĕлен|; тигрла çĕлен тигровая змея — notechis scutatus [Австралире пурăнакан чи наркăмăшлă çĕлĕн]; чашкăравçă çĕлен гремучая змея — grotalus durissus [Америкăра пурăнакан чи наркăмăшлă çĕлен]; щит питлĕ çĕлен щитомордник — agkistrodon halys [кăнтăрта пурăнакан наркăмăшлă çĕлен]
Çавăн пекех пăхăр:
çĕлекеле çĕлем-çип çĕлемен Çĕлеменкасси « çĕлен » çĕлен ăйăри çĕлен çăварĕ çĕлен çăмарти Çĕлен çот çĕлен çури