Шырав: ĕмĕр

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
век, столетие
çирĕммĕш ĕмĕр — двадцатый век
иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче — в конце прошлого века
ĕмĕртен ĕмĕре — из века в век
ĕмĕрсем хушши — веками
ĕмĕр хушшинче — в течение века
2.
век, эпоха
вăтам ĕмĕрсем — средние века
космос ĕмĕрĕ — век космоса
3.
жизнь, годы, пора жизни
çамрăк ĕмĕр — молодые годы, молодость
яш ĕмĕр — молодые годы, молодость
ĕмĕр тăршшĕпе — всю жизнь
вăрăм ĕмĕр сун — пожелать долгих лет жизни
ĕмĕр ирттер — прожить жизнь
ман ĕмĕре çитĕ — хватит на мой век, на мою жизнь
Çамрăк ĕмĕр иккĕ килмест. — посл. Молодость дважды не приходит
Ĕмĕр сакки сарлака. — посл. Скамья жизни широка. (соотв. Жизнь прожить — не поле перейти.
Пурăннă ĕмĕрте катах пуртă та кирлĕ пулнă, тет. — посл. В долгой жизни может пригодиться и щербатый топор.
4.
вечно
ĕмĕр симĕс йывăç — вечнозеленое дерево
пирĕн туслăх ĕмĕре — наша дружба вечна
5. разг.
вечно, постоянно, всегда
вăл ĕмĕрех юлса килет — он всегда опаздывает

тем ĕмĕр — целую вечность, очень долго

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

век
вечный, вечно

урăх ĕнтĕ ĕмĕрте те курас çук есĕ ăна — больше ты ее уже во век не увидишь
ĕмĕр ĕмĕрле — жизнь проживать
епĕ хам ĕмĕрĕме те Питĕре пĕрехсех кайнă — я за всю свою жизнь ездил в Питер один раз
во все дни жизни твоей — ĕмĕрӳ тăрăшшĕпех
ĕмĕр ĕмĕрлĕхех ирĕке кăларнă — освободил на веки вечные
ĕмĕр ĕмĕрех пырĕ — будет существовать вечно
ĕмĕр кĕске — жизнь коротка
ĕмĕр ĕмĕрне — во вес век
ĕмĕрлĕхе — на веки
ĕмĕрхи — вечный
ĕмĕртенпе — искони

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

неупотр. понуд. гл., откуда: ĕмĕрт.
(ӧ̌мӧ̌р, э̆мэ̆р), век. М. П. Петр. Этеме пурăннă-çемĕн ăс кĕрет те, анчах ĕмĕрĕ кĕскелет. Чем больше человек живет, тем больше набирается ума, только жизнь его сокращается. N. Ӳпренĕн ĕмĕрĕ ик эрне. Век мошки — две недели. Сред. Юм. Ĕмĕр сакки сарлака, ȏнăн вĕççи кȏрăнмас (тесе), ĕмĕр вăрăм, малла (= малалла) мĕн пôлассине пĕлместĕн, тессине калаççĕ. N. † Епир вылянă-кулнисем каят ĕмĕр тăршшăне. К.-Кушки. † Эпир вылянни-кулнисем пырĕç ĕмĕр тăршшине. Память о наших играх и весельи сохранится на всю жизнь. Хыпар № 19, 1906. Халĕ сасартăках ĕмĕрти чи пысăк ĕçсене тума тытăнмалла пулчĕ. Теперь неожиданно пришлось взяться за самые важные в жизни дела. Пшкрт. Эп хам порăннă ĕмĕрте шатак (шадак) корсатăп (корзады̆п). Я на своем веку всего навидался. N. Ĕмĕрне чăваш чĕлхипех асапланса ирттерчĕ. Весь свой век провел над чувашским языком. Якейк. Ĕмĕрне контах иртерч. Весь свой век прожил здесь. . Ĕмĕрех асапланатпăр. Всю жизнь мучаемся. . Ĕмĕрех конта порнать. Весь свой век проживает здесь. N. † Ĕмĕр иртсе каятĕ, тĕкĕ персе те чарас çук, тăм сĕрсе те чарас çук. Юрк. Калăн, хăйсем темиçе ĕмĕр пурăнмалла, тесе. Скажешь (подумаешь), что они проживут несколько веков. N. † Йăш-шыв çинче тĕтре чох, кайăк вĕçни палăрмаç; яш ĕмринче порннă чох, вĕрем иртни сисĕнмест. Когда на речке... туман, то не видишь, как летит птица; когда проводишь молодость, то не замечаешь, как летит время. Пазух. Çăварни çуни хура çуна, тытрăм-кӳлтĕм хура лаша; сикрĕç-ларчĕç хура хĕрсем, ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. Букв. Ĕмĕр сакки сарлака теççĕ. Лавка жизни широка. (Послов.). Сир. 40. Ăссăрпа йĕркесĕршĕн пурнан ĕмĕрех йĕр. Ходар. Вăл çын патне пур усал юлать те, вăл вара ĕмĕре те ыр курса пурăнаймаçть. (Вирĕм). К этому человеку собирается («остается») всякое зло, и он поэтому во всю свою жизнь не видит добра (благополучия). Ч.П. Ĕмĕр иртни, течение (прохождение) жизни. Ст. Чек. Ĕмĕре ирттерни — тикĕс ирттерни пулат. Сред. Юм. Ĕмĕр иккĕ килес çок. Жизнь не повторится («почему же не удовольствоваться?»). Рак. † Пирĕн тăвансем: ах! тиеççĕ, епле ĕмĕр ĕмĕрлес! тиеççĕ. Изамб. Т. Шел çамрăк çынна; ĕмĕрĕ пĕтнĕ пулĕ çав. Жаль молодого человека; должно быть, жизни его пришел конец. Менча Ч. (и в др. гов.). Ĕмри — его жизнь. Орау. Ĕмĕрне çавна шыраса ирттерчĕ Шăршĕвӳ те. Шыржи («твой Шыржи», n. viri) такой смерти и искал всю жизнь (собаке собачья смерть). Ч.П. Ĕмĕрĕм вĕçне çитетĕп. Доживаю век. Кратк. расск. 26. Ăна ĕмĕрĕнче пĕр çын та: Иов капла усал, Иов çапла усал, тесе, çăвар уççа, калакан пулман. Орау. Мĕн пур ĕмерне Хусанта ирттерчĕ. Весь свой век прожил в Казани. . Мĕн пур ĕмĕрне кĕнеке çинче ирттерчĕ. Весь свой век провел над книгами. . Ху ĕмĕрĕнте эсĕ ăна кураяс çук. На своем веку ты не увидишь его. Регули 711. Ман ĕмĕрех (ĕмĕре) çитĕ ку япала. На мой век хватит этой вещи. Изамб. Т. Пĕрре тытсан, ул ĕмĕре пырат. Раз загородить, и на век хватит. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, сĕт каткинчен тохнăскер, катан-пирпе тытнăскер, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ (жизнь показалась радостной). Альш. Вĕсем вара ĕмĕрнех суккăр пулса ирттернĕ. Они всю свою жизнь были слепыми. Ядр. † Шăпăр, шăпăр çӳмăр çăвать; хĕвел пăхать, типĕтет, пирĕн ĕмĕр çанашкал. Шумит дождик и намачивает; взглянет солнышко и высушит; такова жизнь наша. Посл. 191,17. Ку ĕмĕрĕн пуянĕсене ӳкĕтле. О сохр. здор. Ватăлса виличченех ĕмĕрĕнче те пĕр чир-чĕр те курмаççĕ. До самой смерти в преклонных летах не знают никаких болезней. Ау. 102. Ватăлас ĕмĕрте вĕсем пĕр ывăл ача тупнă. На старости лет у них родился («нашли») мальчик. Альш. † Пĕр ĕмĕр те кунта, пĕр ĕмĕр лере: саклата та хунă мул пекех. (Застольн. песня). Псалт. 16,14. Вĕсене çак ĕмĕрĕсенчех çĕр çинчи суйласа илнĕ сахаллисенчен уйăр. . Санăн патшалăху пур ĕмĕрсенче те тăракан патшалăх. К.-Кушки. Ĕмĕрте катăк пуртă та кирлĕ пулнă, тет. В жизни, говорят, может пригодиться и обломанный топор. (Послов.). || Век, saeculum. Канон. Эсĕ этеме калама çук савнă тăрăх юлашки ĕмĕрсенче ĕмĕр хĕр Маріяран ӳтленнĕ. || Вечно. Ягутли. Кирек камăн та пурнан кунсенче ĕмĕр асăнмалла вăхăтсем пулаççĕ. У каждого бывают в жизни незабываемые минуты. М. Васильев. Ай-ай, аван! Ĕмĕрех ко тапакка шăршлăттăм. Ах, как хорошо! Весь свой век нюхал бы этот табак. Сборн. по мед. Юмăç тени ĕмĕр çук пулать. Знахари вечно бывают бедны. Орау. Ĕмĕр каймастăп. Во веки не поеду. Чăв. й. пур. Кайран акнă тырă ĕмĕрех начар пулат. Поздний посев всегда бывает плох. Ст. Чек. Атсем (= ачасем), хăнана кайсан, ĕмĕр çапла пулат вăл! Ребята, когда пойдешь в гости, всегда так бывает! || Долгое время. СТИК. Мĕн ĕмĕр хытланса тăратăн эсĕ унта! Сколько времени ты там возишься! Коракыш. Ку кайăка чĕрĕллех тытас тесе, Иван тем ĕмĕр çӳренĕ. Желая поймать эту птицу живьем, Иван проходил очень долго.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

гомер

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

[emer]
jarcento, epoko, vivo, eterne, eterna
эпир çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте пурăнатпăр — ni vivas en la dudek unua jarcento
иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче — fine de la pasinta jarcento
ĕмĕр хушшинче — dum jarcento
вăтам ĕмĕрсем — mezepoko
информатизаци ĕмĕрĕ — jarcento de informatikado
ĕмĕр тăршшĕпе — la tutan vivon, dumvive
эпир сана вăрăм ĕмĕр сунатпăр! — ni deziras al vi longan vivon!
ĕмĕр ирттер — travivi, vivi la vivon
ман(ăн) ĕмĕре çитĕ — por mia vivo sufiĉos
пирĕн туслăх ĕмĕре пултăр! — estu nia amikeco por ĉiam!

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

1. «век», «эпоха»; 2. «жизнь»; азерб., туркм., тур., кирг. ӧмӳр, узб. умр, башк. гӳмер, тат. гомер, «век», «жизнь»; казах., ног. ӧмир «жизнь»; карач. ӳмӳр «век». Заимствована из араб. яз. «жизнь»; «возраст человеческий»; «век».

Çавăн пекех пăхăр:

ĕм ĕмĕл ĕмĕл ту ĕмĕлке « ĕмĕр » ĕмĕр вĕçне ĕмĕр тăрăшши ĕмĕр-ĕмĕр ĕмĕр-ĕмĕре ĕмĕр-ĕмĕрех

ĕмĕр
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150