п.п., куçăм. Пăтравлă вăхăт; тăнăçсăрлăх, йĕркесĕрлĕх (хĕсĕрлев, вăрçă-харçă, çапăçу-хирĕçӳ, çил-тăвăл т.ыт.те). Директора ларсан пĕр Тăмана, ... пуçланчĕ ахăрсамана //К-н, 1972, 5 /, 9 с. Ахăрсаманара хур курнă [Пуçелĕк]. КЯ, 1.05.1989, 3 с. 20-мĕш ĕмĕрти чи пысăк ахăрсамана — Октябрьти социализмла революци. В.Эктел //Я-в, 1992, 9 /, 28 с. Хальхи оппозици çак ахăрсаманара (тен, саманине оппозици хăй ытлашши ахăрттарать.) влаçа ларсан... Х-р, 20.10.1992, 1 с. Çул çитмен çамрăксене ахăрсамана алхастарать-ши. А-д, 17.12.1999, 1 с.
— Сталин ахăрсамани (КЯ, 1.05.1989, 3 с.; Я-в, 1991, 6 /, 10 с.), 1937 çулхи ахăрсамана (Х-р, 29.09.1992, 3 с.); 1812 çулхи ахăрсамана (Я-в, 2002, 9 /, 87 с.);
— ахăрсамана синкерĕ (КЯ, 22.10.1989, 3 с.); «ахăрсамана» вăхăчĕ (Х-р, 21.08.1998, 1 с.), ахăрсамана чулĕ (Н.Ишентей, 1997, 57 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
ахăрлăх самана ахăрма ахăрне ахăрсаман « ахăрсамана » ахăрт ахăртнех ахăртни ахăртрах ахăрттар