ç.с. Улма-çырла сĕткенне ярса техĕмлетнĕ çăра турăх. Нимĕçсен технологийĕпе кунта [Москакассинче] йогурт хатĕрлеççĕ. Х-р, 22.06.1995, 1 с. «Шупашкар сĕт завочĕ» АО юлашки çулсенче çĕнĕ технологие алла илчĕ, ... халĕ унта йогурт та кăлараççĕ. ХС, 1999, 33 /, 2 с. Кунсерен 150-шар грамм йогурт çини шăнса пăсăласран сыхланма... май парать. С-х, 1999, 1 /, 2 с. Амалăх умне йогуртпа е кефирпа ... сиплени чăнах та кăсăк мел. С-х, 2000, 18 /, 4 с.
— йӳçнĕ сĕтрен тунă йогурт (С-х, 1999, 19 /, 3 с.); улма-çырла йогурчĕ (С-х, 2000, 29 /, 3 с.); консервант хушнă йогурт (С-х, 2000, 41 /, 3 с.); çуллă йогурт (С-х, 2001, 11 /, 3 с.).
— танл., югурт (П.Хусанкай, 1977, 272 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
йишлантар Йишши йог йога « йогурт » йод йодăла йодлă йодоформ йок