подраж. моментальному прыжку. См. ялт. Шорк. Такам полчĕ, пĕр çын чӳрече омĕнченех йолт-йолт! чопса иртсе карĕ. IЬ. Йолт! вырăнтан сиксе тăчĕ. IЬ. Йолт сикрĕ те, карта орлă каçрĕ-кайрĕ. IЬ. Пăрçа (çыртакан пăрçа) нимпете тытма памасть, йолт! сикет те, куçран çохалать. Завражн. Полă алăран йолт сиксе тохрĕ. Панклеи. Карта патне çитсен, карчăк: карта орлă каçма пар, çичĕ хĕр пуçне çима пар, терĕ те, йолт! сиксе каççĕр карта орлă. Шор-к. Утне такам кӳлкеленĕ, чоптарса кайнă çĕртех пĕкĕ тăрнт! турĕ те, çӳлелле йолт! сикрĕ те, ман ут тăварнчĕ-карĕ. Тюрл. Йолт! сиксе тăнă (т┐ŏнŏ). Вдруг вскочил. (У КС. здесь ялт). Совсем. Хорачка. Алăка йолтах уççа прах. Шибач. Ачине йолт оççа пăрахрĕ сăкманне, çап-çутă çутăлчĕ: ачин пĕр енĕ хĕвел, пĕр енĕ ойăх — питĕ çутă. (У КС. здесь ялт).
Çавăн пекех пăхăр:
Йолккăн Йолпас Йолпас вар Йолпорус « йолт » йолтăр йолтăртат йолттишке Йолхой Йолху-сали