1.
серебро
серебряный
таса кĕмĕл — чистое серебро
хуратнă кĕмĕл — черненое серебро
кĕмĕл кашăк-чашăк — собир. столовое серебро
кĕмĕл рудникĕ — серебряный рудник
кĕмĕл çĕрĕ — серебряное кольцо
кĕмĕл укçа — серебряные монеты, серебро
кĕмĕл витнĕ кашăк — ложка накладного серебра
кĕмĕл шывĕпе сăрла — серебрить
2. перен.
серебристый, серебряный
кĕмĕл ландыш — серебристый ландыш
кĕмĕл сывлăм — серебристая роса
◊
кĕмĕл пулă — корюшка
серебро
кĕмĕл укçа — серебряные деньги
(кэ̆мэ̆л, к'ӧ̆мӧл, к'э̃мэ̃л'), серебро. N. † Лапăсем тăрăх шыв юхать, аякран кĕмĕл пек курăнать. Орау. Кĕмĕл пек тасатма пулин, пар, турă (т. е. хлеб, при веянии). N. Вăл япала кĕмĕл пулас пек калаçаççĕ. Говорят, будто эта вещь серебряная. N. Çак çĕрĕсем (кольца) кĕмĕл-и? Сала 363°. Çав ылттăн чашки çинче сым (так!) пыл пур; кĕмĕлли çинче тутлă пыл пур; тирки çинче шерпечĕ пур. Таса кĕмĕл укçи, деньги из чистого серебра (но: таса кĕмĕл укçа — не загрязненные, не грязные серебр. деньги). С. Айб. † Кĕçĕн кĕмĕл кĕпер чĕнтĕрлĕ, чĕнтĕр тăрăх пыраççĕ хăла утсем, кĕмĕл-ылттăн йĕнер çийĕнче патшапа пӳлĕх (написано неясно похоже на. «пумĕх») алли пур. N. † Кĕмĕлех те сулă, йĕс каптăрма, пулсан пулĕ Хусан лавккинче. Коракыш. Эй, качака тусăм, пире кĕмĕлсем сысса парăр-ха (vys'er'it'e nam s'er'ebra. Из сказки) Сĕт-к. † Врене шулчи çаврашки кĕмĕk шушне (= шыв ăшне) ӳкес çок; çын хорланă кĕлетки тин мохтава тохас çок. Юрк. †' Кĕмĕл черкке куçăм пур. N. Çуркунне каç-каç шăнтать те, çуртсем çинчен юхакан тăмласам кĕмĕл туя пек шăнса çакăнса тăраççĕ (о сосульках). || Мелкая серебряная монета; серебряные деньги. Кубня. Така турăм (принес в жертву), икĕ мăйракине кĕмĕл çакрăм, каçар. Скотолеч, 33. Вунă пус кĕмĕл пысăкĕш (величиною с серебр. гривенник). N. Ыттисем те хăйсенĕн хутаççисене салта-салта пăхнă; вĕсенĕн те хутаççисенче кĕмĕлĕсем пулнă. N. Ĕлĕкхи кĕмĕлĕрсене калла парăр: вĕсем ăна (их) астумасăр чикнĕ пулĕ сирĕн хутаççăрсене; || Серебряные украшения у чувашских женщин. Янтик. † Кĕçĕр хĕрсем пит çутă, çын кĕмĕлне çакнăран. Кан. Кăпăр-капăр шур япаласен лупашкинчен туртса кăларса, пĕр кĕмĕлне тăсрĕ. Чураль-к. † Манăн умри (на груди) кĕмĕлĕм Атăл çутти пултăр-и; манăн çири чаршавăм Атăл çи(т)ти, ай, пултăр-и! См. чаршав. Альш. «Кĕмĕлсене тултарас» теççĕ. N. Вăхăчĕ вăхăчĕпе арăмăн кĕмĕлне, тумтирне саклата хуратăн. Букв. 1904. Çап-çутă кĕмĕлне-тенкине çакса тултарнă. ТХКА 91. Хĕрарăмсен кăкăр тулли кĕмĕлсем хĕвел çуттипе йăлтăртатаççĕ. ХЛБ. Чĕр кĕмĕл, ртуть.
көмеш
«серебро»; др. тюрк., МК, тефс. ХII—ХIII вв., азерб., туркм., уйг., кирг., алт. В, ойр. кӳмӳш, казах., ног. кӳмис, узб. кумуш, тат. кӧмеш, башк. кӧмӧш, Замахш. кӳмиш, якут. кӧмус, к. калп. гӳчис, тур., кумык. гӳмӳш, хак. кумус «серебро».
1. П.п. Укçа-тенкĕ, нухрат (туп.), финанс пур-лăхĕ. Сана аван, кĕсйӳне таçтан та кĕмĕл юхса кĕрет. А.Афа-насьев, 1985, 74 с. «Эларăн» пĕтĕм укçи тенĕ пек унта [«Аяр» банкра], ... халĕ вара завод хăйĕн «кĕмĕлне» «Аяртан» туртса кăлараймасть. Х-р, 24.01.1996, 1 с. Район бюджетĕнче ун чухлĕ кĕмĕл çук. А-д, 17.12.1999, 4 с. Апат-çимĕç илме те кĕмĕл юлман иккен. ÇХ, 2001, 34 /, 2 с.
— «кĕмĕл» тыттар (Х-р, 21.02.1997, 4 с.); «кĕмĕл» пар (Ар, 2000, 10 /, 4 с.).
2. Ç.п. Ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăннăшăн паракан медаль. Т.Герасимова 3 çухрăмра иккĕмĕш, çухрăм çурăра виççĕмĕш пулса «кĕмĕлпе» «пăхăра» çĕнсе илнĕ. Х-р, 11.07.1997, 4 с. Ларисăпа Ольга Раççейшĕн «ылтăнпа» «кĕмĕл» çĕнсе илчĕç. Х-р, 13.02.1998, 4 с.
Çавăн пекех пăхăр:
кĕлчечек кĕлччиç Кĕлшевер кĕм « кĕмĕл » кĕмĕл калек кĕмĕл пулă кĕмĕл тĕслĕ чарлăк кĕмĕл шывĕ кĕмĕл-мăй-çыххи