Шырав: кĕтес

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1. мат.
угол
угловой
тӳрĕ кĕтес — прямой угол
шĕвĕр кĕтес — острый угол
юнашар кĕтессем — смежные углы
кĕтес виçи — угломер
кĕтес градусĕ — углоовой градус
кĕтес пысăкăшĕ — угловая величина
кĕтес тăрри — вершина угла
2.
угол
угловой
кĕнеке кĕтессисем — углы книги
пӳрт кĕтесĕ — угол дома
урам кĕтессинче — на углу улицы
кĕтесрен виçĕ кил урлă — за три дома от угла
кĕтесрен тапни — спорт. угловой удар (в футболе)
кĕтесрен кĕтесе çӳре — ходить из угла в угол
3.
угол, жилье
кĕтес тара ил — снимать угол
4.
угол, уголок
местность, сторона

вăрттăн кĕтес — укромный уголок
тăван кĕтес — родная сторона
тĕттĕм кĕтес — медвежий угол, глухой край
тăван çĕршывăн пур кĕтессисенче те — во всех концах родины
эп çитмен кĕтес юлмарĕ — нет уголка, где бы я не побывал
5.
уголок
хаçатри сатира кĕтесĕ — уголок сатиры в газете
филателиçĕ кĕтесĕ — уголок филателиста
6. диал.
межа

хĕрлĕ кĕтес
ист. красный уголок
чĕрĕ кĕтес — живой уголок

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

угол
кĕтеслĕ — угловатый; угольный
виç кĕтеслĕ — треугольный

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(кэ̆тэс), угол (с русск. кутец?) Орау. Хăмана пĕр кĕтесрен тепĕр кĕтессе (с угла на угол) хирĕнтерсе (если туго, тĕкĕнтерсе — если не плотно, чуть-чуть) хунă. Ib. Эп кĕтесселле шăвап, кунта сире çывăрма памăп, кашăртатса. N. Кĕтес картни, рубка углов. Синьял. Пурçăн тутăр кĕтессине пирĕн ят ӳкмен, мĕн тăвас? Толст. Урисенчен ярса тытаççĕ (хватают), тет те, кĕтессине (об угол) çĕкле-çĕкле çапаççĕ (parvulos), тет. СПВВ. Тĕпел кĕтесси, кăмака кĕтесси, алăк кĕтесси, турă кĕтесси. ЧС. Эпĕ вара, анне сăмахне итлесе, пĕр кĕтессе (в угол) кайса лартăм. Сред. Юм. Кĕт, кĕт, кĕтес, мана кĕтес кам парать? Пуран кашни кĕтессине пĕрер çын тăраççĕ те, пĕри çапла каласа пура варĕнче çӳрет; ыттисем вырăнтан куçнă чôхне вара ô кăшин (= хăшин) вырне (= вырăнне) те пôлса кĕрсе тăрать; кĕрсе тăма ĕлкĕреймесен, калах тепĕр вырăн ôлштараччен варĕнче тăрат. (Игра). Альш. Кĕтесрен пăрăнчĕ, кĕтесрен тухрĕ. Повернул за угол, вышел из-за угла. Чартакан. † Сарă пурçăн кĕтесне пирĕн ятсем ӳкмен пуль, хура пурçăн кĕтесне пирĕн ятсем ӳкнĕ пуль. N. Юлашки хут тăкма тухсан (поминальные яства), сасă кăларакан арăм, тула тухса, кашни пӳрт кĕтессине пырса, «сасă кăларать». (Пумилкке). Сред. Юм. Кĕтесе (-зэ) пырама (рубить) канçăр (трудно) ôна. Ib. Кĕтесĕн (-зэ̆н') мăкне вырнаçтарасси пит канçăр. Ib. Кĕтессĕн мĕнех пôр вара ôн пит, пыра (= пура, срубить, рубить) пĕлмелле марри? Какую особенную трудность представляет рубка углов (избы и пр.?). Ст. Чек. Авланнă çын кĕтессе ларса çисен, арăмĕ вилет, тет. Ib. Авланман çын кĕтессе ларса çисен, кăлава хĕрне илет, тет. (Старая поговорка). || Межа. Пшкрт: кэ̆дӓс. Хорачка: ана к̚дэзэ̆ — межа. СПВВ. Кĕтес = ана йăранĕ. Козм. Б. Яныши. Тăваттăмĕш тунката патне çитсен, мишавай кĕтес виçнĕ чух эпир улттăн та улăха çырла пуçтарма кайрăмăр.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

почмак

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«угол»; в тюркских языках нет родственного слова. На этом основании Рясянен считает его заимствованным из мар. яз.: кыдеж «комната», «отделение» (TLT 247). Мункачи чув. кĕтес и мар. кыдеж сопоставляет с санскр. katas, ст. слав, котис, фин. kota «юрта», «шалаш», «хижина» (Arja е́s kaukázusi elemek a finn-magyar nyelvekben. Budapest, 1901, стр. 333). У Ашмарина в словаре: кĕтес «угол» (с русск. кутец?) (VII, 317). См. у Даля кут, куток, кутник, кутик (II, стр. 227—228).

Çавăн пекех пăхăр:

кĕтемĕн кĕтен Кĕтера Кĕтерине « кĕтес » кĕтес шăрчĕ Кĕтескас кĕтеслĕ кĕтеслĕ-кĕтеслĕ кĕтесле

кĕтес
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150