нигилизм (пурне те сăлтавсăрах хирĕçлени, йышăнманни)
м. нигилизм (1. 19 ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче дворянсен обществине хирĕç пынă юхăм; 2. пурне те сăлтавсăрах хирĕçлени, обществăри нормăсене йышăнманни).
п.п. е наци нигилизмĔ, п.я. Тăван халăхран ютшăнни, тăван чĕлхепе культурăран юсни; манкуртлăх (туп.). Наци нигилизмĕ вара национализм пекех сиенлĕ, сăтăрлă. КЯ, 24.02.1989, 3 с. Халĕ чăваш хушшинче нигилизм хунаса кайрĕ. КЯ, 14.12.1989, 4 с. Наци нигилизмĕн чи хăрушă та сĕм-хура тапхăрĕнче ӳссе çитĕннĕскерсен ... наци туйăмĕ ыттисенчен хуçăкрах. Б.Чиндыков //П-н, 1990, 2 /, 9 с. Чăваш халăхĕ хушшинче нигилизм сарăлнă. Ăна мĕн ĕлĕкренех хăйĕн чĕлхинчен пистерме тăрăшнă. Х-р, 5.02.1997, 3 с.
— наци нигилизмне пĕтер (П-н, 1990, 5 /; Х-р, 24.10.2000, 2 с.); наци нигилизмне ӳкĕте кĕрт (Д.Гордеев //В-х, 8.07.1991, 12 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
нивульник нивушлĕ нигде нигерийцы « нигилизм » нигилизмла нигилист нигилистла ниепле ниет