тавралла, вокруг, кругом. Ст. Яха-к. Вĕсем çав çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантариччен, çăкăр хыттине тута таврала тем каласа çавăраççĕ. N. Çак çын ĕнтĕ çак купăста пахчи тавралла пăхкаласа çӳре пуçларĕ, тет. Хурамал. Ăна эс ак çапла ту: пĕр çĕре пит пысăк çурт тутар, ун тавралла тип вутă купалаттар. Ib. Вара хуçипе лашине илекен те тавралла чупса каяççĕ. N. Тавралла пăхкаласа, пăшăлтатса, кулкаласа тăраççĕ. Çĕнĕ-Кипек. Ыйттисем пурте, алран ал тытăнса, тавралла карталанса тăраççĕ. Ib. Унтан вара тавралла вырăнаçса тăраççĕ. Орау. Хĕвел тавраллах карталанчĕ (в кругу), çăмăр парать пуль. Ib. Пурне тавралла касса çавăрчĕç те, пуç чашăккине кăларса илчĕç.
Çавăн пекех пăхăр:
тавра тавра ӳкни тавракурăм тавралăх « таврала » тавралла тавран таврара таврари таврари ырăсем