1.
касаться, прикасаться, дотрагиваться
токлă пралука ан тив — харушă — не дотрагивайся до провода с током — опасно
ури çĕре тивмен пек чупать — бежит так, будто ноги не касаются земли
2.
доставать, дотягиваться
пуçĕ маччана тивет — его голова достает до потолка
ачан урисем педале тивмеççĕ — у ребенка ноги не достают педалей (велосипеда)
3.
брать, пользоваться, трогать
кĕнеке ăçта? — пĕлместĕп, эпĕ тивмен — где книга? — не знаю, я не трогал
Çынăнне ан тив, хăвăнне ан пăрах. — погов. Чужого не бери, своего не бросай.
4.
попадать, задевать
приходиться куда-л. (об ударе)
мана пуçран тиврĕ — удар пришелся мне по голове
çурт тăррине йĕтре пырса тивнĕ — в крышу попал снаряд
Çапма пĕлмен пушă хăйне çаврăнса тивнĕ. — посл. Не умеющий бить кнутом сам по себе ударил.
5.
трогать, беспокоить
задевать, обижать
ма тиветĕн ачана? — зачем ты обижаешь ребенка?
сана кунта никам та тивмĕ — здесь тебя никто не тронет
6.
попортить, повредить
калчана тăм тивнĕ — всходы тронуло морозцем
калчана шăн тивнĕ — всходы тронуло морозцем
утта йĕпе тивнĕ — сено попорчено сыростью
лашана йĕнерчĕк тивнĕ — лошади натерло холку седелкой
7. прям. и перен.
доставаться, приходиться, выпадать (на чью-л. долю)
пурне те виç çĕршер тенкĕ тиврĕ — всем досталось по триста рублей
тивлет тивмен çын — неудачник
8. перен.
трогать
доходить (до сердца, души)
ăса та, чĕрене те тивмест — не трогает ни ума, ни сердца
унăн сăмахĕ чĕрене пырса тиврĕ — его слова отозвались в самом сердце
9.
поражать
охватывать
ăна сĕрĕм тивнĕ — он угорел, пострадал от угара
ачана чир тиврĕ — ребенок заболел
10.
охватывать
çурта вут тиврĕ — дом охватило огнем
11.
в сочет. с инфинитивом на -ма (-ме)
приходиться
черет тăма тивет — придется постоять в очереди
тăрăшма тивет — надо будет постараться
◊
ăна сăмах тиврĕ — ему сделали выговор
кирĕк тивнĕ — отсталый, закоснĕлый, заскорузлый
пуçа тиврĕ — я угорел
шăла тиврĕ — заломило зубы (напр. от холодной воды)
тут тивнĕ пит — веснушчатое лицо
хура тут тивнĕ — тронутый веснушками (о брюнете)
сарă тут тивнĕ— тронутый веснушками (о блондине)
(тив), трогать. N. Эсĕ (ес) ăна ан тив. Ты его не трогай. Орау. Ай-уй, ан тивех, ӳкетĕп! Чураль-к. Ан тив, Тимоххи! Тивмен çынпа мĕн тăван? (Куршанкă). N. Эсĕ мана сивĕ алпа ан тив (ан тыт). || Касаться. ЧП. Пуçĕ маччана тивет-ĕçке. ТХКА 46. Хамăр йăмра тăррине тивес пекех, кайăк-кăвакалсем аялтанах, карти-картипе ларт! ларт! лартлатса вĕçе-вĕçе карĕç. Альш. Çав тери хытă чупса кайрĕ ĕнтĕ (бежал очень быстро), ури çĕре тивни те курăнмас. Кн. дла чт. 157. Чупа пуçласан, ури çĕре тивмен пекех туйăнать. Ст. Шаймурз. Çĕре тиви-тивми ларать-çке (дерево). Бижб. † Хапхăрсенче лăс хурăн, çĕре тиви-тивми ларат-çке. || Брать (чью-либо вещь). N. Тата çын япалине тивес пулмасть. || Об огне. М.-Яльчики. Асту, кĕпӳне вут ан тивтĕр (как бы не загорелась рубаха). Çамр. Хр. Пушарĕ, сăмакун юхтарнă чух тивнипе тухнă. || Laedere, violare, обижать, оскорблять. Кама 56. Кам кăна? Кам тиврĕ? СПВВ. Чĕрене тивет (оскорбление). || Задевать. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах тивессĕн туйăнать. Бес. чув. 14—15. Магомета урăх тивменни, ытти япаласем çинчен калаçа пуçлани ăна пит кăмăллă пулнă. || Бить. N. Вăл мана тивет! Мана Иван тивет (бьет). || Попадать (о пуле и пр.). N. Сарая тупă етри (снаряд) тивсе çунтарса янă. Скотолеч. 31. Выльăхăн куçĕ тусанпа, тĕтĕмпе, япала тивсен, çӳпĕ кĕрсен, тата шăнсан, пăсăлать. N. Куçĕнчен тивсе, хăлхи патне тухнă. Юрк. Унта пытанса лараканскер, хама тиврĕ-тĕр тесе, хăранипе сиксе тухат та: мана пĕтерчĕç!... мана вĕлерчĕç! тесе, кăшкăра-кăшкăра анаталла чупа пуçлат. N. Пĕрин пуçне кайса тиврĕ вĕт. || Действовать (напр., об угаре), производить действие. Никит. Маччана чут та шаккамаççĕ, шаккасассан, сĕрĕм, шăрш тивекен пулать, теççĕ. ТХКА 6. Çанталăк уяр пулмалла — хĕвел ăшши питĕ ăшшăн тивет вара. Орау. Пĕр курка ĕçсессĕнех пуçа кайса тивет. N. Унăн сăмахĕсем вĕсенĕн чунне тиве пуçланă. || Иметь отношение к..., касаться. N. Çак каланă сăмахсем пире те тивеççĕ. || Доставаться (кому). N. Суяна текех суйнинчен усă тивес çук. Альш. Тивнĕ ку хăнасене хытах: ӳпки юлман кăсен (здорово выпили?). N. Вăл пухнă ылттăн-кĕмĕл таса çынна тивĕ. N. Ертсе çӳрекенине те тивтĕр (= ертсе çӳрекен те пайсăр ан юлтăр, ăна та эпир хывни çиттĕр). N. Кай та, ывăлусене: пĕрне ашшĕн пурлăхĕ тивмелле, тепĕрне нимĕн те тивес çук, те; вăт вара вĕсен иккĕшин те çурмаран пулĕ. Ст. Чек. Ĕрет тиввĕрĕ. Пришла очередь. О сохр. здор. Çав сивĕ (холод) пире пурне те пĕр пек тивет (зимою, т. е. все мы принуждены его переносить). Шурăм-п. Пире сăмах (брань, попреки, выговор) тивет, тесе, эпир те хăвăртрах тепĕр лапалла чӳпрăмăр (на лугах). Юрк. Вĕсенĕн вăл ачи каймалла мар, кĕçĕннине тивет (очередь итти в солдаты). || Прихидиться на долю. Юрк. Мана та мĕн-те-пулин тивет-тĕр? (вероятно, что-нибудь приходится и на мою долю). N. Аçун икĕ ятпа çурпилĕк тиврĕ. N. Вăл ана мана тивет (следует, достанется). N. Калла кайма тивет поль. N. Хурала хыпаланса кайма тиврĕ. Пришлось спешно итти на караул. N. Хуралла уйăхне икĕ рас кайма тивет. || Ударить (о запахе) N. Сохан сăмсая тивет. || Мешать. Сред. Юм. Отнаккă полсан, тивмĕччĕ. Если бы было, не мешало бы (было бы не дурно). N. Ан тив ĕнтĕ. Вĕсен ĕçĕсем те çав кăна. || Постигнуть. N. Сана çын çилли тивсе пĕтерĕ. Ала 88°. Чир-мĕн тивсессĕн, ача-пăча хуйхăрмаçть уншăн, ашшĕ-амăшĕ хуйхăрать. N. Чир тивет, вара тин хамăр тĕллĕн нимĕн тума пултарайманнине пĕлетпĕр. N. Усал ан ту, сана та усал тивмĕ. N. Ытла та йăвăр тивнĕ-мĕн сана. Тебя, оказывается, постигло тяжелое бедствие. || Приходиться (о родстве). N. Ут енчен тивекен хурăнташăмсем. Альш. Лешĕ пире унтан-кунтан хăта тивет. N. Хурăнташ тив, торту тив || Ст. Чек. Ача пăтти параççĕ ăшра тивни-мĕнĕсене, ăшра çинĕ тивнисене. || Вредить. Сунт. Уйри тырă лайăххăн пуç кăларса та ĕлкĕреймен, ăшă тивсе сарăхса кайнă. N. Тăм тивет. Алик. † Вăрăм-вăрăм тияççĕ, пур вăрăма çил тивет. (Солд. п.; смысл: на военную службу берут только лучших, отборных). || Натирать (кожу). Скотолеч. 18. Хăмăт начар пулсан, кăкăрне тивсе шыçтарать. Календ. 1906. Хăмăт е йĕнерчĕк тивсен, выльăхăн мăйĕ-çурăмĕ хăш чух шыçса каять. || Заразить. Якейк. Сăпаççипах сорăхне (овце) чир те тивсе (вилнĕшĕн). || То же, что вит, проникать. Альш. † Тутлă чĕлхене пыл тивмест (вар. витмест), тайла пуçсене хĕç тивмест. || Decere, ороrtere. || N. Уншăн вĕсене ырă сунма тивет-и?
тияргә
[tiv]
tuŝi (tuŝu); necesi (necesu), endi
кăна ан тив! — ne tuŝu tion ĉi!
ĕçлеме тивет — necesas labori, laborendas
тепĕр сехет кĕтме тивет — necesas, endas atendi ankoraŭ unu horon
1. «касаться», «прикасаться», «дотрагиваться»; 2. «трогать», «хватать»; тиверт «попадать (в цель)»; др. тюрк., Зол. бл. тӓг, Замахш., узб. тег, уйг. тәг, тур., туркм. дeғ, азерб. дэй, казах., кирг., к. калп., ног., ойр., кумык., карач., тат. тий, башк. тей, МНХ ти «касаться», «трогать», «дотрагиваться»; «попадать».
Çавăн пекех пăхăр:
тиççĕ тиçмĕк тиçма тибетцы « тив » тивçăр тивĕç тивĕç тивни тивĕçлĕ тивĕçлĕн