I.
метла, метелка
веник
голик разг.
хурăн шăпăр — березовая метла
шăпăр шăтăкĕ (кĕтесси) — место у порога (куда сметают сор)
◊
шăпăр курăкĕ — бот. алтей лекарственный
II.
1.
шыбыр — волынка, пузырь — чувашский народный музыкальный инструмент (родственен волынке)
шăпăр какри — рожок шыбыра
Туй иртсен шăпăр каламаççĕ. — посл. После свадьбы на шыбыре не играют. (соотв. После драки кулаками не машут).
2.
волынка
III.
то же, что шапăр
шăпăр-шăпăр куççуль юхать — слезы так и льются
подр. звуку при падении дождя. СТИК. Шăпăр-шăпăр çумăр çăват. Савельев. Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать те, шыв арман хуçи хĕпĕртет. Якейк. Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать (не сильно, или шăпăртатса çăмăр çăвать). Янш.-Норв. Эй, аслă пӳлĕх! аслă пӳлĕх амăшĕ! Шăпăр-шăпăр çăмăрна пар, ырă сывлăмна яр. (Из моленья „Çăмăр чӳкĕ“). Сред. Юм. Çăмăр пит çунă чôхне трупа тăрăх анса шăпăрр туса йôхса анчĕ. Çутт. 112. Тумласем шăпăр-шăпăр туса лараççĕ. || Подр. течению слез. НР. Варли шыв пул тенĕ чух кушшуль шăпăр! туминччĕ. Когда милый при прощаньи скажет: будь здорова! — не полились бы слезы. СТИК. Куççӳлĕ шăпăр-шăпăр тăкăнат хăйин. Ачач 13. Амăшне кура, пĕчĕк ывăлĕ те тӳссе тăраймарĕ: куççулĕсене шăпăр-р юхтарса антарчĕ. Анчах çапах йĕрсе ямарĕ хăй. ПТТ. Тата кăлăх чипер шăпăр-шăпăр куç çуллĕ те тухат. ЧС. Хăйĕн куçĕнчен куççӳлĕ шăпăр-шăпăр юхать. N. Куç шулĕ шăпăрр юхса анчĕ (несколько капель беспрерывно). Крат. расск. 21. Куççулĕсем шăпăр-шăпăрах тумласа аннă. N. Куç çӳллисем (у него) шăпăр-шăпăрах тумласа аннă. || Чураль-к. Шăпăр-шăпăр тар юхать, тарне шăлма тутăр çук, тутăр тума арăм çук. || Ст. Яха-к. Вĕсем тата хывса тăнă чухне çурта шăпăр-шăпăр тумласан: аюй, ачам, ан макăрсамах, ха пăхăр-ха, вилнĕ çын куç-шулĕ епле тăкăнать, теççĕ. || ТХКА 81. Шĕшкĕсене иккĕн тытса лăка-лăка силлетпĕр те, шăпăр-шăпăр мăйăр тăкăнать.
пузырь (музыкальный инструмент, род волынки). КВИ. Шăпăр сасси чарăнсан, туй юррийĕ пуçланать. Ib. Шăпăр сасси чăйлатать. N. Ярăнтарса явăнса шăпăр кĕвви ташлатать. N. Анчах шăпăр хăлăхсăр: татах ташлама сĕнет. ТХКА 87. Шăпăр, сăрнай, купăс, параппан — пурте пур. N. Мĕлĕшри Алтан Ваçли кӳме тăрне ларнă, шăпăрне ахăртса пырать. N. Шăпăр кĕвви, туй çемми чуна çĕклетсе ярать, аскăн шăпăр этемми пĕтĕм чунне кăларать. N. Сиксе анчĕ сак çинчен хăй çавăнтах çĕр çиве, тытса арăм халхинчен вĕрчĕ шăпăр какрине. N. Хура арăм хăрамасть, таш картине вăл кĕрет; шăпăр халĕ аптрамасть, çич шуйтан пек ĕрĕхет. НИП. Икĕ туй пĕр пӳрте килсе кĕрсен, туй пуçĕсем, тавлашма тытăнса, шăпăрĕсене çĕре пăрахса, шăпăрĕсем çапăçса пĕр шартлатса çурăлса, пĕтĕм урайне юн сарăлнă. Цив. Тупăкĕ çине ларса сăрнай е шăпăр каланă. Тим-к. Çав ача вара: шăпăр вĕренес, тесе каларĕ, тет. Сред. Юм. Орпа ôлăмĕнчен çôрса туса пĕчик ачасĕм çôхăртса çӳреççĕ, çавна та пирĕн шăпăр теççĕ.
метла, метелка, веник. Г. И. Комиссар. Шăпăр — отрепанный (без листьев) веник. Букв. 1900. Сенĕкĕ малта, ырçи варринче, шăпăрĕ хыçĕнче. N. Архимандрит хĕресе çĕклесе, ăмăртса чуп тутарчĕ патшана пиллесе, ыр сунса, хĕлĕхлĕ шăпăрпа шыв сирпĕтрĕ ăна, унтан пĕрĕхтерчĕ пĕтĕм халăха.
себерке (метла)
сорнай (волынка)
«волынка», «пузырь (духовой музыкальный инструмент из телячьей шкуры (кожи) или бычьего пузыря)»; кирг., казах., к. калп., ног., карач. сыбызғы, башк. hыбызғы «дудка», «свирель»; алт. В сыбыскы «труба (музыкальный инструмент)»; «дудка»; тув., хак. шоор «дудка», «зурна». Чув. шăпăр заимствовано из перс: (шейпур) «музыкальная труба», «рожок», «флейта»; ср. араб. «рог», «труба».
«метла»; МК сӳпӳргӳ, сӳбӳргӳ, чаг. сӳпӳргӳ, Замахш. сӳпӳркен, кирг. шыпыргы, тур. сӳпӳрге, уйг., азерб. сӳпӳргә, узб. сӳпӳрги, узб. С сӳпӳрга, кумык. сибиртги, карач. сибиртки, тат. себерке, хак. сыбыргы, якут. сиппир «метла», «веник». Образованы от глагола: уйг., узб. С, азерб., тур. сӳпӳр, узб. супур, тат. себер, кумык., ойр. сибир, казах., к. калп. сыпыр, кирг. шыпыр, якут. сипии «мести», «подметать»; в чув., возможно, произошла субстантивация тюрк. глагола или к природному глаголу шăл прибавился афф. -пăр.
Çавăн пекех пăхăр:
шăпăльти шăпăн шăпăнь шăпăньлĕ « шăпăр » шăпăр курăк шăпăр кучĕ шăпăр шăтăкĕ шăпăр-шапăр шăпăр-шопăр