1.
подражание разноголосым крикам, визгу
сасартăк шăри-шари кăшкăрашни илтĕнсе кайрĕ — вдруг послышались истошные крики
2. разг.
крики, шумкам, гвалт
подр. крикам (плачу, шуму) многих лиц, раздающимся одновременно, шум-гам. См. МКП З2. СТИК. Ку пӳрте кĕрсен вара чун канас çук, ачи-пăчисем шăри-шари тăваççĕ (зевают, кричат, плачут, дерутся). Сред. Юм. Ачисĕм пĕтĕмпе шăри-шари çиç çохраç. Ib. Пĕчик ачасĕм пĕр-пĕринпе вăрçнă чохне шăри-шари çôхраççĕ. ТХКА 126. Шăри-шари вĕт шакăр калăм çĕрĕ чиркĕве унтан-кунтан пыраççĕ. Букв. 1900. Хăйсем çапах пĕр-пĕринчен тăрăхлакаласа кулса, вут йĕри-тавра чупкаласа çӳреççĕ. Шăри-шари, лăй-лай тăваççĕ: пĕтĕм çаран çĕр çĕмĕрĕлет, калăн темĕн пулнă, тесе. Курм. Çав каç çурçĕр тĕлĕнче тем шăри-шари илтĕне пуçларĕ. Букв. 1900. Çапла шухăшласа выртнă çĕрте кăшт ыйха кайнăччă, — сасартăк хаяррăн шăри-шари кăшкăраша пуçларĕç урамра. Ск. и пред. чув. 96. Шăри-шари çын шавлать, урам тăрăх чупкалать. Шел. 15. Акă Пӳлер хулинче шăри-шари хусканать. Ib. 93. Шăри-шари пĕтиччен ниçта тухса ан çӳрĕр. Шел. П. 28. Пасар кунсем пулсассăн, пушшех нумай çырмалли: шăри-шари çухăрни, чĕресене çурмалли. N. Шăри те шари кăçкăрашаççĕ (ребята). ЧС. Урамра çынсем ăçта килчĕ унта шăри те шари, пушар! пушар! тесе кăшкăраççĕ. См. лăри-лари.
Çавăн пекех пăхăр:
шăраттар шăрату шăри шăри-шăри « шăри-шари » шăрик шăрик-шарик шăркăлч шăрка шăрка курăкĕ