Шырав: йӳле

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

йӳле

1.
расстегнутый, распахнутый

йӳле

нараспашку
йӳле пĕсехе — грудь нараспашку, с распахнутым воротом
кĕрĕке йӳле яр — распахнуть шубу

йӳле

2.
распоясанный

йӳле

без пояса
йӳле пилĕкĕн — без пояса
йӳле çӳре — 1) ходить нараспашку 2) ходить без пояса

йӳле

3.
навыпуск
йӳле кĕпе — рубашка навыпуск

йӳле

4.
свободный, слабый, не тугой

йӳле

свободно, слабо, нетуго
тилхепене йӳле яр — ослабить вожжи

йӳлехей

1.
то же, что йӳле 1—3.

йӳле


чуна йӳле яр
— расслабиться, отвлечься от забот

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

йӳле

без пояса (ходить)
йӳле çӳрет — без пояса ходит; не подпоясывается (на рубаху)

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çара-пуç

с непокрытой головой. Кан. Çарран. Çара-пуç. Йӳле пилĕк. Ашшĕ-амăшне. Сасартăках çил хытă вĕрсе унăн пуçĕ çинчен çĕлĕкне вĕçтернĕ-кайнă, вăл çара-пуç тăнă-юлнă. Собр. Сĕм вăрманта çара-пуç кăшкăрĕ. (Пуртă касни).

çивĕт

(с’ивэ̆т), коса (волосы). Зап. ВНО., Чертаг. Янш.-Норв. Хĕрсем кĕписене йӳле яраççĕ, çийĕчĕсене салатаççĕ, тата урисене те салтаççĕ те, ака-пуçне туртма хатĕрленсе тăраççĕ. Нюш-к. Хĕрсем пурте, çивĕчĕсене салатса, пиçиккисене салтса, чупса çӳретчĕç. N. Вăл пĕр сăмах каламасăр хăйĕн çивĕтĕ вĕçне кăтартнă.

çурмалтан

быть, стать наполовину. || Истереться (о шерст. ткани). Кан. Кăвак тăларан тунă çурмаланнă аçамне йӳле янă.

хĕр-аки

назв. обряда. Юрк. Хĕр-аки; хĕрсем, халер ан пултăр тесе, ял тавра акаласа çаврăннă. Етрух. Ĕлĕкхи чăвашсем хĕр-аки туни. Ĕлĕк выльăх мурĕ те, çын мурĕ те час-часах пулнă, çав муртан хăтăлас тесе, чăвашсем час-часах ял тавра тимĕр карта çавăрас, тенĕ. Вăл тимĕр карта акă епле пулнă. Çитĕннĕ хĕрсем е авланман ачасем пĕр çĕре пухăнса шут тăвнă, унта пĕр ватă çын пулнă; вăл ватă çын акă çакă сăмахсене каланă: „Ачасем, кӳршĕ яла выльăх мурĕ килнĕ, ĕнесем питĕ вилеççĕ пирĕн, хĕр-аки тăвас пулать“, тенĕ. Вара ачасен ушкăнĕнчен пĕр-иккĕн урпа çăнăхпе кĕрпе, çăв пуçтарма каяççĕ килĕрен. Каçчен пуçтарса хураççĕ, уна пĕр киле пашалу пĕçерме параççĕ. Ытти ушкăнĕсем ака пуç илсе пус тулне тухаççĕ, хĕрĕсем пурте йӳле-пилĕкĕн, хура-пуçăн (= çара-пуçăн), çивĕчĕсене сĕвĕтнĕ (= сӳтнĕ), вара пус тулĕпе ял вĕçĕнчен ака-пуçĕпе ана пуçлаççĕ: аки-пуçне вăтăрăн та пулĕ тытнă, пĕр хĕрĕ ака пуç тытмине тытать. Пуçласан кам тĕлне çитнĕ, çавăн патне кăшăлтатса кĕнĕ те, кил хуçисене саламатпа питĕ хĕртсе хăварнă, е, ютă çын пулас пулсан, уна тепле анчах вĕлермен; унтан тухса каллех аки-пуçĕ патне пурте кайса, аки-пуçне тăратса тепĕр çын тĕлне çитсен, каллех çавăн пек уна кĕрсе шыраççĕ; тупсан, хĕртеççĕ, вучаххинче кăвар пулсан, шыв сапса çӳнтерсе хăвараççĕ; тупмасан, каллех аки-пуçи патне анма каяççĕ: çапла вара пус тулĕпе анса çавăрнаççĕ, пур киле те кĕре-кĕре хĕртеççĕ; унтан тара-тара нумайĕшĕ пытаннă; вара анса çитерсен, таса уя кайса вут хураççĕ, вутне спичкĕпе е кăвартан тивретмен, уна хăйăпа хăйă сĕрсе вут тивретнĕ те; унта пăттине пĕçереççĕ, пашалуне илсе пыраççĕ те пăттине çăв хурса çиеççĕ. Выльăх мурĕ пирĕн яла ан килсе кĕтĕр ĕнтĕ, ял тавра тимĕр карта çавăртăмăр ĕнтĕ, теççĕ. Вара вут хĕрĕнчен тул çутлаччен таврăнса, харпăр-хăй килне саланса пĕтеççĕ. Çапла чăвашсем ял тавра муртан хăраса тимĕр карта çавăрнă. Çакна тройски иртсен икĕ эрнерен е виçĕ эрнерен тунă. Сред. Юм. Кӳрĕш ялсенче çынсем, выльăхсем пит виле пуçласан, хĕрсем çара-пуçăн, йӳле-пилĕкĕн, алла пушă тытса, ял тавра ака пуçне хăйсем тôртса, хăйсем сôхаласа çавăрнаççĕ; сôхаланă çĕртен кама иртсе кайнине кôрнă, сôхалама пăрахсах хĕнеме каяççĕ, çапла тунине хĕр-аки теççĕ. См. Магн. М. 135.

пумашни

бумажный (материя). Торп-к. Н. Сунар. Шур пиншакне йӳле ятăмăр пумашни кĕпе курăнмашкăн.

пуç

, поç, (пус, пос), голова. N. Чăхă пуç орлă вĕçсе каçса кайсан, лайăх мар, теççĕ. СТИК. Пуç сăрăлтатса карĕ. Ib. Питĕ хытă ывăнсан е чирлесен, юн вĕрипе пуç сăрăлтатса тăрат. Ib. Хур пуçне кил хуçи çиет, мĕншĕн тесен вăл кил пуçĕ. (Обычай). N. Ах, пуçăм (головушка) ыратать. Кама 47. Капла пуçа тăратса ларни те юрамасть. Ib. 16. Пуçна пулашшĕ япала! Ib. 5. Пуçна тивтĕр юлашки. Намăссăр, йытă! Шалчу тулĕ-ха. Ачач 34. Хирĕç-мĕн пулсан, ырă ятпа чĕнсе, çĕлĕк илеççĕ. Пуç таяççĕ. Ерк. 6. Кам илтмен ун çинчен? Кам курсан пуç таймасть? Альш. Пуçу ыратат-им? (Сочувствие). Кан. Хĕрарăмсем пуç çинчен пĕркенме пăрахнăшăн хĕсĕрлекен çын. Изамб. Т. Вĕсем пуç ухашшĕн анчах шыв вĕретеççĕ. N. Çав хĕрсем пурте çара уран, юне(в др. говорах: йӳле)-пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса пыраççĕ, сиккелесе. Орау. Пуçу, çан-çурăму пĕçермест-и? Вĕриланса выртмастăн-и? С вами жару нет? С вами жар? Ib. Пуç, çан-çурăм пĕçерсе çӳрет; вĕриланса çӳретĕп. Якейк. † Сарă хĕрсем амăшне виçĕ сомах калăпчĕ, виççĕ пуçран шăлăпчĕ хĕрне сарă тунăшăн, хĕрне корса па(л)лăпчĕ, тытса тота тăвăпчĕ. Ib. Мĕн пуçа пăркаласа тăран-ка? Сан çия çавах никам та пăхмаçт. Каша. † Хрантсус явлăк пĕчĕкçĕ, пĕчĕкçĕ те, пуç тулли. N. Ирхинеччен ту, атту сан пуç, ман хĕç, тесе калать, тет. Скотолеч. 33. Сурăхăн пуçĕсем, хăлхисем, тутисем, шăмă сыпписем пăсăлса, кĕсенленсе каяççĕ. N. Ирхине тăраççĕ, тет те, хуçийĕн пуçĕсем шыçса кайнă, тет. Толст. Пуçĕ çине йăванса кайрĕ. ЧП. Пире тăван кĕтет, хай, чыспала, чӳречинчен пуçне, хай, илмесĕр. Ала 8. Хĕрсем уна курсассăн, пур те чӳречене пырса пуçĕсене чикнĕ. Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, çамрăк пуç çĕклейми си куртăм. Альш. Пуçа сĕлтĕпе ухас. Надо голову мыть щелоком. Скотолеч. 34. Сурăха пуç çавăрăнакан тăвакан хуртсем йытă ăшĕнче пурăнаççĕ. Сред. Юм. Пуç çавăрнакан сорăх пик (как шальная овца), ниçта кайма аптраса çӳре парап вит (повышение голоса на çӳре). N. Пуçа тăратса ларат. Орау. Арпус пуç (гололобый), лашăна çавăтса кайĕ ак. Йӳç. такăнт. 24. Пуçна çапса çурам. N. Тата каллах çав сăмаха кала-ха, поçна çапса çорам! Тим. † Эрнекунпа шăматкун — пуç кăларми тăман кун. N. Поç патне тӳрех кайрĕ. Сред. Юм. Пуçран çапнă сôрăх пик çӳрен çанта ним пĕлмесĕр, çынсĕм мĕн сăмахланине те пĕлместĕн. Ib. Пуçа çĕклемесĕр вырать. Жнет до того торопясь, что голову не поднимает. Ib. Пуçа та касса кайĕç ôн ачисĕм. Очень злые, так что и голову отрубят. Ib. Мĕн халь, пĕр пуç, пĕр кот, кăçта савнă, онта кай. Ib. Пуç патне пыра пуçларĕ (ӳсĕрĕле пуçласан калаççĕ). . Пуçна персе шăтарăп. Голову расшибу. КС. Пуçа ăш(ă) тиврĕ. Угорел. Изамб. Т. Пĕлтĕр акă тырă та ĕлкĕрмен, ĕçсĕр халăхсем (бездельники), тыр вырма тухмалла, тесе, туррăн пуçне ыраттарнă, çавăнта тыр вырма тухас уммĕн, тырра пăр çапса кайрĕ. Ib. Усемпе ĕçсе ман пуçа тата ытларах кайрĕ. Орау. Кил-ха эс, эп сана пуçна касса ярăп (это говорят редко, или: пуçна çапса çурăп, или в Рак.: мăйна пăрса ярăп). Ты вот приди-ка, я тебе башку-то сверну. Ау 46. Ку ачасем мана кирлĕ мар, вăсене аташтармасан, ман пуçăм е хыçăм, тенĕ. Ib. 52. Аташтармасан сирĕн пуçăр, ман хыçăм, тенĕ. О сохр. здор. Ун пек тăвасси те хĕнех мар, пуçра пур çын ăна часах тума пултарать. N. Пуçĕсене пыра пуçларĕ (стали хмелеть), курнать. Собр. Çурăхсене час-часах, пуç çаврăнакан пулсан, сурăхинĕн пуçне картана алтса пытарсан, ӳлĕмрен сурăхсене пуç çаврăнакан пулмас, тет. Якейк. Пуçа çырнинчен иртимăн (судьбы не избежишь). Пуçа тем çырнă, штан пĕлес. Шорк. Поç çавăрннă сорăх пек (гов. о человеке со слабой памятью). С. Алг. Тĕл пултăмăр урхамах, пуçне тăсма ал çитмест. Орау. Курăс касма кайиччен çак пурана каскаласа пĕтересчĕ: ытла пуç çинче тăрать (давно уже надо было сделать, дело не терпит). Ib. Пуçа килсен пушмак, тит, пултараймасан та пултарăн. Если надо будет, то сможешь. Йӳç. такăнт. 35. Ĕç, кум, хам пуç пур чухне! Сред. Юм. Пуç умне çитсен, пуçа кăшăл тăхăнать, тет. (Кил-пуç çынни пулсан, пурне те хăй пĕлет вара, тессине калаççĕ). || Глава. N. Вĕсенчен пĕри, чи усалли, юрăхсăрри, Авимелех ятли, пуçа тухнă та, тăванĕсене пурне те вĕлерсе пĕтернĕ. Ала 63. Сирĕн çие çак çынна пуç турăмăр. Мы сделали его над вами главою. N. Йĕксĕк пуçĕ! (брань). N. Хăш çĕрте халăха пĕр çын пуç пулса пăхса тăрать, хăшинче тата халăх хăйне хăй пуç пулса патшалăха тытса тăрать. Полтава. Орлик ятлă çыруç — пуç. «И Орлик гетманов делец». Орау. Пуç пулса çӳрет?! Кам эсĕ вара капла, ял хушшинче пуç пулса çӳрен. Кармалы. Арçын пуç хĕрарăм пуç мар. N. Хăй пуç пулма çӳрет. || Индивид, личность. N. Пĕр пуçпе укçана çтă чикет. Пĕр пуçупа укçана çта чикетĕн. N. Те пуç (сам человек) каялла киле тавăрнать, те тавăрăнаймаçт, тесе (дума уходящего на чужбину). N. Хăйсенĕн пуçĕсене пит асла хураççĕ. Истор. Лайăх пурăннă чух пуçне пит асла хывнă, пуçа хĕн килсен, тӳрех хăраса ӳкнĕ. Пазух. Ан хапсăнăр тĕнчен мулĕсене, çылăх пулĕ çамрăк пуçсене. || Конец. Орл. I, 281. Пĕр пуç çăка, тепĕр пуçĕ юман, варинче мăкăр. (Çапуççи). Альш. † Чӳречĕре уçса ярăр: алшăлли пуçĕ курăнтăр. Ib. Сĕтел пуçне, сак çине лартаççĕ вĕсене. N. Сĕтел пуçне иккĕшне арăмĕпе ура çине тăратса... N. Сĕтел пуçне, урлă сак çине ларса... Б. Олг. Çанта лапка поçне каþăмăр, колач çисе ларатпăр. В. Ив. Хăшĕ тата вăрлăх валли кăшăлăн пуçне уйăрса илеççĕ. N. Вăл пĕренерех тунă ахаль пӳрт майлах: тăватă кĕтеслĕ çурт пек ларать; анчах унăн çумне икĕ пуçĕнчен икĕ пура пураса çыпăçтарнă. Ст. Чек. Хутăн пĕр пуçне шĕвĕр тăваççĕ, ăна хăлхана лартаççĕ, тепĕр пуçне вут тивертеççĕ. Орау. Икĕ пуçпе те пĕр пекех йăванса анса ӳкрĕ (упало плашмя). Янш.-Норв. Варĕнчи йăлтăрка, икĕ пуçĕнче (по сторонам ее) мерчен шăрçасем (на нитке). Цив. Тата пĕр çăмарта илсе, ăна пĕр пуçĕнчен хуратаççĕ. Торп-к. Унтан пĕр пуçĕнчисем тепĕр пуçĕнчи ачанăн алли айăн тухаççĕ. N. Пуçĕнчи, на его конце (амбара). Регули 1164. Пĕр вăрман поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поçне каç полăрах аран тохса. Ib. 1165. Пĕр орам поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поççĕнчен тохрăм. Пшкрт. Ял поçăнчан ял поçна, от одного конца до другого. Янш.-Норв. Вăл масар пуçĕнчен пирĕн ял хушшине питĕ тарăн типĕ çырма анать. N. Маншăн пусан, кăçта кайсан та пĕр пуç (один конец). || Боковые стороны (концы) строения. Ст. Чек. Кĕлет пуçĕ, лаçă пуçĕ, ăрамра кĕлет пуçĕнче; алăк айĕнче, кĕлет пуçĕнче: сыснапа пĕтернĕ пуçĕсене, е вырăна урлă май пуçне калаççĕ — в противоположность кĕлет умĕ, кĕлет хыçĕ. Ачач 82. Пурте лаç пуçĕнче выртакан çăка каска çине лараççĕ. Кильд. † Пирĕн пӳрт пуçĕнче-улма йывăç, турачĕсем çинче чĕкеç чĕпписем. Чиганар. Вăсем кĕлеткисене пӳрт поçне çакаççĕ. Ib. Пӳрт поçĕнче çор çăкăр çакăнса тăрать. (Уйăх). || Перед. Яргуньк. Эпĕ пуçа çуна пуçне чиксе те, малалла пăхман. | Начало. N. Çавăнпа вăл çыру пуçне адрĕсне çырас пулать, тет. Ст. Чек. Уйăх пуçĕнче (в начале месяца) чӳк тунă. || Вершина, верховье. Альш. † Çичĕ çырма пуçĕнче çырла нумай, çĕр сахал. V. S. Çырманăн çӳлĕ пуçĕнче курăк аван ӳсет. ТХКА 39. Тарăн çырма пуçне вăрманта пирĕн сыснасем хăйсене выртма шăтăк чавнă, тет. || Голова (сахара). Изамб. Т. Пĕр пуç сахăр. Ib. Сирĕн миçе пуç сахăр? || Голова (о скотине). N. Çичĕ пин пуç вак выльăх. || Семья пчел. ТХКА 65. Вунă пуç хурт усрарăм. Вуннăшĕ те арчаллă вĕллеччĕ. ТХКА 5. Вунă пуç хурт усраттăм. Вуннăше те арчаллă вĕллеччĕ. || Колос. Менча Ч. Пӳне Атăл хăмăш пек, пуçне чакан пек, çăмарта хĕрли пек тутлăхне парăсăнччĕ. (Моленье). Хăр. Паль. 40. Пуç сăхакан ыраш, тата шавласа выртакан шывсем çинчен камăн илтес килмĕ. Икково. Орпа поç прахать-и мĕн, ста каян васкаса; тепĕртак ларсан, орпа поç прахма поçлать. ЧП. Пуç пăрахать (урпа). Ib. Шур пуç кăлар (пиçен). Пазух. Анкартисем хыçне кантăр акрăм, вăхăт мар-ши пуçне татмашкăн. || Головка сапожная. Чем люди живы. КС. Атта пуç сыптарас. || Волосы. N. Пуçа кастартăм та, çăмăллăнах туйăнчĕ. || Жизнь. ЧС. Эсĕ пирĕн сăмахăмăра итлемесĕр ху пуçна ху çухатăн. Байг. † Пуçă каймĕ тантăш, мулă кайĕ, вăрласа ил савнă хĕрĕсе. Лашм. † Пирĕн пуçа çини эсĕ мар мĕн. Ст. Шаймурз. † Епле хăйсене хăйсем шеллемеççĕ, пуçĕсене хĕрхенмеççĕ. Б. Хирлепы. Эсĕр-и ман пичисен пуçсене çакансем (= çиякансем, çиекенсем, т. е. губители). N. Эпĕ вунă çула пуçăма ярам. Баран. 65. Этемсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе çулăмран тухса тарнă. Хăшĕ пуçне хăтарасшăн чупнă, хăшĕ çавăнтах вилĕме кĕре-кĕре ӳкнĕ. Ib. 56. Харăс чарăнаççĕ: пĕтнĕ пуç пĕтнĕ, ăçта кайса çухалмасть тесе, тĕпĕ курăнми тарăн çырма урлă сиктере параççĕ. Ib. 31. Пилĕк пус ман пуçа çирĕ. Пилĕк пусран пуçласа, ак мĕн курмалла пултăм. N. Ку вăрçăран пуçа исе тухса пулать-и? Ст. Шаймурз. Тархасшăн илсе ан кил, пуçма çиетĕн ĕнтĕ, тет. Пожалуйста не приводи ее, а то погубишь меня. Сунт. Аттесене хирĕç пулса, çакăнта килсе (замуж) пуçа çирĕм. Бгтр. Вăсам малтан вониккĕн полнă, кайран пĕри хăй поçне çинĕ, тенĕ. N. † Хурăн тăрне хурт çирĕ, манăн пуçа эсĕ çирĕн (кĕрӳшĕ). К.-Кушки. Чун юратман ачаран пуç хăтарса пулмарĕ. N. Çĕмĕрĕлме кай, çунса кайтăр, ман çамрăк пуç çухалчĕ. Собр. Вăттисĕн сăмахне итлемесен, пуçне çухатать, теççĕ. || Благодарение. Хурамал. || В чувашизмах. Орау. Вулани пĕртте пуçа кĕмеçт (ничего не идет в голову). Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Шухăшла-ха пуç тавра: манран мĕскĕн ачу çук. N. Манăн пуçа касса ан çӳретĕр, килте пурăнтăр. N. Шухăшлассисем килсен те, тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшласа, пуç тавăра çавăрса илме пултараймаççĕ. Альш. Хĕрĕ каланă: эсĕ лаша тĕсе аслаçăна хăй пуçне вĕрентрĕн, тет. Т. Григорьева. Пуç тавра шухăшламасăр ĕçе ан тытăн, теççĕ. (Послов.) Рак. Турă сывлăх патăр та пуçăра (пусть даст вам здоровье). N. Çамрăк ача çамрăк пуçĕпе ватă çынсене вĕрентет. Ск. и пред. 93. Пуян хĕрĕ пуçупа мĕншĕн çапла хăтлантăн? Рук. календ. Прокоп. Мишер пуçĕпе мишер те, таса тумасан, арăмне: эсĕ чăваш арăмĕ пек хытланатăн, тесе вăрçать. Юрк. Авă эпир мар, улпут пуçĕпе чиркӳ тĕлне çитсен, çĕлĕкне хывса илсе, сăхсăхса илет, тесе калаçчăр, тесе шухăшласа, малти чиркӳсем тĕлне çитмессерен, пуçĕнчи çĕлĕкне хывса илсе, чиркӳ çине пăхса сăхсăхса илет. ГТТ. Пуçне ниçта кайса чикеймес. Трхбл. Епле эс учитĕл пуçупа веренмен хĕре илсе ятăн? — Е, пĕррелĕхе пырĕ-ха. ЧС. Эсĕ халĕ çамрăк пуçупа халиччен çук йăлана туртса кăларатăн ĕнтĕ. Урож. год. Вăл хăй ватă пуçĕпе суха касси йĕрĕпе кун каçачченех утать. Н. Карм. Пит пуçа йывăр киле пуçларĕ (на должности). N. Чипер сывă пуçпа кайса килĕ вăл. N. Чĕр пуçăмпалах çĕр айне кĕрсе выртасчĕ. N. † Пуçма ятăм ирĕке сарă хĕрсем суйлама. Альш. † Сирĕн пекех лайăх çын халь умĕнче, сĕтел умне тăрса юрлаймăп: кĕçĕн пуçма асла хураймăп (хываймăп). Ib. Пуç кăна сыв пултăр: пуç пулсан, пурăнан вара, теççĕ. С. Айб. † Ай-хай пуçăм çамрăк чунăм, тата мĕн курасси, ай, пур-ши? Емельк. † Эсир те ватă, эпĕр çамрăк, сире пуçапмасан, пуç пулмаçт. N. Тин пирĕн пуç пĕтмели килет. (Из письма). Изамб. Т. Мĕн тăвас тен: ӳстерĕ çав, пуç çине ӳксен (если так пришлось, воспитает). N. Вĕсен пуç пурăнăçĕнче ĕмĕрлĕх савăнăç пулĕ. ЧС. Сана, хамăр пуç пурăнсан, çулталăкран тата чӳклĕп. (Из моления). Ib. Ача-пăча сăмаххине итлесессĕн, пуç та пĕтĕ. (Гов. мать). N. Пĕтĕм пуçĕпе йĕрсе ячĕ. Ск. и пред. 61. Çавăнта никам та ирĕклĕ пуçпах Мăншу çынĕнчен анакансем çук. Сред. Юм. Пуçа йытта хывнă та, чирлĕ тесе вырта парать вит, хăйĕн-ха нимĕн те ыратмас. N. Хам умра темĕскер, çавра çил пек, юра сирпĕтсе ман умалла тӳрех, пуç каснă пек килет; хăранипе хăйне хăй пĕлмест.

янкăс

(ҥгы̆с), легкомысленный. Якейк. † Хаклă юшши поставне тӳмелесен, ват çын теç; йӳле ярсан, янкăс теç; янкăс ялне стан йорас? || Нарядный. Питушк. Янкăс ― нарядный. IЬ. Янкăс çӳрет, нарядно ходит. N. Янкăс (ҥгы̆с) = капăр, щёголь. Синерь. Виç кунтан туй килчĕ, тет; пит янкăс, пит капăр, тет. Кан. 1927, № 237. Тĕтрепе пĕркенчĕ янкăс кăвак шуçăм.

яр

(jар), пустить, отпустить, допустить, отпустить, упустить, выпустить, распустить, пустить в ход, класть. См. ер. К.-Кушки. Кашкăра сурăхсем хушшине яр-ха! Курăн вара, пĕр сурăхă та картăнта юлмĕ. Пусти-ка волка к овцам, останешься без овец. Чураль-к. † Çакă ялăн хĕрĕсем ним парса та ямаççĕ (не допускают). Беседа чув. 15. Хăшĕ шыва кĕреччĕç, хăшĕ пĕчĕкçĕ кимĕ туса яраччĕç. Мижула. Пĕр урамра темиçе пĕве пĕвелеççĕ; малтанхин пĕви толсан, ярать те, кайрисен пĕвисене татса каять. К.-Кушки. Эс мĕшĕн сахăр ярса ĕçместĕн? Почему ты не пьешь (чай) внакладку? М. Тув. † Хĕрĕх пуспа алă пусне алран ярас килимаçть (не хочется выпустить из рук). Орау. Хĕресе çакăнталла ярас пуль (п. на грудь), тек çурăма ыраттарса çӳрет (о нашейном кресте). Тяпт. Çав карапран пир ячĕç, тет (спустили холст). Толст. Эпĕ патиене пусса ятăм, анса ил-ха. Я упустила бадью в колодец, слезь и возьми. Яргуньк. Хайхи çын, вилнĕ çынна илсе, Сăра (т. е. Сăрра, в реку Суру) яма карĕ, тет. М. Васильев № 34. Вара ялти çынсем, тертленсе, она сакайĕнчен сĕтĕрсе кăларса, пĕр тарăн çырма хĕрĕнчи ват хорама котне кайса янă (пустили к корню старого вяза). Орау. Пĕр хĕр кепи аркине тавăрнă та, аялалла пăхса тăраччĕ. Мана курчĕ те, лăштах ячĕ, — вăтанчĕ, курнать. Юрк. Ĕнер эсĕ ман çине пит нумай сивĕ ярсаттăн (напустил холоду); курăсăн, авă паян та кăмакасем çумĕнче ăшăнаймастăп! Орау. Ача тунă та, ачине пĕвене янă. Родила ребенка и пустила его в пруд (т. е. утопила). Пазух. Курки калать: тыт, тесе, сăри калать: ĕç, тесе; сăрине янă хăмлисем те, килнĕ мĕн-çке хăнисем. П. Сунар. † Хора пиншак йӳле ятăмăр (нараспашку), ăна мĕшĕн йӳле ятăмăр, кĕрен кĕпе курăнмашкăн. К.-Кушки. Кĕпе çухине ярса çӳрет (не застегивает). Абыз. Нарт, нарт кăвакал Атăл варинче, ик çунатне шарт, шарт çапать, Атăл хĕрне хум ярать. Пуçтарнăр, ачасем, ман пата. (Чан çапни). N. Чей çине яраççĕ. Пускают в чай. Чаду-к. Пирĕн ялсам пĕр çын вăрмана лаша яма кайнă (чтобы пустить пастись). N. † Хамăр тăван янă чух, çитеймерĕм чыспала. К.-Кушки. Çунийĕ кайман, ăна вĕсем тăххăрĕш те нимпе те ярайман (не могли заставить двигаться, катиться). Т. М. Матв. Атăл тĕпне ахах ятăм. (Хурана тăвар яни). Сред. Юм. Çăвартан тытса янă-и мĕн сана? Насильно, что ли, тебе в рот влили? (Говорят пьяным людям). Якейк. Янă-яманах сӳнсе ларать (лучина в самоваре). Абыз. Кантăк витĕр ĕс (надо: йĕс) кĕвенте янă. (Хĕвел пăхни). N. Яшка çине яма сухан та пур. Ч.К. † Ытса, ытса памасан (пуян инке), турă ятăр каялла (т. е. пусть ее богатство уменьшится). Ч.П. Халат кăсйи тарăн мар, мăйăр яма (класть) пит аван. Юрк. Мана И.И. ярасса ячĕ те, сире те ярĕ, темĕн çав. Меня-то И.И. отпустил, но едва ли только он отпустит вас. Чăв. й. пур. 36°. Акă епле, вăл выхăта эсĕ малтан икĕ хăлаç алт, унтан вара пĕр çын тупса яр; çын тупса ярсан, вара укçана ăлавĕпех: тие, тенĕ. Синьял. † Куçăма ятăм ирĕке, сар ачасем суйлама. Пустила глаза на свободу — выбирать красивых парней. Бугурусл. Эпĕ хăранипе (со страха) лашасене сиккипе ятăм (пустил вскачь). Яргуньк. Первый Иван вĕчĕ (= вĕрчĕ), тит (пустил струю воздуха) те, ултă çухрăм ячĕ, тит; кайран ĕçлен вĕчĕ, тит те, виçĕ çухрăм ячĕ, тит. Вара тапратрĕç, тит (драться). Ib. † Вăйăран вăйя çӳрерĕм, хам савнине ямарăм. Ходил по хороводам, но не упустил своей любимой. || Прибавлять. С. Дув. † Ĕнте вăрман кашлать, вăрман кашлать, туратран турата ярасшăн. || Попускать. Ст. Шаймурз. Турă ямасан (если не попустит), тăшман. çĕнтереймест. || Сбывать с рук (плохой товар и т. п.). М. Яуш. Эпĕ сан тавара яма пĕлетĕп (могу сбыть, спустить с рук). N. Пĕрне лартса хăвартăм, нимпе те яримастăм вăл çитмĕл пуса. Одного надул, а то никак не мог сбыть с рук этот двугривенный. N. Усал укçана аран-аран ятăм. Фальшивую монету насилу сплавил. || Забивать. Çакăнтан тепĕр пăта ямала (забить гвоздь), вара тăн-тăн (крепко) пулать. || Повесить. Альш. Хăлхине ярать хăшĕ арçын та хăлхалки (серьги). N. Эс сар шерепи яни-ха? Халь яма мар, шерепине те çыхса пĕтермен. N. Хĕрсем çула тĕр тăвнă чух, пĕри ыйтать: эсĕ сар шерепи яни-ха? Якейк. (Хĕр) пилĕкнех порçăн хырмоли çыхать, кот хыçне сарă çакать: хӳре вырнне ленттĕсем яраççĕ; çорăм хыçне мăйăран ялав çакаççĕ. (Хĕр-арăм юсав). || Отделывать, украшать. Шаймурз. † Хура шаль туттăрăн ярапине чистă пурçăн ярса тултартăм. Якейк. † Ăшне кĕмĕл янă, тет, толне порçăн тортнă, тет. (О бочке). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша таврашĕ пушăт, курăс мар, пуринĕн те чĕн хăмăтсем, шуçпа янă чĕн кутлăхсем. || Распустить (слух и т. п.). N. Ят яр, распустить дурную славу, молву. Ст. Шаймурз. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, ятна яла ярса (распустив про себя дурную славу), эс култартăн. Сред. Юм. Ху ятна ху ярса çӳрен. Свое имя порочишь. || Дать волю (языку). Сред. Юм. Чĕлхене ытла пит янă-çке вара эсĕ. (Говорят тому, кто говорит другим обидные слова). || Стрелять. N. Эпĕ ун чух патруль-ччĕ, хулара çӳреттĕм; хаярăн кăшкăра-кăшкăра аран чартăм войскана: пĕр-маях яраççĕ (стреляют). || Ударить. Орау. Чутах ярать-чĕ чукмарпа. Дубиною чуть не хватил. || Расстегивать, расстегнуть, отцепить, распутать. Упа 719. Эпĕ çĕлĕке хыврăм, тӳммесене ятăм. Я снял шапку и расстегнулся. Толст. Çав çаклатнине (крючек у двери) ярас тесе, сикрĕ-сикрĕ, тет, ку, ниепле çитсе яраймарĕ, тет (никак не мог отдеть). || Пустить (в общее пользование). Хыпар № 31—2, 1906. Эпир çĕре нихăçан та яла ярса (пустив в общее пользование), çĕнĕпе туса уйăрман. || Удлинять. Ст. Чек. Унта кĕпесене урăхларах çелеççĕ, аркисене вăрăмрах яраççĕ (подол пускают длиннее). || Позволять, допускать. Юрк. Шыв ăсма ямаççĕ. Не позволяют брать воды (из своего колодца). О сохр. здор. Çын скарлатинапа чирлесессĕн, унăн пырĕ çăтма ями ыратакан пулать. Яжутк. Хуçи патшаран ыйтать, тет: мана япала сутма яратри-ха? тесе, каларĕ, тет. || Проводить (дорогу, электричество). Чув. календ. 1911. Халĕ электричествана пĕр вырăнтан тепĕр вырăна темиçе çухрăма яма пултараççĕ. Теперь электричество проводят с одного места на другое на много верст. Разум. Аслă çула Куснар çĕрĕ витĕр ямалла тунă. Сделал так (добился того), что дорога должна была пройти по земле селения Коснар. || Прислать, послать. Псалм. 106,20. Вăл хăй сăмахне янă (послал), вĕсене сыватнă. Сала 36. Ирхине ирех Емелене арăмĕ кĕреçе панă та, çырма (канаву) тума янă. || Отправлять. Якейк. Вăл Чол-Холая паршăпа нумай тырă янă. Он отправил в Нижний на баржах много хлеба. || Сваливать на другого (т. е. указывать на недостатки и др.). Альш. Малтан хĕрне тӳррех калассине ялĕ çине яра-яра калаççĕ; унтан кайран-кайран тӳррех хĕрĕ ятне каласах та юрлаççĕ. || Проигрывать (в деньги, в игре). Петĕр виç тенкĕ картла выляса янă. Петр проиграл в карты 3 рубля. || Тратить? Сред. Юм. || Продолжить, продлить. Якейк. Эпĕр теçеттина ир пуçларăмăр та, каçчен ямарăмăр, каçхи апатчен пĕтертемĕр (сжали до ужина). Хыпар № 9, 1906. Çапла пĕр куна та ямарĕç (даже дня не проработали), кĕпере йăлт туса пĕтерчĕç. || Завести (часы; так у многих); пустить в ход (машину и пр.). К.-Кушки. Чассие ятăм та, сĕтеле хутăм. Я завел часы и положил их в стол. Ib. Паян армана янă иккен (пустили в ход). || Возложить; налагать. Хыпар № 42, 1906. Налогсене чиновниксем ямалла мар, халăх суйланă депутатсем ямалла тăвĕç. Янтик. У укçана (тулăка, т. е. долг) халь ĕнтĕ халăх çине янă, хăй татайман пирки. Этот его долг возложили на общество, так как он сам уплатить не мог. || Лить. СТИК. Стаккана (витрене) шыв яр (налить воды). Пирĕн ял 1929, № 16, 4. Çав эрехе пĕр çĕре ярсан, кимĕсемпе ишсе çӳремелли кӳлĕ пулать вĕт. || Лить (о сильном дожде). Никит. Эп витререн янă пек, çăмăр ятăр. Пусть польет дождь так, как я лью из (этого) ведра. Трхбл. Çумăр ячĕ (или: çумăра ячĕ). Дождь пошел (внезапно). || Лить (свечи). Собр. Çăвăнчен (из того сала) çурта ятăм та, çанталăкĕпе сарăлчĕ. || Насыпать. N. Тăпра янă чухне малтан, йывăçа лартиччен, шăтăк тĕпне çерем кассине хуран. N. Ултă виçе урпа яр. N. Эп хутаççине тытса тăтăм, вăл тыррине ярса тăчĕ. || Заставить пройти (болезнь)? Случать. Ст. Чек. Янă кĕсре (то же, что кустарнă). К.-Кушки. Ĕнер хура ăйрăпа янă (çӳретнĕ). Вчера случали вороного жеребца. || Городить (забор). Тим.-к. † Çичĕ хут сапур ямарĕç. || Уничтожить. Сир. Усал кăмăл çĕтĕк-çатăк тăхăннинчен ытла (более) илеме ярать. || Счистить (грязь и пр.). О сохр. здор. Вĕсем, хăйсен ӳчĕсенчен кирĕксене лайăххăн яма-сăрах, кĕпи-йĕмне тăхăнса яраççĕ. || Стирать (резинкой). Янтик. || Выпивать. Никит. Пĕр Иван анчах эрех ĕçмен, ыттисем янă (пили). || Ходить (в карточной игре). Сред. Юм. Яр мана. Ходи ко мне (в игре в карты). || Пуститься во что. Альш. Пырсанах, хваттир хуçине пуççапаççĕ хĕрĕсем; яраççĕ унтан ташша (пускаются в пляс). Абаш. Майралла яр! (говорят женщине). Пляши по-русски! Альш. Хапхаран тухнă-тухманах ярать пурте юрра. N. Акă лашисем ячĕç, тет, ташша. Вот лошади пустились в пляс. СТИК. Ват çын пек юрра ятăн ĕнтĕ! Пазух. Икĕ сар хĕр кăмăлне вăрăм çула кайрăмăр, орган купăс куртăмăр, тăрса ташша ятăмăр. || Ăйха ячĕ вăл! Здорово спал. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Ч.П. Ешĕл юман касса ятăм, яр хĕррине ӳкертĕм. Ib. Аслă урама тухрăм юрла ятăм (без намерения, почти неожиданно для самого себя), тăшмансен чĕрисене çура ятăм. Альш. † Çамрăках та кăмăлпа кулса яр: манăнах та кăмăлма уçса яр. Альш. Çураçрăмăр, килĕшрĕмĕр те, Элшелĕнченех илсе ятăм эпĕ хĕр. О брачной жизни. Качча илнĕ хĕре хăйсем патĕнчен хăваласа ярса, ăна намăса яраççĕ, пăрахăçа кăларса яраççĕ. Хыпар № 29, 1906. Халĕ пирĕн хăш чухне çумăр та çăвать, анчах, кăшт хĕвел пăхсанах, типĕтсе ярать. Календ. 1904. Унтан, çынна вырса çӳресе, хăйĕнне çил тăкса ярать. Беседа чув. 17. Пурте аллисенче çутнă çуртасем тытса: Христос вильĕмĕнчен чĕрĕлнĕ, тесе, юрласа ярасса хытă кĕтсе тăраççĕ. Юрк. Исправник хăне валли çырса тăмашкăн пĕр тиек тытса ярат. Чуратч. Куртăн-и? тесе, кăшкăрса ячĕ, тет! Хыпар № 16, 1906. Тутар çинчен мана ялти çынсем ак çапла каласа ячĕç. Скотолеч. 26. Унтан шăнасем ларса варласран тикĕт сĕрсе ярас пулать (на зашитую рану). Юрк. Акă пире çырăва вĕрентсе вырăс туса янни! Вот что значит научить нас грамоте и сделать (через это) русскими! N. Ачăна ялан апла хĕнесен, ухмаха кăларса ярăн. Хыпар № 31―2, 1906. Тата чăнах та хăвна-хăв нихăçан та çынна таптаттарса яма юрамасть. Сред. Юм. Тотăр парса яна. [Если родители соглашаются выдать дочь замуж, то тому, кто сватает, дают «тȏтăр» (не платок)]. Сала. Арăмĕ пачăшкăран часрах ултă çĕр тенкĕ илнĕ те, Ивана парса янă. Юрк. Пăхăсăн, начар эрехне çапла урайне сапса ярса, çак начар эрехпе сут тăвакан çынна нимĕнпе айăплама пулса тăнă. В. Тим. † Ытам тулли памасан, ывăтайса ярап, тет. Хыпар № 29, 1906. Вăхăт-вăхăт урапа сасси илтĕнет, е автан авăтса ярать. Б. Яныши. Учĕ сикрĕ те, малти урапи (колеса) перевос çине кĕрчĕ, кайрине йăтса ярмалла (= ямалла) пулчĕ. Скотолеч. 4. Вăл (лошадь) апатне çисе янă-и, яман-и? çавна пăхас пулать. Кн. для чт. 4. Çулпа иртсе пынă чух, хӳме çумĕнче хутаç çакса янă старике курнă. Ядр. Евангелиенĕн корректурине парса яр ман пата, ăна часрах пусма парса ямалла. НАК. Вăл çапла каласассăн, эпĕ: ку хура-кĕсрери киреметĕç пулчĕ ĕнтĕ, пĕтерет ку мана, тесе, аран: кă-кă-кăвакал, тесе ятăм (насилу выговорил). Альш. Вĕрӳçĕ карчăк килте çук; пырса (парса?) ярăттăм, укçи çук. Чураль-к. Пĕр майрана пăхăп та, йĕрĕп-ярăп. (Сухан). N. † Ларма килнĕ (приехавших гостить) хĕрсене, чупса тухса, чуп-ту-яр.

еке

(гэ), то же, что йӳле.

еке пилĕк

то же, что йӳле пилĕк. СТИК. Пиçиххине çыхмасăр, тирпеленмесĕр çӳрекен çынна: мĕн еке пилĕкпе (распоясанный) çӳретĕн? теççĕ. IЬ. Еке пилĕкĕн çӳрет. Ходит без пояса. (Иначе — йӳле-пилĕкĕн).

юле

вероятно, описка вм. йӳле. Ч. С. Çӳçне-пуçне салатса ячĕç (девушки), пилĕкĕсене юле ячĕç. (Девицы во время «хĕр-сухи»). Ч. П. Ятăм юле пилĕкме.

йӳле

(jӳл'э), нараспашку, без пояса. М. П. Петр., Н. Карм. и др! Йӳле = çыхман (sic!). Б. Олг. Йӳле çӳрет. Ходит нараспашку.

йӳле яр

распоясать. Хорачка. Йӳле ярса çӧрет. Ходит нараспашку. Пшкрт. лӓ jӓрзӓ с'ӧрӓт. Ib. || Расстегнуть ворот рубахи. Шарбаш.

йӳле-пилĕк

неподпоясанный. Изам. Т. Йӳле-пилĕк çӳрет. Сред. Юм. Йӳлĕ-пилĕк (не подпоясан). Ib. Йӳле пилĕк çӳрет.

йӳле-пилĕкĕн

без пояса. Сёт-к. Мĕн тотар пак йӳле пилкĕн (пилĕкĕн) çӳретĕн (ходишь не подпоясанный)? Чăв. юм. 1919, 24. Хăйсем (колдуны) пăхма хăрушă: йӳле-пилĕкĕн, çӳçне-пуçне салатнă, тимĕр шăлĕсене кăтартса тăраççĕ. Ч. С. Хĕрсем, хĕр-акине кайнă чух, çӳçĕсене салатса, йӳле-пилĕкĕн, аллисене чĕн саламатсем тытса, каяççĕ. Никит. Йӳле-пилĕкĕн, çӳçне-пуçне салатнă, çарран (босиком).

йӳле пĕсехе

человек с открытым воротом. КС. Пĕсехине йӳле янă. Расстегнул ворот.

йӳлехей

(jӳл'эh'эj), человек который ходит с незастегнутым воротом рубахи. См. йӳле. Череп. || Без пояса. N. Мĕшĕн йӳлехей çӳретĕн?

йӳне

(jӳн'э), то же, что йӳле. М. П. Петр. «Йӳне; пилĕкне йӳне çӳрет — неопоясанный». Юрк. † Тăхăнтăм круткама (сăкмана), йӳне ятăм (на распашку), кайрăм хура вăрман варрине.

йӳне-пилĕк

то же, что йӳле-пилĕк. КС. Йӳне-пилĕк, без пояса. Ib. Тутарсам йӳне-пилĕкĕн çӳреççĕ. Татары ходят без пояса. N. Çав хĕрсем пурте çара-уран, йӳне-пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса, ăйĕрсем (sic!) пек (кулнине калани) кĕçенсе, сиккелесе пыраççĕ (во время опахивания деревни).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

расстегнуть

глаг. сов.
вĕçерт, вĕçертсе яр; йӳле яр; расстегнуть шубу кĕрĕк тӳмисене вĕçерт

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

блуза

ж. блуза (йӳле ярса çурекен шалпар кĕпе).

нараспашку

нареч. разг. йӳле, йӳле ярса, ярханах; идти в пальто нараспашку пальтона йӳле ярса пыр; ◇ у него душа нараспашку вăл усă кăмăллă çын.

пояс

м. 1. пиçиххи; пояс с узорами шăраçлă пиçиххи; пояс с кистями яркăч, шерепеллĕ пиçиххи; без пояса йӳле пилĕкĕн; 2. (талия) пилĕк; до пояса, по пояс пилĕк таран; 3. геогр. пояс, тăрăх; жаркий пояс шăрăх пояс; 4. эк. пояс; тарифный пояс тариф поясĕ; спасательный пояс шыв çинче тытакан ункă.

распахнуть

сов. что 1. уçса пăрах, уçса яр; яри уç; распахнуть дверь алăка уçса пăрах; 2. (полы одежды) йӳле яр, уç, уçса яр, уçса пăрах; распахнуть пальто пальто йӳле яр.

распахнуться

сов. 1. уçăл, уçăлса кай, яри уçăл; окно распахнулось чӳрече уçăлчĕ; 2. (распахнуть на себе одежду) йӳле яр, уçса пăрах.

распоясать

сов. кого-что салт, салтса яр, пиçиххине салт, йӳле яр.

распоясаться

сов. 1. салтăн, пиçиххине салт, йӳле яр; 2. перен. разг. пуçтахлан, пуçтахланса кай, иртĕхсе кай, йĕркерен тух.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

йӳле

(йӳле пилĕк) «нараспашку», «в расстегнутом виде»; тат. жилбегәй, казах. желбегей, к. калп. жилбигей, туркм. елбегей, башк. елбәгәй «нараспашку», «внакидку». Возможно, от ел (см. çил).

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Тĕс каять

Тĕс каять линяет, облиняет, выцветает.
Тепри, тĕс кайнă кивĕ картузли, кĕптĕрккерех арçын. В. Ухли. Вăл çăпатапа, пуçне, ăшă пулсан та, çавра кивĕ çĕлĕк тăхăннă, тĕс кайса хĕрелнĕ çăмăл тăла пиншакне йӳле янă. С. Аслан. Çумăрпа тĕс кайнă юпасем çине лĕпĕшсем ларса канаççĕ. В. Алентей. Ĕмĕрех симĕс-кăвак, ĕмĕрех улшăнуллă тинĕсĕн çак вăхăтра тĕсĕ кайнă, вăл, шăрăхпа кĕрешме мĕнле те пулин вăй кĕтнĕ пек, халтан кайса выртать. Ю. Званацкий.

Çавăн пекех пăхăр:

йӳкĕ йӳкем Йӳккел йӳкле « йӳле » йӳле пĕсехе йӳле яр йӳле-пилĕк йӳле-пилĕкĕн йӳлеке

йӳле
Пуплев пайĕ
Еçхĕл
 
Фонетика
4 саспалли
 
Семçе сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150